Укçа хутаççи
— Натюк, ан кулян. Пысăк парне кирлĕ мар. Эпир санпа менельнике çынна хисеплесе каятпăр, — мăшăрĕн шывланнă куçĕ çине пăхса шăппăн каларĕ Коля.
— Коля, хăçан ăнланма пуçлатăн эсĕ пурнăçа? Раиса 50 çул тултарать. Юбилей унăн. Апла пулсан пирĕн асăнмалăх парне туянмалла. Килте пурĕ те 600 тенкĕ. Паян çак укçана пĕтерсен, миçе кун укçасăр ларма тивет. Эсĕ çавна ăнланатăн-и? — чуна тивмелле сăмахсем кăларчĕ Натюк, Коля мăшăрĕ.
— Натюк, кăшт лар-ха. Раиса пирĕн тус. Иксĕмĕрĕн укçа ытла нумай маррине пĕлет. Вăл çыравçă. Пире писательсене мĕн кирлĕ? Пĕр ылтăн калем тата шухăшсене çухатасран ĕç тетрачĕ илетпĕр те, çитет. Юлнă укçипе — эрне пурăнатпăрах.
— Эх, Коля, Коля. Эсĕ пурнăçран кая юлнине пĕлсеччĕ-ха, анчах та çавăн пекех пулнине паян тин туйрăм. Санăн ылтăн пероллă калему 800 тенкĕ тăрать.
Кольăпа Натюк темиçе самант пĕр-пĕрин çине пăхса шăппăн ларчĕç. Коля хăйне питĕ аван мар туйрĕ. Менельнике каймаллăх укçа çукки, кашни пус шутра пулни питĕ хурлантарчĕ ăна. Мĕн тумалла?
Çамрăк мар арçын хăй компьютерне ĕçе ячĕ. Унăн алли пуç мимине итлемесĕрех темле сăмахсем пичетлеме пуçларĕ. «Аллă çул тултарнине халалласа! Хам туни. Тытăмĕ: кăшман, çĕпре, шыв. Хаярлăхĕ 60 процент.»
— Натюк, альбомра Раисăн сăн ӳкерчĕкĕ пулмалла. Илсе кил-ха, тархасшăн, — çепĕççĕн ыйтрĕ Коля мăшăрĕнчен.
Натюк ним шарламасăр кирлĕ сăн ӳкерчĕке тупса мăшăрне алран тыттарчĕ. Коля тав сăмахне калама манмасăр хăй ĕçне малалла тăсрĕ. Вăл Раисăн сăн ӳкерчĕкне компьютер çине куçарчĕ, унтан малтан çырнисене пĕр вырăна пуçтарса, илемлетсе принтерпа хут çине кăларчĕ. Пушă эрех кĕленчи тупса васкамасăр çурĕ, тăрăшса малтанхи этикеткине тасатса хăй тунă хута çыпăçтарчĕ. Темиçе минут хушши хăй ĕçне хакласа пăхса тăчĕ. Кайран, çыпăçтарнă хута çĕтсе тăкрĕ. Тепĕр хут компьютер умне ларчĕ. Каллех çĕнĕ сăмахсем çуралчĕç. Каллех кĕленче çумне çĕнĕ хут çыпăçрĕ. Темиçе сехет аппаланнă хыççăн илемлĕ хут çине тĕрлĕ тĕслĕ сăрпа çĕнĕ эрех этикетки пичетленсе тухрĕ. Коля хăй çырнине мăшăрĕ илтмелле васкамасăр вуларĕ: “Раиса пикене саламласа. Тĕнчипе те пĕр кĕленче кăна. Хам туни. Тытăмĕ: кăшман, çĕпре, шыв. Хярлăх: 60 процент. 100 процент юратупа хатĕрленĕ. Марганцовкăпа тасатнă, çичĕ курăкпа çемĕçтернĕ. Ĕçсен виçĕ сехетрен урăлатăн. Пуç ыратмасть»
Натюк мăшăрĕ хыттăн вуланипе ун патне пычĕ. Коля ĕçне тимлĕн тишкернĕ хыççăн чунран кулса ячĕ. Унăн таса сасси икĕ пӳлĕмлĕ хваттере ăшă варкăш пачĕ тейĕн.
— Коля, çур литр кĕленчипе сахал пуль. Литр çурăлăх «Акатуй» пур вĕт-ха, çавăн валли ту-ха, — терĕ Натюк кулса тăраннă хыççăн.
