Виçкĕтеслĕх
Арман
1
Игорь Александрович çывăрмалли пӳлĕмрен тухрĕ те кухньăна утрĕ. Çу кунĕсем тин çеç пуçланнине пăхмасăрах çанталăк шăрăх тăрать. Аптрамалла, çĕрле те сывлăш вĕри. Вăхăт ир еннелле сулăннă. Ывăлĕн пӳлĕмĕ çумĕпе иртнĕ чух хĕрĕх урлă каçнă арçын пӳлĕмре лăпкă кĕвĕ янăранине илтрĕ. Çакă Игорь Александровича пĕртте тĕлĕнтермерĕ. Аслă шкулăн виççĕмĕш курсĕнче вĕренекен ывăлĕ çĕрĕ-çĕрĕпе зачет-экзамена хатĕрленнине хăнăхнă вăл. Черетлĕ экзаменĕ тепĕр виçĕ кунтан пулмаллине те пĕлет.
Ывăлĕ пирки пĕр усал сăмах та калама пултараймасть Игорь Александрович. Мĕн ачаран лăпкă та тăрăшуллă пулса ӳсрĕ вăл, ашшĕ-амăшĕн сăмахĕнчен тухса курман. Тепĕр тесен, Игорь Александровичпа мăшăрĕ те ывăлне яланах ирĕкре тытнă. Ăна ан ту, кăна ан ту тесе пусмăрламан ăна. Унăн кăмăлне уяса, ун шухăш-кăмăлне шута хурса ӳстернĕ. Çавăнпах та пулĕ вĕсен çемйинче ыттисенни пек «ашшĕсемпе ачисен хушшинчи хирĕç тăру» нихăçан та сиксе тухман.
Ăш хыпнине холодильникри сивĕ шывпа канăçтарнă хыççăн çывăрмалли пӳлĕме таврăнакан Игорь Александрович ывăлĕн пӳлĕмне пăхрĕ. Хăй пекех сарлака хул-çурăмлă ывăлĕ компьютер умĕнче ларать. Ашшĕ пӳлĕме кĕнине сисмерĕ те вăл. Тĕлĕрсе кайнă пулĕ ку тесе Игорь Александрович сĕтел патне пычĕ. Ывăлĕ çывăрмасть иккен. Вăл никама та, ниме те асăрхамасăр компьютер мониторне тимлет. Игорь Александрович та монитора пăхрĕ. Пăхрĕ те çиçĕм çапнă пек туртăнса илчĕ...
— А-а! Атте! — хăйне усал ĕç тунă чухне ярса тытнă пек аванмарланса кайрĕ Владик.
— Эсĕ... тем... ирчченех ларатăн... — тытăнчăклăн та чĕтрекен саспа сăмах хушрĕ ашшĕ. Унтан пуçне монитор еннелле сĕлтрĕ. — Ку тата мĕнле кино санăн?
— Заняти вăхăтĕнче ӳкернĕччĕ те монтаж турăм ак, — мăкăртатрĕ каччă.
— Экзаменсене хатĕрленмелле чух кирлĕ-кирлĕ мар ĕçпе лариччен выртса çывăрасчĕ, — ӳпкелешрĕ Игорь Александрович.
Ывăлĕ чĕнмерĕ. Йăпăрт-япăрт компьютера сӳнтерчĕ те сарса хунă вырăн ăшне кĕрсе выртрĕ. Игорь Александрович çутта сӳнтерсе пӳлĕмрен тухрĕ.
2
Çывăрмалли пӳлĕме таврăннă арçын ниепле те çывăрса каяймарĕ. Юлашкинчен шурă мачча çине пăхса выртса ывăнчĕ вăл. Çумра лăпкăн çеç çывăракан арăмĕ ан вăрантăр тесе вырăн çинчен ерипен çĕкленсе балкона тухрĕ. Васкамасăр пирус чĕртрĕ те, вăрăммăн ĕмсе илчĕ.
— М-м-да! — чунĕнчи вăркава пирус сĕрĕмĕпе вĕрсе кăлараяс пек сасă пачĕ Игорь Александрович. Анчах лăпланаймарĕ.
