Хваттер лайăх, калама çук,
Ваннăй та пур, кухня та.
Сĕрĕм те çук, хăрăм та çук.
Вĕрет чей те, яшка та.
Кантăксене чĕнтĕр карнă,
Шифоньер пĕр пӳлĕмре.
Урайсене кавир сарнă,
Телевизор кĕтесре.
Илемлетнĕ, тирпейленĕ
Ик пӳлĕмлĕ хваттерне.
Анчах пӳлĕм масине
Ярать ватă асанне.
Диван çинче карчăк выртать
Чирĕпеле ахлатса.
Пĕр кĕрет кинĕ, пĕр тухать
Çиллипеле вашлатса.
Пысăк хваттер илес тесен
Çемье йышлăрах кирлĕ.
Кайран, хваттерне кĕрсессĕн,
Карчăкĕ кама кирлĕ?
Çатма çинче çу чашкăрать,
Кин икерчĕ пĕçерет.
Ачисене ăс вĕрентет,
Диван çине кăтартать:
— Ку дивана салатмалла,
Пружинисем ун начар.
Урăх сăрпа сăрламалла,
Атьăр ăна салатар!
Диван çинче ват асанне
Выртать пĕрмай ахлатса.
Атьсем диван пăтисене
Кăлараççĕ ухлатса.
Асламăшĕ вĕсем çине
Пăхса тăрать хурланса.
Салатаççĕ вĕт диванне,
Ăçта каймалла тăрса?
Кĕççе питлĕ ăссăр çынсем
Пур-ха пирĕн хушăра.
Ватăлмĕç-ши вĕсем хăйсем
Пурăннă пурăнăçра?