Икĕ çыру
Пĕр çыру илтĕм эпĕ. Хамăр çĕр-шывран мар, ют çĕртен килнĕ вăл çыру.
Чехословаксем Хусана пырса кĕнĕ вăхăтра ман пĕр юлташ, офицер пулнăскер, чехословаксен çарне кайнăччĕ.
Кайрĕ те таврăнмарĕ, çухалчĕ. Пĕр хыпар та пулмарĕ.
«Вилнĕ пуль ман юлташ», — тесе ку таранччен пурăнаттăмччĕ эпĕ.
* * *
Кĕтмен хушăран вăл мана çыру ячĕ.
Çырăвне вырăсла та, чăвашла та хутăш çырнă.
Хăш-хăш вырăна, сăмах хушшисене, вăрттăн паллăсем туса çырса янă вăл — мĕн-мĕн çырнине манран пуçне никама та ытла пит пĕлтерес мар тесе çырнă пулмалла хăй.
Леш, 1918 çулта, ясмăк акнă чухне, эпĕ те унпала Совет йĕркине хирĕçлерех калаçаттăмччĕ те.
Çавăнпа çапла çырнă ĕнтĕ вăл ман юлташ.
* * *
Çырассине вăл çапла çырать:
«Сана кил-йышупах салам яратăп. Пирĕн килтисене те салам кала.
1918 çулта эпĕ чехословаксен çарне служба кĕтĕм.
Совет йĕркине хирĕç тăрса эпир Хусана пырса кĕтĕмĕр.
Анчах хĕрлисем пире Хусанта нумай тăма памарĕç.
Эпир Хусантан чакса кайрăмăр.
Самартан, Уфаран та пире Хĕрлĕ Çар хăваласа пычĕ.
Çĕпĕртен те пире хĕрлисем хуса ячĕç.
Темĕн чул тăкак курса эпир вара аран-аран Владивосток хулине çитсе ӳкрĕмĕр.
Владивостокра тинĕс карапĕсем çине ларса, тинĕспе, океансемпе кайса Франци патшалăхне çитрĕмĕр. Париже пытăмăр. Париж — питĕ пысăк, чаплă хула.
Хăшĕ Францирен Чехословакине, Прага хулине, кайрĕç. Эпĕ Парижех юлтăм. Вара эпĕ Франци çарĕнче офицерта тăтăм. Французла та лайăх вĕрентĕм. Мана капитана кӳртрĕç.
Капитанра служить тунă чухне эпĕ Парижре пĕр хапрăк тытакан хуçа хĕрĕпе паллашрăм, авлантăм.
Ман майра Луиза ятлă.
* * *
Вăрçă-мĕн пулас пулсан, мана татах вăрçа илсе каясран, Луиза, хуняма карчăк, хуньăм мана военнăй службăран хăтăлма май тупса пачĕç.
Халĕ эпĕ хам хуньăм таварĕсене сутма тĕрлĕ-тĕрлĕ çĕрсене, хуласене çӳретĕп. Африка çĕрне, Тунис, Триполи, Алжир хулисене тинĕс урлă каçа-каçа каятăп.
Африкăра…
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...