Намăс çурчĕ
Гаврилов вăл нумай калаçаканскер мар, анчах вăл çырнă сăмах вара питĕ çивĕч иккен, тĕрĕссине калать, ăна ниепле те саваласа пăрахаймăн. Ун хаçатне халăх йышăнчĕ. Чечеков пулăшăвĕ те питĕ вырăнлă пулчĕ, уйрăмах радиопа темиçе хут та чăвашсене чĕнсе калани, паллах, тӳлевлĕ мелпе ĕнтĕ. Халăх ăна пĕлет, ун сăмахне хаклать, ма тесессĕн Чечеков вăл ăсчах кăна мар, паллă çыравçă та, чи лайăх юрăсен авторĕ. Ун юрри радиопа янăраман кун иртмест. Тĕрĕссипе каласан, Ефремов майлă ĕçлекен çыравçăсенчен Чечеков пĕчченех тăрса юлчĕ, ыттисене е илĕртсе, е хăратса пăрса ячĕç. Шурă çуртрисем Чечековпа та калаçса пăхрĕç, Ефремовшăн тăрăшнине сивĕлерĕç, анчах лешĕ хăй çулĕнчен пăрăнмарĕ, Шупашкар мэрĕ чăваш пулмалла тесе статья çырчĕ.
Иккĕмĕш турта Ефремов кăшт кăна выляса ячĕ. Чылай çĕрте, уйрăмах рабочисем пурăнакан участоксенче, выляса та илчĕ. Чи пысăк кăтарту студентсен хулинче пулчĕ. Таланов тăрăшни сая каймарĕ. Эх, енчен те чăвашсем пайланса кайман-тăк, пĕр ушкăнпа Ефремовшăн тăрăшнă пулсассăн... Наци конгресĕ те хăй шухăшне уçăмлăн калаймарĕ; чăваш çыннишĕн йĕркеленĕччĕ вĕт-ха ăна!
Сапах та чăн-чăн чăвашсен ĕçĕ уссăр пулмарĕ, самай курăмлă çитĕнӳ тесен те юрать. Чылай çыннăн куçне уçрĕ вăл, президент пулма ĕмĕтленекенсен карттисене те пăтраштарса ячĕ. Ефремов майлисем çакă суйлавран вăйланса, ăсланса тухрĕç, мĕнле ĕçлемеллине те вĕренчĕç. Апла эппин Шупашкарта чăн-чăн чăвашсем пĕтмен-ха, тен, малашне нумайрах та пулĕç.
Таланов вара урăхларах пĕтĕмлетӳ турĕ: пĕтĕм вăя çамрăксем еннелле ямалла, ача пахчинчен пуçласа аслă шкула çитичченех наци туйăмне вăйлатса пымалла, вĕрентекенсене те пулăшмалла, чылайăшĕ кивĕллех ĕçлеççĕ-ха. Суйлав кунĕ Таланов Ирăпа курса калаçасчĕ тесе хăй вĕреннĕ шкула кĕнĕччĕ. Паллă ĕнтĕ, Ирина суйлав мĕнле иртнине Ефремов майлисен шучĕпе асăрхаса ларать, тепĕр сĕтел хушшинче вара Улатимĕре вĕрентнĕ ватă учитель, вăл та чăваш, анчах коммунист пулнăран Ефремова хирĕççисен шутĕнче. Вăт çапла, чăвашшăн чăваш хурăнташах мар çав. Мĕншĕн çапла пулса тухать-ха, мĕншĕн кӳршĕри тутарсем пек туслă мар-ха эпир? Пирĕн чуна, пирĕн юна çапла кам пăсса янă-ши вара?
Таланов хăй тусĕсене пухрĕ. Суйлавра мĕнле ĕçленине сӳтсе явнă хыççăн çĕнĕ тĕллевсем палăртрĕç. Вĕсенчен пĕри районти çамрăксемпе ĕçлесси, тепри вара пуçа ыраттараканскерех.
Таланов хăй сĕнĕвне çапла ăнлантарса пачĕ.
— Эпир чăваш ĕçчен çын пулнине палăртма юрататпăр, ыттисем те мухтаççĕ. Ăçтан мухтамăн-ха: чи хура та йӳнĕ ĕçе тăваканĕ шăпах çавă пулать те. Урам шăлать, çурт купалать, выльăх ӳстерсе парать, хулари йывăçсене, чечексене шăварса тăрать, начальниксене урай çуса парать... Юрласса та «алран кайми аки-сухи» тесе юрлать. Çитменнине çак юрра конгресс гимнĕ тесе йышăннă. Аса илĕр-ха, мĕнле сăмахсемпе вĕçленет-ха вăл?
— «Ай ĕçер-и, ай çиер-и», — терĕ пĕри.
— Вăт çапла, ĕçнĕ-çинĕ чухне пĕрле-ха эпир, пĕрне-пĕри хӳтĕленĕ чух вара туслах мар, чунра та мăнаçлăх сахал. Чăваш арçыннин хăюлăхĕ в ăл арăмĕпе хирĕçнĕ чухне çеç çивĕч, çапса пăрахма та хатĕр. Тата тепĕр япала, хăй телейне пĕччен шырать. Заводсенче ĕçлекенсен шутне кĕскетнĕ чухне те çĕршер чăваш кар! пухăнса: «Эсир мĕншĕн чăвашсене ĕçрен кăларса яратăр. Сакă завод пирĕн мăн асаттесем пурăннă çĕр çинче ларать. Пирĕн пурин те кунтах ĕмĕр вĕçлемелле. Эсир юриех пире кăларса тĕрлĕрен варягсене ырлăх туса парасшăн. Пăхăр-ха, завод управленинче те чăвашсем çукпа пĕрех. Пирĕн чухăнлăха пула малтан акцисене сăптăрса илтĕр, халĕ хамăра кутран тапатăр. Çук! Эпир ниçта та каймастпăр! Кирлĕ пулсассăн ыттисене кĕскетĕр!» — теме хăюллăх çитереймеççĕ вĕсем. «Ах, мана тĕкĕнмерĕç-ха», — тет те лăпланать, ыттисемшĕн хыпăнмасть.
— Аплах мар ĕнтĕ, Улатимĕр, — терĕ пĕри, — тăвансемпе йĕркеллех пурăнаççĕ вĕт-ха.
— Çук, эп ун пирки мар, çак ырă туйăм наци шайне çити çĕкленейменнине каласшăн. Чăваш чĕлхине суд тунă чухне те ăна хӳтĕлеме пилĕк çын кăна пынă теççĕ. Йывăр пурнăç чăваша хăй камне мантарса пынă. Ĕлĕк-авал вăл пĕр аллипе ĕç хатĕрĕ тытнă-тăк, тепринче чукмар е хĕç пулнă. Хĕç тытма маннă арçын ăçтан хăйне харсăр та хăюллă тыткалатăр-ха. Пăхăр-ха эсир, Кавказра пурăнакансем уява мĕнле тумланса тухаççĕ, кинжалсăр пĕр арçын та çук. Чăваш арçынĕ вара тĕрленĕ кĕпе тăхăнать те Шупашкар урамĕпе ташлам пекки тукаласа сиккелесе пырать. Атьăр-ха çакăнта пĕр çĕнĕлĕх кĕртер, хамăр камне уçăмлăрах кăтартар.
Вара вĕсем республика кунне уявланă чухне чăваш çамрăкĕсен колоннине йĕркелесси пирки тавлаша-тавлаша пĕр чĕлхе тупрĕç, хатĕрленме тытăнчĕç...
* * *
Пĕрре çапла Улатимĕрпе Ира троллейбусран тухса «Шанхай» еннелле пăрăннăччĕ кăна, юнашарах машина кăшкăртни илтĕнсе кайрĕ, кăшкăртать те кăшкăртать. Кусем çавăрăнса пăхрĕç. Кадеров иккен. Тӳрех çамрăксем патне утса пычĕ.
— Ира, юлташупа паллаштар ĕнтĕ.
— Таланов Владимир, — пĕлтерчĕ хĕр.
— Кадеров, Ира ĕçлекен фирма директорĕ.
— Питĕ аван, сирĕн ята илтнĕччĕ-ха, хăвăр çуралнă яла пулăшни çинчен çырнине те вуланăччĕ.
