Пĕр çулхине маншăн калама çук телейлĕ кĕркунне çаврăнса килчĕ. Виçĕ çул хушши сунара киймсăр пурăннă хыççăн, Ямаш вăрманĕнче тискер кăйăксем пит йышланса çитрĕç: ăçта килнĕ унта куянсем сиккелесе çӳреççĕ, ĕмĕрне çын пырса кĕмен чăтлăхсем тилĕсемпе тулчĕç, тарăн варсенче упасем кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпе çӳреççĕ. Çакна кура ахаль çынсем кăна мар, сунарçăсем те Ямаш вăрманне кайса кĕме хăракан пулчĕç.
Вăрмана кайма мар, хăшĕ-пĕрисем анкарти хыçне те тухма хăрăтчĕç. Тăмвар пуçĕнче пĕр ушкăн упа çӳренине курнă хыççăн, Вĕçкĕн Ваççа тăр кăнтăрлах, хапхисене питĕрсе, кунĕ-кунĕпе пӳртĕнче ларатчĕ. Унтан калаçма тин вĕренекен ачасем те кулма пуçларĕç.
Пурне те паллă, эпĕ нихăçан та, нимĕнле тискер кайăкран та хăраман. Упасене кăна мар, Ямаш вăрманне килсе пурăнма пуçланă арăслана та чĕрĕллех тытса таврăннăччĕ-ха тесе, пĕр ирпе Ямаш вăрманне сунара тухса утрăм.
Ман телее, вăл кун уяр пулчĕ. Хĕвел, Ямаш вăрманĕ тăррине хăпарса çитсенех, кĕрхи пылчăка пĕр самтрах типетсе лартрĕ. Çапла эпĕ вăрмана часах çитрĕм, упасем тытас шутпа тӳрех Уçтук варĕ патнелле утрăм.
Уçтук варĕ тĕлĕнмелле чăнкă та тарăн вар. Çӳлтен пăхсан, унăн тĕпĕ те курăнмасть. Икĕ çыранĕ тăршшĕпе пӳрт пек пысăк чулсем кăнтарса выртаççĕ. Çав чулсем айĕнче тĕпсакай пек тĕттĕм шăтăксем пур, вĕсенче упасем йышлă пурăнаççĕ.
Килте Уçтук вар асра та пулманнипе эпĕ пăшала вĕтĕ пӳлькăсемпе çеç авăрласа тухрăм. Паллах, вĕсемпе упасене вĕлерме çук. Хăвăрах пĕлетĕр: вĕтĕ пулькăсене пула эпĕ пĕрре Çĕпĕрти тайгара, йывăç тăрринче, виçĕ кун та виçĕ çĕр выçă ларнăччĕ. Çакна аса илтĕм те, пĕр пысăк тункат çине ларсах, пăшалăн икĕ кĕпçине те кашкăр пулькисемпе авăрларăм. Авăрларăм та: халĕ ĕнтĕ Уçтук варĕнчи упасене пурне те тытса пĕтеретĕп тесе, малалла утрăм.
Анчах, те ытла та ир тухнăран, кăнтăрлаччен çӳресен те упа мар, куян çури те тĕл пулмарăм. Аптăранă енне хам: ку упасем мана — Лапшу Çтаппанне — шăршăранах палласа хăйсен шăтăкĕсене кĕрсе пытанчĕç пулĕ, тесе те шухăшлатăп.
Манăн пуç мĕн шутлать, çав яланах тĕрĕс пулать. Çавăнпа эпĕ, малалла апла-капла шухăшласа çӳреме пăрахсах, тӳрех Уçтук варне анса мĕнпур упасене хăйсен шăтăкĕсенчен хăваласа кăларас терĕм. Çав тĕлĕшпе вар тĕпне анма ансатрах вырăн шыраса вар хĕррипе утрăм.
Манăн çичĕ-сакăр çухрăма яхăнах каймалла пулчĕ, çапах та вар тĕпне анма меллĕ выран тупăймарăм. Юлашкинчен, вар пуçнех çитсе тухрăм. Кунта хам ĕмĕрте тĕл пулман тĕлĕнмелле курăк куртăм. Курăкĕ чăнласах тĕлĕнмелле вара. Ытти курăксем пурте хăра-хăра сарăхса ларнă, çак курăк пĕр пĕччен ешĕрсе ӳсет.
