«Данко пек пуласчĕ...»
Мишшан тăватă класс пĕтернĕ хыççăн пĕлĕве малалла ӳстерес шухăшĕ çемьене пăлхатса ячĕ. Укахви, сахал мар нуша курнăскер, нумай вĕренни питĕ кирлине ăнланать-ха. Анчах вĕренме кĕме хĕрĕх виçĕ тенкĕ кирлĕ. Кури кăкăр ачи чухне йывăр чирлесе вилес пекех выртнăччĕ. Куçмапа Укахви Турра çав тери ĕненекенскерсем пулнă. Вĕсем Ишек чиркĕвне кайса, Кури чĕрĕ юлсан, вăл ӳссе çитĕнсен ăна мăнастире яма Микул Турра сăмах панă. Анчах унта кайма чылай парне кирлĕ.
Çук, пулмарĕ Мишшан вĕренме каясси, Курин — мăнастире кĕресси. Темле тăрăшсан та Укахви укçа тупаймарĕ.
Мишша Ушанара Мирун куккăшĕ патне кайрĕ. Лешĕ килтехчĕ.
— Анне сĕннипе килтĕм-ха. Канаш ыйтма, — терĕ Мишша пӳрте кĕнĕ-кĕменех.
— Мĕнпе чунна йăпатма пултарăп-ши?
— Шкула вĕренме кĕреймерĕм. Укçа çук. Ĕç шыратăп. Ăçта ĕçе кайма пулать-ши? Вăйпа ĕçлеме ман хал çук. Ура ыратать. Пĕр-пĕр çыру ĕçĕ тума ăçта май килет-ши? Николай Яккăльча пулăшакан кирлĕ мар-ши?
— Ăна çыруçă кирлĕ мар. Унăн виçĕ ача, çакна вĕсем хăйсемех туса пыраççĕ. Вулăс кантурĕнче мĕнле-ши? Юкур Петровичпа калаçса пăхăп. Вăл вулăс старшинипе, Шăпчăк Макçăмĕпе, туслă. Паянах ун патне кайса килĕп, — лăплантарчĕ Мирун. — Хут пĕлмен çынсем сахал мар. Прошени, расписка çыртарма вулăса çынсем пайтах çӳреççĕ.
— Калаçса пăх-ха. Эппин, эпĕ каям-ха.
— Ан васка, апат çисех кай, Мишша, — чарчĕ ăна Мирун.
Тарье йăпăр-япăр яшка ăшăтса пачĕ, çăкăр касса хучĕ. Мишшана сĕтел хушшине лартрĕç.
— Килти пекех пул, ан вăтан. Тăраничченех çи... Çисе тăрансан Мишша сĕтел хушшинчен тухрĕ.
— Атя пахчана, панулми парса ярам.
— Пирĕн те улма пахчи пурччĕ. Унта вун икĕ йывăçчĕ. Пĕлтĕр вĕсен çимĕç памаллаччĕ. Атте тухса кайсанах темле çынсем килсе кăларса кайрĕç, — ассăн сывласа илчĕ Мишша.
Тепĕр кун Мирун Юкур Петрович патне кайрĕ. Леш çав кунах ĕçпе вулăс кантурне Шăпчăк Макçăмĕ патне çул тытрĕ. Ăна хăй мĕн пирки килнине каласа пачĕ.
— Ачи вырăсла лайăх пĕлет, çырма та тĕрĕс çырать. Касаккассинчен.
— Çыруçă питĕ кирлĕ. Вулăсра хут пĕлекен арçын чылай. Кашни кунах кунта килсе ĕçе илме ыйтаççĕ. Анчах эпир шалу тӳлеместпĕр. Хут çырнăшăн çынсем хăйсем укçа парса хăвараççĕ. Кала, ыранах килтĕр, — хушрĕ Шăпчăк Макçăмĕ.
Мирун куккăшĕ пынă чух Мишша пӳртреччĕ.
Укахви ывăлĕпе пĕрле Мирун патне пырса ларчĕ. Мишша шăпи питĕ кăсăклантарать ăна, çав хушăрах пăлхантарать те. Куккăшĕ хăй мĕн пĕлнине тĕплĕн каласа пачĕ.
