Телĕнмелле курăк тупман пулсан, Уссури тайгине те çитейместĕмччĕ, зоологи сачĕ те пулмастчĕ
Пĕр çулхине маншăн калама çук телейлĕ кĕркунне çаврăнса килчĕ. Виçĕ çул хушши сунара киймсăр пурăннă хыççăн, Ямаш вăрманĕнче тискер кăйăксем пит йышланса çитрĕç: ăçта килнĕ унта куянсем сиккелесе çӳреççĕ, ĕмĕрне çын пырса кĕмен чăтлăхсем тилĕсемпе тулчĕç, тарăн варсенче упасем кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе çӳреççĕ. Çакна кура ахаль çынсем кăна мар, сунарçăсем те Ямаш вăрманне кайса кĕме хăракан пулчĕç.
Вăрмана кайма мар, хăшĕ-пĕрисем анкарти хыçне те тухма хăрăтчĕç. Тăмвар пуçĕнче пĕр ушкăн упа çӳренине курнă хыççăн, Вĕçкĕн Ваççа тăр кăнтăрлах, хапхисене питĕрсе, кунĕ-кунĕпе пӳртĕнче ларатчĕ. Унтан калаçма тин вĕренекен ачасем те кулма пуçларĕç.
Пурне те паллă, эпĕ нихăçан та, нимĕнле тискер кайăкран та хăраман. Упасене кăна мар, Ямаш вăрманне килсе пурăнма пуçланă арăслана та чĕрĕллех тытса таврăннăччĕ-ха тесе, пĕр ирпе Ямаш вăрманне сунара тухса утрăм.
Ман телее, вăл кун уяр пулчĕ. Хĕвел, Ямаш вăрманĕ тăррине хăпарса çитсенех, кĕрхи пылчăка пĕр самтрах типетсе лартрĕ. Çапла эпĕ вăрмана часах çитрĕм, упасем тытас шутпа тӳрех Уçтук варĕ патнелле утрăм.
Уçтук варĕ тĕлĕнмелле чăнкă та тарăн вар. Çӳлтен пăхсан, унăн тĕпĕ те курăнмасть. Икĕ çыранĕ тăршшĕпе пӳрт пек пысăк чулсем кăнтарса выртаççĕ. Çав чулсем айĕнче тĕпсакай пек тĕттĕм шăтăксем пур, вĕсенче упасем йышлă пурăнаççĕ.
Килте Уçтук вар асра та пулманнипе эпĕ пăшала вĕтĕ пӳлькăсемпе çеç авăрласа тухрăм. Паллах, вĕсемпе упасене вĕлерме çук. Хăвăрах пĕлетĕр: вĕтĕ пулькăсене пула эпĕ пĕрре Çĕпĕрти тайгара, йывăç тăрринче, виçĕ кун та виçĕ çĕр выçă ларнăччĕ. Çакна аса илтĕм те, пĕр пысăк тункат çине ларсах, пăшалăн икĕ кĕпçине те кашкăр пулькисемпе авăрларăм. Авăрларăм та: халĕ ĕнтĕ Уçтук варĕнчи упасене пурне те тытса пĕтеретĕп тесе, малалла утрăм.
Анчах, те ытла та ир тухнăран, кăнтăрлаччен çӳресен те упа мар, куян çури те тĕл пулмарăм. Аптăранă енне хам: ку упасем мана — Лапшу Çтаппанне — шăршăранах палласа хăйсен шăтăкĕсене кĕрсе пытанчĕç пулĕ, тесе те шухăшлатăп.
Манăн пуç мĕн шутлать, çав яланах тĕрĕс пулать. Çавăнпа эпĕ, малалла апла-капла шухăшласа çӳреме пăрахсах, тӳрех Уçтук варне анса мĕнпур упасене хăйсен шăтăкĕсенчен хăваласа кăларас терĕм. Çав тĕлĕшпе вар тĕпне анма ансатрах вырăн шыраса вар хĕррипе утрăм.
Манăн çичĕ-сакăр çухрăма яхăнах каймалла пулчĕ, çапах та вар тĕпне анма меллĕ выран тупăймарăм. Юлашкинчен, вар пуçнех çитсе тухрăм. Кунта хам ĕмĕрте тĕл пулман тĕлĕнмелле курăк куртăм. Курăкĕ чăнласах тĕлĕнмелле вара. Ытти курăксем пурте хăра-хăра сарăхса ларнă, çак курăк пĕр пĕччен ешĕрсе ӳсет.
— Мĕнле курăк-ши ку? — тесе пĕшкĕнсе çак курăка тытса пăхрăм.
Вăл, манран вăтаннă пек пулса, çеçкисене çав самантрах пĕр çĕре пуçтарса лартрĕ. Эпĕ тĕлĕнсех кайрăм.
— Епле мерекке курăк пулчĕ-ха ку, çынран та вăтанма пĕлет, — терĕм те ăна кăларса кайма шутларăм, чӳрече умне лартса ялти пур çынна та тĕлĕнтерес, терĕм.
Анчах вăл курăкăн тымарĕсем пит тарăн анса каяççĕ. Çавăнпа ăна ниепле те кăкласа кăларма май пулмарĕ. Эпĕ вара, Уçтук варне анма пăрахсах, унăн вăррисене шырама пуçларăм. Малтанах чечекĕ ăшне пăхрăм — унта пĕр варă та çук. Путех, кун вăррисем тăкăннă пулĕ тесе, пӳрнесемпе çĕре хыпашлама пуçларăм. Манăн алла çинçе туна кĕрсе кайрĕ. Туртса пăхатăп — туна яхăнне те тухмасть. Ирĕксĕрех манăн çав туна вĕçне шыраса тупмалла пулчĕ. Вăл туна çав тĕлĕнмелле курăкăн турачех пулчĕ. Çакнашкал туратсем унăн пĕрре çеç мар, темиçе те пур, хăйсем пурте курăк тавралла сарăлса выртаççĕ. Кашнин вĕçĕнчех мăйăр пысăкĕш хурансем пур; вĕсен ăшĕнче пăрçа пек пĕрчĕсем куçа йăмăхтарас пек çутăлса выртаççĕ.
Эпĕ савăнсах кайрăм. Халĕ ĕнтĕ тымарĕ-мĕнĕпех кăларса аппаланса та тăмастăп, тӳрех вăрринчен шăтарса ӳстеретĕп тесе, пĕр пĕрчине илме хăтлантăм. Анчах пӳрне вĕçĕпе тĕкĕнсенех хуранĕ хупăнса ларчĕ.
Ку, чăнласах çынран вăтанма пĕлет иккен, унăн куçĕсем те пулĕ тесе, эпĕ çавăнта çумрах ларакан юман хыçне пытанса тăтăм. Мĕн шутлани тĕрĕсех пулчĕ. Нумаях та тăмарăм, çак курăк çеçкисене сарса ячĕ, туна вĕçĕнчи пĕчĕк хуранĕ те уçăлса кайрĕ. Хам куçсене пĕр сиктермесĕр пăхса тăратăп. Таçтан пĕр нăрă пырса тӳхрĕ те уçăлса тăракан хуранĕ ăшне кĕрсе кайрĕ — хуранĕ каллех хупăнса ларчĕ. Мĕн пулчĕ-ха капла, тесе татах куçсене сиктермесĕр пăхса тăтăм. Хупăнса ларнă хуран тăрсан-тăрсан каллех уçăлса кайрĕ. Анчах хуран ăшĕнче нăрă тĕсĕ те çук, унăн шăмми-шакки кăна сирпĕнсе ыткăнса ӳкрĕ.
Çакнашкал мерекке курăка, мансăр пуçне, тĕнчере урăх никам та курман пулĕ, мĕншĕн тесен ун пек курăк пурри çинчен эпĕ никамран та илтмен. Манăн ăна пит нумай ĕрчетес килчĕ. Хăвăрах шутлăр-ха, унашкал курăка ĕрчетсен, усси те нумай пулать. Вĕсем çула выльăх-чĕрлĕхе канăç паман ӳпре-пăвансене те пĕтĕмпех çисе пĕтерме пултараççĕ вĕт.
Çапла шутласа юман хыçенчен тухрăм та тӳрех курăкăн пĕр туратне татса илтĕм. Унăн вĕçĕнчи хуранĕ каллех хупăнса ларчĕ. Эпĕ вăл уçăласса кĕтсе те тăмарăм, васкасах унăн ăшĕнчи çутă пĕрчине кăларса илтĕм. Анчах вăл пĕрчĕ пиçсе çитмен, çавăнпа ăна киле те илсе каяс темерĕм. Çапах та ăна пăрахса хăвармăрăм, хам çисе ятăм. Вăл калама çук тутлă пулчĕ, ун пек пăрçа эпĕ хам ĕмĕрте те тутанса курман.
