Сан пуласлăхна куратăп…


Шур çилхеллĕ урхамахăм

Темĕскер пит кукалет.

Тĕлĕнсе эп пăхса тăтăм.

Вăл çырать, темскер чĕрет…

 

Пуçне ухрĕ те çухалчĕ,

Шурă пĕлĕт пулчĕ тем…

Урхамахăм, сан пĕлесчĕ,

Çав тери мана кичем.

 

Сăмахсем вула пуçларăм:

«Тусăм, лайăх эс вĕрен…»

Вĕриленчĕ ман çан-çурăм:

Урхамах пиллет иккен.

 

Малалла татах вулатăп:

«Нихăçан та ан ӳркен…

Сан пуласлăхна куратăп.

Пулăн эс вĕрентекен…»

 

Вĕренесчĕ, тăрăшасчĕ,

Ятăм юлĕ халăхра.

Çынсене ман пулăшасчĕ

Ал парса йывăрлăхра.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2010-11-12 17:39:47):

Лайăх сăвă. Кĕске пулин те пĕтĕм шухăша уçса пама май тупнă.

 

Алеша Табаков (2010-11-13 18:57:44):

Маттур, Люба. Лайăх сăвă!!!!!!!!=)))

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: