Леонид КЕВЕР // 1370.87.6713
2026.01.23 04:35 | |
Agabazar // 4226.92.4990
2026.01.23 14:17 | |
Леонид КЕВЕР, сана хăвна çавнашкал «маттур» пулма мĕн чарать?
Кунта вĕт «маттур» пулни çеç сахал, материала пĕлмелле. Квалификаци кирлĕ. Тата — театтăрсене çÿрес пулать «материалпа» паллашма. | |
Театра çӳрекен // 2764.94.4024
2026.01.25 13:01 | |
«Нарспи» спектакĕле курма кайса килнĕ хыççăн нумайччен шухăшласа çӳрерĕм. Чăнахта-ши Нарспипе Сетнер хăйсен çутă юратăвне йывăр вăхăтра «çавăн пек туйăмпа» варалама пултарнă-ши? Пулма пултараймасть! Вĕсен пĕтĕм шухăшĕ те мĕнле çăлăнмалли çинчен пулнă. Ĕненмесĕр поэмăна тепĕр хут вуласа тухрăм. Пĕр страницăрата вăл саманта асăрхамарăм.
Спектакĕле мăнукпа кайнăччĕ. Мăнук вăл саманта курсан, ман çине пысăк ыйтупа тимлĕн пăхса илчĕ. Эпĕ нимĕнте шарламарăм. Унăн ыйтуне спектакль лартакансем мĕнле хуравлама пултараççĕ-ши? Нелли Пальмова спектакĕле тимлĕн пăхса ларнă пулмалла. Питĕ маттур. Анчах та пысăк хуçасем «çырчăрах» кăна тейĕç. Ман шутпа вăл саманта спектакĕлтен кăларса пăрахмалла. Кăларса пăрахсан спектакль сиенленмест, усси нумай пулать. Театрӑн тӗллевӗ – пысӑк укçа туса илесси кӑна мар вӗт-ха! Ҫӗршыв президенчӗ Владимир Путин хальхи ҫамрӑксене тӗрӗс ҫулпа утмашкӑн, йӑла йӗркесене упраса хӑвармали пирки пӗтӗм вӑйне хурать. Çакна шута илмелле. | |
Леонид Кевер // 2783.03.4606
2026.01.26 05:49 | |
Пасар ҫынни,эс тӗрӗс ҫыратӑн,анчах
сан пӗр киревсӗр йӑла пур -- ҫынна тӑрӑнасси! Ку сайтра ытлашши ан хуҫалан. Сурӑх тирӗпе витӗннӗрен хӑвна палламаҫҫӗ тесе иртӗхме пӑрах! Эсӗ штатри критик-им кунта?! | |
Agabazar // 2113.56.0697
2026.01.26 12:57 | |
Эппин, маттур пулас килмест?
Е хăвна капла та маттур тесе шутлатăн та, çавăнпа вăл еннелле тĕллесе кăтартни ытлашши пек туйнать-и? Мĕнех, эп вĕт сана «маттур мар» теместĕп çке, тен, пит маттур пуль. Ĕнтĕ маттур пулма никама та чармаççĕ, çавна кăна каласшăнччĕ. ыттисене маттур пулнишĕн мухтани те аван, анчах вĕсене, маттуриисене, урăхла йышши пулăшу та кирлĕччĕ пуль. Маттур та маттур тесе ларнипе çеç мар. Унашкал ырлава çăкăр çине çу пек сĕрсе çиейместĕн. | |
Леонид КЕВЕР // 3948.94.2622
2026.01.27 07:13 | |
А...сар, юлашки сӑмахусем тӗрӗс!
Ҫапла,пӗр-пӗрне хисеплесе пурӑнар, эпир хахулсем мар вӗт.Кунта та пулин лӑпкӑлӑх пултӑр. | |
Хуларан // 1154.00.7821
2026.01.27 08:50 | |
Тяеатртан никам та шарламасть. Тарҫӑсем иккен. | |
Agabazar // 9641.5.5294
2026.01.28 11:25 | |
Леонид КЕВЕР, «хахул» мар, «хаххул» теес пулать.
Хуларан: // 1154.00.7821 2026.01.27 08:50 Тяеатртан никам та шарламасть. Тарҫӑсем иккен.Ĕнтĕ, Хуларан юлташ, ак çакна курмарăн-им: Артист: // 3902.09.0702 2026.01.17 16:22 Мён вара, вылямадда мар-и-ха! Вылянӑ, выльӑпӑр, вылӗҫ!Ой вара, мĕн вара, Юрламалла мар-и-ха? Ăмăртура мала тухсан, Савăнмалла мар-и-ха? )) (с) | |
Хуларан // 3153.04.3609
2026.01.28 12:00 | |
Ку шухӑш тӗрӗсленнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ курӑмлӑ пулӗ. Пӗлме: сайтра регистрациленнисен шухӑшӗсем тӳрех, малтӗрӗслевсӗрех, курӑмлӑ вырнаҫаҫҫӗ. | |
Agabazar // 9641.5.5294
2026.01.28 13:51 | |
Театра çӳрекен: ... варалама пултарнă-ши? Пулма пултараймасть!Нарспипе Сетнер туйран тухса тарнă вĕт!!! Тата мĕн юлнă «вараламалли»? («Айтарта», авă, тилхепе-пăявсене касса ваклаççĕ, çавнашкал «варалу»...). Кунтан та ытларах мĕн пулма пултарать? Енчен те çураçнă хĕр, туй пуçланнă чухне, урăх каччăпа тухса тарсан, тек нимĕн те кирлĕ мар вара. Çакăнпа мĕнпур ĕçпуç пĕтет темелле. ытти — пĕтĕмпех детальсем анчах. Ну, Тăхтамана систермен, тейĕпĕр. Анчах каярахпа пурпĕрех ПĔТĔМПЕХ ПĔЛЕТ. Кун пирки поэмăра йăлтах çырса кăтартнă. Тăхтаман Нарспи çине ал çĕклени те çакăнпа çыхăннă. ырă кĕрÿ Тăхтаман Туй кĕлетне астăвать. (с) Çапла, кăсем пĕтĕмпех пур. Анчах та автор е нарратор (калавçă) «çеккăспа» техĕмленсе киленни (смак, смакование) çук. Эппин кунта спектаккăль лартакансем поэт шухăшне хирĕçле кайнă. Унтан та ытларах, чăваш халăхне те хирĕçле пулса тухнă. Çав тери ăслă та тăнлă Петĕр Хусанкай сăмахĕсене илсе кăтартатăп (тÿрех вырăсла каланă пулмалла. чăвашла верси çук): ... удивительная целомудренность, чувсто меры, проникновение в глубину народной психики — вот что нас подкупет в «Нарспи».<Куçару: ...тĕлĕнмелле хĕрхаллĕнлĕх, виçе туйăмĕ, халăх психикин тарăнлăхне кĕни — акă мĕн çавăрса илет пире «Нарспире».>Çпектаккăле лартакансем çаксене пĕтĕмпех аркатнă. | |

таких.Их мало в нынешнее неспокойное время. Да и раньше не так было много!