— Вăл нимех те мар-ха, Ира, ăçталла çул тытнă вара эсир? — ыйтрĕ именнине пула хĕрача сăнран кăштах улшăннине асăрхаса. — Чим-ха, Таланов... Леш çамрăксен ертӳçи мар пуль те?
— Савă вăл, — хĕпĕртесех пĕлтерчĕ Ира.
— Ну Ира, именсе ан тăр, кун пек каччăна алăран ан вĕçерт, — кулса илчĕ Кадеров. — Халĕ вара ăçталла?
Ира текех пытарма шутламарĕ, хăйсем ăçта пурăннине тĕрĕссипех калас терĕ.
— Ав çав «хулара» пурăнатпăр эпир, — терĕ толь витнĕ лутра çуртсем еннелле тĕллесе кăтартса.
— Атьăр-ха, ларăр, кĕрсе курам сирĕн поселока, — терĕ директор машина алăкне уçса. — Эсир вара экскурсовод пулăр.
Лешсем килĕшрĕç.
Малтан вĕсем хурал пӳрчĕ патĕнче чарăнса тăчĕç, кĕрсе те тухрĕç. Тасалăх тĕлĕшĕнчен япăх ĕнтĕ, табак сĕрĕмĕ те сывлăша самаях йывăрлатнă. Чи пахи те телефон пурри кăна. Унччен вăл та пулман вĕт-ха.
— Ку пӳрте хамăр вăйпа лартнă, Владимир тăрăшнипе, — терĕ Ира хăй каччине директор умĕнче кăштах та пулин ырласа илес кăмăлпа. — Вăл халĕ кунта староста шутланать.
— Питĕ аван, эсир мана хăвăр пурăнакан килсене кăтартаймăр-ши? Нивушлĕ тĕп хула сăнне пăсакан вырăна пĕтерме май çук? Ĕçлекен çынсемех пурăнаççĕ-и вара кунта?
— Унччен пурте тенĕ пекех хулара ĕçленĕ, халĕ апла мар, — пĕлтерчĕ Таланов. — Чылайăшĕ шабашкăна çӳрет.
— Ку та Шупашкарах вĕт-ха, — тĕлĕнчĕ çĕнĕ чăваш.
— Пурте тенĕ пекех чăвашсем пурăнаççĕ, — хушса хучĕ Таланов. — Акă, хĕрринчен иккĕмĕшĕ Ирăсен килĕ.
Чăваш йăлипе хĕрĕн хăнасене кĕрсе тухма сĕнмеллеччĕ ĕнтĕ, анчах хăяймарĕ, ашшĕ ӳсĕр пулсан тата...
— Сире хамăр пата чĕнĕттĕм, тин çеç урай сăрланă та йывăр сывлăш тухса пĕтмен-ха, — терĕ Ира.
— Атьăр пирĕн пата, кунтан инçех мар, — сĕнчĕ Таланов аллипе айккинчи урама кăтартса.
Елена Ивановна килтех иккен, хапăл тусах кĕтсе илчĕ, тĕпеле иртме сĕнчĕ те газ плити патĕнче тăрмашма пуçларĕ, хăйне пулăшма Ирăна чĕнсе илчĕ. Кадеров вара Таланов пирки ыйтса пĕлме тăрăшрĕ: ăçта ĕçленине, шалу мĕн чухлине, «Пăлхар» пĕрлешӳ çинчен те пĕлесшĕн пулчĕ.
— Аслисем шурă çурта чĕнсе илсе калаçрĕç, мĕнле тĕллевпе чăмăртаннине ыйтса пĕлчĕç, хăйсемпе канашласа ĕçлеме сĕнчĕç, укçапа пулăшма та сăмах пачĕç, — пĕлтерчĕ Таланов.
