Трактор çурти
Усен-пулансем çуратса пама хатĕрленекен çĕр паян уяв тăвать: большевикла çуракин пысăк ĕçĕсем пуçланса кайнă паян унăн тулăх пичĕ çинче.
Пĕччен хуçалăхлисен анисене кукамай евĕрлĕ суха-пуç йĕрлесе пырать, колхозниксен уй тăршшĕпех тăсăлакан мăн «анине» кӳлмесĕрех кӳлнĕ трактор кăпăшлантарса пырать.
* * *
Хĕвел кăнтăрлана çитет. Сасартăк инкек пулнă уйра. Трактор, чипер ĕçленĕ çĕртех, чăхăмла пуçланă. Çынсем трактор тавра кускаласа кăна тăраççĕ. Пĕри, астăвайманнипе, «ну!» тесе те пăхрĕ трактора, анчах хурçă лаша «ну!» тенине итлемерĕ, вырăнтан та тапранмарĕ. «Тракторисчĕ» аптраса çитнĕ. Вăрçаççĕ ăна та, унăн «помощникне» те, тракторист вырăнĕнче ĕçлеме пултарайманшăн пăскăртаççĕ. Тракториста:
— Кам хăямачĕ чирлеме хушнă ăна хĕрсе ĕçлемелли вăхăтра, — терĕ трактор ураписем çине пăхса, пĕр хура сухал.
— Çынни вилес пек чирленĕ. Ним пĕлми выртать, эсĕ ăна вăрçатăн, — терĕ хирĕç кĕске пиншакли.
— Унтри кунтри — тыр кунти! Тьфу, санпала! Трактор тытса пыма пĕлетĕп тесе мухтанатăн. Ху лартăн та пĕр талăк та сухалаймарăн, трактору чарăнса та ларчĕ, — тесе вăрçаççĕ трактористăн «помощникне».
Мĕнле калас — помощник тес — помощникех мар та ентĕ вăл Унтри. Тракторпа ĕçлеме пултарассăн туйăннă та ăна, тракторист вырăнĕнче ĕçлеме тытăннă.
— Мĕншен ĕçлейми пулчĕ-ши ку трактор? Тĕлĕнмĕлле!
— Атьăр пурте шырама. Трактор юсама пултаракана тупма.
— Эй, кил-ха!
— Авă пĕри çулпа каять. Пальто тăхăннăскер. Вĕреннĕ çын пулмалла, вăл пĕлет ĕнтĕ. Çавăнтан ыйтса пăхас.
Çынни лашине тăратса хайхисем патне пырса тăрать.
— Мĕн кирлĕ?
— Çак трактар пирĕн мĕншĕн ĕçлейми пулнă? Каласа пар-ха, тархасшăн?
— Калама пултараймастăп.
— Мĕншĕн?
— Мĕншĕн тесен пĕлместĕп.
— Ма пĕлместĕн? Эсĕ нумай вĕреннĕ çын, куçăнтанах паллă. Миçе çул вĕреннĕ-ха?
— Вуникĕ çул.
— Вуникĕ çул вĕренсе те трактор мĕншĕн ĕçлеме чарăннине пĕлместĕн-и?
— Çук, пĕлместĕп. Вĕрентмен пире ун пирки.
— Каях апла пулсан ху кайма тухнă çĕре! Çулу такăр пултăр.
— Учитель патне чупас. Вал ăслă çын, каласа парĕ.
Чупаççĕ. Кĕреççĕ шкула. Учителĕ килте çук. Килĕрен шыраса çӳреççĕ.
— Сирĕн патра учитель çук-и?
— Çук. Халь анчах урампа иртсе кайрĕ.
— Ăçталла?
— Тăвалла.
— Чупатпăр! ||||
— Мĕнле учитель?
— Ачасене хут вĕрентекенни ара.
— Килмен вăл пирĕн пата.
— Э-э-э! Эй, емĕлке! Ан кай-ха! Кил-ха кунта. Эсĕ... Учитель ăçтине пĕлместен-и? '
— Ме-ме-мек!..
— Тьфу, щуйттан. Качака таки пулнă-мĕн ку...
— Тăхлачă, тăхлачă! Кил-ха кунта. Учителе курман-и эсĕ?
— Мĕн?