— Мĕнле курăк-ши ку? — тесе пĕшкĕнсе çак курăка тытса пăхрăм.
Вăл, манран вăтаннă пек пулса, çеçкисене çав самантрах пĕр çĕре пуçтарса лартрĕ. Эпĕ тĕлĕнсех кайрăм.
— Епле мерекке курăк пулчĕ-ха ку, çынран та вăтанма пĕлет, — терĕм те ăна кăларса кайма шутларăм, чӳрече умне лартса ялти пур çынна та тĕлĕнтерес, терĕм.
Анчах вăл курăкăн тымарĕсем пит тарăн анса каяççĕ. Çавăнпа ăна ниепле те кăкласа кăларма май пулмарĕ. Эпĕ вара, Уçтук варне анма пăрахсах, унăн вăррисене шырама пуçларăм. Малтанах чечекĕ ăшне пăхрăм — унта пĕр варă та çук. Путех, кун вăррисем тăкăннă пулĕ тесе, пӳрнесемпе çĕре хыпашлама пуçларăм. Манăн алла çинçе туна кĕрсе кайрĕ. Туртса пăхатăп — туна яхăнне те тухмасть. Ирĕксĕрех манăн çав туна вĕçне шыраса тупмалла пулчĕ. Вăл туна çав тĕлĕнмелле курăкăн турачех пулчĕ. Çакнашкал туратсем унăн пĕрре çеç мар, темиçе те пур, хăйсем пурте курăк тавралла сарăлса выртаççĕ. Кашнин вĕçĕнчех мăйăр пысăкĕш хурансем пур; вĕсен ăшĕнче пăрçа пек пĕрчĕсем куçа йăмăхтарас пек çутăлса выртаççĕ.
Эпĕ савăнсах кайрăм. Халĕ ĕнтĕ тымарĕ-мĕнĕпех кăларса аппаланса та тăмастăп, тӳрех вăрринчен шăтарса ӳстеретĕп тесе, пĕр пĕрчине илме хăтлантăм. Анчах пӳрне вĕçĕпе тĕкĕнсенех хуранĕ хупăнса ларчĕ.
Ку, чăнласах çынран вăтанма пĕлет иккен, унăн куçĕсем те пулĕ тесе, эпĕ çавăнта çумрах ларакан юман хыçне пытанса тăтăм. Мĕн шутлани тĕрĕсех пулчĕ. Нумаях та тăмарăм, çак курăк çеçкисене сарса ячĕ, туна вĕçĕнчи пĕчĕк хуранĕ те уçăлса кайрĕ. Хам куçсене пĕр сиктермесĕр пăхса тăратăп. Таçтан пĕр нăрă пырса тӳхрĕ те уçăлса тăракан хуранĕ ăшне кĕрсе кайрĕ — хуранĕ каллех хупăнса ларчĕ. Мĕн пулчĕ-ха капла, тесе татах куçсене сиктермесĕр пăхса тăтăм. Хупăнса ларнă хуран тăрсан-тăрсан каллех уçăлса кайрĕ. Анчах хуран ăшĕнче нăрă тĕсĕ те çук, унăн шăмми-шакки кăна сирпĕнсе ыткăнса ӳкрĕ.
Çакнашкал мерекке курăка, мансăр пуçне, тĕнчере урăх никам та курман пулĕ, мĕншĕн тесен ун пек курăк пурри çинчен эпĕ никамран та илтмен. Манăн ăна пит нумай ĕрчетес килчĕ. Хăвăрах шутлăр-ха, унашкал курăка ĕрчетсен, усси те нумай пулать. Вĕсем çула выльăх-чĕрлĕхе канăç паман ӳпре-пăвансене те пĕтĕмпех çисе пĕтерме пултараççĕ вĕт.
Çапла шутласа юман хыçенчен тухрăм та тӳрех курăкăн пĕр туратне татса илтĕм. Унăн вĕçĕнчи хуранĕ каллех хупăнса ларчĕ. Эпĕ вăл уçăласса кĕтсе те тăмарăм, васкасах унăн ăшĕнчи çутă пĕрчине кăларса илтĕм. Анчах вăл пĕрчĕ пиçсе çитмен, çавăнпа ăна киле те илсе каяс темерĕм. Çапах та ăна пăрахса хăвармăрăм, хам çисе ятăм. Вăл калама çук тутлă пулчĕ, ун пек пăрçа эпĕ хам ĕмĕрте те тутанса курман.
