Паллах, нимĕн те хăй тĕллĕн пулмасть. Кашни пулăм — нумай-нумай çын тар тăкнипе пулса пырать.
«Нарспи» те çавах. Чĕмпĕр шкулĕнчен хăваласа яраççĕ те ун авторне, кайран пурпĕрех каялла çавăнтах чĕнсе илеççĕ.
Поэмăна классика туса хуни те çавăн пекрех япала. Питĕ тĕплĕн ĕçленĕ çулран-çул, каларăмăр ĕнтĕ, нумай-нумай çын. Чăваш автономийĕ пĕчĕк территорире çеç иккенне тата союзлă республика та маррине пăхмасăрах.
Поэмăн пахалăхĕсем пайтах. Апла пулин те, хăй халлĕн çеç триумф çулĕпе утма ăна йывăр пулнă пулĕччĕ. Вара, хальхи чĕлхепе каласан, хăйсем сисмесĕрех, пиар йĕркелесе янă (ним начарри те кунта çук).
Анчах та халь те тата малашне те ĕçлемеллисем çук мар. Нелли Пальмова вулакансене «Нарспин» Петĕр Хусанкай ăсталанă вырăсла куçарăвне сĕнет.
Куçару тĕлĕшпе Петĕр Хусанкай пайтах ырă ĕç тунă. Купипех!!! Анчах та вăл «Нарспие» вырăсла куçарни, тÿрех каламалла, начар. Анатолий Смолинăн — аптрамасть. Борис Иринин версийĕ вапше идеала çывăх.
Халь тата чăвашла епле лайăхрах пичетлесси пирки те шутласчĕ. Сăмахран, минус-йĕркесене тата минус-строфасене шута илмелле.
Лешкукша // 4320.1.2243
2026.01.08 18:36
Апла-и-ха! Чăваш театрĕ те анăç шайне лаплатнă! Кут-пуç кукăрĕсем хальхи куракансемшĕн вăрттăнлăх мар ĕнтĕ - хăтланччăрин! Халăха пухмалла вĕт...
Грант тавай ясар писательсене, режиссерсене,артистсене! Неччу унта тасалăх, воспитпни, эстетика, идея тата чăваш чун-хавалĕ! Укçа тавай!
Ĕнтĕ халĕ çĕнĕ спектаккĕлте «прямо» «коворич тунă» та, çавăнпа ĕненмелле мар курăнать. «Тÿррĕн» калама хăтланни çавăн патне илсе пырать.
Ялтан // 1314.89.7907
2026.01.09 10:04
Режиссерсене ют ҫӗртен илсе килсе Ҫамрӑксен театрне пӗтерчӗҫ.Унта халь чӑвашла спектакльсем ҫукпа пӗрех.Теприне пӗтерме тӗллев лартнӑ пулас.Кам тӑрӑшнипе-ши?Грантсемпе витӗнсе япӑх ӗҫ тӑваҫҫӗ.Укҫа пайлани ҫеҫ мар-ши?
Куракан // 1742.55.2346
2026.01.09 15:51
Чăваш театрне «Нарспи» спектакле курма савăнсах кайрăм. Анчах та унтан чуна хытах ыратарса таврăнтăм. Çаплах пулнă-ши тесе «Нарспи» поэмăна тепĕр хут васкамасăр вуласа тухрăм. Сцена çинче кăтарнă хăш-пĕр саматсем вуçех çук. Çамрăксене çавăн пек майпа чăваш историне вĕрентме тăрăшатпăр иккен. Мĕн тăвăн, самани çапла пуль.
Артистсем, паллах, чунĕсене парса выляççĕ, нимĕн те калаймăн. Тавах вĕсене. Хăш-пĕр кăлтăксемсем вĕсенчен килмеççĕ, паллах. Аслисене пуçĕсене çавăрса шутламалăх пур.
Тата Н. Пальмăвана тав тумалла, çитмĕнлĕхсене тĕрĕс çырса кăтартнăшăн.
Вăт халĕ çпектаккăле еплерех хатĕрленине (хатĕрлеме пултарнине) куç умне кăларса тăратма хăтланса пăхар.
Ертсе пыракансем, лартакансем чăвашла пĕлмеççĕ (е пĕлеççĕ-и???). Çапла вара репетицисем, мĕнпур хатĕрленÿ ĕçĕсем вырăсла пулса пыраççĕ.
Ку енĕпе апла-капла çыхăннă документаци пирки (отчётность, субординаци, хушусем тата ытти те) калама та кирлĕ мар.
Актёрĕсем халлĕхе чăвашла пĕлеççĕ-ха ĕнтĕ. Анчах та малашне ку самант та тĕппипех çухаласси — вăхăт ыйтăвĕ çеç. Виçмине-и, ыран-и — çав вăхăтсем çитеççех.
Тепĕр енчен, паянах ку енĕпе курăмлă улшăнусем пулса пыраççĕ. Çавна та аванах сиссе илме пулать. Шалти хутшăнусем те унта пит чăвашлах та пулманни витĕр курăнать.
Ĕнтĕ çавна май ирĕксĕрех ыйту тухса тăрать: çакă-им ентĕ вăл «чăваш культури» текен япала?
Улатăр — Шупашкартан та ытларах «вырăс хули» мар. Вăл Раççĕйри çанашкал ытти хуласенчен (Шупашкартан, Канашран, Теччĕрен, Зеленодольскран, Белебейрен...) нимпе те уйрăлса тăмасть темелле. Тепĕр енчен, эп хам Улатăрти чукун çул техникумне пĕтернĕ хăшпĕр чăваша пĕлетĕп. Çавăнпа та Улатăр тĕлĕшпе тÿрех о-о-о-о! теме кирлĕ мар пуль.
Акă сăмхран Сергей Максимович Еремеев асăннă техникума хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ. Халĕ Шăмăршă районĕнче пурăнать пулмалла. Тата пирĕн чаплă ÿнерçĕне Николай Васильеич Овчинникова (1918-2004) аса илĕр. Улатăрти ÿнер-гравёр вĕрентĕшĕне пĕтернĕ (1937).