— Учителе курман-и, тетĕп?
— Çук, курман, ачам.
Виç-тăватă çын таçтан учителе тупса пычĕç.
— Кала-ха, мĕншĕн пирĕн трактор ĕçлеми пулнă?
— Эпĕ пĕлетĕп-и?
— Ăна та пĕлместĕн пулсан, мĕне вĕрентнĕ вара сире пысăк шкулта?
— Ачасене вĕрентме вĕрентнĕ.
— Мĕнле вĕрентме?
— Çырма, вулама, арифметика шутлама...
— Трактор çинчен вĕрентме вĕрентмен-и сире?
— Тьфу, санпала!
— Вулав çуртне каятпăр та трактор çинчен калакан кĕнеке илсе килетпĕр, — теççĕ хăшĕ-пĕрисем.
Юланутпа вулав çуртне чуптарчĕç иккĕш васкаса. Ултă çухрам каймалла.
— Ма иккĕн тан каятăр?
— Ара, вулав çурчĕн пуçлăхне шырамалла пулсан...
— Иккĕн иккĕнех ĕнтĕ — кĕнекине тупаймасан та, хуплашкине те пулсан тупса килетпĕрех. Пĕччен пек мар, — тет каяканнисенчен пĕри кулса.
— Кĕнекине тупмасăр ан та килĕр!
Кусем тухса кайсассăн, тракторист «помощникне» илсе, пĕр иккĕн-виççĕн больницăна чупрĕç — чирленĕ трактористпа калаçса пăхма. Унта кĕрсен шăппăн:
— Вилмен-и-ха? — тесе ыйтаççĕ.
— Вилмен-ха. Чирĕ халĕ кăштах лăпланчĕ пулмалла.
— Вăраниччен тăхтар-ха эппин.
Тракторист вăранчĕ. Куçне уçрĕ.
— Калаçмалли пурччĕ-и? — тесе ыйтрĕ вĕсенчен.
— Пурччĕ çав.
Пынă çынсем инкек çинчен каласа параççĕ.
— Унтри! Тупаймарăн-и-мĕн трактор айапне? — тĕсе ыйтать тракторист хăйĕн помощникĕнчен.
— Винти-мĕнĕсем машинăн пуртĕ хăй вырăнĕнчех лараççĕ, — тет Унтри татăклăн. — Нимĕн те пăсăлман. Тракторĕ çапах ĕçлемест, Мĕншĕнне пĕлеймерĕм.
— Тракторăн çурта пур, çав çуртан пралукне тытса пăхрăн-и?
— Çук.
— Эппин, çапла пулнă вăл: тракторăн бензин çунтаракан çурта пур терĕмĕр-и? Çуртин шалти вĕçĕнче икĕ пралук пур.
Пĕрехмаях ĕçленĕ пирки çав пралук вĕçĕсем хăрăмланса ларса çутатма пăрахаççĕ. Çав хăрăма çĕçĕ вĕçĕпе хырса пăрахсассăн, çурта вара çуна пуçлать те тракторĕ чиперех ĕçлеме тытăнать.
Унтри тĕлĕнсе хытсах каять.
— Вăл пралуксене тасатма кирли çинчен эпĕ пĕлмен те, — тет айăплă çын пек, тракторист çине пăхма хăймасăр.
— Тата калам: çав икĕ пралукăн вĕçĕсем пĕринчен пĕри аякра тăраççĕ пулсан та, трактор çурти ĕçлеме пăрахать. Ун пек чухне пралукĕсене патнерех пĕрлештеретĕн те — ĕçĕ пулса та тăрать.
— Пĕлмен эпĕ ăна...
— Пĕлменни хуплать çав пире.
Васкаса чупрĕç уя трактор патне. Пăхаççĕ — трактор çурти пралукĕсен вĕçĕсем чăнах та хăрăмланса ларнă. Тасатрĕç те ăна, трактор карлаттара пуçларĕ вара.
— Тьфу! — терĕç пĕрисем.
— Тьфу! — терĕç теприсем.
— Тьфу! — терĕç пурте пĕр харăс.
— Тьфу!..
* * *
Техникăна вĕренмелле çав. Пурин те вĕренмелле. Унсăрăн май килмĕ, юратнă граждансем.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...