Григорий Илепер (Михайлов Григорий Михайлович) 1939 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Çарăклă поселокĕнче çуралнă. 1954 çулта Кăмашри çичĕ çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă, унтан Вăрнарти зооветеринари техникумĕнче пĕлӳ пухнă. 1958 çулта, техникумра диплом илнĕ хыççăн, çулталăк хушши тăван хуçалăхра зоотехник пулнă. Ачаранах журналистика ĕçне туртăннăран Г.Илепер тăватă çула яхăн Вăрнарти «Çĕнтерӳ çулĕ» райхаçат редакцийĕнче хавхаланса ĕçленĕ. Каярах вăл Вăрнар районĕнчи «Знамя», «Колос» тата «Ленинец» колхозсенче тĕп зоотехникра тăрăшнă, çав çулсенче Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен куçăмсăр йĕркепе вĕренсе тухнă. 1980 çулта ĕçри пысăк çитĕнӳсемшĕн ăна «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ» хисеплĕ ят панă.
Григорий Илепер сăввисемпе тĕрленчĕкĕсем 1950 çулсен пуçламăшĕнче «Ялав» тата «Тăван Атăл» журналсенче, тĕрлĕ хаçатра пĕр тăтăш пичетленнĕ. Каярахпа вăл çакăн пек кĕнекесем пичетлесе кăларнă: «Униче» (1980), «Парăм» (1989), «Çĕклем» (1996). Унăн чылай сăвви «Литературная газета», «Литературная Россия», «Советская Россия» хаçатсенче вырăсла пичетленнĕ. 1983 çулта пултаруллă сăвăçа СССР писателĕсен союзне илнĕ.
Поэт 2003 çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче тăван ялĕнче вилнĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...