Виçкĕтеслĕх


Çав вăхăтрах хăйĕнчен чьшай çамрăк каччă чĕринче юрату хĕлхемĕ çурални хĕрарăма савăнтарчĕ. Апла иртерех-ха ăна хăйне «ватăлнă хĕрсен» шутне кĕртме! Пур иккен-ха унра çамрăклăх хĕлхемĕпе илĕртӳлĕхĕ! Çакна ăнланса илни хĕрарăм чунĕнче темĕнле савăнăç туйăмĕ çуратрĕ. Каллех хăйне вунсаккăрти айван та таса хĕр пек туйса илчĕ вăл.

Эх, айванкка! Тавăрма пулать-и вара вунсаккăрти яш ĕмĕре? Паллах, çук! Анчах çакнашкал ултав этеме телейлĕрех тăвать пулсан — мĕншĕн ăна сирсе ямалла вара пирĕн! Елена Семеновна та ултав чĕнтĕрне хăй çинчен сирме васкамарĕ. Çавăнпах пулĕ Владик çырăвĕ пирки те Игоре пĕр сăмах та каламарĕ вăл. Çак ултавпа хăй кăна киленес терĕ пуль.

 

Владик

1

Хĕрпе каччă, арçынпа хĕрарăм хушшинчи хутшăнусем пирки Владик пачах пĕлмест темелле мар-ха ĕнтĕ. Анчах çак пĕлӳ теори шайĕнче кăна çав. Хăйĕн «хĕрлĕхне» çухатма ĕлкĕреймен-ха вăл. Унăн юлташĕсем хĕрарăм ăшшине вунулттă-вунçиччĕрех астивсе пăхнă пулсан, Владик каярах юлнă. Тен, кăшт вăтанчăк кăмăллă пулни кансĕрлерĕ-ши ăна? Тен, юмахри юратăва кĕтрĕ вăл? Анчах çак утăма тума васкамарĕ каччă.

Çĕнĕ семестр пуçламăшĕнче аудиторине вăтам çулсенчи вĕрентекен пырса кĕрсенех Владик хăйĕн чĕри тапма чарăннине туйса илчĕ. Мĕн пăлхантарчĕ-ши ун чĕрине? Калама йывăр. Анчах Елена Семеновна (çав вĕрентекен шăпах вăл пулчĕ ĕнтĕ!) калакан кашни сăмах, унăн кашни хусканăвĕ каччă кĕлеткинче вĕри хум çĕклерĕ. Владик пĕрремĕш хут хăйĕнче ар тата арçынлăх туйăмĕ çĕкленнине туйса илчĕ. Пĕрремĕш хут унăн пуçне çухатса хĕрарăм ытамĕнче çунас килчĕ...

Хăш чухне хăйĕн çакăн пек туйăмĕсенчен хăй аванмарланчĕ Владик. Анчах чунĕнчи туйăмне сиреймерĕ. Хăйпе савнилле çӳрекен Вера та илĕртме пăрахрĕ ăна. Маларах çак хĕре юрататăп тесе шутлатчĕ вăл. Халĕ вара иккĕлене пуçларĕ. Темле сивĕ те ют пулса тăчĕ хĕр. Елена Семеновнăран килекен темле асамлăх вăйĕ пулаймарĕ унра.

Çапла асаплансан-асаплансан Владик хăй чĕринче пĕрремĕш юрату туйăмĕ çуралнине ăнланса илчĕ. Вĕрентекенпе хăй хушшинче çулсем нумай пулни те иментермерĕ ăна. Елена Семеновнăпа пĕрле пĕр сукмакпа утас, ялан-ялан ăна курас килчĕ унăн. Тинех хăюлăх пухса Елена Семеновна патне çыру çырса ячĕ вăл. Хăй юратакан хĕрарăма тĕл пулăва чĕнчĕ.

 

2

Тĕл пулу вырăнне Владик çур сехет маларах çитсе тăчĕ. Хăй кăшт кая юлсан Елена Семеновна пăрахса каяссăн туйăнчĕ ăна. Каччăн вара хĕрарăмпа тĕл пулса калаçас, ирĕк парсан ăна çупăрлас тата унăн тутин сĕткенне астивес килчĕ.

Елена Семеновна килнине курсан Владик питĕ вăйлă пăлханса кайрĕ. Кĕлетки тăм пек хытса йывăрланнине туйрĕ вăл. Чĕлхи-çăварĕ çĕтнине ăнланчĕ.

— Салам, — каччă хумханса-хĕрелсе кайнине пачах асăрхамасăр çăмăллăн çеç сывлăх сунчĕ Елена Семеновна. Владик пуçĕпе сĕлтсе тем мăкăртатрĕ. — Пĕр вырăнта тăриччен утса çӳрер мар-и?