Сасартăк манăн ура вăйĕ пĕтнĕ пек туйĕнчĕ, куç хупанкисем йывăрланса çитрĕç, анаслакан пултăм. Эпĕ пуç айне курăк татса хутăм та выртса çывăртăм. Хам питĕ хăрушă тĕлĕк курнă: Ямаш вăрманне улăп евĕр пысăк çын килнĕ пек, вăл пĕрре ярса пуссах çичĕ çухрăм каять пек. Çак çын хăрах урипе ман тĕлех пусрĕ те, эпĕ кăштах унăн атти айне пулаттăм пек. Хăранипе кăшкăрсах ятăм. Хам сасăпа вăранса кайрăм та, ăна-кăна пĕлмесĕр тăрса лартăм.
Эпĕ Ямаш вăрманĕнчен те çӳлĕ ларатăп иккен, йывăçсен тăррисем манăн сухала та перĕнмеççĕ. Мĕнле-ха капла пултăм? — тесе хамран-хам тĕлĕнсе кайрăм. Урасем çине пăхрăм. Вĕсем те темĕн пек вăрăмланса кайнă та Ямаш ялĕн анкарти хыçнех çитнĕ. Хăйсем ӳснĕ май йывăçсене унталла-кунталла çеç йăвантара-йăвантара хăварнă.
Нимĕн тума аптăранипе ура çине сиксе тăтăм. Ямаш вăрманĕ чĕркуççирен те аялта тăрса юлчĕ. Манăн пуç хупхуран капланса килекен çумăр пелĕчĕсем ăшне кĕрсе кайрĕ. Çав пĕлĕтсене эпĕ пĕрре вернипех аяккалла сирсе ятăм. Çакăн хыççăн манăн пуçри шĕлепке те аванах курăнакан пулчĕ. Пуç ӳснĕ май вăл та сарăлса пысăкланса кайнă-мĕн. Пиншакпа атă çине пăхрам — вĕсем те, шĕлепке пекех, сарăлса ӳссе кайнă, хăйсем тата пĕри те ниçтан çурăлман. Куншăн вара пит савăнтăм, мĕншĕн тесен манăн хама валли çĕнĕ тумтирсем илсе укçа та тăккаламалла пулмарĕ.
Анчах манăн пĕр инкек пулчĕ. Хам ӳссе пынă май, çакки татăлса кайнипе, манăн пăшал таçта ывтăнса ӳкнĕ. Эпĕ уншăн пит кулянма тытăнтăм, мĕншĕн тесен манăн пек лайăх пăшал таврара урăх никамăн та çукчĕ: вăл темĕнле тискер кайăка та тĕл персе тивертетчĕ.
Ямаш вăрманĕ чĕркуççирен те аялта тăрса юлчĕ |
Çавтери лайăх пăшала çын тупĕ те ман пекех чаплă сунарçă пулĕ тесе, эпĕ ăна пикенсех шырама пуçларăм. Анчах темле тăрăшса шырасан та пăшала тупаймарăм. Юлашкинчен, хам Уçтук варĕ пуçне выртса çывăрнине аса илтĕм те, пăшал çав вар тĕпнех ывтăнса ӳкнĕ пулĕ тесе, Уçтук варне шырама пуçларăм. Ăна та тупаймарăм. Тарăхнипе пăшал çине ал султăм та малалла кайрăм. Пĕр утăм ярса пуссах çичĕ километрта ларăкан Йĕкĕрвар ялĕ хыçне çитрĕм. Тĕленсе кайрăм: манăн пăшал çак ял хыçĕнче вырта парать. Кăна пĕлнĕ пулсан, пăшала пикенсе шырама та кирлĕ марччĕ: вăл хамран пĕр утăмра çеç выртнă иккен. Эпĕ хамăн куçсем питĕ çивчĕ курнинчен тĕлĕнсех кайрăм. Вĕсем Уçтук вăрне мар, çав тери пĕчĕк япалана та — кăранташ пысăкĕш тăрса юлнă яналана та — шыраса тупма пултарчĕç.
