Иван Никифорович Вашки 1914 çулхи чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи Çӳлти Куснар ялĕнче çуралнă. 1936-1938 çулсенче И.Вашки Хĕрлĕ Çарта пулнă. Çартан таврăнсан Чăваш çамрăкĕсен театрĕнче, унтан «Çамрăк большевик» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçлансан çав çултах фронта тухса кайнă.
Вăрçă хыççăн темиçе çул хушши «Ялав» журнал редакцийĕн секретарĕнче, парти обкомĕн пропагандăпа агитаци пайĕнче ĕçленĕ. Горький хулинчи партин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш АССР кĕнеке издательствинче ĕçленĕ. «Тăван Атăл» альманахăн ответлă секретарĕ пулнă. Вăл сакăр кĕнеке авторĕ.
Иван Вашки чăваш поэзийĕнче те, прозинче те, драматургийĕнче те йĕр хăварнă писатель тата куçаруçă.
Хайлавĕсем
Хушма каçăсем
Шухăшсем
Struggling to attract the right leads? O...
Wanting to revitalize your websit...
Watch this if you are struggling to get ...
Need a boost in website traffic? Our AI ...
Not getting enough leads for Chuvash? Ch...
Is your Chuvash website missing out on l...
Wanting to maximize your website ...
Want more targeted leads to your website...
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...