Ирпе-и хваттертен тухатăп,
Килетĕп каçпала, çĕрле —
Çак çынсене ялан куратăп,
Лараççĕ урамра пĕрле.
Пĕрне пăхсан — самай çулланнă,
Ик-виççĕш çамрăк, вăй питти.
Хĕрарăм юнашар вырнаçнă,
Тăртанчăк питлĕ, васпати.
Ара, илем ăçтан упрантăр
Куллен ĕçсен эрех-сăра?
Этем ӳт-пĕвĕ тимĕр мар-тăр,
Туять — усса е уссăра.
Эрех-сăра кăна-и — хапăл
Денатурат яма кас-кас.
Е чуптараççĕ хăпăл-хапăл
«Эмел» илмешкĕн — катăркас.
Чăнах, мĕнле çитет-ши тӳсĕм
Кӳпмешкĕн кунĕ-кунĕпе?
Хăш чух юлмасть çын сăнĕ-тĕсĕ:
Умра, тен, выльăх чăннипе?
Ниçта та ĕçлемеççĕ ĕнтĕ,
Килте те çук-ши кĕтекен —
Йĕркесĕр хытă кӳренсен те
«Атте», «анне», «ачам» текен?
Сайра кăна пулсассăн — юрĕ:
Тыр-пул та хывăх вĕçтерет.
Анчах кун пек ӳкерчĕк курăн
Кирек ăçта та куç кĕрет.
Шутла-шутла чуна тӳнккерĕм:
Çак ĕçкĕç-услапсен йышне
Кĕрсе пырать нумай яш-кĕрĕм
Ăна мĕн кĕтĕ малашне?
Ĕçчен, хастарлă пирĕн халăх,
Нихçан пулман ку чĕмере:
Пуçланнă ĕçпеле ачалăх,
Ĕçпех вĕçленĕ ĕмĕре.