«Пур иккен çавăн евĕр сăваплă Чару...»
О.Д.
Пур иккен çавăн евĕр сăваплă Чару:
сăмахпа та кĕме юрамасть-тĕр
Сан черчен те тулли яшлăхна;
сăнарна çеç йĕрлем эпĕ хур тĕкĕпе.
Илтĕнет, хум сасси пек, гекзаметр...
Чĕнет пек такам — Вăхăт çитрĕ.
Эс — Мастер. —
Ку вăл — Гете сасси пек!
Ку — унăн пил евĕр Элегийĕнчи1 сасă пек.
Çак тӳлек хут енре
ăсăмри анлăшне халь сарать манăн
Марненбадăм,
Анчах — пур-ха элчелĕн умри паллисем! —
Эс пур чух пулас çук уйрăлу, —
Сан таса сăнарна çуратса
тĕлĕнен куçсене шартĕ манăн хăватăм,
Ман ăс-хал çӳллĕшне мраморла ялтратса
эпĕ калăп: вăл — сан хавалу.
Халлĕхе — эпĕ сан Çутуна
ĕмĕр пулнă Илемĕн чĕр тытăмĕ тем-и, —
Ман чĕре тĕшшинчен пуçласа
ункăн-ункăн сарăть çутине вăл паян;
Унăн хăш-пĕр йĕрне
çич çĕр çул каяллах çӳл тивлетлĕ Тоскана
этемĕ
Терцинра ылтăнланă хăй генийĕпе
Аттелле-Емпӳлле ăс-халран.
Вĕçсĕр Çăлтăрлăх пек — çав йĕрсен
паллисем, —
тупсăмне, лăпкă ăрăмçă пек, шырамалăх!
Яшлăх вĕçсĕрлĕхне, хум яран çăлтăр пек,
шав чĕртен эсĕ çав Çутăра;
Вăл çеç мар-çке унта, —
ах, ачалăх та пур, унта пур — тин çуралнă
хĕр-арлăх, —
Халăхун тĕксĕм ылтăн юнне
янратать çав артак — ачалла сасăра!..
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...