Балкон çинче трусси вĕççĕн çеç пирус туртса тăракан арçын шухăша кайрĕ. Паçăр ывăлĕн компьютерĕ çинче курнă сăна тепĕр хут аса илчĕ вăл. Çав çӳллĕ те яштака пӳллĕ, йăп-йăл кулса тăракан хĕре пĕлет вăл. Унăн кĕлеткин ăшшине, тутин пылакне — ах! — ытла та аван пĕлет. Хăйĕн çак вăрттăнлăхĕ вăрттăнлăх пуласса шаннăччĕ Игорь Александрович, анчах паян ăна монитор çинче курсан — иккĕлене пуçларĕ. Вăрă тунă чух алран ярса илнĕ пек туйрĕ вăл хăйне. Çав вăхăтрах çак хăрушă туйăм хăйĕнче тăранайми арçынлăхне вăратнине сисрĕ...
Хĕрĕх урлă каçнă Игорь Александрович халиччен «сулахаялла» кайса курман. Анчах пĕр тĕрлĕ апат йăлăхтарать тенĕ пек, пĕр евĕрлĕ лăпкă çемье пурнăçĕ те йăлăхтарать иккен. Арăмне хăш енчен те пулсан хурласа калама сăлтав çук-ха унăн, анчах ар пурнăçĕнче шайлашу пулма пăрахрĕ вĕсен юлашки вăхăтра. Хăйпе пĕр çулсенчи арăмĕ сисĕнмеллех сивĕнчĕ унран. Упăшкин ар туйăмĕ çуралнине туйсассăнах çурăмпа çаврăнса выртма пуçларĕ.
Интернетри паллашу сайчĕ пирки Игорь Александрович пĕлмен мар, анчах хăй çак сайта çырăнасси пирки шутлама та пултарайман. Анчах кашни çимĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ теççĕ. Пĕррехинче вара арçын хăй анкетине интернета лартрĕ. Анчах ывăлĕ интернетран тухмасăр ларнине пĕлнĕрен Игорь Александрович хăй ятне Арман тесе палăртрĕ. Çакăнтан «сунар» пуçланчĕ те вара...
Интернетри пиншер анкета хушшинчи Алина анкетине Игорь Александрович «професси» графинче «вĕрентекен» тенĕрен суйласа илчĕ. Тахçан Эдуард Тополь çыравçăн тахăш кĕнекинче «вĕрентекенсем ар хĕрӳлĕхĕпе палăрса тăраççĕ» тенине вуланăччĕ вăл. Теме пула шапах çакна аса илчĕ арçын хĕр анкетипе паллашнă чух. Çак сăмахсен тĕрĕслĕхне тĕрĕслеме шутларĕ-ши? Анчах тĕл пулăва нумая тăсмасăр йĕркелерĕ. Çапла вара иккĕшĕ те еркĕнсем (сăмахĕ, паллах, пит илемлех мар та!) пулса тăчĕç.
3
— Эп саншăн питĕ тунсăхларăм, — пăшăлтатрĕ Игорь Александрович чĕрçийĕ çинче ларакан хĕрарăм.
Арçын хуравламарĕ. Вăл унăн кĕлеткине çеç хăй çумне вăйлăрах чăмăртарĕ, тутипе ун тутине хупларĕ те тăранайми ĕме пуçларĕ. Хĕрарăм тата хĕрӳрех арçын çумне йăпшăнчĕ. Унăн кĕлеткин ăшшийĕ арçын кĕлеткине вĕрилентерчĕ, пуçне çавăрса ячĕ. Арçынпа хĕрарăм вара текех хăйсен кĕлеткисен çулăмне чараймарĕç — пĕр самантлăх вĕри кăвайт çăмхи пулса тăчĕç...
Тĕл пулу вăхăчĕ хăвăрт иртсе кайрĕ. Арçынпа хĕрарăм уйрăлчĕç.