Сасартăк манăн ура вăйĕ пĕтнĕ пек туйĕнчĕ, куç хупанкисем йывăрланса çитрĕç, анаслакан пултăм. Эпĕ пуç айне курăк татса хутăм та выртса çывăртăм. Хам питĕ хăрушă тĕлĕк курнă: Ямаш вăрманне улăп евĕр пысăк çын килнĕ пек, вăл пĕрре ярса пуссах çичĕ çухрăм каять пек. Çак çын хăрах урипе ман тĕлех пусрĕ те, эпĕ кăштах унăн атти айне пулаттăм пек. Хăранипе кăшкăрсах ятăм. Хам сасăпа вăранса кайрăм та, ăна-кăна пĕлмесĕр тăрса лартăм.
Эпĕ Ямаш вăрманĕнчен те çӳлĕ ларатăп иккен, йывăçсен тăррисем манăн сухала та перĕнмеççĕ. Мĕнле-ха капла пултăм? — тесе хамран-хам тĕлĕнсе кайрăм. Урасем çине пăхрăм. Вĕсем те темĕн пек вăрăмланса кайнă та Ямаш ялĕн анкарти хыçнех çитнĕ. Хăйсем ӳснĕ май йывăçсене унталла-кунталла çеç йăвантара-йăвантара хăварнă.
Нимĕн тума аптăранипе ура çине сиксе тăтăм. Ямаш вăрманĕ чĕркуççирен те аялта тăрса юлчĕ. Манăн пуç хупхуран капланса килекен çумăр пелĕчĕсем ăшне кĕрсе кайрĕ. Çав пĕлĕтсене эпĕ пĕрре вернипех аяккалла сирсе ятăм. Çакăн хыççăн манăн пуçри шĕлепке те аванах курăнакан пулчĕ. Пуç ӳснĕ май вăл та сарăлса пысăкланса кайнă-мĕн. Пиншакпа атă çине пăхрам — вĕсем те, шĕлепке пекех, сарăлса ӳссе кайнă, хăйсем тата пĕри те ниçтан çурăлман. Куншăн вара пит савăнтăм, мĕншĕн тесен манăн хама валли çĕнĕ тумтирсем илсе укçа та тăккаламалла пулмарĕ.
Анчах манăн пĕр инкек пулчĕ. Хам ӳссе пынă май, çакки татăлса кайнипе, манăн пăшал таçта ывтăнса ӳкнĕ. Эпĕ уншăн пит кулянма тытăнтăм, мĕншĕн тесен манăн пек лайăх пăшал таврара урăх никамăн та çукчĕ: вăл темĕнле тискер кайăка та тĕл персе тивертетчĕ.
Ямаш вăрманĕ чĕркуççирен те аялта тăрса юлчĕ |
Çавтери лайăх пăшала çын тупĕ те ман пекех чаплă сунарçă пулĕ тесе, эпĕ ăна пикенсех шырама пуçларăм. Анчах темле тăрăшса шырасан та пăшала тупаймарăм. Юлашкинчен, хам Уçтук варĕ пуçне выртса çывăрнине аса илтĕм те, пăшал çав вар тĕпнех ывтăнса ӳкнĕ пулĕ тесе, Уçтук варне шырама пуçларăм. Ăна та тупаймарăм. Тарăхнипе пăшал çине ал султăм та малалла кайрăм. Пĕр утăм ярса пуссах çичĕ километрта ларăкан Йĕкĕрвар ялĕ хыçне çитрĕм. Тĕленсе кайрăм: манăн пăшал çак ял хыçĕнче вырта парать. Кăна пĕлнĕ пулсан, пăшала пикенсе шырама та кирлĕ марччĕ: вăл хамран пĕр утăмра çеç выртнă иккен. Эпĕ хамăн куçсем питĕ çивчĕ курнинчен тĕлĕнсех кайрăм. Вĕсем Уçтук вăрне мар, çав тери пĕчĕк япалана та — кăранташ пысăкĕш тăрса юлнă яналана та — шыраса тупма пултарчĕç.
Чăнласах манăн пăшал кăранташ пек çеç тăрса юлнă. Çакки çуккипе тата ниçта хума аптăранипе эпĕ ăна пиншакăн умри кĕсъине чикрĕм. Вăл кĕсъе тĕпне анса выртрĕ те курăнми пулчĕ. Сасартăк, пăшалсăр пырсан мана никам та сунарçă вырăнне шутламĕ тесе, ăна калла кăларма шутларăм, сылтăм алла кĕсъене чиксе ятăм.
Малтан, çичĕ километр ывтăнса ӳкнĕ пулсан та, пăшала часах шыраса тупрăм, халĕ пиншакăн умĕнчи кĕсъине чикнĕ пулсан та, ăна пит нумай шырамалла пулчĕ. Темĕн пек тăрăшса хыпаласа пăхрăм, пăшал ниепле те алла кĕмест. Пĕр енчен, кĕсъе шăтăк пулман-ши? тесе иккĕленсе пăхатăп. Анчах карчăк мана нихăçан шăтăк кĕсьесемпе çӳретменнине аса илсе, пăшал кĕсъерех пулĕ, тетĕп. Тепĕр енчен, пиншака хывса кĕсъене тавăрса силлес тесе те шутлатăп, пиншакĕ пĕчĕкленсе ларасран хăратăп. Ара, пиншаксăр юлсан, шăнса вилме те пулать çак çанталăкра, тетĕп. Çапла манăн пиншак кĕсъинчи пăшала лăпах каçчен шырамалла пулчĕ. Вăл çавăнтах, кĕсъе тĕпĕнчех выртнă-мĕн.
Çавнашкал тертленнĕ хыççăн пăшала, пĕчĕккĕ пулсан та, çурăм хыçнех çакма шутларăм; унтан вăл ниçта та çухалмĕ, терĕм. Анчах манăн пăшалăн çакки çук, вăл хам ӳснĕ май татăлса таçта сирпенсе ӳкнĕ. Сасартăк, темле сăлтавпа килтен илсе тухнă вĕрен çинчен аса илтĕм. Ман телее, çак вĕрен çурăм хыçĕнчех çакăнса тăрать. Вăл мана çăпата кантри пек çеç туйăнчĕ. Эпĕ савансах кайрăм. Вĕрене салтса илтĕм те унтан пăшал çакки турăм. Вунă хăлаç тăршшĕ вĕрен хам тавра лăпах пĕрре çавăрса çыхма çитрĕ. Кун каçалана сулăнчĕ. Эпĕ çапах та киле таврăнмарăм. Тухнă пек чухне ытти вăрмансене те кайса çӳреме шутларăм та малалла утрăм. Манăн çул калама çук ӳсĕнсе пырать: пĕрре пусатăп та çичĕ километр тăватăп. Çапла эпĕ поездсене кăна мар, аэроплансене те хуса çитсе иртсе каятăп, хам хыçа курăнмиех тăратса хăваратăп.
Урал тăвĕсем патне çитрĕм. Вĕсен пысăк та çӳлĕ тĕмесем пур. Эпĕ урасемпе çав тĕмесем çине пусса утса пыратăп. Çапла татах та çӳлленсе кайрăм та, манăн пуç тачка пĕлĕтсен ăшĕнче пычĕ.
Сасартăк манăн сылтăм хăлха патĕнче темĕнле сасă сĕрлени илтĕнчĕ. Мĕнле сасă-ши ку, нăрă мар-ши ку тесе, хăлха патне алла ярса пăхрăм. Тĕлĕнсех кайрăм: манăн алă икĕ моторлă аэроплана, ярса тытрĕ. Тинех ăнлантăм: манăн хăлха патĕнчи сасă çак аэропланăн моторĕсем кĕрленĕ сасă пулнă-мĕн.
Тĕлĕнсех кайрăм: манăн алă икĕ моторлă аэроплана ярса тытрĕ |
Вăл аэроплана эпĕ хам ывăç тупанĕ çине лартрăм та пĕчĕк кантăкĕнчен шалалла пăхрăм. Унта çыннсем туллиех ларса пыраççĕ. Вĕсем пурте халиччен ĕмĕрне те çын пырса кĕмен тайгана ылттăн тухакан вырансем шырама каяççĕ-мĕн.
Эпĕ — ярса пусмассерен çичĕ километр кайнине пĕлсен, çынсем пурте хăйсене аэропланĕ-мĕнепех хампа пĕрле илсе кайма ыйтрĕç. Эпĕ килĕшрĕм. Хам сывланипе вĕçсе ӳкĕ тесе, эпĕ аэроплана икĕ пӳрне хушшине хĕстертăм. Çакăн хыççăн аэроплан ăшĕнчи çынсем савăнсах кайрĕç. Вĕсем пурте пĕчĕк кантăккисене уçса ярса çул тăршшĕпе калаçса пычĕç. Çапла манăн çул татах ӳсĕнсе пычĕ. Тепĕр сехет кайсанах эпĕ Инçетри Хĕвелтухăç крайне çитрĕм.
Кунта манан аэроплан ăшĕнче ларса пыракан çынсемпе уйрăлмалла пулчĕ. Вĕсен çурçĕр еннелле каймалла пулчĕ. Хăйсене пĕр кун каяс вырăнне пĕр сехетрех илсе çитернĕшĕн çынсем мана чĕререн тав турĕç, тата нумай пурăнма сывлăх сунчĕç. Эпĕ тискер кайăксем тытма шутланине пĕлсен, летчикĕ мана Уссури тайгине кайма сĕнчĕ, унта каймалли çула та хăех кăтартса пачĕ.
Эпĕ аэроплана ывăç тупанĕ çине лартрăм та çынсем пурте кантăкĕсене хупрĕç. Лётчикĕ кабина ăшĕнчен сиксе тухса, манăн ывăç тупанĕ тикесси-тикĕсмаррине сăнама пуçларĕ.
— Тапранса кайма хĕнтерех, — тет лётчик.
— Нимĕн те хĕн мар, — тетĕп. — Эсĕ моторĕсене ĕçлеттерме пуçла та кабинăна кĕрсе лар, аэроплана хам вĕрсе тапратса ярăп, — тетĕп.
— Апла юрамасть, — тет лётчик. — Тапранса каяс умĕн аэропланăн сахалтан та пĕр минут хушши сан ывăç тупанĕ тăрăх чупса каймалла, — терĕ те аэроплан ăшĕнчен пĕр çыннине кăларса, унпа пĕрле ман ывăç тупанне виçме пуçларĕ.
Манăн ывăç тупанĕ калама çук пысăк иккен. Анчах çапла пысăк пулсан та, лĕтчик кăшт çĕре ӳксе вилетчĕ. Вăл акă мĕнле пулчĕ: лĕтчикĕ, малта пыраканскер, шĕвĕр пӳрнепе вăтам пӳрне хушшинчи çурăка анах кайрĕ.
Вăхăт нумай та иртмерĕ — манăв пилĕк тĕлĕнче шап-шурă япала уçăлса кайрĕ. Лĕтчик хăйпе пĕрле парашют илнĕ-мĕн. Манăн пӳрнесем хушшинчен тухса ӳксенех парашютне уçса янă. Куншăн вара эпĕ çеç мар, аэроплан ăшĕнче ларакан çынсем те питĕ савăнчĕç. Лётчика эпĕ çĕре анса çитичченех, хам ывăç тупанĕ çине çĕклесе лартрăм. Вăл парашютне майласа пуçтарчĕ те çурăмĕ хыçне çакрĕ. Вал аялалла ӳкнĕ пулсан та нимĕн те хăраман. Хăрама мар, вăл манăн ывăç тупанĕ çуррине çитиччен тăватçĕр çитмĕл сакăр метр пулнине те манман.
Эпир вара ывăç тупанне малалла виçсе аппаланса та тăмарăмăр, тăватçĕр çитмĕл сакар метр çумне тата çавăн чухлĕ хушрăм та, хамăн ывăç тупанĕн тăрăшшĕ пĕр километр патнех пулнине пĕлтĕм.
— Епле пулсан та чуптарма тăрăшăп, — тет лётчик. — Эсĕ пĕр минут та пулин сывламасăр тăр, — терĕ те вăл аэроплан моторĕсене ĕçлеттерсе ячĕ.
— Манăн вăта пӳрне вăрăмрах, эсĕ çак пӳрне тăрăх чуптарса пыма тăрăш, — терĕм те лĕтчика вăта пӳрне çине кĕрсе каякан йĕр туса патăм.
Аэроплан вăта пӳрне вĕçне çитсенех сывлăшалла ерипен хăпарса кайрĕ. Ун ăшĕнче лăрнă пыракан çынсем шурă тутăрсем вĕлкĕштерсе манпа сывпуллашрĕç. Анчах хам, сывламасар тăма хăнăхманскер, пĕр минут хушши сывламаннипех кăштах чыхăнса вилсе каяттăм.
