Сĕр. Пĕр. Сам. Канур
Хам эпĕ анатри чăваш. Куснар панчисем. Çити-çитмĕш ялĕсем.
Ман сăмах-юмах та пупленĕ чух анатри пек пулать.
Ман чĕлхе вĕçĕ пуклак, тăн-пуç катăк ман. Амăшĕ сĕчĕпе тăн кĕмесен çырма шывĕпе тăн кĕмест теççĕ ваттисем. Çавнашкал пултăм пуль эпĕ.
Тăнлă, ăслă пулас тесе пурăнтăм, пурнан пурнăçра тăн кĕмерĕ мана.
Утмăлтан иртеп ĕнтĕ, халь тин ăс кĕрес çук пуль мана. Çурхи хĕвел ăшшипе тăн-пуç уçăлмĕ-ши ман тесе хам картишĕнчи тирĕсе хырнă чухне çара пуçах мăштăртатса çӳретĕп вара. Ăшă хĕвел кăмăлĕпе çара пуç çӳресен те мана тăн-пуç кĕмерĕ çав.
Ман кукша пуçăма хĕвел хĕртет; çут пуçăм хĕрелсе, хуралса кайрĕ ĕнтĕ, çапах ăс-хак пĕр чĕптĕм те хутшăнмарĕ ман.
* * *
Катăкрах çав эпĕ. Çавăнпа пуль ни анатри чăвашсем, ни тури чăвашсем, вирялсем, эпĕ çырнă пеккине пит вуланиех туйăнмасть.
Çынсем калаçаççĕ, пуплеççĕ, сăмахлаççĕ, çынсем çыраççĕ — çăкăр çине пылпа çу сĕрсе çине пек, пĕр стакан чей çине икĕ кашăк сахăр, виçĕ кашăк хăйма ярса ĕçнĕ пек тутлă пулать вара çынсен çыру-сăмах таврашĕ. Ман сăмах-çыру унашкал пулас çук çав. Хам çара пуç, кукша эпĕ, ман çыру-сăмах-юмах та кукша-çке ĕнтĕ, ман çыру-пуплев мĕскĕн пулать çав.
* * *
Ăслă-тăнлă çынсем сăмаха çавăрса, ырă, кăмăллă, аван калаçнине илтсен илемлетсе, шăнкăл-шăнкăл шыв юхнă пек шăкăлтатса, кăмăла-чĕрене пусарса, лăплантарса пит ăслă, вырнаçуллă, çыпăçуллă çырнине вуласан, калаçнине илтсен, ах, вара çавра çил пек ман шухăш кĕвĕçпе явăнать, шурă эрĕм-армути йӳççи çапать вара кĕвĕçпе ман чĕрене. Анра сурăх пек ниçта кая пĕлмесĕр ун-кун çаврăнкала тăратăп вара эпĕ кĕвĕçпе.
* * *
Ах, ох, Пихампар, çырлахсамах, Пихампар. Персе ятăм сăмаха, хамăн калама юраман сăмаха, вăрттăн шухăша персе ятăм-çке.
Каллех тăн çитмерĕ ман, ман кĕвĕç хамран та аслине никама та юрамасчĕ ман калама. Çăвартан пĕр тухнă сăмах картишĕнчи сурăх мар çав, хăваласа çитсе тытма çук ĕнтĕ персе янă сăмаха.
Тивĕçсĕр, вырăнсăр, çакнашкал пупленĕрен, çырнăран сăмах-çыру этеме юрăхлă пулмасть-и, тен, ман.
Урама тухма та вăтанакан пултăм ĕнтĕ.
— Ав, киревсĕр, урам илемне ярать, — тесе çынсем ман çинчен калассăн туйăнать.
Çапах кăмăл выçă вара ман. Пурне те ярса илесшĕн эпĕ.
Арăмпа иксĕмĕр каçпа пĕр кун, кулет тунă майлă, урам тăрăх утса çӳрерĕмĕр.
