Серте Мишши


Серте Мишши (Сугалов Михаил Андреевич) Тутарстан Республикине кĕрекен Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче 1947 çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче çуралнă. Кăнна Кушкинчи вăтам шкулта 11 класс пĕтернĕ. Каярахпа Ульяновскри педагогика университетĕнче вĕреннĕ.

Тĕрлĕ çулсенче учитель, «Авангард» (Тĕчче районĕ), «Сувар» (Хусан хули), «Канаш» (Ульяновек) хаçатсенче журналист пулса вăй хунă.

Писательсен Союзĕн членĕ. «Хирти тăман» (1995), «Йĕплĕ пуç кăшăлĕ» (1999) кĕнекесен авторĕ.


Хайлавĕсем