— Вăл çапла пуль те-ха, анчах кунта пĕр иккĕленӳ пур. Вĕсемпе ыталашса кĕрсе кайсан эсир хăвăр сăн-сăпата çухатма пултаратăр. Астăвăр, чăвашлăха аталантарас тĕллевпе лава кӳлĕннĕ çынсем пысăк шалу илекен чиновниксем хушшинче питĕ сахал. Пулсассăн та хăйсене хăравçă мулкачсем пек çеç тыткалаççĕ. Укçа вăл питĕ ултавлă япала, ăна пуринчен те илме юрамасть. Чечеков калашле, укçа вăл вăлтари ăман пекех. Куртăмăр ĕнтĕ, наци конгресĕпе мĕн туса хучĕç вĕсем. Малтан мĕнлеччĕ-ха? Мĕнле çивĕч заявленисем тăваттăмăр, пикетсемпе митингсем ирттереттĕмĕр, президент та чутах конгресс çынни пулатчĕ. Халĕ вара пачах урăхла.
— Тен, паян çитменлĕхсем сахалрах.
— Халĕ те пайтах вĕсем. Кĕçех республика аллинче нимĕн те юлмасть ак, веçех сутса пĕтереççĕ. Пĕлтĕрхи вăйлă тыр-пула та алла илеймерĕмĕр, çĕршер гектар юр айне юлчĕ. Никам та нимĕн те шарламарĕ, ятлакан та тупăнмарĕ. Пуçлăхсемшĕн хут купăс, хĕрсе тырă вырнă вăхăтра вунă пин çухрăма çити олимпиада курма каяççĕ. Наци конгресĕ вара шыв сыпнă пек ларать.
— Иртнĕ суйлавра та хăй сăмахне уçăмлăн калаймарĕ-ха вăл, — терĕ Таланов Кадеровпа пĕр майлă шухăшланине палăртса. — Мĕншĕн çапла пулса пырать-ха?
— Эх, шăллăм, çӳлтисен политикине, кам кампа калаçса татăлнине эпир нихăçан та пĕлес çук.
— Пире Чечеков яланах наци конгресĕ вăл пуçлăхсем çывăрса каясран пăван лашана çыртса тăнă пек çыртма кирлĕ тетчĕ.
— Питĕ тĕрĕс калать вăл. Правительствăн ун пурте пур, укçи те, министрсем те, çавсене лайăхрах ĕçлеттермелле, халăх укçине халăхшăн тăкаклама хистемелле. Шăллăм, эсĕ вĕсен укçине илме ан васка-ха, укçаллăрах чăвашсемпе калаçса пăхам, тен, пӳлĕм те тупса парăпăр.
— Эй, политиксем! Çитĕ сире унта тавлашса, — терĕ Елена Ивановна, — килĕр-ха, сĕтел хушшине ларăр. Нимех те çук та-ха, çăкăртан аслă пулма хушман теççĕ вĕт.
Калаçу вара сĕтел хушшинче урăхларах çулпа кайрĕ. Кăмăла уçаканни светофор вырăнне кăнтарса ларакан эрех кĕленчи ĕнтĕ. Йăли çапла, хăна килсессĕн сĕнсе пăхмаллах. Кил йĕкĕчĕ кĕленчине уçрĕ те черккесене тултарчĕ.
— Ира каласа пачĕ-ха, кун пек сумлă хăна пире чыс туни пулманччĕ-ха. Атьăр-ха тĕлпулушăн ĕçсе парар, — сĕнчĕ Елена Ивановна черккине ыттисемпе шаккама тесе сĕтел варринелле тăсса. — Ырă çынсем килсех тăччăр.
Кил хуçи çур черкке ĕçсе пачĕ, Ирăпа Таланов тута патне кăна тытса илчĕç, Кадеров та ĕçмерĕ.
— Ĕçсе парăр ĕнтĕ, — хăналасшăн пулчĕ Елена Ивановна.
— Çук, çук, эпĕ машинăпа-ха, — терĕ хăна. — Владимир, эсĕ тата мĕншĕн ĕçместĕн?
— Вăл урă чăвашсен ушкăнне çырăннă, — Кадерова пӳлсех пĕлтерчĕ Ира.
Юратăва пытарма май çук, калаçура та, сăн-питре те паллă. Хăйсем кăна сисмеççĕ вĕсем, юратакансем.
— Чимĕр-ха, Елена Ивановна, çамрăксен шăпине татса парасси вăраха кайман-и-ха сирĕн? Мĕне кĕтеççĕ вара вĕсем? — кулса илчĕ Кадеров.