Аслă урама пĕтĕмпех хам алла çавăрса илнĕ пек пултăр тесе урамăн пĕр енĕпе хам утса пытăм, урамăн тепĕр енĕпе хам арăма уттартăм.
Çапла вара пĕр вăхăтлăха та пулин арăмпа иксĕмĕр аслă урама хамăр алра тытрăмăр çав.
* * *
Асра-тĕсре çыркаланă та эпĕ, анатри чăвашсен сăмах майĕпе çыркаланă та.
Анатрисене те, вирялсене те хамăн çыркаланипе юрăхлă пулаймарăм пулас çав ку таранччен.
Ыйăхлă, наян, ӳркенчĕк, кахал ятне кăна илтни пулчĕ-çке ман (этем ятне илтсе пулмарĕ пулас).
* * *
Мĕн пулин пулать, тури, вирял чăваш калаçупе çырса пăхас-ха ман çакна.
«Анатри чăвашсем вуламасан та вирялсем вулаймĕç-ши эпĕ çырнине? — тесе аптранипе шухăшлатăп та çав. — Вирялсен образовани те аслăрах пек-и, тен».
«Эпир, эсир» теççĕ анатрисем. Сăмаха вирял пупленĕшкел «эпир» тессине «эпĕр», «эсир» тессине «эсĕр» тесе çырма эпĕ шутлатăп та ĕнтĕ.
Анатри чăвашсем çапла калаççĕ: «çынсем», «выльăхсем», «сыснасем» теççĕ, çав сăмахсенех вирялсем «çынсам», «выльăхсам», «сыснасам» теççĕ.
«Вирялсем» тессине те «вирялсам» тесе калас пулать ĕнтĕ ман.
Çак çыру пуçламăшĕнче калани — «сĕр, пĕр, сам» тени — тури чăвашсам пак, вирялсам пак çырасчĕ тени пулать ĕнтĕ вăл ман.
«Канур» сăмах мĕне пĕлтернине халях калимастăп ĕнтĕ. «Канур» сăмах мĕне пĕлтернине халях каласан вара эсĕр ман çырăва вулама та халях пăрахасран шиклянатăп çав, çавăнпа вăл сăмах мĕне пĕлтернине кайран тин калас кăмăл пур ман.
Юлташсам, вирялсам! Ман сăмахсам таса, вирял пак тĕрĕсех пулмасан Эсĕр мана ан ятласамăр, ман ăс-хак сахалран пулаççĕ вăл йăнăшсам. Сирĕн пак попляма хăтланнăшăн Эсĕр ытлах ятлас çок поль те-хе мана, сирĕн кăмăла хисеплесе «эсĕр» тенĕ сăмаха пусăк сас паллипала çыртăм-çке-хе.
* * *
Çутă пуçлă, кăвак куçлă, мăн сăмсаллă, вăрăм сухаллă маçак (асатте) пулнă ман.
Нурăс, Çавал, Хучаш, Выл, Сăр, Турай, Ункă, Пошкăрт таврашĕнче ĕлĕк ман маçак пулă сутса çӳренĕ, вирялсен çăкăр-тăварне ман асатте нумай çинĕ. Вирял юлташсам! Ман маçака çитарнă çăкăр-тăваршăн тавтапуç, тавсе сире.
* * *
Хам ача чухне, унта-кунта сĕтĕрĕнсе çӳренĕ чухне, Кĕтне, Пăла, Сĕве, Атăл тăрăх çӳренĕ чухне анатри чăвашсен çăкăр-тăварне эпĕ çимен мар, çинĕ, анатри чăвашсен сĕтел хушшинче ларнă эпĕ; тавсе сире, анатри чăвашсем, сĕтел хушшине лартса мана апатлантарнăшăн.
* * *
Юр та кайрĕ, пăр ирĕлсе пĕтрĕ. Çанталăк ăшă, пит ăшă. Хĕвел те хĕртсе, савса пăхать те (анатрисене, вирялсене — кама ăшшăнтарах пăхать-ши çав хĕвел?).
