
Анатолий Сафронович Чебанов 1937 çулта Тутарстан Республикинчи Çĕпрел районне кĕрекен Чăнлă Шăхаль ялĕнче çуралнă. Хурăнвар-Шăхалĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Пăвари техника училищинче ял хуçалăх механикне вĕреннĕ. Ĕçленĕ хушăрах куçăн мар йĕркепе Курганри ял хуçалăх институтĕнче зооинженера вĕреннĕ. Çар службинче пулнă. Салтакран таврăнсан мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен хуçалăхсенче тĕп зоотехник пулса ĕçленĕ.
А. С. Чебанов — Раççей Федерацийĕн Писателĕсен союзĕн членĕ. Вăл çырнă пьесăсем тăрăх Чăваш академи драма театрĕ паян кунчченех спектакльсем лартать. Кунта кăна мар, Мари Эл çĕршывĕнче те унăн пьесисем тăрăх мари чĕлхипе спектакльсем кăтартнă. Анатолий Чебанов сăввисемпе чăваш композиторĕсем 200 ытлă юрă çырнă. Анатолий Чебанов сакăр кĕнеке авторĕ. Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. «Шевле» литпĕрлешӳ членĕ.
Хайлавĕсем
Шухăшсем
Striving to raise your website tr...
Get more leads for your chuvash...
Ever thought how chuvash...
Ready to unleash a flood of websi...
Get more leads for your chuvash...
What if chuvash...
Ready to drive your website succe...
What if chuvash...
Get more leads for your chuvash...
Ready to maximize your website tr...