Елена Семеновна çапла лăпкăн та çăмăллăн калаçни Владик пăлханăвне кăшт сирсе ячĕ. Каччă тĕл пулăва илсе килнĕ чечек çыххине тинех хĕрарăма тăсса пачĕ. Вара вĕсем иккĕшĕ юнашар ансăр сукмакпа утса кайрĕç.

Каччă хăй мĕн калас тенине калама сăмаха епле пуçлас-ши тесе пуçне ватса пынă вăхăтра Елена Семеновна калаçăва хăех пуçларĕ.

— Владик, манăн санпа аслă, çул çитнĕ çынпа калаçнă пек калаçас килет, — çаплипех лăпкăн та васкамасăр сăмахларĕ хĕрарăм. — Кӳренӳсĕр, пĕр-пĕрне айăпламасăр.

Владик хăйпе юнашар утакан хĕрарăма куçран пăхса илчĕ, çавăнтах хумханса кайрĕ те пуçне пĕкрĕ. Унăн чунĕнче темĕнле, канăçсăрлăх туйăмĕ çуралчĕ.

— Манăн та Сирĕнпе, Сире каламалли сăмах пур, — аран-аран тути-çăварне хускатрĕ каччă. Унтан пĕтĕм хăюлăхне пухса пĕр сывлăш юхăмĕ çинче: «Эпĕ сана юрататăп», — тесе хучĕ.

Елена Семеновна каччăна тӳррĕн куçран пăхрĕ. Тем самант шăпăрт тăчĕ. Вара тин яланхиллех лăпкăн та васкамасăр калаçа пуçларĕ.

— Çак сăмахсене сан пек çамрăк та илемлĕ каччăран илтме питĕ хумхануллă. Анчах сан юратăва йышăнма пултараймастăп эпĕ, — каччăн туйамĕсене хĕрхенсе кашни сăмахне суйласа каларĕ вăл.

— Эсир мана çамрăк та айван ача тесе йышăнатăр, паллах, — хĕрарăм хăйĕн юлашки сăмахне каличчен хăй мĕн туйнине, шутланине пĕлтерес терĕ Владик. — Анчах эпĕ тахçанах ача мар ĕнтĕ. Эпĕ çемье тĕрекĕ те, Сирĕн тĕрек те пулма пултаратăп. Эпĕ Сире тĕнчери чи телейлĕ хĕрарăм тума пултараятăп...

— Эпĕ ку тĕлĕшрен пачах та иккĕленместĕп. Анчах манăн пурнăçра, манăн чĕрере урăх çын, урăх арçын пурăнать, — хăй сăмахне хăй ĕненмесĕр суйрĕ Елена Семеновна.

Владик урăх нимĕн те калаймарĕ. Унăн куçĕнчен куççуль юхса анма хатĕрччĕ ĕнтĕ. Анчах каччă пĕтĕм вăйне пухса хăйне алла илчĕ. Халь çеç хăй пирки вăл пурнăç тĕрекĕ пулма пултаракан арçын терĕ пулсан унăн хăй юратакан хĕрарăм умĕнче çемçелме юрамасть. Мĕн каланине ĕçпе ĕнентермелле унăн Елена Семеновнăна! Унăн кăмăлне хăй енне çавăрма пĕлмелле, юратăвне тивĕç пулмалла.

 

3

Елена Семеновнăпа курнăçса калаçнăранпа виçĕ эрне те иртрĕ ĕнтĕ. Владик чунĕнче вара çаплипех тунсăхпа юрату çулăмĕ çунчĕ. Халиччен çакнашкал лару-тăрăва лексе курман каччă пуçĕпех çухалса кайрĕ. Вара паян тинех ашшĕпе чунне уçса калаçма шутларĕ вăл. Халех, çак самантрах. Анчах тем сăлтава пула ашшĕ çаплипех ĕçрен килеймерĕ-ха.

— Ĕç нумайран, квартал отчетне çырма тивнĕрен, кая юлса çитетĕп тесе шăнкăрăвларĕ аçу, — Владик ашшĕне кĕтнине курса пĕлтерчĕ амăшĕ. — Çĕрлене юлсах килет пулĕ паян.

Амăшĕн пĕлтерĕвĕ Владике савăнтармарĕ. Чунĕ ытла хытă ыратрĕ унăн. Халех, çак самантрах кампа та пулсан калаçмасан хăйпе мĕн те пулин туса хурасран та хăрарĕ каччă. Çавăнпа та уçăлса çӳрес тата ашшĕпе хăвăртрах курса калаçас тесе Владик ашшĕ ĕçлекен учреждени еннелле çул тытрĕ.

Кăмăлĕ питĕ пăтраннăран хăйне кирлĕ чарăнуран чылай маларах троллейбусран анса юлчĕ каччă. Çуран утса шухăш-туйăмне кăшт йĕркене кĕртес терĕ-ши ĕнтĕ вăл? Тен, ашшĕпе калаçмалли сăмахсене шырарĕ.