Ку çанталăк курăка ешĕртет, ӳстерет. Юлташсам! Калăр-ха, курăк ӳснĕ пак, хĕвел ăшшипеле çара поç çӳресен манăн ăс-хак ӳсмĕ-ши?
Юр кайнă, пăр ирĕлнĕ, этем кăмăлĕ ăшăннă майĕпе (хĕвел ăшшипе этем кăмăлĕ ăшăнать-ши çав?) тин шăтса тухакан курăк пак ешĕл салам яратăп ăшă çиле майăн çак çырăва вулакан юлташсана.
* * *
Пĕтрĕм поль, çохалтăм поль, аташрăм поль, кокша поçра ман шанчăк çок, сăмахсан тилхепи ман алăран тохса ӳкрĕ полас, мин тувас-ке?
Сомахăн йĕркине топса паракана тăват оран опалянса поç çапмалла мар поль ман?
Сомахăн йĕркине топиман чохне пĕр çавра йорă йорласа илем-хе:
Çырма хĕрне ансассăн та
Кули ура йĕпенмест?
Чун савнине курсассăн та
Кули чунăм савăнмасть?
* * *
Ăс-хаклă, любезные, многопочтенные, высокоумные дорогие читатели и читательницы!
Позвольте просить Вас, Вашего разрешения перейти мне с вирьяльского говора на низовой говор (анатрилле пăртак çырма). Вы разрешаете? Да, очень и очень благодарен Вам за такое великодушие ко мне.
Итак, значит, значит я продолжаю анатрилле çырма.
* * *
Ĕлĕк-авал мана асатте Хусана илсе кайнăччĕ. Асаттепе иксĕмĕр Ахмадулла ятлă тутар патне хăнана кĕрсе выртнăччĕ эпир Хусанта.
Ахмадулла асаттене пит юратнă, мĕншĕн тесен пирĕн асатте тутарла пит ăста, çыпăçуллă пупленĕ. Çӳрессине те пирĕн асатте тутарла çĕлĕк тăхăнса çӳренĕ, хам та эпĕ асатте кăмăлĕпе вун çич çула çитичченех тутар-малай тӳпеттейĕ тăхăнса çӳренĕ те.
Ахмадулла эфенди1 Каир хулинче, Египетра, Турккă патшалăхĕнче, Нил шывĕ хĕрринче те вĕреннĕскер, асаттепе иксĕмĕре Хусан кăтартса çӳрерĕ. Хусанти крепоçри Сююмбике патшине те кăтартрĕ вăл пире.
Ахмаддула эфендипе асатте сăмахлаççĕ тутарла. Эпĕ ун чухне тутарла чухлайманскер çăвара карса, сăмсана шăлса, хăлхана тăратса вĕсен хыçĕнчен çӳретĕп çав лăпсăртатса (халь хам та перкелешеп тутарла, пăртак чухлатăп).
Ирхине тăрсан, пит-куçа çусан, тин уçланă уйранпа сыпа-сыпа серте-çăмах яшки çисен халь эпĕ хам та тутар-вырăс йăли пекрех пултăр тесе — хайпăт хатынăм, дорогой карчăклар, тауссе синекке, милый мой шена тесе икĕ алпа ал тытсах тав тăватăп вара хам карчăка: утмăл ултă çул пĕр кун сиктермесĕр, кашни кун ир те, каç та çăмах яшки пĕçернĕшĕн тав тумасан та юрас çук та çав.
— Лайăх сывлăх пултăр, юлташ, — тет мана хам карчăк. Ман арăм пăртак çармăсларах кăларать сăмаха, мĕншĕн тесен эпĕ арăма Атăл хĕрринчи Щамал патĕнчен илнĕ. Ман арăмăн кукăшĕсем Йошкар-Ола патĕнче, Атăл леш енче халь те пурăнаççĕ. Эпир унта хĕлле вутă, пĕрене кăларатпăр, çурхи шыв тулсан шывпа антаратпăр Криуш патне, Криушран киле турттаратпăр вара.
