Юрататăп!
1
Юратнă вăрманăм — ачалăх сăпки,
Илем тата пур-ши, санран урăххи?
Кунта вăранать вăшăл çилĕн ыйхи,
Кунта пытанать каç хĕвелĕн çăмхи...
Вăрманăм, вăрманăм, саватăп сана!
Нихçан питĕрмен эс чипер алăкна.
Миçе пытансан та çурхи сулхăнна
Чĕреçĕм çуталнă, эп пулнă хăна!
Тен, эп йăлăхтарнă куллен çӳресе?
Нумай, тен, тултарнă çырла чĕресе?
Пĕлместĕп, вăрманăм савнах-ши мана,
Шур хурăн шывне ĕçекен ачана?...
2
Юратнă уй-хирĕм! Çилхеллĕ çилпе
Мĕскер калаçатăн ачаш чĕлхӳпе?
Çунатлă çиле кӳлеесчĕ тĕпе,
Алла тытаясчĕ ука тилхепе!
Ман пĕккĕм пулин асамат кĕперри,
Шăнкрав вырăнне шăнкăртаттăр тăри!
Юратнă уй-хирĕн асамлă юрри
Алла усиччен асăма юлтăр-и!
Юратнă уй-хирĕм, саватăп сана,
Хумсем чӳхекен ылтăн-кĕмел тумна!
Пĕлесчĕ, мĕскершĕн ялан ху çумна,
Савни пек чĕнсе, илĕртетĕн чуна?
3
Юратнă тусем! Аякран-аякран
Йĕнер пек сăнарăр куçа курăнсен,
Вĕçсе ман иртессĕм килет кайăкран —
Унта савнă ялăм, унта-çке тăван...
Ту çийĕ сап-сарă — те сарнă сурпан,
Ват çын çӳçĕ пек сапаланнă кăлкан...
Мĕн пур-ши ватти таврара çав туран?
Пуçне çĕре хунă... çыврать арăслан...
Çыврать аслă ту... Хаш сывлать хушăран.
Вутла, тинĕспе вăл кĕрешнĕ тахçан...
Сĕвек çамкинче çавăнпа çĕр суран,
Суран çĕввине кăвакартнă кăлкан...
4
Курмасăр ирттерĕттĕм çамрăклăха
Тӳпе çутмасассăн каçхи уйăха.
Ах, уйăхлă каçăм! Салат ыйăха,
Санран пытармастăп калас сăмаха:
Ват çын çывраймасть юрату иртнипе,
Яш çын çывраймасть юрату çитнипе...
Эс, уйăхлă каçăм, касси-кассипе
Тӳпе пине акнă пин çăлтăр-кĕрпе...
Мĕн акнă, çав шăттăр! Каллех çăлтăртан
Каш-каш шăтса тухтăр çут çăлтăр ыран!
Çурла вырăнне вырма уйăх тухсан,
Эп калăп: илемлĕ-çке пурнăç, пуян!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...