Аэроплан вăта пӳрне вĕçне çитсенех сывлăшалла ерипен хăпарса кайрĕ |
Аэроплан часах куçран çухалчĕ, эпĕ лĕтчик кăтартса панă çулпа малалла утрăм. Манăн нумай каймалла пулмарĕ, — çич-сакăр утăм ярса пуссанах Уссури тайгине çитрĕм.
Вăл тайга калама çук пысăк. Унта эпĕ этем пырса кĕмелле мар вырăнсем, асар-писер тарăн варсем тĕл пултăм. Вĕсенче темĕн тĕрлĕ тискер кайăксем çĕмĕрсе çӳреççĕ, хăйсем мана курсанах хăраса тараççĕ. Çавăнпа эпĕ вĕсенчен хăраса тăмарăм. Пĕрре пĕшкĕнтĕм те пĕр пысăк упине ярсă тытрăм. Анчах вăл, чи пысăк упи пулсан та, мунăн алра кушак çури пек çеç туйăнать, хăй ман çине куçĕсене сиктермесĕр пăхать, манран хăранипе сиксе чĕтрет. Пăхатăп — манăн ура вĕçĕнче тепĕр пысăк упа хăйĕн ултă çурипе мĕшĕлтетсе çӳрет. Эпĕ вĕсене те тытса пиншак кĕсъине ятăм. Сакăр упа янă пулсан та, манăн кĕсъе çурри таран та тулмарĕ. Вĕсене упасем кăна мар, ытти тискер кайăксене те тытса яма пулать, терĕм.
Тепĕр утăм ярса пусрăм та хĕррисенче пит çӳлĕ хăях-хăмăш ӳсекен шурлăх патне çитсе тăтăм. Çав хăях-хăмăш хушшинче пит пысăк тигрсем хĕвел ăшшипе хĕртĕнсе хăрлаттарса çывăраççĕ. Ахаль сунарçă вĕсене киепле те шыраса тупайрас çук, тупсан та вĕсем патне пырайрас çук.
Эпĕ хам çакнашкал телейлĕ пулнăшăн савăнсах кайрам. Савăнма та тивĕçлĕ. Ăра кун пек пысăк çын пулман пулсан çак тĕлĕнмелле çĕршыва та килсе украймастăмччĕ, тигрсем ăçта пурăннине те пĕлместĕмччĕ.
Малтан эпĕ миçе тигрне шутлама пуçларăм. Анчах вĕсем пит нумай — вĕсене ирччен те шутласа пĕтерес çук. Çавăнпа шутласа тăрса вăхăта та ирттерес темерĕм, пĕшкĕнтĕм те тӳрех икĕ тигрне ярса тытрăм.
Тигрсем, ăйăхран хăраса вăраннипе, тайгана чĕтретсе çухăрма тытăнчĕç. Вĕсен сассипе çывăракан тигрсем пурте сиксе тăчĕç те, шăтăк михĕрен тăкăнакан пăрçа пек, унталла-кунталлă сапаланса пĕтрĕç. Алла ярса тытнă тигрсем те пĕтĕм вăйран тарасшăн пулчĕç, пĕри пуç пӳрнерен çыртса илчĕ. Анчах вăл çыртни мана шăши çыртни пек çеç пулчĕ. Эпĕ çапах та тигрне хытах çилентĕм, шĕвĕр пӳрнепе сăмсинчен шак! тутартăм. Унăн çăварĕнчен юн палкаса юхма пуçларĕ. Эпĕ юнне шăлса аппаланса та тăмарăм, икĕ тигрне те кĕсъене ятăм, хам виçĕ утăм тусах арăслансем йышлă пурăнакан вырăна çитсе тăтăм.
Арăслансем тигрсем пек мар иккен, вĕсем калама çук чее. Вĕсем манăн ура пуснипе хуçăлса аннă йываç сассипех вăранчĕç. Анчах хăйсем тарса пытанмарĕç, тӳрех хама тапăнма пикенчĕç. Пĕр арăсланĕ çĕр çĕмĕрсе çухăрса ячĕ те атă пуçĕнчен çыртса илчĕ. Эпĕ урана пĕрре çеç силлерĕм, атă пуçĕнчен çыртса илнĕ арăслан çич-сакăр километра ывтăнса ӳкрĕ. Çакна курсан, ытти арăслансем хăрасах ӳкрĕç. Хăшĕсем самантрах таçта тарса пытанчĕç, манан пата чи пысăккисем кăна тăрса юлчĕç. Эпĕ вĕсене текех вăрçтарса та тăмарăм. Чи пысăк икĕ арăсланне тытса кĕсъене ятăм та хам каллех малалла утрăм.