Каç еннелле пушанса юлнă урам тăрăх утнă май Владик ашшĕпе амăшĕ пирки шухăша кайрĕ. Акă ĕнтĕ çирĕм виçĕ çул пĕрле пурăнаççĕ вĕсем. Хăйне астăва пуçланă самантран ашшĕпе амăшĕ пĕр-пĕрне кӳренӳ сăмахĕ каланине, çемьере харкашу тухнине курман Владик. Килĕшӳпе юрату çеç вĕсен хушшинче. Паллах, амăшĕ ашшĕне ĕçрен кая юлса килнĕшĕн хăш чух ӳпкелешет-ха ĕнтĕ. Анчах ку сайра хутра çеç пулкалать.

Владик хăйĕн ашшĕ мĕн таран ырă та ăслă çын пулни пирки шутласа илчĕ. Пĕтĕмпех çемьешĕн, хăйĕн ывăлĕпе хĕрĕ, савнă мăшăрĕ валли тăвать вăл. Ашшĕпе амăшĕ çуллахи отпуска та яланах пĕрле ирттереççĕ. Юлашки пĕр ултă çул хушшинче вара вĕсен çемйинче çуллахи вăхăтра пурте пĕрле кăнтăр енне машинăпа кайса канасси йăлана кĕчĕ. Хăйĕн ашшĕпе амăшĕ пирки шутласа илни каччăн чунĕнчи ыратăва вăйлатрĕ. Каллех Елена Семеновна аса килчĕ.

Мĕн çинчен те пулсан вăйлă ĕмĕтленсен ĕмĕт пурнăçланать теççĕ. Кама та пулсан питĕ вăйлă курас тесен ăна та тăр кăнтăрлах курма пулать-ши вара? Хăйĕнчен инçех те мар чарăннă такси умĕнче Елена Семеновнăна курсан Владик хытса тăчĕ. Çакă унăн куç ултавĕ çеç пулĕ терĕ вăл. Анчах çук иккен...

Акă хĕрарăм хăйпе юнашар тăракан арçын енне çаврăнчĕ. Лешĕ ăна питĕ çепĕççĕн çупăрласа тутаран чуп туса илчĕ. Хĕрарăм пĕр самант арçын ытамĕнче тăчĕ, унтан такси алăкне уçрĕ. Çак самантра вăл Владик еннелле пуçне пăрчĕ. Ăна кура ун çумĕнчи арçын та каччă енне пăхрĕ. Вĕсем каччăна курчĕç пулас та мĕнле тăнă çавăн пекех хытса тăчĕç.

Владикшăн вара çак тĕл пулу пысăк кĕтменлĕх пулчĕ. Унăн пуçĕ çаврăнса кайрĕ, кĕлетки пушă мих пек çемçелчĕ — мĕнле ура çинче тытăнса тăчĕ-ши вăл! Мĕн курнине куриччен — çиçĕм çаптăрччĕ! Анчах çиçĕм мар, Елена Семеновнăпа ашшĕн куçĕсем енчен енне çупа-çупа ячĕç ăна. Хăй юратакан хĕрарăмпа юратнă ашшĕн куçĕсем ура айĕнчи çĕре икке пайларĕç. Каччăн ĕмĕтне аркатрĕç...

Кĕтсе ывăннă такси вăрăммăн сасă пачĕ. Анчах пĕр-пĕрин çине пăхса тăракан виçĕ çынран нихăшĕ те вырăнтан хускалмарĕ. Вĕсемшĕн пĕтĕм тĕнче хытса, пĕтĕм пурнăç чарăнса ларчĕ пулас...

■ Страницăсем: 1 2

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Юрий (2009-02-09 16:50:47):

Альбина Федоровна çырнă хайлавсене юратсах вулатпăр.Çемье вулавăшĕнче те унăн кĕнекисем,хаçат-журналсенче пичетленнĕ хайлавсем те пур.Пирĕн çемье хаклă çыравçа интереслĕ хайлавсем çырма ăнăçу сунать. Тавах, сире, Альбина Федоровна!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

СТатья (2013-09-02 13:36:54):

Хисеплĕ Альбина Фёдоровна! Тавах сире эсир пурришĕн! Сирĕн пĕтĕм ĕçĕрсем: вĕрентӳ,çыравлăх... пархатарлă! Турă нумай-нумай çуллăха çирĕп сывлăх патăрах сире!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

СТатья (2013-09-02 13:37:26):

Хисеплĕ Альбина Фёдоровна! Тавах сире эсир пурришĕн! Сирĕн пĕтĕм ĕçĕрсем: вĕрентӳ,çыравлăх... пархатарлă! Турă нумай-нумай çуллăха çирĕп сывлăх патăрах сире!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: