1
Вут кайăксем уйăх витĕр вĕçеççĕ,
хĕвел çине лара-лара канаççĕ.
Шухăшăмсем вĕçен кайăксем,
ăçта кăна çитес çула виçеççĕ?
Уй-хирĕмре ӳсет Алтăр çăлтăр
(тăвăл килтĕр — аври ан хуçăлтăр).
Уй-хирĕмçĕм — тӳпе, çăлтăр ани,
Киммĕм йĕри-тавра çăлтăр анни.
Шухăшласан
шухăш çаврăнать:
шух ăс çумне шухăш явăнать.
Шухăшăмсем! Миçе çавраран
ӳссе çитĕр кирлĕ пек таран?
Шухăшăмсем чарусăр — çаруран,
чуралăхран тарать, пур чаруран.
Сăннипелех типнĕ хуртсем пур —
Халь тин сăнни тирмест
терĕм пуль...
Асаттесем тур лашине тăварнă,
çитес çĕре çитме хушса хăварнă.
2
Урхамахăм юртти —
тăват ура,
тăват ури тăвать
тăват йĕр —
тăват уран пусать
ан тейĕр,
тӳсмелле мар йывăр
ан тийĕр.
3
Мĕн шутлă ку утлă эрттел?
Çав алăк — хуппи — ман...
Те кăмăл хуралнă тĕл-тĕл,
Те каç пĕтĕмпех кайман:
Хура — хурлăханăм! — (харап...)
чĕрĕ!
тĕвĕ те, тăвĕ те!
çакна ăнланса — хăрап:
чĕррик! тăвĕ те...
4
Инçе те мар çав йĕр,
куçа та курăнать —
(çĕрпе тӳпе хĕрри пĕлет çав хулана) —
çав чикĕ леш енче — те шыв тĕнчи, те пĕлĕт:
ишет-и сăр [вăрттăнлăх] хули, вĕçет-и? — çуккă тĕлĕ —
утатпăр çил сирсе талай хули енне,
анчах пĕлмен çав йĕр витлевлĕ иккенне:
эпир чупсан — чупать, эпир утсан — утать,
лаша кӳлсе тухсан — вăл хăй тухать ута,
хĕвел кăна унта кая-кая килет
(килне кайса килет хăватланса килет!)
кайри урапине мала яман пек лав,
телей хули — талай[инçетри çитсе кураймасла тăрăх] хули — астарĕ шав...
5
Шур шупăрлă хулаçăм, Шупашкар —
шыв-пăрлă ман Шăпа та Шăпашка!
Çу-кĕр çăкне çĕклет çăка папки...
Хапи те пур Хуламăн, пур хапхи:
(ăçта кайса çухалнă хăраса
пĕр хушă эпĕ пулнă хĕрача?
ăçта тата, ăçта çав улача
кĕпеллĕ çил хăван — пĕр ыл ача?)
Вăхăтăма тухат, шывăм, тухат, пăр! —
хапха витĕр — кĕпер витĕр тухатпăр...
Пĕкĕ витĕр — пĕкĕн, тăхăм — тухатпăр,
çĕрĕ витĕр — хĕвел витĕр пăхатпăр!
Хăла çӳçне вĕçтер, ут — ан пашка!
Хăна хули, Хулаçăм, Шупашкар...
6
Мана кирли йăлтах çак Лавккара.
Лав хатĕр те — суйлав кăра:
суй — лав, суймасăр — лавсăр-и?
Суйсан та, суймасассăн та тăр лавсăр:
хам мар, лав мар,
Лавкки çапла тăрлавсăр...
7
Мал енне утатăп ĕнсепе,
тĕлленмешкĕн куçлăхпа выртатăп.
Ĕмĕрĕм — пĕр татăк:
татăкĕ таран пăрта тăк,
мĕн тума мана тарай кĕпе?
Телейли ӳтленнĕ кипкепе,
эп пур — тенкĕпе.
Ӳтсĕрленĕпин пурттенккепе —
Кепе,
мĕн унччен юласшăн эп Эппе!
Пăр та урăх ятлă вĕрире! —
кăшт кăна курасшăн ир ире —
тĕтре...
тĕтре...
тĕтре...
8
Тем пурнăçна пăссан
лар та таçта ăсан:
(уйăх — сан хыççăн, туй эс!)
шав шухăшла та пуй, ăс!
Тĕлĕк тиенĕ пуйас
пĕр вырăнтах кусать —
те çĕр,
те пуçăм хытă çаврăнать...
