«Данко пек пуласчĕ...»
Вулăс старшини тем пек хистесен те Мишша Шăхасан çынни Андрей Данилов патне кивçен илнĕ çирĕм сакăр тенкĕшĕн опись тума каймарĕ. Каланине итлеменшĕн Зайцев старшина ăна хăтăрса та илчĕ. Юлашкинчен Мишшана Малтикас Шекĕре Ваççа Хĕветĕрĕ патне вунă тенкĕшĕн опись тума ячĕ, кун хыççăн çирĕм сакăр тенкĕшĕн тунă опиçне те вăйпах çыртарчĕç ăна.
Хăйĕн ĕçне хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ Мишша. Кунсăр пуçне вăл ялсене тытса тăракан çынсене те нумайăшне паллакан пулчĕ.
Хресченсене хĕсĕрлекен вара чылай: ял старостисем, полици теçетникĕ, пушартан сыхлакан староста, тыр-пул, укçа-тенкĕ пуçтаракансем.
Урăх чăтма пултараймарĕ çамрăк. Ака уйăхĕн 20-мĕш кунĕнче хăйне ĕçрен кăларма ыйтса хут çырчĕ.
Ĕçрен тухасси Мишшашăн çăмăлах пулмарĕ. Юлашки кун ĕçленĕ чухне кантур писарĕ Шапошников страхлав фончĕн тăватă çулхи отчетне çырма хушрĕ. Кунта пĕтĕмпе икĕ пин те тăхăрçĕр утмăл ултă тенкĕ пуçтарăннă. Çак укçаран çĕр тенкине çеç, сунса кайнă çынсене пулăшнисĕр пуçне, пушар сӳнтермелли хатĕрсемшĕн тăкакланă. Ыттисене йăлтах вулăс кантурĕнчи çынсем хушшинче валеçсе пĕтернĕ. Мĕн чухлĕ ултав...
Ĕçрен тухнă кун Мишша хăйне сăнчăртан вĕçерĕннĕ йытăпа танлаштарчĕ. Килне çитсен тарăннăн сывласа илчĕ те амăшне: «Ĕçрен хăтăлса килтĕм», — тесе пĕлтерчĕ.
Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕш кунĕнче ял старости Максим Горькин «Калавсемпе повеçсем» кĕнекине илсе килчĕ. Староста тухса кайсанах Мишша савăннипе ташша яра пачĕ. Амăшĕ, кăмака патĕнче тăрмашаканскер, ĕçлеме пăрахсах Мишша хăтланкаларăшне пăхса кулса тăчĕ. Унтан:
— Çитĕ ташласа, — терĕ те кăвас икерчи пĕçерме пуçларĕ.
Кĕнекери пĕрремĕш калав «Челкаш» пулчĕ. Мишшапа Кури сĕтел хушшине ларчĕç. Асли вулама пуçларĕ. Калав геройĕ Гришка Челкаш куç умне тухса тăрать. Хĕвел ӳкмен пĕр кĕтесре тăрать вăл. Автор ăна аманнă ватă кашкăрпа танлаштарать. Гаваньре ăна пурте паллаççĕ. Яланах ӳсĕр çӳрекенскер, çаврăнăçуллă, хăюллă вăрă. Вăл çара уранах, якалса кивелнĕ йĕмпе, çĕлĕксĕр, хуралса, çурăлса пĕтнĕ çухаваллă кĕпе тăхăннă, ярханах, аллисем хăмăрланса кайнă тирпе витĕннĕ. Кĕпи айĕнчен типĕ те шĕвĕр шăммисем курăнаççĕ. Мишша йывăртарах пуплевсене тепĕр хут вулама пуçларĕ.
— Мĕн эсĕ, Мишша, Челкаш сăн-сăпачĕ çинчен çырнине тепĕр хут вулатăн-им? — ыйтрĕ Кури.
— Калавăн тĕп çыннине, вăл мĕнле сăн-сăпатлă пулнине тĕплĕн пĕлмесĕр мĕнле малалла каймалла? — хуравларĕ асли.
— А-а-а, ăнлантăм.
Пиччĕшĕ малалла вулама пуçларĕ. Челкаша автор хир хурчкипе, кушакпа танлаштарнисене Кури питĕ тăнласа итлерĕ. Мишша мĕнле вуланинчен тĕлĕннĕçемĕн тĕлĕнсе ларчĕ вăл.
Икĕ каç вуларĕç пиччĕшĕпе шăллĕ «Челкаш» калава.
— Вăт ку кĕнеке! — терĕç иккĕшĕ те пĕр харăсах. Çакăн хыççăн Кури те кĕнеке патне туртăнакан пулчĕ. Челкаш сăнарĕ вара Мишша пуçĕнчен тахçанчченех тухмарĕ. Каярахпа вĕсем М. Горький калавĕсене харпăр хăй тĕллĕн вулама пуçларĕç. Малтан Мишша, унтан Кури. Уйрăмах «Изергиль карчăк», «Макар Чудра» хайлавсем килĕшрĕç Мишшана.
— Данко пек пуласчĕ ман, халăха усă кӳрсе ăна нушалăхран илсе тухма хатĕр тăрасчĕ, — терĕ пĕрре Мишша Курие.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...