— Хам та çаплах шутлатăп-та-ха, шарламаççĕ вĕт.
— Йĕкĕт, асту, шăхăртса хăвараççĕ ак сана. Ĕçрисем те суккăр мар.
— Мĕскер эсир... Мана урăх никам та кирлĕ мар, — хĕрелсе кайрĕ чиперкке пичĕ.
— Ну юрĕ, — пăхса илчĕ сехечĕ çине директор, — ман кайма вăхăт ĕнтĕ. Туя чĕнме ан манăр, тен, хăйматлăх та пулăп. Эсир хирĕç мар-тăк Ирăна хам фирмăрах хăварасшăн-ха эпĕ. Тĕрĕслесе пăхрăмăр ĕнтĕ, ĕçрен хăрамасть, хăйне йĕркеллĕ тытать, ыттисем пек çăмăлттай мар. Кун пирки каярах калаçăпăр тата. Вăхăт тупса пĕрле кĕрсе тухăр-ха эсир. Халĕ кайрăм. Çăкăр-тăваршăн тавах сире, — терĕ Елена Ивановна çине пăхса илсе.
Çамрăксем Кадерова алă сулса ăсатса ячĕç те каялла таврăнчĕç, Елена Ивановнăшăн савăнăçлă хыпар илсе килчĕç, Хĕрпе каччă амăшне иккĕшĕ пĕрлешме шутлани çинчен пĕлтерчĕç. Ĕнтĕ Талановсен килĕнче кĕçех пысăк улшăнусем пулса иртмелле.
* * *
Паян Шупашкарта иртенпех юрă-кĕвĕ янăрать, республика кунне уявлама хăнасем йышлăн килсе çитнĕ. Чăваш чунĕ кунталлах туртăнать çав. Тĕрлĕ çĕртен килнĕ хăнасем ĕнер наци конгресĕнче пулчĕç, хăйсем патĕнчи чăвашсем мĕнле пурăнни çинчен каласа пачĕç. Паян вара вĕсем республика площадĕнче кашни районтан килнĕ юрă-ташă ăстисем иртсе пынине пăхса тăраççĕ. Кунтах республика президенчĕпе Мускавран килнисем, хула мэрĕ те пур.
Кĕтнĕ уяв пуçланчĕ. Малтан историри паллă тапхăрсене аса илчĕç. Акă, Хаяр Иван хăй çарĕпе килсе çитрĕ. Лаши çинчен анчĕ те хирĕç тухнă чăвашсен аллинчен çăкăрпа сăра тутанса пăхрĕ. Апла-и, капла-и, историксем çапла çыраççĕ те, кăтартас пулать ĕнтĕ. Чăвашсем хӳтлĕх шыраса Мускава элчĕсем янă текен сăмах та çӳрет те-ха, анчах камсем кайнине, кампа тĕл пулса калаçнине, мĕнле хут çине алă пуснине лайăххăн никам та пĕлмест.
Акă, чĕнтĕрлесе илемлетнĕ капăр урапа çинче питĕ мăнаçлăн Кĕтерне патша ларса пырать. Эх, мăнтарăн, макăрса ярас килет! Хĕрарăм патша тумĕпе халăх умне халĕ те общежитире пурăнакан чăваш артистки тухнă иккен. Пултарулăхĕ Кĕтерне патшана сăнарласа памалăх та çитет, анчах мăнтарăн пикен пурăнмалăх аванрах кĕтес çук.
Кăшт каярах Ехрем хуçапа виçĕ ывăлĕ утса пыраççĕ. Аслипе кĕçĕнни хула пуçлăхĕ пулнăскерсем. Атăл хĕрринелле тунсăхлăн пăхса хăйсен çурчĕсем патнелле анса кайрĕç. Юрать-ха çавсем лартса хăварнă, атту кивĕ хулара куçа илĕртекен çурт та тупăнас çук.