Игорь Александрович хĕрарăм ларса кайнă таксине тунсăхлăн пăхса юлчĕ. Унăн та троллейбуспа киле каймалла. Анчах чунĕнче хĕрӳ тĕл пулу сывлăшĕ çаплипех сĕвĕрĕлмен-ха, чĕри те хăвăрт-хăвăрт тапать. Юратнă арăмĕ умĕнчи айăпне туять вăл, çав вăхăтрах Алинăпа тĕл пулмасăр та пултараймасть. Кашни ир ĕçе çитнĕ-çитмен интернета кĕме васкать Игорь Александрович. Кунта ăна унăн «савнийĕ» кĕтет. Ир-ирех чуп туса вăратас килет унăн хĕрарăма. Паллах, çакă пĕтĕмпех вăйă кăна. Çакна вăл та, интернет леш енче ларакан Алина та ăнланать. Çак вăйăра темĕнле асамлăх тыткăнлать вĕсене, кăмăлĕсене пăлхантаракан туйăм çуратать.
4
— Атте, санпа пысăк çын пек калаçма юрать-и? — çăмăл машина ĕçне тĕрĕслекен Игорь Александровича хăйĕн ыйтăвĕпе тĕлĕнтерсех ячĕ ывăлĕ. Вăл унпа яланах çывăх пулнă. Ачин пĕтĕм ĕмĕт-шухăшне пĕлсе тăрать арçын. Вĕсен хушшинче сӳтсе явма юраман ыйту нихăçан та пулман. Çавăнпа та çак ыйту Игорь Александровичшăн пысăк кĕтменлĕх пулчĕ.
— Атте, савнă хĕр каччăран вун пилĕк çул аслăрах пулни питĕ япăх япала-и? — ашшĕне куçран тӳррĕн пăхса ыйтрĕ Владик.
Каччăпа хĕр, арçынпа хĕрарăм хушшинчи хутшăнусем пирки Игорь Александрович çирĕмри ывăлĕпе халиччен пач калаçман темелле мар. Ку хутшăнусенче сӳтсе явман ыйту та юлман пулĕ вĕсен. Ывăлĕн хĕр тусĕсем пирки те пĕлсе тăрать арçын. Анчах пĕтĕмпе мар иккен...
— Мĕнле каламалла-ши ĕнтĕ сана? — çухалса кайрĕ Игорь Александрович. — Пирĕн обществăра хальлĕхе арçын хĕрарăмран аслăрах пулни килĕшӳллĕрех. Анчах ăçта çырса хунă ăна хĕрĕн çамрăкрах, арçыннăн аслăрах пулмалла тенине. Эс эстрада çăлтăрĕсенех ил-ха. Вĕсене çакă пачах кансĕрлемест. Икĕ çын хушшинче юрату пур пулсан — ыттине татса пама пулатех пулĕ.
Игорь Александрович ывăлне пăхса илчĕ. Тивĕçтерчĕ-ши ăна ашшĕн хуравĕ?
— Эй, эсĕ, чим-ха! — хăй шухăшĕнчен хăй хăраса кайрĕ арçын. — Эсе тем юратса пăрахмарăн пулĕ те?
Владик сăмах чĕнмерĕ. Калас-ши е калас мар-ши тенĕн тем вăхăт ураран ура çине пусса тăчĕ. Унтан шăлавар кĕсйинчен пысăках мар сăнӳкерчĕк кăларса ашшĕне тăсса пачĕ.
— Атте, çак хĕре юрататăп эпĕ, — юрату сăмахне çав хĕре хăйне каланă пек вăтанса кайрĕ каччă.
Игорь Александрович сăнӳкерчĕке алла илчĕ. Алла илчĕ те чутах кăшкăрса ямарĕ. Мĕнле хăйне чарса ĕлкĕрчĕ-ши вăл! Сăнӳкерчĕкрен ăна кăшт тунсăх кулăпа тулнă куçлă Алина пăхса ларать. Кĕтмен чух ӳкерсе илнĕ пулас ăна — шăпах куçĕ çине аннă çӳç пайăркине сирнĕ самантра хытса ларнă вăл.
— Илемлĕ хĕр... — чĕлхи аран-аран хускалнине туйса калаçăва çĕнĕрен пуçлама шутларĕ арçын. — Кам вара вăл?
— Эп пĕлнĕ вăл сана килĕшессе, — пĕчĕк ача пекех хавасланса кайрĕ Владик. — Елена Семеновна, пирĕн вĕрентекен...
Алина вĕсен ывăлĕ вĕренекен аслă шкулта ĕçленине Игорь Александрович маларах та пĕлнĕ-ха. Анчах ĕç-пуç çакнашкал çаврăнса килесси пирки шутлама та пултарайман.
— А-а-а! Эс тем, ывăлăм, тахçан пĕрремĕш класра чух учительницăна юратса пăрахнă пек каллех хăвăн вĕрентекене кăмăлласа пăрахман пулĕ те! — калаçăва шӳт хумĕ çине куçарма тăрăшрĕ арçын.
— Çук, атте! Ку пачах урăх туйăм. Эпĕ ăна чăнласах юрататăп. Ĕнтĕ çур çул ытла юрататăп...
— Вăл вара сан туйăмусем пирки пĕлет-и? — сăнӳкерчĕк çине пуçне сĕлтсе ыйтрĕ Игорь Александрович.
— Хальлĕхе çук. Анчах эпĕ çыру çыртăм... Хам туйăмсене уçса патăм. Халĕ унăн хуравне кĕтетĕп.
Арçын чĕнмерĕ. Тепĕр тесен мĕн калама пулать кунта! Ачисен шухăш-туйăмне хисеплеме вĕреннĕ вĕсен çемйинче. Анчах паян çак лару-тăрура ывăлĕн малашлăхĕ çеç мар, хăйĕн туйăмĕсем те пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланчĕ Игорь Александрович. Çавăнпа та арçын пĕрремĕш хут ывăлне мĕнле канаш памаллине, мĕн каласа йăпатмаллине е вăрçмаллине пĕлеймерĕ.
Алина
1
Елена Семеновна тĕкĕр умне тăрса васкамасăр çи-пуçне якатрĕ. Хăй пурнăçĕн тăваттăмĕш теçеткине салтса янă хĕрарăм сăн-пуçĕнче пĕр шелсĕр çывхарса килекен ватлăх паллисене шырарĕ. Çулсем хăйĕннех тăваççĕ çав! Ак, пăх ĕнтĕ, куç айĕнче те, тута йĕри-тавра та вĕтĕ-вĕтĕ пĕркеленчĕксем палăраççĕ! Тахçан анис улми пек хĕмленсе тăнă пит çăмартисем те шуралса туртăннă, ик мăшăр çĕмĕрт çырли пек ялкăшнă куçĕ те тĕксĕмленнĕ...
Хаш! сывласа илчĕ Елена Семеновна. Тытса чарасчĕ те çав вăхăта. Шел, пирĕн ирĕкре мар унăн юххи! Тепĕр тесен, Елена Семеновнăн ытла хурланмалли сăлтавĕ те çук. Çаплипех илĕртӳллĕ херарăм-ха вăл. Ытти вара? Камăн мĕн ĕç пур унăн чунĕ çапла кăвайтсăр çунни çумĕнче? Никама та усал тумасть вăл — хăй пурнăçĕпе хăй киленсе çеç пурăнать. «Кам умĕнче мĕн айăп пур ман? Кам умĕнче тӳрре тухмалла?» — хăйĕнчен хăй ыйтрĕ хĕрарăм. Хăй ыйтăвне хурав тупаймарĕ.
Ним çукран çапла пăлханса кайнă хĕрарăм пӳлĕм тăрăх калла-малла утрĕ. Кĕтесри магнитофонпа тунсăхлă юрă ячĕ. Кухньăна кайса чей хатĕрлерĕ — анчах ĕçес кăмăлĕ пулмарĕ те ăна çаплипех сĕтел çине лартса хăварчĕ, пӳлĕме таврăнчĕ. Унтан компьютер кнопкине пусрĕ те кресло çине меллĕ вырнаçса ларчĕ. Тата темиçе минутран вара вăл тĕнчипе сарăлнă «эрешмен картине» — интернета кĕрсе кайрĕ...
Паллашу сайтĕнче Елена Семеновнăна сакăр çыру кĕтсе выртать. Вĕсенчен виççĕшĕ — çĕнни. Тĕрĕсрех каласан, халиччен калаçман, анчах хĕрарăмпа паллашас кăмăллă арçынсенчен. Елена Семеновна çĕнĕ анкета хуçисенчен пуçлас терĕ.
«Андрей, 37. Ырă каç, чиперкке! Хĕрӳ каччăпа паллашас кăмăл çук-и?» — вуларĕ хĕрарăм шупка кепка айĕнчен ăшшăн кулса ларакан арçыннăн çырăвне.
Хальлĕхе ку «хĕрӳ каччă» патне мĕн çырса ярассине пĕлеймерĕ-ха вăл. Малтан анкетине уçса пăхас терĕ. Ку «каччă» пачах айван мар иккен! Философ тата! Этем психологине те аван пĕлет пулас — ав хăй пирки йĕплесе «тĕнчери чи пысăк кахалсенчен пĕри» тесе хыпарланă. Мĕнех, тĕнче кахалĕпе паллашма тата интереслĕрех!
«Алина, 36. Ырă каç! Кăмăллă çынпа эпĕ яланах паллашма хавас!» — кĕске çеç хурав çырчĕ Елена Семеновна.
«Игорь, 34. Салам! Сире кофе ĕçме чĕнме юрать-ши?» — вуларĕ хĕрарăм тепĕр арçын çырăвне.
«Алина, 36. Салам! Эп кофе ĕçместĕп. Анчах çăра чей ĕçме яланах хавас», — ахаль çеç хурав ячĕ хĕрарăм.
«Сергей, 27. Алинушка, эп Сире мунчана чĕнетĕп!»
Елена Семеновна кулса ячĕ. Ку каччă ăна «ватă та арçынсăр касăлнă» хĕрарăм вырăнне хурать пулас. Мĕнех, ку унăн ирĕкĕ! Елена Семеновна вара ку çырăва карçинккана çеç ăсатрĕ.
Тинех вăл Арман, тĕрĕсрех Игорь, çырăвне уçрĕ. Унăн чĕри хăвăрт-хăвăрт тапа пуçларĕ.
«Арман, 42. Леночка! Манăн ĕç кунĕ вĕçленчĕ. Эпĕ киле каятăп. Ыранччен, савниçĕм...»
Пĕр хут, икĕ хут, виççĕмĕш хут вуларĕ кĕске çырăва Елена Семеновна. Унтан компьютера сӳнтерчĕ те иртенпех пуçтарман вырăн çине хывăнмасăрах йăванса кайрĕ.
2
Владик Игорь ывăлĕ пулнине Елена Семеновна вĕсен ушкăнĕнче ирттернĕ пĕрремĕш лекци вăхăтĕнчех тавçăрса илчĕ. Анчах арçынна хăйне кун пирки нимĕн те каламарĕ. Кашни занятирех Владик çине пăхса Елена Семеновна хăйне Игорьпе тĕл пулнă пек туйрĕ. Айванлăх паллах, анчах хĕрарăм çакăн пек самантсенче хăй пĕччен, телейсĕр çын пулни пирки пачах манчĕ. Чунĕнче те унăн темĕнле çăмăллăх çуралчĕ.
Занятисем вăхăтĕнче çамрăк студентсем хăй çине сăнавлăн та тиркевлĕн, ăшшăн та вылявлăн пăхнине Елена Семеновна тахçанах хăнăхнă. Вĕренекенсем вĕрентекенсене тĕрĕслеме юратаççĕ: çакă вăл вăтам шкулта çеç мар, аслă шкулта та çаплах. Вĕрентекенре вĕсем аслă юлташне те курасшăн. Елена Семеновна студентсемпе çирĕп пулма тăрăшать. Çамрăк ăру çапла çивĕч те мал ăслă пулни савăнтарать ăна. Кашни студент чунĕнчех унăн чи малтан чунлăхпа çынлăх туйăмĕсене çирĕплетес килет. Çавăнпа та занятисем вăхăтĕнче паянхи кун çынпа çын, ачапа аслисем, арçынпа хĕрарăм хушшинчи хутшăнусем пирки нумай тавлашаççĕ вĕсем.
— Елена Семеновна, Эсир мĕнле шутлатăр — этем мĕн тума çуралать? — яланхи пекех лекци теминчен пăрăнса ыйту пачĕ Семенов студент.
Елена Семеновна сехетне пăхса илчĕ. Заняти вĕçлениччен вăхăт çителĕклĕ-ха — паянхи темăна вара пĕтĕмпе тенĕ пекех сӳтсе явнă ĕнтĕ. Çавăнпа та Семенов ыйтăвне хуравсăр хăварас темерĕ вăл.
— Эсир хăвăр мĕнле шутлатăр? — студентсене хăйсене шухăша ярас тесе ыйту çине ыйтупа хуравларĕ Елена Семеновна.
Пуçланса кайрĕ вара: кам мĕн кăна каламасть? Кашниннех çак ыйту çине хăйĕн хуравĕ пур.
— Эсир пурте тĕрĕс калатăр, — аудиторинчи шăв-шава чарса тинех сăмах хушрĕ Елена Семеновна. — Ман шутпа вара эпир çĕр çине телейлĕ пулма килетпĕр. Паллах, телее кашни хăйне май ăнланать, анчах эпĕ унăн тупсăмне çутçанталăк аталанăвĕн саккунĕнче шыратăп. Мĕншĕн тесен этем те — çут çанталăкри ытти чĕрчунсен шайĕнчи чĕрĕ чунах. Эпир ăс тата чунлăх пулнипе çеç ыттисенчен кăшт уйрăлса тăратпăр. Çавăнпа та, ман шутпа, этем хăйĕн мăшăрне — иккĕмĕш çурине тупсан çеç чăннипех те телейлĕ. Çакă вăл уйрăмах хĕрсемпе хĕрарăмсемшĕн пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен эпир пĕтĕм тĕнче çине туйăмсем витĕр пăхатпăр...
Елена Семеновна вĕлт! кăна Владик еннелле пăхса илчĕ. Каччă куç илмесĕр хăй çине пăхнине, унăн куçĕнче темĕнле хĕлхем çуралнине курса юлчĕ вăл.
3
Акă миçемĕш хут Елена Семеновна сĕтел çинчи хут таткине алла илет. Халĕ хăйне усал ĕç тунă чух алран ярса тытнă пекех туйрĕ. Паллах, унăн айăпĕ çук-ха кунта. Çамрăк каччă хăйĕнчен чылай аслă хĕрарăма юратса пăрахнинче те тĕлĕнтермĕш çук. Анчах çав каччă шăпах Игорь ывăлĕ Владик пулни хĕрарăма пăлхатмаллипех пăлхатрĕ. Тĕрĕссипе каласан, çак каччă çумĕнче унăн чĕри чăннипех те пĕр тикĕс тапмасть, анчах çакă пĕтĕмпех Владик каснă лартнă ашшĕ сăнлă пулнипе çеç çыхăннă.
«Хам чунăмри ачашлăха
Эп сăмахпа уçса параймăп.
Санран килен ытарлăха
Çак тĕнчерен пачах пытармăп.
Сан ăшшуна чуна эп хывăп
Пĕр тумламне те çухатмасăр.
Хĕл сиввинче унпа ăшăнăп
Уйрăлнă хыççăн уйрăлмасăр!»
Сăвă йĕркисемпе пуçланă пысăках мар çырăва. Малалла вара çыру çыракан каччă хăйĕн туйăмĕсене уçса панă тата Елена Семеновнăна тĕл пулăва чĕннĕ.
Çăмăл мар лару-тăрăва лекрĕ иккен хĕрарăм. Владик ахаль студент кăна пулнă пулсан Елена Семеновна ăна мĕн тата мĕнле хуравламаллине пĕлнĕ пулĕччĕ. Халĕ вара?
Юрий (2009-02-09 16:50:47):
Альбина Федоровна çырнă хайлавсене юратсах вулатпăр.Çемье вулавăшĕнче те унăн кĕнекисем,хаçат-журналсенче пичетленнĕ хайлавсем те пур.Пирĕн çемье хаклă çыравçа интереслĕ хайлавсем çырма ăнăçу сунать. Тавах, сире, Альбина Федоровна!
СТаÑÑÑ (2013-09-02 13:36:54):
Хисеплĕ Альбина Фёдоровна! Тавах сире эсир пурришĕн! Сирĕн пĕтĕм ĕçĕрсем: вĕрентӳ,çыравлăх... пархатарлă! Турă нумай-нумай çуллăха çирĕп сывлăх патăрах сире!
СТаÑÑÑ (2013-09-02 13:37:26):
Хисеплĕ Альбина Фёдоровна! Тавах сире эсир пурришĕн! Сирĕн пĕтĕм ĕçĕрсем: вĕрентӳ,çыравлăх... пархатарлă! Турă нумай-нумай çуллăха çирĕп сывлăх патăрах сире!