Йĕрсем
Хумханать уй-хир...
Пĕтĕм талккăшĕпе чӳхенсе варкăшать вăл. Каçăр пучахсем енчен еннелле тайкалана-тайкалана ухăнаççĕ, пĕкĕрĕле-пĕкĕрĕле авкаланаççĕ, унтан, самантлăха тӳрленсе, тавралăха тепĕр хут виçсе илеççĕ те, каллех хĕрсе кайса кадриль çаптарма пикенеççĕ... Çавсем çине, сăрталла пурçăн хăюсем евĕр ялтăраса тăсăлакан тӳп-тӳрĕ пусăсем çине пăхатăн та, тӳсейместĕн: «Тинĕсĕм, вĕçсĕр-хĕрсĕр тинĕсĕм!» — тесе яратăн хăв сис-месĕрех. Çук, эсĕ вĕсене шырамастăн, вĕсем ачаранах хăнăхнă, манăçăнмалла мар кĕрсе вырнаçнă çак сăмахсем, хăйсемех тухса лараççĕ чĕлхе вĕçне. Кĕçĕттерсе, кăтăклаттарса тухса тăраççĕ: «Манăн мăнаçлă та хăватлă тинĕсĕм...»
Чăнласах та тинĕс пекех вылянать уй-хир...
Акă, пуссăн ку пуçĕнченех пуçланаççĕ те хумсем, виçĕне-виçĕне, пĕр-пĕринпе ăмăртса, малтан мала ыткăнса, таçта, инçете-инçете сиктерсе каяççĕ, вара лере тепĕртакран, çĕрпе пĕлĕт ыталашса ташлакан çĕрте, майĕпен-майĕпенех ирĕлсе çухалаççĕ... Асту-ха, епле правур тата хăйсем! Халĕ çеç тапраннă мăшăр явăнкăç та, авă, тахăш хушăра тăвалла хăпарса кайрĕ, укине юлашки хут сулса ялтăртаттарса илчĕ те куçран çĕтрĕ.
Уй-хир хавассан чӳхенет...
Эпĕ, кĕпене хывса хулпуççи урлă уртса янăскер, икĕ пусă хушшинчи курăклă çулпа ялалла анатăп. Утатăп ерипен. Хам йăлтах пĕрре выртса та тепре чĕвен тăрса пăхакан сарă-симĕс хумсемпе хупăрланнă. Пин-пин хумпа.
Лере, айлăмра, Йĕскӳлĕм, тӳмине çулла çеç мар, хĕлле те тӳмелемен — хевти çаплалла-çке, çирĕп хевте — тăван Йĕскӳлĕм. Сăмса курпунĕ евĕр мăкăрăлнă вашмăк ту çамки тăрăх сарăлса ларнă вăл. Унăн пурĕ те пĕрехçех урам. Утса тухмалла мар вăрăм вара хăй. Чĕнтĕрлесе тунă çурчĕсем пĕри тепринчен чеченрех. Икĕ мăя евĕр шăрçаланнăскерсем, пĕр-пĕрин çине вĕсем кирек хăçан та, тин çеç мăшăрланнă çамрăксем пек, ăшшăн кулса пăхаççĕ. Кашни кил таврашĕнчех — тăпăл-тăпăл кӳлепеллĕ йăмрасемпе хурăнсем, тирексемпе хурамасем; çырлаçимĕç пахчисем пыран хăнана кĕтсе илме яланах хатĕр, тарават... Каçĕсемпе ирĕсем мĕнлерех тата унăн, ман Йĕскӳлĕмĕн, каçĕсемпе ирĕсем?!
Хĕвел ĕнтĕ, яра куна тӳпе каштинчен çакăнса тăнă хĕвел, ывăннă темелле, кĕçех хупланмалла, канма каймалла. Анчах... çук, каймасть, хупланмасть. Таçтан-темĕнрен çатăрласа тытнă та çаплах çиçет, çаплах ялкăшать.
Кунтан, пирĕн тавраран, чăннипех уйрăлса каяс килмест пулмалла ун, кутăнланса кăна ăсанать вăл. Юлашкинчен çапах та лăпланать, йăвине тупса йăпшăнать. Кайма та хăй кула-кулах, ахăлтата-ахăлтатах анса каять. Çăвар тулли кулса, пĕтĕм кăмăлран.
Йĕс сăмаварне çап-çутă пуличчен сăтăрса якатнă тӳпене çакă çеç кирлĕ иккен, пурĕ те çакă çеç: вăл çунать. Вутла çунать. Çавна пулах, ахăр, лавĕ тулса тăкăнма тытăннине те сисмест, — шерепеллĕ кĕлтисем хăйĕн пĕрин хыççăн тепри ӳке-ӳке сӳнеççĕ, вăл пур çав-çавах тиет, çав-çавах ытамĕ-ытамĕпе ярăмлантарать ылтăн ярапасем...
Сывлăм тĕтри акма пуçтарăннă анатран кĕтӳ хăпарать. Урамра — ача-пăча çуйхашни, ĕне-сурăх макăрни, хур-кăвакал какăлтатни... Мĕн калама ĕнтĕ, чăн-чăн симфони, тăван ялăн чĕрене хăват парса тăракан сăваплă та сиплĕ симфонийĕ!