Чăнласах манăн пăшал кăранташ пек çеç тăрса юлнă. Çакки çуккипе тата ниçта хума аптăранипе эпĕ ăна пиншакăн умри кĕсъине чикрĕм. Вăл кĕсъе тĕпне анса выртрĕ те курăнми пулчĕ. Сасартăк, пăшалсăр пырсан мана никам та сунарçă вырăнне шутламĕ тесе, ăна калла кăларма шутларăм, сылтăм алла кĕсъене чиксе ятăм.
Малтан, çичĕ километр ывтăнса ӳкнĕ пулсан та, пăшала часах шыраса тупрăм, халĕ пиншакăн умĕнчи кĕсъине чикнĕ пулсан та, ăна пит нумай шырамалла пулчĕ. Темĕн пек тăрăшса хыпаласа пăхрăм, пăшал ниепле те алла кĕмест. Пĕр енчен, кĕсъе шăтăк пулман-ши? тесе иккĕленсе пăхатăп. Анчах карчăк мана нихăçан шăтăк кĕсьесемпе çӳретменнине аса илсе, пăшал кĕсъерех пулĕ, тетĕп. Тепĕр енчен, пиншака хывса кĕсъене тавăрса силлес тесе те шутлатăп, пиншакĕ пĕчĕкленсе ларасран хăратăп. Ара, пиншаксăр юлсан, шăнса вилме те пулать çак çанталăкра, тетĕп. Çапла манăн пиншак кĕсъинчи пăшала лăпах каçчен шырамалла пулчĕ. Вăл çавăнтах, кĕсъе тĕпĕнчех выртнă-мĕн.
Çавнашкал тертленнĕ хыççăн пăшала, пĕчĕккĕ пулсан та, çурăм хыçнех çакма шутларăм; унтан вăл ниçта та çухалмĕ, терĕм. Анчах манăн пăшалăн çакки çук, вăл хам ӳснĕ май татăлса таçта сирпенсе ӳкнĕ. Сасартăк, темле сăлтавпа килтен илсе тухнă вĕрен çинчен аса илтĕм. Ман телее, çак вĕрен çурăм хыçĕнчех çакăнса тăрать. Вăл мана çăпата кантри пек çеç туйăнчĕ. Эпĕ савансах кайрăм. Вĕрене салтса илтĕм те унтан пăшал çакки турăм. Вунă хăлаç тăршшĕ вĕрен хам тавра лăпах пĕрре çавăрса çыхма çитрĕ. Кун каçалана сулăнчĕ. Эпĕ çапах та киле таврăнмарăм. Тухнă пек чухне ытти вăрмансене те кайса çӳреме шутларăм та малалла утрăм. Манăн çул калама çук ӳсĕнсе пырать: пĕрре пусатăп та çичĕ километр тăватăп. Çапла эпĕ поездсене кăна мар, аэроплансене те хуса çитсе иртсе каятăп, хам хыçа курăнмиех тăратса хăваратăп.
Урал тăвĕсем патне çитрĕм. Вĕсен пысăк та çӳлĕ тĕмесем пур. Эпĕ урасемпе çав тĕмесем çине пусса утса пыратăп. Çапла татах та çӳлленсе кайрăм та, манăн пуç тачка пĕлĕтсен ăшĕнче пычĕ.
Сасартăк манăн сылтăм хăлха патĕнче темĕнле сасă сĕрлени илтĕнчĕ. Мĕнле сасă-ши ку, нăрă мар-ши ку тесе, хăлха патне алла ярса пăхрăм. Тĕлĕнсех кайрăм: манăн алă икĕ моторлă аэроплана, ярса тытрĕ. Тинех ăнлантăм: манăн хăлха патĕнчи сасă çак аэропланăн моторĕсем кĕрленĕ сасă пулнă-мĕн.
Тĕлĕнсех кайрăм: манăн алă икĕ моторлă аэроплана ярса тытрĕ |
Вăл аэроплана эпĕ хам ывăç тупанĕ çине лартрăм та пĕчĕк кантăкĕнчен шалалла пăхрăм. Унта çыннсем туллиех ларса пыраççĕ. Вĕсем пурте халиччен ĕмĕрне те çын пырса кĕмен тайгана ылттăн тухакан вырансем шырама каяççĕ-мĕн.
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...