Икĕ çыру
1
Хусанти юлташсене
Хăямата янисене ан манăр,
Харкамăн хăйĕн ăраскал.
Салам сире! Аякри тăванăр
Упрать-ха сых ятне вăй-хал.
Е кĕтнĕ кун çитес пулсан пĕр те пĕр —
Эп çунăп иртнĕ хĕрӳпех, —
Ăмăртăва тухан яш-кĕрĕм евĕр,
Вăй-кил кӳртен мăн кĕрӳ пек.
Эп таврăнăп йăвашшăн та хаяррăн —
Çĕршыв туй-çуй тапратнă чух.
Хавхалануллă такмаксем хайларăм,
Туй намăсне ярассăм çук.
Çапла, кĕрӳ килессине ан манăр —
Е çур çĕрте, е кăнтăрла...
Салам сире! Аякри тăванăр
Вăй-хал кӳртме таврăнмалла!..
2
Кĕçтук Иванова
Эп курнă тĕнчере чĕр тамăк,
Эп курăп çăлăнăç кунне!
Саламлăн уçăлать ытамăм
Паян, çĕршывăм, сан енне.
Эс манăн шанчăка сыхлатăн
Хаяр та шалкăм кунсенче.
Чĕпписене шыран хăлатăн
Вĕçетĕн ман шухăшсенче...
Каллех ак Атăлăн тав-шавĕ
Мана йыхравлăн тухатать...
Нихçан та сан йăху хавшамĕ,
Тăван çĕршывăм, тупата!
Эп саншăн çĕнĕрен çуралтăм,
Эп мантăм пур йывăрлăха.
Çĕкленчĕ сыпăннă çунатăм
Каллех хĕвеллĕ анлăха.
Тапранчĕ чун хаваль хавассăн
Сан ăшшупа амаланса.
Хĕнпе хĕрсе туптаннă сассăм
Каллех ян хурçă пек таса!..
Телейлĕ ачисем Адамăн —
Умра ыр шанчăк пур чухне.
Тĕп пултăр тĕнчере чĕр тамăк!
Çул пултăр çăлăнăç кунне!
Ан тив, хисеп те, чыс та ан курам.
Пин юррăмран пĕри анчах юлайтăр.
Ăна тăван ыр кăмăлпа юрлатăр, —
Вара ман канлĕ пулĕччĕ тăпрам.
1948-1956
Шухăшсем
Which keywords and locations do you need...
Want more targeted traffic to your Chuva...
Your chuvash...
Boost your Chuvash Org website’s traffic...
Why overspend on paid advertising? Our A...
Save money and be sustainable - https://...
Discover the beauty waiting just for you...
Аван ...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...