Энтепе


Вун тӳпе айĕнчи асăмри Энтепе!

Эпĕ кайнă унта чи малтан аттепе.

 

Такăрлатнă кайран сукмакне пĕчченех,

Энтепе хăнана паян кун та чĕнет.

 

Вун тӳпе çумĕпе эпĕ чупнă хĕлле —

Çил ачи манпалан явăçатчĕ пĕрле.

 

Уртмахри Стивенсон, пур Майн Рид та Жюль-Верн.

Афалек1! Çулçӳрев тĕнчинче-и çӳрер?

 

Çул тусанĕ ман хыççăн юлатчĕ çулла.

Çырмари ват кĕтӳçĕ каларĕ çапла:

 

«Сăвăрсем вун тӳпешĕн пулсаччĕ хĕрт-сурт,

Сăвăра вĕлерсен кил-çурта хыпĕ вут».

 

Сартсене сухаланă, аркатнă тĕрен

Сăвăрсен йăвине тустарса çулсерен.

 

Пĕтнĕ чапăр шăрши, çук текех сăвăрсем...

Сапăр чунĕ сире куçрĕ мар-ши, çынсем?

 

Çав-çавах йыхаратъ тус-тăван кĕреки,

Каялла кайнă чух ăсатать çул курки.

 

Эпĕ ыйтрăм санран пĕринче, Афалек

«Мĕншĕн сан садунта тĕмесем çăра пек?»

 

Эс каларăн мана: «Çак чие, хурлăхан

Аттепе аннене асилтерĕç ялан.

Вĕсене сайратма, ваттине тĕплеме

Паянччен манăн ал çĕкленмест».

 

Афалек! Тĕп киле ĕмĕр-ĕмĕр упрар!

Çимĕкре тĕл пулсан чăх тукмакĕ тытар.

 

Ăçтарах сан ларатчĕ килӳ, Салампи?2

Çĕкленет-и унтан ăшă тĕтĕм юпи?

 

Эс каларăн: «Çуллен хур çуначĕ анне

Валеçетчĕ пире пиллесе хĕр ятне.

 

Хĕрсене пĕр кайсан таврăнни килĕшмест,

Çын сăмахĕн йӳççи чĕрене илĕртмест».

 

Кĕркунне кайăк хур кăнтăра кайнă чух,

Салампи, вĕсене ăсатма эсĕ тух.

 

Энтепе çийĕнчен вĕçсе иртнĕ чухне

Карта пуçĕ хăвартăр тăкса пĕр тĕкне.

 

Энтепе, Энтепе! Вун тӳпе патĕнче,

Йăмрасем, çĕмĕртсем, улмуççи айĕнче

Сывă пултăр ялан перекет, пархатар.

Эй, туссем, çĕнĕрен кĕреке пуçтарар!

 
1 Афалек — А.Энтепе поэт
2 Салампи — Любовь Федорова псевдонимĕ

Çавăн пекех пăхăр

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: