Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Кукаç лартнă йăмрасем
Йăмрасем, йăмрасем.
Еплерех хитреччĕ-çке
Кукаç лартнă йăмрасем.
Çуркунне çитсессĕнех
Инçетри çĕршывсенчен
Таврăнатчĕç кураксем
Хăйсен ăшă йăвине.
Хĕвел хĕртме пуçласан
Сарăлатчĕç çулçисем.
Симĕс тумне тăхăнсан
Илĕртетчĕç çынсене.
Йăмра çинчи, йăвари
Янкăс саслă кураксем
Вăрататчĕç ирсерен
Çывăракан ял-йыша.
Çавăнпа пуль кӳршĕсем
Чăтаймарĕç туссене
Касса илчĕç вĕсене —
Ĕмĕрхи йăмрасене.
Халь асра кăна вĕсем
Çак мăнаçлă йăмрасем
Яла илем кӳрекен
Кукаç лартнă йăмрасем.
Пирĕн анне пит маттур,
Тем тума та ăсĕ пур.
Ирех тăрать, тумланать,
Хăйĕн ĕçне тытăнать.
Ачисене çитерет,
Шкулалла вăл ăсатать,
Унтан ĕçе тытăнать,
Апатсене пуçтарать.
Хăш чух эпир темшĕн,
Чунсăр пекех уншăн.
Çуратнă аннешĕн,
Хыпăнмастпăр темшĕн.
Пире кам ачашшăн
Лăпкать чĕререн?
Шкула ăсатать вăл
Пире ирсерен.
Кам пултăр пĕлеç-çке
Туссем вăл камне
Вăл пирĕн анне-çке
Вăл пирĕн чĕре.
Пире вăл çуратнă,
Лăпканă чунтан.
Ӳссе çитĕнтернĕ,
Ыр сунап сана!
Кам пире юратать,
Кам пире ачашлать
Куç хупмасăр пăхать каçхине?
Кунĕн-çĕрĕн ĕçлет,
Ĕçтерет-çитерет?
Ку вăл пирĕн юратнă анне!
Ӳркенсен, йăлăнсан,
Е пĕр инкек пулсан,
Кам чĕри ыратать ун чухне?
Кам пире ӳкетлет,
Кам пире ăс кӳрет?
Ку вал юратнă анне!
Ача чухнех эпĕ пĕр хир енчен пынă чăваш (хамăр ялта) çапла каланине илтнĕччĕ: «Тĕнчере тĕрлĕрен чĕлхеллĕ çынсем пуçланса кайсан турă çынсене телей валеçсе панă тет. Шăп та лăп çак сехетре чăваш çынни ура сырса ларнă, вăл телей илме турă патне пырайман. Кайран, ура сырса пĕтерсен тин, турă патне кайнă тет те — анчах ăна телей лекмен. Мĕншĕн тесен вăл çитиччен турă мĕн пур пек телее йăлтах валеçсе пĕтернĕ пулнă. Çавăнпа чăваш халăхĕ телейсĕр пулнă тет».
Автортан: Авалтан пуçласах темиçе ĕмĕр хушши чăваш халăхĕн пурнăçĕ питĕ йывăр пулнă. Малтан вăл ик-виçĕ ĕмĕр Хусан ханĕсемпе Ногай орди княçĕсен пусмăрĕнче тертленнĕ, Ногай ордин урхамах ушкăнлĕ вăрă-хурахĕсем тăтăшах киле-киле тапăнса унăн ялĕсене çаратнă, уй-хирĕнчи тырри-пуллине таптаса тĕшĕртнĕ, выльăх-чĕрлĕхне кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕне хуса кайнă, арçынсемпе ачи-пăчисене касса-тăкса пĕтернĕ, хитре хĕрарăмсене тыткăна илсе кайса чуралăхра усранă. Хусан ханссемпе княçĕсем те унăн пĕтĕм чĕрĕ вăйне ĕмсе илме тăрăшнă. Аптранă чăваш Мускав патшалăхĕ çумне çыпçăнса унта хӳтлĕх тупма ĕмĕтленнĕ. Анчах та Мускав патшисем те ăна ырă кун-çул паман: тĕрлĕрен хырçă-тӳлевсемпе, ясакпа, ĕç повинноçĕсемпе аптратса тинкене кăларнă. Чăнах та, мĕнле çăлăнкаласа юлнă-ха çак вĕри çатма çинчи пек тӳсме çук пурнăçран темиçе пин чăваш çынни?!. Юлнă вăл, тӳснĕ, анчах тă çĕр-шывне Мускав патшисем колонизациленĕ чух хĕсĕнсе çитнĕ халăх хăй çĕрĕнчен тĕрлĕ енне, ирĕкрех çĕрсене — Пушкăрт, Елĕмпурх хирĕсене, Самарпа Тутар çĕрĕсене куçа-куçа кайса сапаланнă. Çав саманасенче хывнă ĕнтĕ пĕр ăслă чăваш хăй халăхĕ телейсĕрри çинчен. Питĕ те ăслă сăмах ку!..
Çуллахи илемлĕ каçсенче,
Шурă хурăн айĕнче.
Тупа турăн ман умра
Юратмашкăн пĕр мана.
Хушса юрламалли:
Çунтаран, çунтаран, çунтаран
Эсĕ манăн ăшăма.
Тытаймарăн сăмахна
Манса кайрăн эс мана.
Ма сана тĕл пултăм-ши?
Ма сана юратрăм-ши?
Кĕрсе лартăн чĕрене,
Манаймастăп ĕмĕрне.
