Шур çилхеллĕ урхамахăм
Темĕскер пит кукалет.
Тĕлĕнсе эп пăхса тăтăм.
Вăл çырать, темскер чĕрет…
Пуçне ухрĕ те çухалчĕ,
Шурă пĕлĕт пулчĕ тем…
Урхамахăм, сан пĕлесчĕ,
Çав тери мана кичем.
Сăмахсем вула пуçларăм:
«Тусăм, лайăх эс вĕрен…»
Вĕриленчĕ ман çан-çурăм:
Урхамах пиллет иккен.
Малалла татах вулатăп:
«Нихăçан та ан ӳркен…
Сан пуласлăхна куратăп.
Пулăн эс вĕрентекен…»
Вĕренесчĕ, тăрăшасчĕ,
Ятăм юлĕ халăхра.
Çынсене ман пулăшасчĕ
Ал парса йывăрлăхра.