* * *
Çав Ахмадулла эфенди асаттепе иксĕмĕре Хусанта пĕр пахчана илсе кĕчĕ тата.
Хальхи пекех ас тăватăп: пахчи аслă, тĕрлĕ-тĕрлĕ йывăçсем — хурăн, çăка, юман, чăрăш, хыр, шĕшкĕ пеккисем ĕрет-ĕрет, урам-урам, йĕркерен лартса тухнă çав. Вăл пахча варринче пĕр пысăк, çӳллĕ, симĕс тăрăллă, шурă çурт.
Асаттепе иксĕмĕре Ахмадулла эфенди çав çурта ертсе кĕчĕ.
Тĕлĕнтĕм эпĕ унта, хăрарăм.
Кĕнĕ çĕртех, читлĕхре, пĕр сар кайăк, чавкаран пысăкрахскер, симĕсрех çунатлă, кукăр сăмсаллăскер, «дурак, дурак, дурак» тесе авăтать.
— «Дурак» тени мĕне пĕлтерет вăл? — тесе ыйтрăм эпĕ асаттерен.
— Юлер, ухмах тени пулать вăл, — терĕ асатте.
«Эпĕ ухмах мар, хăв юлер эсĕ», — тесе шухăшласа, çилленсе çав кайăка эпĕ чăмăрласа кăтартрăм (ача чухнех ăслă çын пулас килнĕ те ман, кун пек хам ухмах пуласса чухлайман çав эпĕ ун чухне).
* * *
Темиçе тĕрлĕ кайăк читлĕхсенче юрлаççĕ, чĕвĕлтетеççĕ, вĕçеççĕ. Хамăр вăрманта та ун чухлĕ кайăк курман эпĕ.
Урлă-пирлĕ пăхкаласа Ахмадулла эфендипе асатте хыççăн пыратăп.
Пысăк, тимĕр читлĕхсем тунă. Хăш-хăш читлĕхре кушак кайăк, крыс, юс, мулкач, тилĕсем чупкаласа кăна çӳреççĕ.
Пĕр читлĕхре тваттăн-пиллĕкĕн çăмлă, хӳреллĕ, пичĕ-куçĕ, кĕлетки çын майлах, чĕркуççи çӳллĕш хăйсем, упăтесем сиккелесе выляççĕ.
Тепĕр читлĕхĕнче сăхман çанни пек пысăк, вăрăм, хуп-хура çĕленсем авкаланса выртаççĕ çав. Шартах сикрĕм эпĕ, асаттепе Ахмадулла эфендие ярса тытрăм хăраса.
Тепĕр çын çĕлен-калтаран пĕртте хăрамасть те эпĕ ачаранпах çавнашкал питĕ хăравçă çын. Ман карчăк тăрс-тăрс утса çӳре пуçласанах халь те чĕтрене йереп вара эпĕ. Карчăкăм утса çӳрекен вырăна юман хăмасене улăштарса çăка хăма, çичĕ хăма саваласа, якатса сартăм эпĕ пӳрт урайне. Çăка хăмасене хурăн савăлпа хытара-хытара савăласа тухрăм, урай хăмисене лайăх хĕстертĕм, хытартăм та ман çине çилленĕ чухне хыттăн-хыттăн пусса утса ман карчăк çапах кисретет çав урайне, карчăкăм çапла утса çӳренипе ман хавшак чĕрем ăвăс çулçи пек лăстăртатса силленет вара. Сӳс тăлă шӳтерсе ик урине тăлласан та хыттăн-хыттăн сиксе утса мана хăратма пăрахмĕ çав ман карчăкăм.