Коля хаваспах çĕнĕ ӳкерчĕк туса кăларчĕ. Акă ĕнтĕ кучченеç хатĕр.
Натюк хăйĕн эрешлĕ арчинче темскер шыракаларĕ те кĕмĕл хăлха алки туртса кăларчĕ, анчах, унпа çыхăннă пулăма аса илнĕ хыççăн, ăна хăй вырăнне хучĕ. Ку алкана ăна Коля çуралнă кун ячĕпе парнеленĕччĕ. Çук, çук, ку парнене килтен кăларасси — пысăк çылăх. Надя татах шырарĕ. Кирлĕ япала тупсан асамлă арча хупăнчĕ.
Коля çав хушăра шухăша кайрĕ. Ăна пурнăçри çитменлĕх питĕ тарăхтарчĕ. Мĕнле самана пулса кайрĕ? Çĕр кĕнеке авторĕн кĕнекисем çур миллионлă тиражпа тухнă — кĕсьере укçа çук. Мĕнле ăнланмалла? Мĕншĕн çыравçă укçасăр? Мĕншĕн вăл паян хисепре мар? Мĕншĕн суту-илӳ усламçин пурте пур, ĕçлекенĕн нимĕн те çук? Йĕркеллĕ патшалăхра çавăн пек пулма пултарать-и? Йĕркеллинче пулма пултараймасть, пирĕн патшалăхра...
Тен патшалăхăн ячĕ кăна?
— Коля, эпĕ уява кайма хатĕр, — тухрĕ зала Натюк. Коля мăшăрĕн илемлĕхне курса çăварне карсах пăрахрĕ. Мĕнле чипер те илемлĕ мăшăр! Аллă çулта пулин те çӳçĕ вăрăм та хулăн, кĕпи çамрăках мар кĕлеткене çинçелетет, шурă пушмакĕ урана килĕшӳлĕх кӳрет.
Коля васкаса тумланчĕ. Акă вĕсем килтен тухрĕç.
Натюк мăшăрне ыталаса, куçран пăхса: “Коля, Раиса валли кĕмĕл çĕрĕ илтĕм. Эпĕ ăна тахçанах тăхăнма пăрахнă. Кӳренместĕн пуль? — терĕ. Коля мăшăрне ăшшăн ыталарĕ, ассăн сывларĕ: «Ан кулян мăшăрăм, сана валли çĕннине туянăп, сăмах паратăп».
Çула май вĕсем чечек çыххи туянчĕç. Парк урлă çут çанталăк илемĕпе киленсе ăшшăн калаçса пычĕç вĕсем. Кĕçех Коля: «Эпĕ халех», — терĕ текĕрхи çулçăсене чечек манерлĕ пухрĕ, унтан мăшăрĕ патне пырса, тунката çине ларчĕ. Унăн пуçĕнче сăвă йĕркисем шăрçаланма тытăнчĕç.
Коля пĕчĕк ача пек хĕпĕртесе ӳкрĕ. «Акă ĕнтĕ Раиса валли сăвă та пур. Ура!» — тесе ăнланмалла мар ташă ташларĕ. Кăшт сиккеленĕ хыççăн ура темĕскерле хутаç çине лекрĕ. «Çут çанталăк та мана вырăна лартасшăн», — тесе тăчĕ. «Мĕн япала вара кунта?»- тесе çаврăнса пăхрĕ кăна — çĕр çинче крокодил тирĕнчен çĕленĕ хутаçа курах кайрĕ. Коля чĕри ăнланмалла мар туйăмпа тапма пуçларĕ, вăл асăрханса хутаçа алла илчĕ, уçса пăхрĕ. Ай, турă! Мĕн кунта? Темиçе çыхă ют çĕршыв укçи тата темиçе — Раççей укçи ... паспорт, водитель прави, пасар хуçи пулни çинчен пĕлтерекен хут.
