Талай хули
1
Вут кайăксем уйăх витĕр вĕçеççĕ,
хĕвел çине лара-лара канаççĕ.
Шухăшăмсем вĕçен кайăксем,
ăçта кăна çитес çула виçеççĕ?
Уй-хирĕмре ӳсет Алтăр çăлтăр
(тăвăл килтĕр — аври ан хуçăлтăр).
Уй-хирĕмçĕм — тӳпе, çăлтăр ани,
Киммĕм йĕри-тавра çăлтăр анни.
Шухăшласан
шухăш çаврăнать:
шух ăс çумне шухăш явăнать.
Шухăшăмсем! Миçе çавраран
ӳссе çитĕр кирлĕ пек таран?
Шухăшăмсем чарусăр — çаруран,
чуралăхран тарать, пур чаруран.
Сăннипелех типнĕ хуртсем пур —
Халь тин сăнни тирмест
терĕм пуль...
Асаттесем тур лашине тăварнă,
çитес çĕре çитме хушса хăварнă.
2
Урхамахăм юртти —
тăват ура,
тăват ури тăвать
тăват йĕр —
тăват уран пусать
ан тейĕр,
тӳсмелле мар йывăр
ан тийĕр.
3
Мĕн шутлă ку утлă эрттел?
Çав алăк — хуппи — ман...
Те кăмăл хуралнă тĕл-тĕл,
Те каç пĕтĕмпех кайман:
Хура — хурлăханăм! — (харап...)
чĕрĕ!
тĕвĕ те, тăвĕ те!
çакна ăнланса — хăрап:
чĕррик! тăвĕ те...
4
Инçе те мар çав йĕр,
куçа та курăнать —
(çĕрпе тӳпе хĕрри пĕлет çав хулана) —
çав чикĕ леш енче — те шыв тĕнчи, те пĕлĕт:
ишет-и сăр [вăрттăнлăх] хули, вĕçет-и? — çуккă тĕлĕ —
утатпăр çил сирсе талай хули енне,
анчах пĕлмен çав йĕр витлевлĕ иккенне:
эпир чупсан — чупать, эпир утсан — утать,
лаша кӳлсе тухсан — вăл хăй тухать ута,
хĕвел кăна унта кая-кая килет
(килне кайса килет хăватланса килет!)
кайри урапине мала яман пек лав,
телей хули — талай[инçетри çитсе кураймасла тăрăх] хули — астарĕ шав...
5
Шур шупăрлă хулаçăм, Шупашкар —
шыв-пăрлă ман Шăпа та Шăпашка!
Çу-кĕр çăкне çĕклет çăка папки...
Хапи те пур Хуламăн, пур хапхи:
(ăçта кайса çухалнă хăраса
пĕр хушă эпĕ пулнă хĕрача?
ăçта тата, ăçта çав улача
кĕпеллĕ çил хăван — пĕр ыл ача?)
Вăхăтăма тухат, шывăм, тухат, пăр! —
хапха витĕр — кĕпер витĕр тухатпăр...
Пĕкĕ витĕр — пĕкĕн, тăхăм — тухатпăр,
çĕрĕ витĕр — хĕвел витĕр пăхатпăр!
Хăла çӳçне вĕçтер, ут — ан пашка!
Хăна хули, Хулаçăм, Шупашкар...
6
Мана кирли йăлтах çак Лавккара.
Лав хатĕр те — суйлав кăра:
суй — лав, суймасăр — лавсăр-и?
Суйсан та, суймасассăн та тăр лавсăр:
хам мар, лав мар,
Лавкки çапла тăрлавсăр...
7
Мал енне утатăп ĕнсепе,
тĕлленмешкĕн куçлăхпа выртатăп.
Ĕмĕрĕм — пĕр татăк:
татăкĕ таран пăрта тăк,
мĕн тума мана тарай кĕпе?
Телейли ӳтленнĕ кипкепе,
эп пур — тенкĕпе.
Ӳтсĕрленĕпин пурттенккепе —
Кепе,
мĕн унччен юласшăн эп Эппе!
Пăр та урăх ятлă вĕрире! —
кăшт кăна курасшăн ир ире —
тĕтре...
тĕтре...
тĕтре...
8
Тем пурнăçна пăссан
лар та таçта ăсан:
(уйăх — сан хыççăн, туй эс!)
шав шухăшла та пуй, ăс!
Тĕлĕк тиенĕ пуйас
пĕр вырăнтах кусать —
те çĕр,
те пуçăм хытă çаврăнать...
9
Çиçе-çиçех кĕлленнĕ килсĕр çиçĕм,
Сивве пула Хуламăр пĕчĕккиççĕ —
тӳпе пушаннă,
ман тупана элле вăл кăлăх шаннă:
(хĕлхем халне хĕвре хĕл каçарасшăн
хĕмленнĕччĕ мĕн пур
йĕри-таврашăн...)
Кĕл варĕнче те асилӳ пурах тăр —
хĕл варринче аçа çапса пăрахтăр!
10
Эп
Тӳпене
хур тĕкшĕн
улăхман
(улăха мар,
хуласене те
уртса çӳретпĕр
халь çие):
Çиле
шанса
каланисем
çӳле
çитмен
сапаланмасăр —
сапакара кăна,
палан,
упранĕ
сирĕн масăр.
11
Ку тум-тирпе вĕçме пӳрмен çынна.
Çӳл тӳпене ăмсанакан çырма
шыв хальлĕнех вĕçерĕнсе вĕçесшĕн:
пур тĕнчене кура çа-вăр!-ăнать —
(ăнать тесе ĕçес-ши?) —
çав выр!-ăнах авăрланса анать...
12
Савни мана савми пулсан
эп, сарă кайăк,
сасартăк сассăма манса
чăл-пар саланăп,
тусан мана савми пулсан
тин вĕçсе кайăп...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...