Пурнан ĕмĕрте хам ухмах пирки эпĕ апла та шухăшласа пăхнă çав. Хам карчăк, хĕр арăм çинчен апла-капла шухăшланăшăн хальхи саккун ĕнтĕ каçартăрччĕ мана.
* * *
Тата пысăкрах читлĕхсем пур унта. Кашкăрсем, темле тискер кайăксем шăлĕсене шатлаттарса улаççĕ çав.
Пысăк решеткелле читлĕхсем. Хура, сăрă, шурă упасем ӳхĕреççĕ унта.
Сӳре турти пек тимĕртен тунă икĕ читлĕх. Пĕринче пысăк, вăрăм, сарăрах, ула-ула çăмлă, кушак кĕлеткиллĕ тигрсем йăш-яш сике-сике ӳкеççĕ, чĕвĕнеççĕ, çăварне кара-кара хаяррăн кăшкăраççĕ; шăлĕсем çивĕч, шап-шурă, пысăк, пуç пӳрни пек, хӳрисене вылятса, чĕвĕне-чĕвĕне ӳксе хӳрисемпе пĕр-пĕрне çапаççĕ çав.
Ахмадулла пиччепе асатте хушшипе йăпшăнса кăна пыратăп эпĕ.
Тепĕр читлĕхĕнче пысăк-пысăк пуçлă, кăтра-кăтра, пĕтĕркке çилхеллĕ, пысăк сарлака кăкăрлă, çинçерех пилĕклĕ икĕ арăслан çав.
Пит çăмăллăн, кушакран çăмăл, хăвăрт, лăп-лап пускаласа калла-малла утса çӳреççĕ çав читлĕхре.
Пĕри, аçи пулмалла, тата пысăкрахскер, çăварне кара-кара ау-ау тесе ахлаттарса пысăк, хăрушă, хаяр, тискер сасăпа ӳхĕрет, пĕтĕм çурта хăй сассипе чĕтрентерет-кисрентерет.
Пĕтĕм чĕркуççи, шăм-шак чĕтрене йерчĕ ман ун чухне.
* * *
Пирĕн ялта пĕр Елиç ятлă çын пурччĕ. Халь вăл Çĕпĕре кайнă пурăнма.
Японии вăрçи вăхăтĕнче Елиçе вăрçа Манчжурие илсе кайнă.
Çав Елиç калатчĕ çапла: «Манчжурире, Уссури шывĕ тăрăх, тигрсем пур».
Пĕр салтак-часовой хурал тăнă. Вăрмантан тигр тухнă. Çав салтакăн тарма май килмен. Пăшалне, штыклăскерне, тытнă та тигр сикме йăпшăнса лапчăннă чухне труках вăл салтак тигра иккĕ пенĕ те кăкăртан тивретнĕ тигра. Салтак çине тигр çӳлтен сиксе ӳкиччен çав салтак хăй пăшалĕ çумне, пăшалне ик аллипе тытса часрах кукленсе ларнă. Пăшал сассине илтсе ытти салтаксем пырсан çав тигр тирне сӳнĕ.
— Вăл тигрăн пĕр тирĕ кăна икĕ пăт ытла туртнă, — тетчĕ Елиç.
* * *
— Тигр, арăслан таврашĕ ма çав тери хаяр, вăйлă-ши? — тесе ыйтнăччĕ эпĕ хамăр асаттерен.
— Арăслан, тигр, çвер-тискер кайăксем ирĕкре, вăрманта пурнаççĕ, тем те пĕр çиеççĕ, çавăнпа вĕсем вăйлă; вăйлă, сывă пулсан хаярланма, куштанланма та пулать вара, — тетчĕ пирĕн асатте.
* * *
— Сывă пул, ăслă пул, пысăк пул, куштан пул, ял пуç пул, стришна пул, пуян пул, — тесе анне мана пĕчĕккĕ чухне маннă пашалу, пиçмен, тачка çăкăр çитермен, çăкăр, кукăль сăмси, çăмарта хĕрли çитереччĕ те, çапах ăслă, пысăк пулаймарăм, ял пуç, куштан, вăйлă пулаймарăм, стришна пулса икĕ лашапа çӳреймерĕм. Пуян, стришна пулманни юрать хăть, пуян, стришна пулнă пулсан мана голос лишить тăватчĕç ĕнтĕ хальхи саккунпа.