Коля тунката çинче мĕн чул ларнине ас тумасть, юнашар мăшăрĕ пырса çурăм çине аллине хурсан кăна хăвăрт сиксе тăчĕ. «Коля, мĕн пулчĕ?» — ыйтрĕ вăл тем пулса иртнине туйса. Коля алăри хутаçне кăтартрĕ. «Укçа, кунта укçа, пысăк укçа...» — шăппăн çеç сассине кăларчĕ вăл. Натюк хутаçри укçа çыххисене тытса пăхса хăвăрт каялла чиксе хучĕ, ун хыççăн темиçе самантран хутаçри укçана хăй сумкине куçарса хучĕ, мĕн пур документа та пĕрле хума манмарĕ. Пушă хутаçа мĕн пур вăйпа вăрман ăшне печĕ. «Коля, Раиса патне каймастпăр. Кун пек укçапа кайсан эпир тăп-тăр ухмах шутланăпăр. Раис пире каçарать, мĕншĕн тесен кун пек сăлтав ĕмĕрте пĕрре пулать. Тавтапуçах Турра пирĕн пурнăçа ăнланса телей хутаççине парнеленĕшĕн.»
Кольăпа Натюк троллейбус чарăнăвĕ патне вĕçнĕ евĕр чупса çитрĕç. Троллейбус кĕтни вĕсене нумай пек туйăнчĕ, маршрут таксине чарчĕç. Ку вара киле çиçĕм пекех хăвăрт илсе çитречĕ.
Икĕ телейлĕ чун хваттере кĕрсен, алăка темиçе самукпа питĕрсен, тупнă укçана шутлама пуçларĕç. Виçĕ-тăватă хут шутланă хыççăн, иккĕшĕ те пĕр-пĕрин çине пăхса: «Алă пин доллар та виççĕр пин укçа! Алă пин доллар та виççĕр пин укçа!» — тесе хăпартланчĕç.
Хăпартлану вĕсене ĕмĕт хыççă ĕмĕт парнелерĕ. Мĕн кăна тумарĕç пулĕ мăнтарăнсем: ялта çĕнĕ çурт лартрĕç, Аякри Хĕвелтухăç енчи çĕршывсене экскурсине кайса килчĕç, вунă томлă кĕнеке çырса нумай пинлĕ тиражпа кăларчĕç...
Ĕмĕтленсе ывăнсан Коля пĕр авăк шăпланчĕ, унталла-кунталла ута пуçларĕ, пĕр сăмах каламасăр мăшăрне ылталаса илчĕ те: “Натюк, çын укçипе телейлĕ пулăпăр-ши? — тесе хучĕ. Натюк та шухăшĕ ытла тарăн кайнине туйрĕ пулас, тӳрех хуравне тупрĕ: «Хуçине тавăрса паратпăр-и?»
Унтан упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрин çине нумай вăхăт шăппăн пăхса ларчĕç. Каллех кашни хăй шухăшне путрĕ. Вăхăчĕ пĕр вырăнта тăмарĕ, сехет юппи хăй сулăмĕпе малтан çанталăка тĕттĕмлетрĕ, кайран вара ирхи куна çывхатрĕ.
Тупнă телее алăран ярас килмест, анчах чăнах та çын укçи телей парĕ-ши? Паллах, пуянлăха алран вĕçертес килмест. Ма тесен кун пек парнене Турри ĕмĕрте пĕрре кăна парать, тата кашниех тивĕçеймест вăл телее. Пĕр енчен — ку Турă телейĕ, тепĕр енчен — эсĕ ĕçлесе илнĕ укçа мар. Мĕн тумалла?
Çĕр çывăрмасăр шутласа выртнă хыççăн упăшкипе арăмĕ укçана тавăрса пама килĕшрĕç. «Йĕрке тăрăх хуçин пире çирĕм процент памалла вĕт-ха» — терĕ Коля тутлă ĕмĕтне вĕçертсе ярас мар тесе.- Çирĕм процент та пысăк укçа. Шутла-ха, вунă пин доллар тата утмăл пин тенкĕ». Ку сăмахсем ННатюка та килĕшрĕç, ăшра çынлăх, чăнлăх туйăмĕ пурри ăна савăнтарчĕ.
Ирхине ирех Коляпаспортри адреспа укçа хуçи патне çул тытрĕ. Ку миллионерсен урамĕ иккен. Кунта икĕ-виçĕ хутлă коттеджсем, кирпĕчрен тунă çӳллĕ хӳмесем. Кашнин алăкĕ çинче «Асăрханăр! Хаяр йытăсем!» тесе çырнă. Кирлĕ адреса шыраса тупсан, Коля шăнкăрав кнопкине пусиччен шухăша кайрĕ. «Тен, тавăрса памалла мар. Тен, ку Турă панă тĕрĕс телей. Кун пек çуртра чухăнсем пурăнмаççĕ».