Вăл кун эпĕ Уссури тайгинче лăпах кăнтăрлаччен çӳрерĕм. Çапла пур вырăна та çитсе куртăм, унта пурăнакан тискер кайăксене пурне те пĕрер мăшар тытрăм. Манăн пиншак кĕсйисем те хĕррипе танах тискер кайăксемпе тулчĕç.
Кун каç еннелле сулăнчĕ. Манăн хырăм калама çук выçса çитрĕ. Эпĕ тайгара пĕр столовой шыраса тупрăм. Унта вăрман касакан пилĕкçĕр рабочи валли пысăк хурансемпе виçĕ тĕслĕ апат пĕçерсе хатĕрленĕ. Анчах вăл апатсем виçĕ çăвар кăна пулаççĕ. Паллах, виçĕ çăвар хырăма йăпатма та çитмест, вăрман касакан рабочисем те выçах тăрса юлĕç тесе, эпĕ апатне çимерĕм. Килте юратнă карчăк пĕр ăсан пĕçерсе хунă пулĕ, киле çитем те хырăм сарличчен çием, тесе васкаса киле май утрăм.
Çул çинче манăн сасартăк хырăм пакăртатма пуçларĕ. Эпĕ хăракан пулса тата хытăрах утрăм. Часах хамăр ялтан виçĕ километрта ларакан Чурачăк больницине çитрĕм.
Чурачăк больницине иртнĕ çул кăна турĕç. Вăл виçĕ хутлă. Хăй, сăрта ларнăран, таçтанах çутăлса курăнать. Çавăн пек пысăк пулсан та, вăл маншăн пĕчĕк пукан майлă çеç туйăнчĕ. Эпе вăрăм çул хыççăн пит ывăнса çитнĕччĕ. Лармалли меллĕ вырăн шыраса йĕри-тавралла пăхса çаврăнтăм, анчах мана лармашкăн çак больницăсăр пуçне урăх нимĕнле вырăн та пулмарĕ. Эпĕ больница йăтăнса анасран, хуллен ун тăррине лартăм, пĕр кантăкĕнчен ерипен шаккаса тухтăрсене тухма ыйтрăм.
Чăнкăр-р! тесе çĕмĕрĕлчĕ больница кантăкĕ.
Çакăн хыççăн больницăра ĕçлекен çынсем пурте сиксе тухрĕç, мана курсан, тĕлĕнсе хытсах кайрĕç. Самантрах вĕсем пусмасем тупса ман тавралла лартса тултарчĕç. Тухтăрсем çав пусмасем тăрăх хăпарса кайрĕç те мана пур енчен те итлеме тытанчĕç.
Больницăра ĕçлекен çынсем пурте сиксе тухрĕç, мана курсан, тĕлĕнсе хытсах кайрĕç |
— Мĕн ыратать? — тесе ыйтрĕ пĕр тухтăрĕ.
— Вар пăкăртатать, — тетеп çакна.
— Мĕн те пулин чĕр япала çимерĕн-и? — тет тухтăр.
Эпĕ ăна Уçтук варĕ пуçĕнче тĕлĕнмелле курăк вăррине çисе çапла пысăкланса кайни çинчен каласа патăм.
Тухтăрсем татах тĕлĕнсе кайрĕç. Аллисемпе пуçĕсене тытса мана пĕчĕклетмелли меле шухашласа кăларма ларчĕç.
— Тупрăм, тупрăм! — тесе кăшкăрса ячĕ ват тухтăрĕ.
Ăна касторка çеç ĕçтермелле, вара çав усал курăкăн вăррине тасатса кăларма пулать, — тет.
— Вара пĕчĕкленсе малтанхи пекех пулатăп-и? — тетĕп.
— Пулма пултаратăн, — теççĕ тухтăрсем.
