Атăл калавĕ
Акăш шывĕн ейĕвĕ тĕве-çăмпа1 тĕрленĕ хĕр тĕрри пек хăйпе хăй хумханса юхса выртать. Шурă кăлкан, ешĕл шурути, симĕссĕн курăнакан хăяхсем авăнса çĕре пуççапса силленеççĕ. Çӳлте тăрисем хавасланса чарăна пĕлми юрлаççĕ. Аялти ешĕл курăк тинĕсĕнче пĕтпĕлтĕксем виртлешсе шавлаççĕ, карăшсем пырĕсене шеллемесĕр карса тек вĕçĕмсĕр карлатаççĕ. Якур Иванчăн амăшĕ кунтă тытнă та çерем çинче упаленет, кăмпа тупайăп-и-ха тесе асапланать. Йăптăх тăкакан кĕрен лаша пек кăвакарнă старик туя çине тайăнса, тĕве пек курпунланса, унта-кунта пăхкалать, апла-капла çавранать, туйипе çĕре шаккать. «Лайăх çĕр, мăнтăр çĕр. Çереме пăсса вир аксан, хăмăш пек пулĕ. Вир хыççăн тулă аксан, пуçĕ чакан пек пулĕ; икĕ юплĕ пучахсем йышлăн пулĕç», тесе, вăл çĕре юман патакпа так-так таклаттарать. «Якур, эсĕ, ачам, пĕрттех асăрхасшăн мар ама çĕрĕн тирпейне. Ялан ăна чаваласшăн, пăсасшăн, сана тăм, хăйăр, кăмрăк пултăр, чечексене, тырă-пулă хунавĕсене эсĕ пĕрттех шеллеместĕн», тесе ӳпкелешет старик.
Пăхма çук янкăр хĕвел вĕçĕмсĕр ешĕл ейӳ çине ытарайми тинкерет, хисепсĕр вăрăм та нумай урисемпе хыпашлать, çăткăн ăмсануллă кăмăлĕпе тĕнче илемне ачашласа хĕмлентерет. Ейӳ тĕссĕрленсе чакрĕ, ешĕл тинĕс сывалса типрĕ. Хĕвел илчĕ вĕсене, вĕсем çине хĕвел куçĕ ӳкрĕ, теççĕ ватăсем.
Ейӳ мар — пуçсăр-вĕçсĕр çеçенхир, кăлкан çаранĕ мар — тырă-пулă уйĕ. Калчасем шăрт пек пуçĕсене тăратнă. Этемсем эрттеллешсе çум çумлаççĕ, юрла-юрла курăк татаççĕ, татнă пек курăка çул çине кăларса сараççĕ. Ăякра хура пусăра трактор кĕрлет, уярпа кирпĕч пек хытнă тăпрана месерле çавăрса пăрахса ваклатса çӳреççĕ. Якур Иванчă пырса çитрĕ, Якур Ваçилча курчĕ. Аташ та, тантăш та, юлташ та, хурăнташ та-çке çав Якур Ваçилчă. Вăл çĕр çине ӳпне выртнă та хут сарнă, хут çинче кăранташпа темĕн хисепĕ тăвать. «Сывă-и-ха, иптеш, пушкăрт çеçенхирĕн инженерĕ?» — тесе чĕнчĕ Якур Иванчă. «Сывă-çке те, ĕçĕн планне йĕркелесе çитереймесĕр аптрарăм, бригадăсене кирлĕ вырăна шăнăçтарма ĕлкĕреймерĕм... Эпĕ, Якур Иванчă, инженер мар, эпĕ агроном, çĕр ăсти, çĕр хурчĕсен маçтăрĕ», терĕ те Якур Ваçилчă сиксе тăчĕ, Якур Иванча пырса ыталарĕ... «Эх, Якур тăванăм, заводпа ялан мухтанатăн, пирĕн ял ĕçне тиркешетĕн, пĕлместĕн эсĕ нимĕн те... акă мĕн. Вырăс йăлипе ытлашши сăмахланăшăн каçару ыйтма та кăмăлăм пур та, — ав пăх: тырăсем сĕм вăрман пек хăпараççĕ, тракторсем йăваланса чупаççĕ. Этем вара, этеммисем, мăнтарăн ял çыннисем, алтивĕçĕн пĕрлешсе ĕçлеççĕ. Ав, пăх: хуралтăсем мĕнле ӳсеççĕ. Ав, леш, симĕс тăрăлли, вăл шкул: леш, сăрă çийли, черепица витни — машинăсен лупасĕ. Лешсем, ĕретпе çутă хураланса ларакан хуралтăсем, — мĕнсем тесе пĕлетĕн вĕсем? Ача çурчĕпе обчăллă2 мунча вĕсем — çавсене те пĕлместĕн-и вара эсĕ? Çук, тусăм, заводпа кăна пулмасть, колхоз та завод йĕрнех ӳксе пырать», — тесе шапăлтатрĕ, Якур Иванча аллисемпе лучĕркесе ыталарĕ Якур Ваçилчă.