Пĕр вунă-çирĕм минут шухăшласа тăнă хыççăн укçа тупнă ар çын кирлĕ кнопка çине пусмасăрах çак урамран васкаса утрĕ. Пĕр виçĕ-тăватă сехет хула урамĕсем тăрăх çапкаланса çӳрерĕ Коля, анчах темĕнле туйăм кăна çак укçаллă урама таврăнчĕ, каллех виçĕ хутлă коттедж патне илсе çитерчĕ, каллех алăк шăнкăравĕ патне аллине тăстарчĕ. Çак самантра ю пысăк тимĕр хапха элекричество вăйĕпе уçăлчĕ. Унтан юлашки моделлĕ «Мерседес» ярăнса тухрĕ. Машина водителĕ алăк умĕнче тăракан Кольăна асăрхарĕ пулас, ют çĕр-шыв машинĕнчен 110-120 килограмлă вăтăр çулхи хулăн салăллă çын пекки тухрĕ.
— Мĕн кирлĕ? — сас пачĕ вăл.
Коля кил хуçи çине тинкерсе пăхрĕ, уринчен пуçласа çĕлĕкĕ таран васкамасăр куçĕпе çынă хыççăн: «Эсир Суккорлов пулатăр-и?» — терĕ.
— Кам эсĕ? — янратрĕ пуянсен урамне хуçа сасси.
Коля та хăюлланса: «Тепĕр хут ыйтатăп, Сан хушамат Суккорлов-и?» — терĕ.
— Суккорлов, Суккорлов. Кала хăвăртрах. Ахалĕн сана ман хуралçăсем хулха чикки таянтарĕç — кăшкăрса каланă пек каларĕ машина хуçи.
— Паспорт кăтарт, — ыйтрĕ Коля паттăррăн çак çын çине пăхса.
— Эс мĕн, катăк е тăп-тăр ухмах. Эпĕ камне пĕлместĕн? — кăшкăрчĕ мăнтăркка арçын. Хăй малтан кăсйисене хыпашларĕ, кайран машина салонне кĕрсе пĕр самант çухалчĕ.- Пĕлместĕп, паспорт таçта çухалнă, водитель удостворенийĕ те çук. Укçа та таçта.
Коля пуян арçынăн сăн улшăнăвне асăрхарĕ. Анчах та укçине тавăрса пама васкамарĕ.
— Апла пулсан эсир Суккорлов мар. Юрĕ, сывă пулăр, — терĕ те вăл килнĕ çулпа каялла уттарчĕ.
Çук, нумай утаймарĕ Коля, пĕр темиçе минутран пĕр вунă метр маларах «Мерседес» чарăнчĕ те унăн алăкĕсенчен виçĕ ар çын тухрĕç.
— Этем, хуçа сана хăй патне чĕнет, — мĕкĕрсе ячĕ капан пек ар çын.
Колян хăрас шухăш пулмарĕ пулас, вăл вăтăр икĕ шăллă çăварне ирхи хĕвел пек уçса: «Юрать, эпĕ кама та пулин кирлĕ пулсан, унăн хăйĕн ман пата пымалла,.» — терĕ. Чĕнекенни кун пек итлемен çынна курманран-ши, е хăйне ытла вăйлă тесе шутланăран, çийĕнченех ним калама та аптрарĕ. Анчах капан пеккин ку туйăм нумаях пымарĕ. Ку арçынна хуçа патне илсе пымалла, çавăнпа хăй сассине хăпартса: “Сана хуçа хăй патне чĕнет, — тесе тепĕр хут каларĕ. Коля çичĕ-сакăр пăт таякан çын çине хăрамасăрах пăхса: “Тăванăм, эпĕ те сана тепĕр хут калатăп, сан хуçу мана кирлĕ мар. Эпĕ ăна кирлĕ пулсан, вăл ман пата пырасса шанатăп, — терĕ.
Хуçа тарçисем Кольăпа хăйсен меслечĕпе сыв пуллашма тăрăшрĕç, анчах та унăн хăраман куçне курса алисене иртĕхме памарĕç.Коля ним пулман пек хăй çулĕпе уттарчĕ. Аллисем кăна туйăма итлемерĕç курăнать, кĕсйене кĕрсе кайса укçа çыххисене тăпăлтарса та салатса çӳлелле ывăтрĕç.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...