Эпĕ хам кĕсъерен пĕр ывăç арăслансемпе тигрсем туртса кăлартăм та:
— Мана пĕчĕклетсен, çаксем вара хама та, сире хăвăра та çисе яма пултараççĕ, — терĕм.
Тухтăрсем хăраса кăвакарсах кайрĕç, айвантараххисем тӳп те тӳп! месерле кая-кая ӳкрĕç.
— Хăрама кирлĕ мар, — терĕм те арăслансемпе тигрсене каялла кĕсъене чиксе лартрăм. Тухтăрсем вара ман кĕсъери тискер кайăксене мĕн тăвасси çинчен шутлама тытăнчĕç, часах вĕсене эмелпе вĕлерме килĕшрĕç.
— Эпĕ хамăр колхозра зоологи сачĕ тăватăп, çавăнпа вĕсене темĕн тусан та вĕлерттерместĕп, — терĕм çаксене.
Пĕр тухтăрĕ мана тарăхсах çитрĕ те:
— Апла пулсан, ăçтан килнĕ çавăнтах кай! — тесе ятлаçса вăрçма пуçларĕ.
— Ара, эпĕ Лапшу Çтаппанĕ пулатăп вĕт, — терĕм.
Тухтăрсем тин палласа çитрĕç мана. Хăйсем пурте ал парас шутпа ман еннелле аллисене тăсрĕç, эпĕ вĕсен аллисене кача пӳрнепе тĕрте-тĕрте çеç тухрăм. Çакăн хыççăн тухтăрсем каллех манăн кĕсъери тискер кайăксене мĕн тăвасси çинчен шутлама пуçларĕç.
— Нумай шутлама та кирлĕ мар. Сирĕн ара, операци тăвас умĕн çынсене шăршлаттармалли эмель пулĕ? — терĕм.
— Пур, пур, — терĕç тухтăрсем.
— Пур пулсан, тискер кайăксене çавна шăршлаттарса çывратăр та, хама пĕчĕклетĕр! — терĕм.
Тухтăрсем савăнсах кайрĕç. Малтан çав эмеле шăршлаттарса кĕсъери тискер кайăксене çывратрăмăр, вĕсене больница картишĕ тулли вырттарса тухрăмăр. Шăнса каясран, кашнинех шăналăксемпе витсе хутăмăр. Кайран, тухтăрсем ман çăвар патне çитекен вăрăм пусма шыраса тупреç те, çавăн тăрăх витри-витрипе касторка çĕклесе хăпарма тытăнчĕç.
Çирĕм ултă витре касторка ĕçсен, манăн вар-хырăм пĕтĕмпех тасалса çитрĕ те, эпĕ малтанхи пекех пĕчĕкленсе юлтăм, больница тăрринчен çĕре пусма тăрăх антăм, тухтăрсене чĕререн тав турăм та, тискер кайăксене тиесе кайма тесе, хамăр колхоза нимене чĕнме чупрăм.
Хамăн кĕсъесене тултарса таврăннă тискер кайăксене колхоза çĕр те виçĕ лавпа турттарса пытăмăр. Тискер кайăксем виçĕ кун та виçĕ çĕр пĕр хускалмасăр харлаттарса çывăрчĕç. Çав вăхăтра эпир кашни кайăкĕ валлиех тимĕр решеткеллĕ уйрам читлĕхсем туса хатĕрлерĕмĕр, кайăкĕсене кашнинех ăйăхран вăранса çитиччен çав читлĕхсене хупрăмăр.
Çапла пирĕн колхозăн хăйĕн калама çук пысăк зоологи сачĕ пулса тăчĕ. Вăл сад тавраллă эпир çӳлĕ хӳме тытса çаврăнтăмăр, алăкĕ тăррине виçĕ тĕрлĕ краскăпа:
Тĕнчери чи чаплă та паллă сунарçă Л_А_П_Ш_У Ç_Т_А_П_П_А_Н_Ĕ тунă зоологи сачĕ
тесе вывеска çырса çапрăмăр.
Çав сад директăрне мана хамах суйласа лартрĕç. Эпĕ вăл сада Октябрь революци уявĕ кунĕ уçрăм. Демонстраци иртнĕ хыççăн, манăн тискер кайăксене курма тесе, мĕнпур халăх пуханчĕ. Эпĕ вăл кайăксене чи малтан хамăр колхозри ача садне çӳрекен ачасене кĕртсе кăтартрăм.