Пăртакран хура тутăр пĕркенетех тавралăх, пĕркенет. Кăпăк евĕр çемçе мамăк тутăр. Ял çинче халь тĕрлĕ саслă шăв-шав мар ĕнтĕ, ял çинче халь çепĕç юрă-кĕвĕ. Е карталанса тăрса вăйă калать яш-кĕрĕм, е алă çупа-çупа ташă çаптарать. Ташшисем вара çулăм пек вĕри те хĕл-хем пек хĕрӳ.
Каярах...
Ах, çакă, каяраххи, ах, çак самант!..
Ну, мĕн темелле-ши ун пирки, мĕн каламалла-ши?..
Çук, каламастăп, нимĕн те каламастăп, тепĕр тесен. Никама ним тума та кирлĕ мар вăл. Улах сакки çинче чĕре таппи итлекенсене кансĕрлемеççĕ, пули-пулмипе йӳнсĕрленсе чăрмантармаççĕ. Ан тив, ирĕкленсе ларччăр, шурăмпуçне хăйсем çеç — икшерĕн-икшерĕн, мăшăрăн-мăшăрăн кĕтсе илччĕр. Вăл, ав, кăвак çутă, хăпарать те ĕнтĕ, вăл, ав, хускалнă. Кĕçех... уйрăлмалла. Эх, ма çапла кĕске-ши каçĕ, ма пăртак та пулин вăрăмрах мар-ши?! Каллех янăравлă ир пуçланать, каллех хĕрӳ ĕç тапранать...
Çăл шывĕпе çуса тасатнă кĕленче пек ялтăраса та чăнкăртатса тăран шăпчăк шăнкăравĕпе пуçланать пирĕн ир кулленех.
...Эпĕ, «Емĕрте пĕрре пулать вăл, вунсаккăрти çул» юрра пуçарнă та, ĕнĕрешсе, ялалла утатăп. Тĕрĕсрех, утмастăп, ишетĕп эпĕ. Енчен еннелле тайкаланакан тинĕспе ишетĕп. Тырă тинĕсĕпе. Сасартăк...
Сасă, шăхăрса кĕрлекен сасă! Пуç ман, хам та лайăххăн сиссе юлаймастăп, тахăш самантра ялт! çеç ывтăнать хыçалалла. Хăнăхнă йăлапа хăвăрт, питĕ хăвăрт ывтăнать вăл. Куçсем çавăнтах, прожектор пек, пĕлĕтелле тăрăнаççĕ.
Ман çире, çӳлте-çӳлте, Сĕве шывĕ пекех тăп-тăрă уçлăхра, чĕкеçăнни евĕр шĕвĕр çунатне ик еннелле сарса карăнтарнă самолет вĕçет. Ирĕккĕн вĕçет. Ирĕккĕн те хăюллăн. Хыçĕнчен ун, тĕнче маччине хыртарса шунипе тейĕн, шап-шурă йĕр тăсăлса юлать...
— Эй, тусăм, аван-и? Ăçталла çул тытатăн? Ăнăçлăх хăвна, салам юлташусене! Авиаторла хĕрӳллĕ салам!.. Йĕр... Йĕрсем...
Хăçан-тăр çакнашкалах кăн-кăвак тӳпере ман хыçран та шурă сĕвемсем тăсăла-тйсала юлнă вĕт, хăçан-тăр эпĕ те вĕçнĕ. Çапла, вĕçнĕ. Тăватă çул, шăп та шай тăватă çул каярах пулнă ку. Халĕ, акă, пурнăç шăпи хушнă тăрăх, каллех кунта, тăван ялăмра. Анчах кĕвĕçет тесе ан шутлăр, кĕвĕçместĕп. Пуринчен ытла — эсĕ, çунатлă юлташăм. Унашкал шухăш пуçра та пулман, пиле те кĕмен. Кирлĕ пулсан, çĕршыв чĕнсен, эпĕ çенĕрен унта таврăнăп, çĕнĕрен штурвал умне ларăп. Шантарса калатăп, таврăнатăпах, ларатăпах.
Йĕр тесен-тĕк, йĕр вăл, ман шутпа, этемĕн кирек ăçта та юлмалла. Тӳпере те, çĕр çинче те. Ара çав, çĕр çинче те. Манăн йĕрĕм халĕ шăпах çакăнта ĕнтĕ, куçпа виçсе илейми сарăлса выртакан çак тырă океанĕнче. Шавласа та кашласа ларакан ак çак океанра. Ăна эпир эртелпе, халăхпа тăватпăр. Унра, нумай мар пулин те, ман вăйăм та пур. Пачăр-пăчăр тарлă тĕпренчĕкĕм, йĕп вĕçĕ пек кăна çӳхе сукмакăм...
Чипер кай, тăванăм, палăртнă вырăнна лайăх çит. Йĕрне вара хăвар, нумай хăвар! Яланах теветкел пул, сыха тăр! Сиртен эпир те юлмă-пăр. Эпир — çĕр çинчисем.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...