Чăваш автономине тунă çула та манман. Владимир Ульянов алă пуснă декрета шултра саспаллипе çырса йăтса тухнă. Кăшт каярах капăр тумлă артистсем пĕрисем юрлаççĕ, теприсем ташлаççĕ, купăсçăсем те йышлăн. Вĕсем хушшинче республика тулашĕнчен килнисем те пур иккен. Пурин питĕнче те савăнăç çиçет.
Акă, инçетре питĕ çӳле çĕкленĕ чăваш ялавĕсем курăнса кайрĕç. Тĕреклĕ утсем çинче ларса пыракан каччăсем йăтса пыраççĕ иккен. Тумĕсем пурин те пĕр евĕрлĕ, сарлака чĕн пиçиххинчен чукмар çакнă. Лашасен иккĕмĕш ретĕнче капăр тумлă амазонкăсем, кашниех кăкăр урлă ухă çакнă. Сулахай енче йĕпписем, пурте тухьяпа. Кусем спорт шкулне çӳрекен юланутçăсем пулчĕç. Вĕсем хыççăн вуншарăн тăрса тухнă çамрăксем: каччăсен пĕр речĕ йăлтăртатса тăракан вăрăм хĕçпе, тепри — чукмарпа, виççĕмĕш ретĕнче ухă çакнă хĕрсем. Талановпа юлташĕсем çине тăнипе кашни районтанах килнĕ иккен. Улатăр енчи чăваш ялĕсенчен те пур. Пăрачкавсем кăна çук. Паллă ĕнтĕ, чăваш хĕç тытнине ырламарĕç пулас. Пачах çĕнĕлле япала вĕт, ку таранччен Шупашкар кун пеккине курманччĕ-ха. Мĕнле ăнланса илмелле, мĕнле хак памалла — никам та татăклăн калаймасть «пăлхарçăсемсĕр» пуçне. Кусемшĕн пурте паллă. Суха тунисĕр, кирпĕч хунисĕр, пир тĕртнисĕр, противогаз тăхăнса хими хĕç-пăшалĕ тунисĕр пуçне чăваш хĕç тытма та пултарать иккен. Улăпсемпе амазонкăсем мăнаçлăн утса пынине курсассăн чупса çывхарса ыталаса илес килет. Айккинче пăхса тăракан Чечеков капланса çитнĕ куççульне тытса чараймарĕ, сăмса тутрипе шăлса илчĕ. Кун пеккисем татах та курăнчĕç. Темиçе çĕр çул хушши пулман япала мар-и-ха çакă!
Каярах вара ятарласа хатĕрленĕ вырăнсенче юрă-ташă пуçланчĕ. Каçченех кĕрлерĕ хула. Тĕттĕмленсен вара тупăран пĕлĕтелле тĕрлĕрен тĕслĕ вут-хĕм сирпĕтрĕç, пиншер çын ахлатса кăшкăрса пăхса тăчĕ. Чылайăшĕ киле çурранах таврăнчĕ, вĕсен шутĕнче пĕрне-пĕри алăран тытса пыракан Талановпа Ира та пулчĕç. Çакă каç савнисем чуп тусах уйăрăлчĕç. Чĕрере çĕкленӳ, уяври мăнаçлăх халĕ те сивĕнмен-ха, тен, малашне те çаплипех юлĕ.
Тепĕр кунне çынсемпе калаçса пăхнă хыççăн çакă паллă пулчĕ: ĕнерхи уяври чи вăйлă самантсенчен пĕри вăл çамрăксен колонни пулнă иккен. Кун пирки тĕрлĕрен калаçу çӳрет, тавлашусем те пулкаласа иртеççĕ курăнать. Вырăссем кăмăлсăр иккен. Йывăçран тунă хĕç те хăратать вĕсене. Чăвашлăха уçăмлăрах кăтартма тăрсанах национализм! тесе кăшкăраççĕ. Вырăсла хаçатсенче шăл йĕрсе çырнă статьясем те тухкаларĕç, «Пăлхар» пĕрлешĕве президент ятласса кĕтрĕç. Анчах лешĕ нимĕн те шарламарĕ.
Таланова тав тăвакансем те тупăнчĕç. Нил Гаврилов вара, улăпсемпе амазонкăсене хăй укçипе тумлантарнăскер, малашне те пулăшса пыма сăмах пачĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...