— Ыранах, Мишша, Шăхасана кай. Ĕçлеме килĕш. Кайран куç курать унта. Вырăн пур чух ĕçле, ан ӳркен, — терĕ.
Мишша вулăс кантурне ирех çитрĕ. Максим Соловьев патне кĕчĕ. Лешĕ ку ача мĕн пирки килнине пĕлет иккен. Нумай калаçма юратманскер хăй патне писаре чĕнтерчĕ.
— Пире çыруçă кирлĕ. Çак ача ĕçлеме килĕшет, ăна илес пулать пулĕ. Эсĕ ăна халех тĕрĕслесе пăх, çырма пултарать-и? Ĕç хучĕсем çыртар, — терĕ.
Писарь Мишшана хăйĕн пӳлĕмне илсе кайрĕ. Ун умне хут купи кăларса хучĕ. Ăна ĕнентерӳ, шантару, шырав хучĕсем çыртарчĕ. Ача васкамасăр çырчĕ. Вĕçлесен писаре пачĕ. Лешĕ хутсене тĕплĕн тĕрĕслерĕ. Çапла Мишша çыруçă пулса тăчĕ.
Кузьмин хваттер пирки шухăша кайрĕ. «Порфирий Петрович патне кайса килсен мĕнле-ши?» — аса илчĕ вăл унччен хăй пурăннă хваттер хуçине.
Слесарев Мишшана хаваспах кĕтсе илчĕ.
— Мĕнле пурăнатăн? — ыйтрĕ вăл. — Уру ыратмасть-и?
— Ыратмасть-ха, — хуравларĕ çамрăк.
Мишша вулăс кантурне çыруçă пулма килĕшни çинчен пĕлтерчĕ. Ăна кантурта пĕр пĕчĕк пӳлĕм пачĕç.
Авăн уйăхĕ иртсе кайрĕ. Каçсерен сивĕтме пуçларĕ. Час-часах тăм ӳкет. Чӳк уйăхĕ пуçланчĕ. Хăш-пĕр кун çумăр çуса иртет. Юр та ӳккелет, анчах ирĕлсе каять.
Лапраллă çанталăк пуçланчĕ. Эрне кунсенче халăх пасара пухăнать. Кунта выльăх-чĕрлĕх, тырă, утă-улăм, пахча çимĕç сутакансем тем чухлех. Лаша сутнă чухне расписка çырса памалла. Ăна çыртарма çынсем пасартан вулăс кантурне хăпараççĕ.
Мишша пирвайхи распискăна çырнине ĕмĕрлĕхех астуса юлчĕ. Ăна вăл Ухман çыннине хатĕрлесе пачĕ. Чăн-чăн писарь пекех кĕрсе ларчĕ пукан çине. Пĕвĕ пĕчĕкрех те çинçерех пулсан та хăйне чăн-чăн кантур çынни пек тыткаларĕ. Пӳлĕме иккĕн кĕрсе тăчĕç. Пĕри — лаша сутаканĕ, Ухман çынни Иванов Петр Иванович, тепри — илекенĕ, Нĕркеç çынни Павлов Филипп Павлович. Распискăна тăрăшса, кашни саспаллине çавăрттарса илемлĕ, тĕрĕс çырса пачĕ Мишша.
— Мĕн пирки лашуна сутатăн? — ыйтрĕ вăл.
— Пĕлтĕр куланай тӳлеме кивçен укçа илтĕм те парса татаймарăм. Тихине хăвартăм-ха, лашине сутас терĕм.
— Мĕн хакпа сутатăн? — каллех тĕпчерĕ çыруçă.
— Вăтăр тăватă тенкĕпе килĕшрĕмĕр. Йӳнĕ те ĕнтĕ...
— Йӳнĕ мар, хăвна хĕрхеннипе килĕшрĕм, — терĕ туянаканни.
Сутаканни вара ним калама аптранипе ĕнсине кăтăрт-кăтăрт хыçса илчĕ. Мишша распискăна çырса пĕтерчĕ те ăна старшинана кайса кăтартрĕ. Лешĕ ана хитре, йăнăшсăр çырнăшăн мухтарĕ. Каялла тавăрчĕ.
— Мĕн чухлĕ тӳлемелле-ха? — ыйтрĕç расписка çыртарнă Петĕрпе Хĕлип.
— Мĕн чухлĕ паратăр, — терĕ Мишша лайăхмарланса, — Çирĕм пилĕк пус...
— Çирĕм пилĕк пус парас пулĕ, — килĕшрĕ Хĕлип Павăлч Мишшана кĕмĕл укçа тыттарса.
Мишша вара пĕрре савăнса, тепре хуйхăрса кайрĕ, чунĕ тăвăлса килчĕ. Юлашкинчен хăйне хăй алла илчĕ. Сĕтел хушшинчен тухрĕ. Пиçиххине хытарчĕ, кĕпине туртса пĕрчĕ те çӳçне якатрĕ.
Çав кун Мишша патĕнчен тата виçĕ çын расписка çыртарса тухрĕç. Тепĕр кунне куланай укçине чакарттарас шутпа икĕ хресчен килчĕ...
Уйăх вĕçĕнче ултă тенкĕ те вăтăр пус пуçтарăнчĕ. Унăн ăш-чикĕ пăртак лăпланчĕ пулин те шкул шухăшĕ пуçран тухмарĕ-ха. Кашни ирех вулăс кантурĕ умĕнчен ачасем шкула кайнине курсан чĕри сăрлатса тăчĕ. «Çав тери телейсĕр çуралнă-ши эпĕ çак çутă тĕнчене?» — хурланчĕ ача.
Ăшă вырăнта ĕçлет Мишша. Килне вара лайăх çанталăкра çеç çӳрекелет. Каçа хирĕç Шĕкĕр еннелле каякан çынсем лартса каяççĕ, хăш чухне хăйсен ялĕсемех пулаççĕ. Ĕçе те çак майпах çитет. Каçхине шкул библиотекинчен кĕнекесем илсе вулать. Вĕсене чиркӳре ĕçлекен священниксенчен те, Шăхранта пурăнакан икĕ-виçĕ усламçăран та илсе вулама пуçларĕ. Çак купсасем сатира журналĕсем те илеççĕ. Унта кулăшла ӳкерчĕксем пичетленсе тухаççĕ. Вĕсене Мишша каçсерен хăйĕн тетрачĕ çине ӳкерсе илме пуçларĕ. Кайран Порфирий Петровича кăтартать. Хăш чухне вĕсем ахăлтатса кулни ытти пӳлĕмсенче те илтĕнет. Хваттер хуçи майрипе хĕрĕсем килеççĕ те, Мишша вĕсене ăнлантарса парать, пурте тепĕр хут чылай вăхăт хушши ахăлтатаççĕ. Мишшан ӳкерес кăмалĕ вăйлансах пырать.
Пĕр уйăх ĕçлесен Мишша килне тулли хутаçпа çитрĕ. Пӳрте кĕрсенех сĕтел çине кулач кăларса хучĕ. Çĕçĕ илчĕ те каса-каса валеçсе пама пуçларĕ. Пурте савăнчĕç, ташлама та хатĕр. Уйрăмах амăшĕ çав тери хĕпĕртерĕ, кăштах йĕрсе те илчĕ.
Мĕн кăна курмарĕ Мишша вулăс кантурĕнче ĕçленĕ май? Мул тĕнчи тискер, ултавлă, хирĕçӳлле пулнине питĕ лайăх ăнланса илчĕ.
Раштав уйăхĕн пĕр кунĕнче кантура Уйпуç хĕрарăмĕ Кашкăр Сантăрĕн Анни килчĕ. Хăй çав тери хуйхăллă, унччен вăл Тимофей Иванч учитель патĕнче тарçăра ĕçлесе пурăннă. Лешĕ арăмĕ çамрăклах вилнĕрен пĕчĕк ачапа юлчĕ. Çавна пăхатчĕ Анна. Кайран, качча кайсан, упăшки çав тери кĕвĕçнипе час-часах хĕнетчĕ Аннана. Чăтаймарĕ хĕрарăм, вулăс старшинине укçа парсах паспорт илме пултарчĕ, упăшкинчен тухса тарчĕ. Паспортне вара пĕр çуллăха çеç пачĕç. Анна Хусанта Крестниковсен заводĕнче ĕçлерĕ. Паспорт срокĕ тухсан завод надзирателĕ вулăс кантурне паспорта тăсма тесе прошени ыйтса ячĕ. Анчах та вулăсран явап килмерĕ, Аннан хăйĕн çула тухма тиврĕ. Хăра-хăрах старшина патне кĕчĕ. Кĕнĕ-кĕменех Соловьев кăшкăрса тăкни Мишша пӳлĕмĕнченех илтĕнчĕ:
— Эсĕ упăшкунтан тарса кайнă, сана арестлесе ун патне яратпăр!
Анна кăшкăрса макăрни илтĕнчĕ. Унăн ирĕксĕрех пĕтĕм укçине кăларса пама тиврĕ.
— Çыртар çав ачана прошени! — тĕллесе ячĕ старшина Аннана Кузьмин пӳлĕмĕ еннелле.
Мишша прошени çырса пачĕ. Анна укçа кăларса пачĕ. Анчах Мишша илмерĕ.
— Хăш ял ачи пултăн вара эс? — ыйтрĕ Анна.
Кашни килекенех çак ыйтăва парать.
— Касаккассисем. Укахви ачи, — тере кĕскен Мишша.
— Сана шкула çунашкапа туртса пыратчĕç вĕт. Халĕ сывалтăн-и вара?
— Вăхăтлăха ыратма пăрахрĕ-ха.
Анна тухса кайсан Мишша тарăн шухăша путрĕ: хĕрарăм паспортне виçĕ уйăхлăха çеç тăсса пачĕç, вăл вара пит хуйхăллă пулсан та кăмăлпа тухса кайрĕ.
Кантурта ĕçленĕ чухне Мишша вулăс пуçлăхĕсем халăхран мăшкăлланине, намăса пĕлмесĕр сĕтев1 илнине чылай курчĕ.
Ăна хăйне те темиçе хутчен улталарĕç. Мишша ĕçленĕ вăхăтра вулăсра виçĕ старшина улшăнчĕ: Максим Соловьев, Семен Кузнецов, Григорий Зайцев. Хаярлăх енчен земски начальникне Шалавина çитекенни никам та пулмарĕ. Вăл вара ял старостисене те хĕрхенсе тăмасть. Вĕсене çул юсавлă марришĕн те, куланай çийĕнчех пуçтарайманнишĕн те, хушнă ĕçсене кирлĕ пек пурнăçлайманнишĕн те, хăй патне чĕннĕ вăхăтра çитменнишĕн те тăватă-пилĕк тенкĕ штраф тӳлеттеретчĕ.
Кантурта ĕçлекенсем хушшинче ырă çынсем те пур. Вулăсри çĕр валеçекен Андрей Кондратьевич Мишша ĕçлеме пуçласан тепĕр кунах ун патне кĕрсе чылайччен ларчĕ. Малтан хăйĕнпе паллаштарчĕ, Мишша çемйи çинчен ыйтса пĕлчĕ. Лешĕ вара хăйĕн ĕмĕчĕсем çинчен каласа пачĕ. Андрей Кондратьевич Мишшана кантурти çынсене пурне те шанмалла марри, ялан сыхă пулмалли çинчен асăрхаттарчĕ.
Çак кунран пуçласа аслă çĕр валеçекенпе Мишша пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланакан пулчĕç. Андрей Кондратьевич халăх хушшинче ĕçлесе çынсен пурнăçне, вĕсен хуйхи-суйхине питĕ лайăх пĕлет, çĕр валеçнĕ чухне час-часах чухăн çынсем майлă. Мишшана та ырă канашсем парать, йывăр вăхăтра лăплантарать, вăй çитнĕ таран пулăшать. 1912 çулта ав çĕр валеçнĕ. Ашшĕне, Куçмана, ялта çук пирки ят çĕрĕнчен кăларнă. Андрей Кондратьевич сĕннипе Мишша шăллĕсене, Петĕрпе Кирила (вĕсем вуникĕ çула çитмен пулин те), ят çĕрĕ пачĕç. Çапла Укахви çемйин вун икĕ ана çĕр пулчĕ.