* * *
Пулнă пирĕн ялта пĕр çын. Вăл çын Канур ятлă пулнă.
Канур пиччене хам та лайăх ас тăватăп эпĕ. Пулнă çав Канур çын та çын. Ачисем те ашшĕ майлах та Канур ачисене те ялта, пирĕн тăрăхра никам çĕнекен çук та, çапах ачисем ашшĕнех çитеймен, ашшĕне ларайман.
Питĕ сарлашка, хапха юпи хулăмăш, пысăк пуçлăччĕ: пуçĕ, ĕнси-мăйĕ пĕр пĕтĕмччĕ Канурăн.
Канурăн ывăлĕсем те икĕ пăт пуканне вырăсла хапха урлă хăрах алпа ывăта-ывăта каçарнине хам та темиçе хут курнă.
Пилĕк пăт пуканне алран алла мечек пек сиктерсе, вылятса, ывăтса Канур туйра ташла-ташла çӳренĕ. Çапла ташласа-ташласа çав пилĕк пăт пуканне вырăсла хапха урлă вĕлт анчах ывăтнă вăл.
Пĕрре Канур пичче Кипеçе туя кайнă. Кипеç урамĕнче выртакан пĕр пысăк чула илнĕ те пӳрт тăрне улăм çине ывăтнă янă Канур пичче. Хай чула пӳрт пăснă чухне тин аран антарнă тет.
Пилĕк ялăн çĕр пĕрле пулнă пирĕн ĕлĕк. Халăха пусмăрлакан выçă, çĕр ытлашши пытарса акакан куштансене, пуянсене çав Канур пичче лайăх тыткаланă вара. Конечно, Канур пиччене никам та ал хума пултарайман, чăваш хушшинче урăх çĕрте ун пек паттăр çын урăх те пулнă, те пулман.
Пурте асăнаççĕ ăна халь, ырăран асăнаççĕ Канур пиччене.
Канур пиччен ачисем те лайăх, мана та этем вырăннех хураççĕ Канур пичче ачисем.
* * *
Аслашшĕ, ашшĕ вăйлă пулнă, тет, Канур пиччен; апата тутлă, аван çинĕ, тет, вĕсем. Çăва тухсан Канур пиччесем апата тулта, пӳртре мар, уçă çĕрте çинĕ тет.
Юр-вар аван, лайăх хатĕрленĕ, купăста, хаяр, паранкă лартнă Канур таврашĕ ĕлĕкренех. Катки-каткипех хăяр, купăста, пан улми хĕл хута çимелĕх тăварланă вĕсем.
* * *
Пĕр тухтăр, нимĕç тухтăр, каланине илтнĕ эпĕ.
— Купăста, улма, хаяр та этеме кирлĕ, сывлăхлă, вăйлă тăвакан апат, — тетчĕ вăл. Пĕлеççĕ пуль çав тухтăрсем те.
* * *
Тăвансам, анатрисам, турисам, вирялсам, юлташсам!
Ан ятласамăр мана, ан çилленсемĕр мана — çуркунне çитрĕ-çке-хе, хусамăр та лайăх чохлатăр те-хе, çапах мана калама ан чарсамăр-ха — кишĕрсам, кавăнсам, помидорсам, купăстасам, салатсам, хăярсам, сухансам ытларах вара лартсамăр.
Йăрансана мĕнле хатăрламалла, мĕнле шăтарса вăррисана лартмалла — çавсана агрономсам та, учитлăсам та, ăслă-пуçлă çамрăксам та ăнлантарĕç каласа.
Таса, уçă сывлăша та ан мансамăр, юлташсам!
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...