Геннадий Айхи (Геннадий Николаевич Айхи) 1934 çулхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Çĕньялта учитель кил-йышĕнче çуралнă. Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн Мускавра А.М.Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче пĕлӳ илнĕ. Вунă çул хушши ытла Мускавра В.В.Маяковский çурт-музейĕнче ĕçленĕ. Çав хушăра «Московский художник» тата «Полное описание иконографии В.В.Маяковского» ятлă тĕпчев ĕçĕсем çырнă.
Г.Айхин малтанхи сăввисем 1940-мĕш çулсен вĕçĕнче пичетленме тытăннă. Малтан вăл ытларах чăвашла çырнă, каярахпа вырăсла та нумай хайланă. Унăн сăвă кĕнекисем Мускавра та, чикĕ леш енче те нумай пичетленнĕ. Г.Айхин чăваш поэзийĕ çинчен çырнă статьясем те пур, çырав ăсталăхĕ çинчен çырнă эссесем те, интервью та чылай. Вăл тĕрлĕ халăх поэзине чăвашла нумай куçарнă. Г.Айхи француз, венгр тата поляк поэзийĕн антологийĕсене пухса кăларнă («Франци поэчĕсем» кĕнекене пĕтĕмпех хăй куçарнă, тепĕр иккĕшне — ушкăнпа). Вăл çавăн пекех «Чăваш поэзийĕн антологине» итальянла, венгрла, акăлчанла тата французла уйрăмшар кĕнекен кăларнă, антологин хăш-пĕр пайне чикĕ леш енчи ытти чĕлхепе те пичетленĕ. Ăна Чăваш халăх поэчĕ ятне панă, Чăваш патшалăх премине парса чысланă. Çавăн пекех вăл — Раççейри тата Европăри тĕрлĕ çĕршыври литература премийĕсен лауреачĕ.
Г.Айхи çырнă сценари тăрăх К.В.Иванов çинчен «Асран кайми» фильм ӳкернĕ.
Поэтăн паллăрах кĕнекисем: чăвашла — «Аттесен ячĕпе» (1958), «Утăм» (1964), «Палăрăм» (1971), «Чĕрĕ тĕвĕ» (1975), «Сăвăсем» (1980), «Халал» (1988), «Сăвăсемпе поэмăсем» (1994). Вырăсла — «Здесь» (1991), «Теперь всегда снега»(1992).
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...