1911 çулта ялсенче выçлăх хуçаланнă. Çак çулхине мĕнле те пулин çăлăнса юлас шутпа нумайăшĕ юлашки выльăх-чĕрлĕхне, çав шутра лашисене те, сутса янă. Лашасăр хуçалăх — алсăр çын пекех. Сухаламалла, акмалла, вăрман илсе тухмалла тата ытти те. Тепĕр çулхине лаша туянас шутлисем вăтăр çынна яхăн вулăса укçа кивçен илме пынă. Каярахпа вĕсен шучĕ хĕрĕхрен те иртсе кайнă. Лаша туянас е сутас пулсан та кантура кайса прошени çырмалла пулнă. Мишша çынсемпе паллашать, вĕсен хуйхи-суйхине е савăнăçне пĕлет, кам мĕнле пурăннине лайăх курса тăрать,
Хурамал çынни Степан Петрович, сăмахран, кантуртан çĕр алă тенкĕ кивçен илнĕ. Вăхăт чылаях иртнĕ, анчах та çав çын кивçене тавăрса пама пултарайман. Ку ĕç манăçа тухман, Мишша та лайăх астунă ун çинчен. Кивçен илнĕ укçи хăвăрт ӳсме пуçланă та çĕр утмăл пилĕк тенкĕ те çирĕм пилĕк пуса çитнĕ. Петровăн кивçен илнĕ укçи хăвăрт ӳссе пыни çинчен вулăс ямшăкĕ Шĕкĕр Çтенкки (ялта ăна Пуян Çтенкки тенĕ) пĕр кунхине вулăс кантурĕнче ĕçлекенсенчен илтнĕ. Çтаппан пурлăхне йӳнĕ хакпа туянма май пуррине чухланă вăл. Хăйĕн ĕмĕчĕсене пурнăçлас шутпа пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Çтенкки Шалавина хупаха чĕннĕ. Хĕрĕнкĕленсе çитичченех калаçса ларнă вĕсем.
— Çтаппанăн кил-çуртне сутас пулать те укçине вулăса тавăрмалла, — тенĕ Çтенкки. — Ăна эп хамах туянма пултаратăп.
Калаçса килĕшнине пĕлтерсе аллисене хыттăн чăмăртанă та вĕсем сĕтел хушшинчен тайкаланса тухнă.
— Ыранах Çтаппанăн кил-çуртне сутмалла тесе çыратăп, — мăнаçлăн пĕлтернĕ Шалавин. Хавасланнă Çтенкки «тусне» çуна çине майлаштарса лартнă та хваттерне çитичченех ăсатса янă. Тепĕр кун Çтенкки Шалавин патне ирех персе çитнĕ. Мухмăр чĕртетпĕр текелесе пĕрер черкке ӳпĕнтернĕ те тухса утнă. Çтаппан хуçалăхĕнчи пурлăха çырса тухма старшинан пулăшаканне Трофимова янă. Трофимов ку ĕçе пĕччен пурнăçлама шутламан. Вăл Мишшан пӳлĕмне кĕнĕ те ăна тăлăп тăхăнтартса хыçлă çуна çине лартнă. Вара иккĕшĕ Хурамала кайнă. Вĕсем çитнĕ çĕре Çтаппан килĕнчех пулнă. Хăй патне вулăс кантурĕнчи çынсем мĕн тума килнине тӳрех чухласа илнĕ вăл. Трофимов хушнипе Мишша сĕтел хушшине кĕрсе ларнă, хуçи каласа панипе сутмалли япаласен списокне çырма пуçланă. Суту-илӳ хучĕ çине вăл килти тĕрлĕ япалана çырса хунă, вĕсен шучĕ çирĕм саккăра çитнĕ. Çак пăтăрмах çамрăк Мишшан чунне хытă ыраттарнă, кун хыççăн вăл тĕрлĕ сăлтав тупса япаласем çырма никам патне те кайман. «Çынсене хуйхăпа асап кӳресси, макăртасси ман ĕç мар», — тенĕ хăй ăшĕнче.
Тепĕр эрнерен, килне таврăннă чухне, путсĕр ӳкерчĕк курнă Мишша. Курнă та тĕлĕнсех кайнă: Çтаппанăн икĕ хутлă кĕлечĕн пĕренисем Пуян Çтенкки çурчĕ умĕнче купаланса выртнă. «Акă мĕнле икĕ питлĕ çын иккен Çтенкки, — ăнланнă вăл. Кăшт каярахпа çав кĕлет çĕнĕ хуçа патĕнче çĕкленсе те ларнă.