Хушса юрламалли:
Халĕ ĕнтĕ тăрса юлтăм.
Юлтăм эпĕ хурланса.
Текех сана курас çук.
Сан ăшшуна туяс çук.
Хушса юрламалли:
Йĕлтĕр тăхăнтăм ирех,
Кайма тухрăм вăрмана.
Çитрĕм эпĕ васкаса
Питĕ пысăк чăтлăха.
Чупса кĕтĕм вăрмана
Мулкач хыççăн ярăнса.
Курах кайрăм кайăка
Пысăк ула таккана.
Хĕллехи вăрман хитре,
Йĕри-тавра шурă юр.
Пĕр сас-чӳ те илтĕнмест,
Йывăçсем халь ыйхăра.
Çак илемпе киленсе
Чылай эпĕ çӳрерĕм.
Мулкач-тилĕ йĕрсене
Унта-кунта сăнарăм.
Хырсем, чăрăшсем кăна
Симĕс тумпа лараççĕ.
Хĕл каçакан кайăксем
Унта хӳтлĕх тупаççĕ.
Йывăç çинче пакшасем
Сиккелесе çӳреççĕ.
Типĕтнĕ кăмпасемпе
Пĕр-пĕрне хăналаççĕ.
Ула такка сассийĕ
Ян янратать вăрмана.
Вăрман тухтăр(ĕ) пулнăран
Йывăçсене вăл сиплет.
Вăранатăп ирхине,
Кантăкран пăхатăп.
Тăван ялăн илемне
Савăнса сăнатăп.
Çамрăк хурăнсем пĕрле
Виççĕн тан ӳсеççĕ.
Пĕччен çеç пилешĕме
Çӳлелле чĕнеççĕ.
Кайăксем яла савса
Юрă шăратаççĕ.
Кĕввисем инçе кайса
Тӳпере янраççĕ.
Тăван ялăн кăмăлне
Чĕрепе туятăп.
Ун асамлă илемне
Хаваспах мухтатăп.
Вĕлтĕр-вĕлтĕр юр çăвать,
Пире вăл савăнтарать.
Шурă юр вĕлтĕртетет,
Кĕмĕл евĕр курăнать.
Йĕлтĕрсем çине тăрса
Ыткăнатпăр ăмăртса.
Çунашка çине ларса
Ярăнатпăр савăнса.
Тăвайккинчен ярăнма
Эпир питĕ хавас-çке.
Пирĕн хыççăн юрĕ те
Вĕçсе кăна пырать-çке.
Умсăмах
Пирĕн атте питĕ ĕçчен çынччĕ. Вăл ĕçре те вăрт-варт, матур, çынсемпе калаçса ларма та пултаратчĕ. Унăн ĕçĕсем, тыр-пул акса тăвассисĕр пуçне, ерçнĕ хушăра вăрманпа суту-илӳ тăвакансем патне кĕрĕшсе юман хăма (клепка), брусок вартасси, чукун çул валли шпалсем чутласси, тюлькăсем татасси тата ыт. те пулнă. Унăн сулăмлă пурттипе çивĕч пăчки каснине ик-виçĕ çĕр çул ӳснĕ катмар юмансем нумай тӳчлетсе ӳкнĕ. Паллах, ку йывăр ĕçе вăл пĕччен мар, юлташĕсемпе пĕрле эртеллешсе кайса тăватчĕ. Эртелре ĕçлеме хăй ывăлĕсене те хăварман... Вăрман ĕçĕсем пулман чух атте час-часах килте, пӳртре, мĕн те пулин туса ларатчĕ: е сăран алсасем сыпса саплатчĕ, е кивĕ кăçатăсене тĕплетчĕ. Кун пек ĕçсене тума ун патне ялĕпех илсе пыратчĕç.
Атте пӳртре ĕçлесе ларнă чух ун патне тăтăшах хамăр кӳршĕри ваттисем пухăнса ларатчĕç те халлапа çапатчĕç. Хăш-пĕр чух кӳршĕсем кăна мар, таçти, урăх урамри çынсем те пырса ларни сахал мар пулнă...
Калаçасса темĕн çинчен те калаçатчĕç: çĕр сахалли, çĕр начарри çинчен, тырă пулманни çинчен, çĕн çĕре — Çĕпĕрелле куçса каясси çинчен, куçса кайнисенчен мĕнле хыпар илни çинчен, пурнăç хĕсĕкки, выльăх-чĕрлĕх усрама утă-улăм çитменни çинчен тата ыт. çинчен те халлаплатчĕç.
Малалла
Манăн анне чи хитри
Çĕр çинче чи илемли.
Юрататăп эп ăна
Хамăн çывăх тусăма.
Яланах ун ĕç нумай
Çук-çке вăхăчĕ канма.
Ĕçлет кунĕн-çĕрĕнех
Тăрăшса пирĕншĕнех.
Пулăшма хатĕр анне
Йыварлăх сиксе тухсан.
Чĕри тулнă хĕлхемпе,
Юратупа, телейпе.
Эп аннене юратса
Сăвва ăна халаллап.
Уявпа саламласа
Ыр сăмахсем çеç калап.
■ Страницăсем: 1... 310 311 312 313 314 315 316 317 318 ... 796
|
Шухăшсем
Are you fully utilizing the potential of...
Every day, websites like chuvash....
Get more leads for your chuvash...
Your website, chuvash...
Are you maximizing the potential of your...
Your website, chuvash...
Every day, websites like chuvash....
I recently tried https://killakush...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...