9
Çиçе-çиçех кĕлленнĕ килсĕр çиçĕм,
Сивве пула Хуламăр пĕчĕккиççĕ —
тӳпе пушаннă,
ман тупана элле вăл кăлăх шаннă:
(хĕлхем халне хĕвре хĕл каçарасшăн
хĕмленнĕччĕ мĕн пур
йĕри-таврашăн...)
Кĕл варĕнче те асилӳ пурах тăр —
хĕл варринче аçа çапса пăрахтăр!
10
Эп
Тӳпене
хур тĕкшĕн
улăхман
(улăха мар,
хуласене те
уртса çӳретпĕр
халь çие):
Çиле
шанса
каланисем
çӳле
çитмен
сапаланмасăр —
сапакара кăна,
палан,
упранĕ
сирĕн масăр.
11
Ку тум-тирпе вĕçме пӳрмен çынна.
Çӳл тӳпене ăмсанакан çырма
шыв хальлĕнех вĕçерĕнсе вĕçесшĕн:
пур тĕнчене кура çа-вăр!-ăнать —
(ăнать тесе ĕçес-ши?) —
çав выр!-ăнах авăрланса анать...
12
Савни мана савми пулсан
эп, сарă кайăк,
сасартăк сассăма манса
чăл-пар саланăп,
тусан мана савми пулсан
тин вĕçсе кайăп...
13
Ют çулсем çын çӳретеççĕ,
çил çĕклем йăтать чĕвен,
тем, хăй йĕкĕр-ши? — хĕвел
пуррине икшерлетесшĕн:
чап-и, чĕп-и, çӳп-и, çип-и —
ман çула татса çӳрет,
шыв юхса çитес çĕре
кĕперсем кĕпĕрленни пек! —
ку — кĕпер çинчи хăрав тăр:
урлă çӳрекен хăратăр.
14
Курак йăви çӳллĕшĕнче
курак кӳрши эп,
çул леш енче —
кăра пăр çийĕ:
мелкемĕрсем
хура хурах пек
пурăнаççĕ.
15
Куракăм
хаш сывлать,
ун хыççăн — эпĕ те:
шавла-шавла-шавла
Çаплах сас типĕ теп.
16
Тăваткăл сывлăшăм!
(тăваткăл — унăн та).
Ак уçă ывăçăм —
эп, кĕлмĕç, умăнта:
апла кĕмелĕхне
хур манăн ывăçа.
Алра — кĕмĕл ĕшне!
Эп акнă йывăçа
курак чĕппи иленнĕ:
ĕмĕлкеленнĕ
çул тепĕр енĕ.
17
Çил тĕнчеме силлет енчен енне,
курак йăви сăпка пек силленет,
чĕпписене чĕппи, тен, тĕлленет,
çăмартари чĕп темшĕн тĕлĕнет.
18
Чăтас килниччĕ кайăк сассинче те.
Мĕне шансаччĕ — чăтлăх персе ячĕ:
чĕлхем çине юласшăн ырă ячĕ —
çил çиессишĕн çын та тем те чăтĕ.
Ман халăхăн — тарăн куç,
малашлăха тăрăннă
çырайманни пуçтарăннă, калайманни,
куç çутине кун çитменни — хĕвел анни
(е хĕвеле ĕне çиме пуçланă?)
Çил çиессишĕн çын та тем те чăтĕ...
Чакать-чакать-чакать хĕвелĕн çăкĕ:
иккен, пайăркисем шух çилшĕн — тилхепе
иккен, ситрелнĕ ун тĕл-тĕл хапи.
Çил çиессишĕн элчеле чаратпăр,
çилпе пĕрле хĕвел çисе яратпăр.
Атьăр апла, хевтеллисем, хĕвелленер!
Мĕн юлнă пекскере тăхăнтартар йĕнер,
хушар ăна шума хушнă енне,
хунаттарма майне тупар, йышне хушар,
хунар евĕр хунатăр хăнамăр —
килен-каян килентĕр, Хуламăр!
Пылпа çăкăр сĕнсессĕн кăна мар
Ачи-пăчи шыратăр шăлавар —
пĕлĕт сирсе пирĕнпе сапăр пулма,
йăлтăр-р! кулма!
Хĕвел кăна пĕтĕ мар теттĕмĕр —
хистерĕ пĕтĕмлĕх тĕттĕмĕ:
ĕрче, хĕвел, ĕрче, ĕрчевлĕ пул,
йăлтăрин кул!