Пурнăçра ырринчен ытла усаллине кĕтмелле-ши? Хуйхă хыççăн хуйхă тӳсмелле пулнă хура халăхăн. Çав çулах куланай тӳлейменнисен ĕни-лашине, кил-çуртри тата хуçалăхри чылай япалине йӳнĕ хакпах сутма тивнĕ. Вулăс пуçлăхĕсем хушнипе Мишшан тӳлевсĕр тĕрлĕ хут çырса пама лекнĕ. Çак вăхăтра çуралнă та ĕнтĕ унăн пуçĕнче çак йĕркесем:
...Старшинапа тиеке
Е пупа курсан
Хываттăмăр çĕлĕке
Çурă çухрăмран.
Сарлака та пысăкчĕ
Çĕр тĕнче тавра, —
Санăн ану хĕсĕкчĕ
Сарлака уйра...
Аса ил-ха — пĕр çулне
Шăнкăртаттарса
Килчĕ кĕчĕ сан килне
Кантур йăтăнса.
Хăй куçĕпе курнине, хăй чăтса ирттернине çырса кăтартнă Мишша çак сăвăра.
Кантурта ĕçленĕ май унăн шухăш-кăмăлĕ, чун-чĕри палăрмаллах улшăнчĕ. Чунĕ кӳтсе килесси, сасартăк тарăхса каясси сĕвĕрĕлме пуçларĕ. Хушнине те пĕр хирĕçлемесĕрех ăнăçлă тăвать. Хуçасем каланине вăхăтра пурнăçлать пулин те сивлеккĕн те сӳрĕккĕн çӳрет вăл.
Пуян çынсене хĕрхенесси, вĕсен пурлăхне хӳтĕлесси хăйĕн ĕçĕ мар тесе шутлать Мишша. Ют çын шучĕпе пуяс шухăшлисене те витĕрех куракан пулчĕ. Вăхăт иртнĕ май курайманлăхĕ ӳссех пырать унăн. Суя куççуль кăларакансене ĕненме пăрахрĕ.
* * *
1914 çулăн малтанхи тăватă уйăхĕнче тĕрлĕ ĕç чылай пулчĕ. Земство начальникĕ çынсем хыснаран кивçен илнĕ тырра вăйпах каялла тавăрмалли мелсем тупрĕ. Мишшана вулăсри тӳлесе татма шанчăк çук хресченсен списокне çыртарчĕç. Унăн пуçĕнче çак цифрăсем нихăçан манăçми çырăнса юлчĕç: вулăсра парăмлă çынсем тăхăрвун саккăр шутланаççĕ. 1891-1892 çулхи выçлăх вăхăтĕнче кивçен илнисем те пур-ха вĕсем хушшинче. Унтанпа çирĕм çул та иртрĕ ĕнтĕ. Çав çынсенчен пилĕк пин те алă пăт тырă, укçа çине куçарсан пĕр пин те ултçĕр çитмĕл сакăр тенкĕ те сакăрвун тăхăр пус, шыраса илмелле пулать.
Вулăс старшинипе земство начальникĕ ял старостисене чĕнсе Мишша çырнă списоксене пачĕç. Хресченсене черетпе вулăса чĕнтерме пуçларĕç. Вĕсене тĕрлĕ майпа, çав шутра хăратса та, йăпатса та, парăмсене тӳлеме хистерĕç. Парăмсене тепĕр вăхăта куçарма куççуль витĕр тархасларĕç хресченсем. Вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерсе нумай прошени çырчĕ Мишша. Хресченсен асапне курсан каччăн çан-çурăмĕ пĕçерсе килет, чĕри ыратса каять. Çынсем макăраççĕ, вулăс кантурĕнче уретник вĕсене хулăпа хĕнет. Ку питĕ хăрушă ӳкерчĕк. Хура халăхпа пĕрле асапланчĕ Мишша. Вĕсен хуйхи-суйхине хăйĕнни пек чăтса ирттерчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...