Туслăх кӳлли
Ачăллă вăл чăвашла,
Пушкăртла ун ячĕ
Аслă Кӳлĕ пулмалла,
Çапларах янратчĕ...
Кулĕ пултăр кӳлĕ пек,
Ятĕнче-им чысĕ?
Хатĕрленчĕ кунĕпех
Ыр хуçа кил-йышĕ.
Хатĕрленчĕ Ачăлла
Тун çывхарнă евĕр:
Шăрттанне те хумалла,
Чăкăтне, тем те пĕр...
Илмелле хут купăса —
Унсăр мĕн илемĕ?
Уяври пек янраса
Юхтăр юрă-çемĕ!
Тухрăмăр хайхи çула —
Çулĕ пит кĕске-им?
Çилпеле выля-выля
Вăркăшать кĕпе-йĕм...
Акă Ачăллă — умра!
Кăн-кăвак, сип-симĕс...
Пăнчă евĕр, аякра
Ярăнать пĕр кимĕ.
Шывĕ тăрă, кĕленче!
Кĕленче пек çутă!..
Чăм, шыва кĕр киленсе.
Çулнă хыççăн утă.
Сарă хăйăрлă çыран
Кăнтăрти пек лайăх.
Ачăлла таçтан-таçтан
Килнĕ тĕрлĕ халăх:
Пур кунта грузовиксем,
Лашасем те кӳлнĕ...
Пурне те пиллет илем
Аслă çутă кӳлĕ!
Килнĕ каннă вăхăтра
Фермă хĕр-упраçĕ.
Вутăш пек вĕсем шывра!
Тăнă... çӳç тураççĕ.
Сарана пек сап-сарах
Пушкăрт сăмаварĕ,
Шăпăр пек, чăн-чăн туйлах
Нăйлатма пуçларĕ.
Улттăн ларнă ун тавра,
Ултă ватă пĕлĕш,
Мухтаса сăмавара
Хыпкалаççĕ белĕш.
Тутарсем те марисем,
Чăвашсем чылаййăн...
Ачăлла, пĕрре килсен,
Эс хăçан манайăн?
Çирĕп туслăхăн кӳлли
Пулчĕ Аслă Кӳлĕ.
Туслăхран мĕн пур хакли?
Урăх çук та пулĕ!
Ачаллă пек сарлака,
Ачăллă пек аслă
Пултăрччĕ йăхрая йăха
Туслăх, хурăнташлăх!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...