20
Тӳнтер те пăхрăм пиччĕн талăка,
йĕрке мĕнне пĕлме — йĕркесĕрлентĕм:
çĕн уйăхпа çĕн хĕвеллентĕм ĕнтĕ
(сĕм тăлăхсем палларĕç тăлăха).
Талăкăмра шырарăм алăка:
тапай уйсем — таланăм-талан [талан = телей] марăм...
Ик аллăмпа хама ыталаймарăм —
шухăшăмпа тĕнче ыталакан!
Тĕнчи те çĕрсерен çеç — яр! тăр. Ак!
(Чи тĕттĕм çĕрсенче — чи янкăр тĕлĕк!)
Куçа курăнманнин те пур-çке тĕлĕ:
тĕнче сăнне йăлт курасла — тăрап:
тĕнче хамне манса — тулта шырап.
21
Çил океанĕнче
кĕр ăсталать пек икебана.
Çиле те чикĕ панă!
Кăк çуккă анинче —
çавра çилленнĕ мĕн пурри:
ури-ури-ури!
22
Çил валли те — янтă çырансем...
Çĕр асра çеç Атăл-пиçиххиллĕ:
çакăнтах таврăнасса пĕлсен,
пĕлĕт кăтартса юхинччĕ киммĕм —
пĕлĕт умĕнче эп месерле.
...Юханшывăм вырăншăн кĕрленĕ:
ĕмĕрлĕх тĕпленнĕ пек — хĕлле:
сасăсăр та, куçăмсăр та енĕм
(пăр çине ӳпне выртса итлем-и?!.)
23
Эп ывăçра курасшăн ĕмĕр —
ăса тăп чараятăп-шим? —
пурăнăçа ăсатăп — чим! —
тусан аса ма тасатать?! —
ăсмасть-мĕн ывăç — ăсатать...
Ку асама чĕркĕмĕлпе чĕркенĕ:
чĕм ывăçа — теме те çĕнччĕр! — кĕмĕ.
24
Куç кĕрĕт
кайрĕç эп курма хăнăхнисем —
хăнасен Хули ку, хăнасен! —
çуркунне те вĕçĕмсĕр тесе —
ним юлми çу сутăнчĕ кĕре —
çунă хушăрах пăрланчĕ çумăр —
ку та шунă-ха тесе эсир те шумăр:
эп — хĕл урлă талккăшăм юлас пек —
талкăшатăп пĕр пĕлмен çĕре...
25
Палласа çитрĕм эп ăна.
Вăл пач та хăруш мар —
вăл чап пек витĕр шурă.
Çук шăрăх шухăшăн сив-ви-
лĕм çил те çук,
çук ӳ-ӳ-ӳ!-лĕм,
ун ячĕ те ачаш:
ви-лĕм.
Пурăнăç чылай хăрушăрах.
26
Хăна Хули — хăнăхуллишĕн мар,
хăнăхулли — хăна Хулишĕн мар,
тĕнче шантарччăр (е хула кăна) —
çак тĕнчере камах хурах хăна?
27
Сикки-сикки т(ă)ват кĕтес,
сикмессерен пĕр кĕтес,
малти кĕтес, кайри кĕтес,
ман пуласси хăш кĕтес?
Турă маннă кĕтесре
шанăр тур кĕтессине!
(пăхса тăтăр-им эсрел
шур тăваткăлăм çине?!.)
Сикки-сикки т(ă)ват кĕтес,
сикмессерен пĕр кĕтес...
Сипне тăкать мул енне —
Алтăр çăлтăр ӳпĕнет:
Турра сутса янине —
сутса яччăр тӳпене!
Сикки-сикки т(ă)ват кĕтес,
Туртмассерен çур йĕтес...
28
Япалаланнă шухăшу,
Çын, хуçине вилĕмсĕре хăварнă...
Эп утăма чĕр чунранах кăкарнă —
çак йывăçсăр чăн тусăм çук:
эп лартнăччĕ ăна пĕччен тесрен,
çак сывлăша эс тивĕç мар тесрен,
тăват хăмалăх...
Хăналăх çеç эпир, тăван, хăналăх!
27
Япалаланнă шухăшсем
мана чура туса хурасшăн.
Эй, хурăнташăм,
ман аташăм,
ташă —
чуралăхран çăлаканни!
Вĕлкешӳре çак мăшăр алă
(ал — ылтăн сăнчăр-вăчăраллă...) —
Манăн ту-
та-
шă-
па-
тĕнче
кулса кăна тăрать тĕнче!
30
Этем те — туррăн шучĕ çеç
(этем те — туррăн шӳчĕ çеç):
япалаларăм шух ăса —
каллех тухатăп шухăша.