Василий Кервен (Василий Гаврилович Кошкин) 1949 çулхи нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Упамса ялĕнче çуралнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн монтажникра ĕçлеме тытăннă, кĕçех ăна çара илнĕ, унтан таврăнсан вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă.
В.Кервен тĕрлĕ çулта «Пионер сасси» (хальхи «Тантăш») хаçатра, «Çилçунат» (хальхи «Самант») журналта литературăпа искусство пайĕсен редакторĕнче, Чăваш писателĕсен союзĕн правленийĕн литература консультантĕнче ĕçленĕ. Вăл 1994 çултанпа Шупашкарти коопераци институтĕнче вĕрентет, студентсен литература пĕрлешĕвне ертсе пырать. В.Кервен — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ăна литературăри пысăк çитĕнӳсемшĕн РФ писателĕсен союзĕн Хисеп грамотипе наградăланă, вăл Марфа Трубина ячĕллĕ преми лауреачĕ.
В.Кервен шкулта вĕреннĕ чухнех пичетленме пуçланă. Вăл лирик çеç мар, журналист та, критика тишкерĕвĕсем те, калавсем те çырать, ытти халăх поэчĕсене чăвашла ăста куçарать.
В.Кервен 1987 çултанпа СССР писателĕсен союзĕн (халĕ Раççей писателĕсен союзĕ) членĕ.
Паллăрах кĕнекисем: «Туйăм» (1982), «Хĕври хĕвел» (1987) сăвă пуххисем тата «Çынсем» сăвăлла роман-эссе (1991).
Хайлавĕсем
Шухăшсем
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...
Чăваш чĕлхинче сăмахсĕне хисеп тĕлĕшпе м...