Якур Иванчă куçне вĕлтлетсе хупса илеймерĕ — ăна Якур Ваçилчă ыталамасть, Хĕветуç, арăм, çупăрлать, алăран тытса танкăлтаттарса сĕтĕрсе чупать. «Атя-ха, атя-ха, пирĕн ĕçе те пырса кур, ялан тимĕр-бетонпа калаçатăн», тесе чăвашла калаçса, Хветуç, заводри ачасен тухтăрĕ, ăçта сĕтĕрнине Якур Иванчă пĕлсех тăрать. Ача площадкине пырса çитеççĕ, ачасем хĕрсен уяври вăййинчи пек шăрçаланса çаврăнаççĕ. Хветуçа пыра-пыра çакăнаççĕ. Ачасем хушшинчи савăнакан кăтра çӳçлĕ Микула Якур Иванча курчĕ те чупса пырса икĕ ура хушшине хĕсĕнчĕ. «Атте, атте, эпĕ сана тунсăхларăм, ялан эсĕ ĕçре те командировкăра», тесе ачашланать пĕртен-пĕр ывăлĕ.
Çапла тĕлĕрсе ларнă хушăра Якур Иванча пĕр этем чӳрече умĕнчен иртсе кайса каялла çаврăннă пек туйăнчĕ. Якур Иванчă ыйхине сирсе итлесе пăхрĕ. Тĕрĕсех-мĕн: такам чӳрече умĕнче явăнать, пырса чарăнать те пĕр саманта хытса тăрать. Якур Иванчă сĕтел çинчен портфельне илчĕ те хăй çумне вырăн çине хучĕ.
Пăрахут çинче вăрăсем япаласене йăкăрткалаççĕ тенине илтнĕ-ха вăл. Хальхинче, тен, кукăр алă мар, Ахванеç çӳрет? Вăл кăлкан çӳçлĕ хĕре курасшăн хĕмленетчĕ. Лешĕн каюти юнашарах-çке, тен, ун чӳречи витĕр пăхасшăн айкашать? Анчах ăрас паллă: пускаларăшĕ3 те Ахванеçĕн мар, пушмак сасси те унăн мар, çепĕç пускалакан атă сасси. Якур Иванчă вара вырăсла: «Кам çӳрет, эсĕ кам?» тесе ыйтмах хăтланнăччĕ те чарăнчĕ. «Сан мĕн ĕç пур, вырт выртнă çĕрте, пĕччене пĕр каюта çитмен сана, элле палубăна та хăвăн аллуна çавăрса илесшĕн-и тесен, мĕн калăп вара?» — тесе, вăл хăйĕнчен хăй вăтанчĕ те чĕнес мар терĕ.
Тахăшĕ каллех канăç памарĕ, чӳрече умне пырса чарăнчĕ те ӳсĕркелесе_илчĕ.
— Кам унта? — тесе вырăсла ыйтрĕ те Якур Иванчă сиксе тăчĕ, чӳречерен пăхрĕ.
Паçăрхи кĕслеçĕсен пуçлăхĕ тăра парать, капкас сăхманĕпе витĕннĕ те хура-шурă куçĕсемпе сиввĕн те çав вăхăтрах хăюсăр та пăхкалать.
— Эпĕ, эпĕ çӳретĕп... Ырă каç сире, ырă çыннăм, — терĕ те вырăсла çав çын пуçне чикрĕ.
— Мĕн кирлĕ сире? — тесе йăвашшăн хирĕç чĕнчĕ Якур Иванчă.
— Эпĕ сисрĕм — эсир илемĕше хавас, искусствăна юрататăр. Аван та юрлать вĕт чăваш хĕрĕ? — терĕ те çав этем пуçне çĕклерĕ.
— Юрататăп çав, хитре хĕр начартарах юрлать те, вĕрентес пулать ăна, культура çук унăн, — терĕ Якур Иванчă, вырăн çинче çаврăнкаласа.
— Ăçтан культура пултăр? Пушкăрт çеçенхирĕн тин çитĕннĕ кĕсри вăл. Дикарка. Нимĕçле каласан, вундеркинд... Вĕреннĕ çынсемпе явăçасшăн хăй, ахаль çынсене яхăна та ямасть. Сире ăмсанса калаçать... пилĕк тенкĕ ывăтрăр-çке паçăр, — текелерĕ лешĕ пĕр ури çинчен тепĕр ури çине пускаласа.
— Ăнланаймастăп — мĕн калаçатăр эсир? Пилĕк тенкĕ пăрахнă-тăк, мĕн пулчĕ вара? — тесе вĕчĕрхенерех ыйтрĕ Якур Иванчă чӳрече витĕр.
— Çук, çук, нимĕн те пулман. Ырă ĕçрен мĕн пултăр. Хĕр хăй хушрĕ те мана, килтĕм эпĕ. Çав çынпа паллашасчĕ, тет-çке кĕсле шăпчăкĕн ами, — тесе çине тăрарах мăкăртатрĕ ăна хирĕç капкас тумлă çын.
— Калăр тӳрех: мĕн кирлĕ сире? Сăмахпа мĕншĕн вылятатăр эсир? — тесе ывăтрĕ Якур Иванчă вĕчĕрхенмеллипех вĕчĕрхенсе.
— Каларăм-çке, мана нимĕн те кирлĕ мар, хăвăра темĕн çитмест-тĕр, ахăр. Хĕрĕ вăл хăй мана хăваласа ячĕ. «Кайса кала, кăмăлĕ пулсан, эп ун патне çĕр каçма та пырăттăм», терĕ. Капкас тумлă çын чӳрече çинелле пĕкĕрĕлчĕ те каюта ăшне йĕри-тавра пăхса çаврăнчĕ.
Якур Иванчă чӳрече патне сиксе ӳкрĕ.
— Мĕн терĕн? Эсĕ мана аскăнланма хĕр сĕнетĕн мар-и?
— Эпĕ мар ăна, ăнлан эсĕ, хĕр хăй сĕнет, хĕр ирĕкĕ, — терĕ те леш кăшт каялла чакрĕ.
— Кай кунтан, усал, — тарăхрĕ Якур Иванчă; чӳречине хупма хăтланчĕ — хупаймарĕ.
Капкас тумлă этем аяккалла утнине пăхса, Якур Иванчă чӳречине тепре хупма тăчĕ, лешĕ вырăнтан та хускалмарĕ. Каюта хуçи вăр-вар каллĕ-маллĕ утса çаврăнчĕ, çамкине сăмса тутрипе шăлса илчĕ. Вара чӳрече янаххи çине выртрĕ те утса кайнă çын еннелле тилмĕрсе пăхрĕ. Решетке çине таянса тăракан паçăрхи этем мĕлкине палларĕ вăл.
— Эй, гражданин, килĕр-ха кунта! — терĕ. Тăсса, пĕр сăмаха тепĕр сăмахран касса уйăрнă пек каларĕ.
Лешĕ часах пырса çитрĕ, чӳрече патне чарăнчĕ, хăй нимĕн те чĕнмерĕ-ха.
— Кала эппин, килтĕр, çирĕм тăваттăмĕш каюта, ан аташтăр, — пĕлтерчĕ Якур Иванчă.
— Аташмĕ, хам кӳрĕп, хасăр4 килĕпĕр, — терĕ те çав этем утса кайрĕ, тĕттĕмре çухалчĕ.
Якур Иванчă чӳречен икĕ пĕрешкисене туртрĕ те чӳречене шартлаттарса хупрĕ, жалюзи кантрине антарчĕ те каллĕ-маллĕ уткалама тытăнчĕ. Вăл хăйне хăй лăплантарма тăрăшрĕ, анчах пултараймарĕ. Кăмăлĕ çĕкленнипе çӳç-пуçĕ сӳлерĕ ун, çан-çурăмĕ сăрăлтатрĕ. Вăл производствăра кĕтмен çĕртен пулакан авари пек пуç çине килсе тирĕннĕ историе ăнланма тăрăшрĕ.
Пăрахут çинче ăнсăртран чăваш кеслеçисене тĕл пулни, вĕсем ĕлĕкхи сĕтĕрĕнчĕк артистсем пек тĕнче тăрăх кĕсле каласа юрласа çӳрени, юрлакан хĕр ун патне евчĕ яни — пурте çак тĕлĕклĕ суйлану, пурнăçра пулма та тивĕçлĕ мар хайла пек. Якур Иванча пуринчен ытла ун патне килес хĕр тĕлĕнтерет, аптратать. Хĕре вăл хĕрӳленсе кĕтрĕ, килсен мĕн тăвасса, мĕн калаçасса хăй те пĕлмерĕ вăл. Ытла та ĕненмелле мар япала-çке ку. Арçынĕ суйса айкашнă пулсан çеç... Вăл мана провокацилет тесен кăна. Пулма пултараймасть пек. Мĕне кирлĕ ăна манпа çыхланма? Тĕк-тăмалăх мана, каютăра ларакан çынна, çыхланма мĕн нуши унăн. Паллах, шӳт мар ку. Апла пулсан, хĕрĕ кам, мĕнле çын? Ăçтан унăн хăюлăх çитет çапла айкашма? Нивушлĕ аскăн сĕтĕрĕнчĕк, проститутка, юхха вăл? Апла мĕнле майпа вăл çав ирсĕр çул çине пуснă-ши? Кĕсле калакан старик ăçтисем, кам-ши вăл? Тискер евчĕ мĕнле çын-ши? Мĕншĕн вăл капкас тумтирне тăхăннă? Юриех çапла Атăл касса çӳреççĕ-ши е ăçта та пулин ĕçе каяççĕ?
Якур Иванчă çапла тĕрлĕ енчен шухăшлама тăрăшрĕ. Анчах пуçне тĕпĕ-йĕрĕпе пăтратакан тупсăма тупаймарĕ, çыхланса тĕвĕленнĕ шухăша нихăш енчен те майлаймарĕ. Вара вăл хĕр часрах килессе тӳсĕмне çухатсах кĕтрĕ, çавăнпа пулас, анасласа чĕтресе те илчĕ, утнă çĕртен чарăнса, карăнкаласа та пăхрĕ. Ялан куçĕ умĕнче çаврăнакан формулăсене те манса кайрĕ.
Коридорпа икĕ этем ерипен утса çывхарни, пырса çитни, темĕн çинчен пăшăлтатса тăни сисĕнчĕ.
— Кĕрĕр, кĕрĕр! — терĕ те Якур Иванчă тĕпеле сулăнчĕ, чӳрече çумнех хĕсĕнсе, сĕтел çине хăрах аллипе таянчĕ, алăк еннелле çаврăнса тăчĕ.
Алăк уçăлчĕ, капкас тумлă çын кĕчĕ те куçĕсемпе каютăна йĕри-тавра хыпаларĕ.
— Юрать-и? Юрать пулсан, хатĕр — терĕ те вăл каялла чакрĕ, алăка çурăмĕпе тĕртсе çурма уçрĕ, коридорта тăракан хĕре нехекрен5 пек кăтартрĕ.
— Юрать, кĕрĕр, — Якур Иванчă алăк шăтăкĕ витĕр хĕрĕн камсул çакнă хăрах хулпуççине, хĕрлĕ тутăрĕн вĕçне кăшт курчĕ.
Ăна ертсе килнĕ арçын каялла чакса алăка яр уçрĕ, хăвăрт çаврăнса коридорпа утса кайрĕ. Хĕр тӳрĕ пăхма вăтанса каютăна ярса пусрĕ те чарăнчĕ, пуçне чикрĕ, çĕр тĕпне анса кайма хатĕрленнĕ пек хытса кайса тăчĕ.
Якур Иванчă та нимĕн чĕнмерĕ. Хĕрлĕ тутăрне хĕр чăвашла тирпейлĕ çавăрса, пит-куçне икĕ енчен те çуррине ытла пытарса çыхнă. Çамки çинче тутăр айĕнчен тухнă çӳç пайăрки çӳрен лаша çилхи пек палăрать. Майралла çĕленĕ, хура йӳн материрен тунă, чĕркуççи таран анакан тум ластанки хĕр çинче килĕшуллĕн курăнать. Çиелти тум айĕнче те сарахван, те майралла çĕлене кăвак кĕпе арки палăрать. Хĕр урисене хура хапрăк чăлхи, резинкăллă пушмак тăхăнна. Вăл вăтам пӳллĕскер, тӳрĕ станлă. Хулпуççисене персе тытса, пĕчĕкçĕ, кăшт кăна палăракан кăкăрĕсене вăтанăçлă хăпартса, урисене икĕ еннелле ейсе6 пусса тăрать. Хĕрĕн пĕчĕкçĕ пит-куçĕ — шĕвĕр сăмси, типшĕм янах, шăрçа пек сăрă куçĕсем — тутăр айне пытаннипе тата пĕчĕкçĕн курăнать. Якур Иванчă хĕр куçĕнчен пăхасшăн пулчĕ, анчах хĕр пăхтармарĕ. Вăл куçне ялан аяккалла тартать.
«Ăçтан çав тери пысăк аскăнлăхĕ, мĕнле йĕркепе вăл чарусăр иртĕхме пултарать?» тесе шухăшласа илчĕ, сĕтеле пӳрнисемпе шаккакаларĕ Якур Иванчă. Унтан вăл сăмах пуçлама хăтланчĕ, чăваш иккенне малтанах пĕлтерес мар тесе, сăмаха вырăсла пуçларĕ.
— Ну, лар, хĕрĕм, хăна пул, мĕн ура çинче тăратăн? — терĕ вăл йăвашшăн.
— Юрĕ-ха... ларма ларăп та, малтан услови çапла пулмалла... — тесе хучĕ хĕр вырăсла, çурта пек тӳрленсе тăрса.
— Ак тата тупрăн... мĕнле услови? — чăннипех тĕлĕнчĕ Якур Иванчă.
— Вăтăр тенкĕ, вăтăр тенкĕсĕр юлмастăп, укçана малтанах памалла, манăн хуçа çапла хушрĕ... — текелерĕ те хĕр пуçне пĕшкĕртрĕ.
— Мĕнле хуçа? Вара эсĕ, тусăм, ху килесшĕн пулнă-çке, ху евчĕ янă вĕт? — тесе шарт сиксе, хыттăнах каларĕ Якур Иванчă.
Хĕр, Якур Иванчă çилленерех калаçма тытăннипе пулас, пуçне тата ытларах пĕшкĕртрĕ, тата темĕн калас пек тута-çăварне пĕркелесе илчĕ те урайнелле тĕллесе çапла каларĕ:
— Эпĕ хĕр мар та, таса. Чирлĕ мар... Нумай аскăнланса çӳремен. Старик пекки те пур манăн, мăшăр хăй каласа пачĕ пулĕ килĕшнĕ чух? — шăрçасене пĕррĕн-пĕррĕн кăларса пăрахнă пек сăмахсене çĕре тăкрĕ вăл. Хĕр вырăслах калаçрĕ-ха, такăнкаларĕ пулсан та, чиперех ăнланма пулать ăна.
— Старик тетĕн, мăшăру тетен, паçăр хăвах хуçа терĕн-çке? — Якур Иванчă тарăхса ура çине сиксе тăчĕ, хĕр çине çилĕллĕн пăхрĕ.
Хĕр шикленсе пĕр пусăм каялла чакрĕ.
— Салтăнма, çарамасланма хушатна... е тумланнă халлĕн те юрать-и?
— Ав лар çавăнта, ан салтăн! — терĕ Якур Иванчă, Ахванеç вырăнĕ çине кăтартса.
Хĕр вырăн енне çаврăнчĕ те Ахванеç шинелĕ çине тĕлĕнсе пăхрĕ, хăравçăлла-кăмăлсăрла йĕрмешрĕ.
— Вара эсир иккĕн-и? Пĕччен, терĕ-çке хуçам Юлташпа пулсан, эпĕ килĕшместĕп.
— Ну-ну, лар, ан хăра! — тесе каларĕ кăна Якур Иванча — çав вăхăтрах алăка Ахванес пырса шаккарĕ.
Хĕр чĕтресе ӳкрĕ, алăк патнелле туртăнчĕ.
— Каятăп, иккĕн тапăнатар пулсан, килĕшместĕп, юлмастăп, — тесе хăравçăллăн пăшăлтатса вăл алăк патне пычĕ. Якур Иванчă хĕре хулпуççинчен тытса каялла туртрĕ, ăна Ахванеç вырăнĕ çине ларма хушрĕ. Хĕр Якур Иванчă хыçне юлчĕ, каялла чакрĕ, куçне-пуçне ним тума пĕлмен пек тăмалантарса тăчĕ. Ахванеç пăрахса кайнине туйсан, Якур Иванчă каллех тĕпеле, сĕтел патне иртсе ларчĕ, хĕр çумĕнчен иртнĕ чух, ăна ик аллипе те хулĕсенчен тытса тĕртсе, Ахванеç вырăнĕ çине лартса хăварчĕ.
Ахванеç алăка тепĕр хут шаккама пикенсен, вăл ăна чăвашла ятласа тăкрĕ:
— Мĕн вĕтеленсе çӳрен. Кăштах тăхтама пултараймастăн-и? — терĕ.
Якур Иванчă чăвашла каласанах, хĕр питне-куçне аллисемпе хупларĕ те йĕрсе ячĕ.
— Чăваш пулчĕ иккен, тĕнче мăшкăлĕ... Кăна пĕлнĕ пулсан, вĕлерсен те килес çукчĕ.
Якур Иванчă ун патне пырса тăчĕ, ачаш сăмахсемпе хĕре йăпатма хăтланчĕ.
— Эпĕ чăвашшипе хурланатăн-и эс? Хамăр çын тесе савăнас вырăнне çукшăн макăрса айкашатăн, — текелерĕ вăл мĕн калассине, мĕн каламаллине хăй те чухласа пĕтереймен хавалпа.
— Намăс çав... Вырăс е мишер пулсан та, намăс та, чăваш пулсан, тӳсме çук, чун хуçăлать, — тесе ĕсĕклерĕ вăл, хулпуççийĕсемпе чĕтретсе, хытă туртăнса вырăн çинче йăваланчĕ.
— Ну, çитет сана çукшăн улашма, чарăн та иксĕмĕр чипер калаçăпăр, — тесе хĕре лăплантарма хăтланчĕ Якур Иванчă, анчах лешĕ чарăнми ĕсĕклерĕ.
— Йĕр, эппин, йĕрессӳ килсен... йĕрсе пĕтерĕн те канăн, чунна çăмăл пулĕ. Манран ан хăрă, эпĕ усал тумăп, — терĕ те Якур Иванчă вырăн çинче выртакан портфельне уçрĕ, блокнот кăларчĕ те ăна сĕтел çине хучĕ, ун çине кăранташ татăкĕ пăрахрĕ. Вăл, хурлăхлăн пăхкаласа, хĕр йĕме чарăнасса кĕтрĕ. Хĕр юлашкинчен макăрма чарăнчĕ, вырăн çинчен тăчĕ, тумне тӳрлет-рĕ, урисене урайнелле усрĕ.
— Мĕн ятлă эсĕ? Мĕншĕн чăвашпа тĕл пулнишĕн йĕретĕн? Мĕншĕн тарăхтарнă сана чăвашсем? — йăвашшăн ыйтрĕ Якур Иванчă.
— Марье ятлă эп... Чăвашран намăс çав. Чăвашсем тата усал та вĕсем. Пĕркун Чистайра пристань çинче çĕрле улталарĕç те, вĕлеретчĕç. Тырă миххисем хушшинче пĕр çын патне чĕнчĕç — виççĕн пулчĕç. Халĕ те урăлаймастăп. Тирпейлĕ çынсем пекех хăйсем, пуян тумланнăскерсемех, — тесе тавăрчĕ ăна хирĕç хĕр алчăраса пахкаласа.
Якур Иванчă сăмаха мĕнле пуçлас та мĕнле калаçса хĕр кăмăлне тунас, мĕн ыйтмаллине ыйтса тепчес тесе шухăшласа ларчĕ. Вăл: «Ку пачах пăсăлнă çын-ши е ирсĕр çул çине нушапа, нехекрен7 ӳкнĕ макăнь-ши?» тесе пуçне çăвăрчĕ.
Хĕр нимĕн те чĕнмесĕр ларчĕ-ларчĕ те канăçсăрланма пуçларĕ.
— Мĕн ларатăн? Мĕн тăвассине ту, çутăлать пулĕ, шурăмпуç палăрсан, Епхĕве çитсенех хуçа таврăнма хушрĕ, — тесе хучĕ вăл, сăмахсене ыратакан пырпа асапланса çăтнă пек çăткаласа.
Шухăшсем
Hello, Secure your spot on Rhodium Verse...
Ачв чухне лаша пуçĕ урлă утланса ларни...
КАЙМАÇ ПУЛАС ШУХĂША ПĔЛТЕРНИ .
To the chuvash...
Вăйлă xaйлав! Помидор çимĕçĕн усăлăхĕпе ...
пĕрремĕш абзацрах стилĕ килĕшмерĕ ...
Disquieting https://www...
Trying https://www...
Темĕн çав ...
Наталие хуравласа ...