Мĕншĕн вара çав тери «ăнланас» тесе хыпăнмалла? Хыпăнма кирлĕ мар.
Ну, халиччен апла каланине илтмен пултăр. Вара мĕн?
Мĕн пирки калани паллă вĕт. Е паллă мар тесшĕн-и?
Мĕншĕн пĕлмене хурса ухмаха пемелле? Кирлĕ мар ухмаха пеме.
Пуплевре чи кирли — синтаксис. Уйрăм сăмах вара, тем пек «ăнланмалла мар» пек пулсан та, нимех те тăваймасть ку тĕлĕшпе.
Тĕслĕх илсе кăтартатăп. Чăвашла Википедире Патшалăхсен лаптăка кура йĕркеленĕ ят-йышĕ статья çырнăччĕ. Тахăшĕ пынă та çавна пăсса хунă — Лаптăкĕсене кура йĕркеленĕ патшалахсен ят-йышĕ» туса хунă.
Çакă тĕрĕс пулать-и? Çук, çук, çук!!! Пĕтĕмпех суя. Сăмахсем пурте ăнланмалла, анчах пуплевĕ ăнланмалла мар.
Ĕненес тесен, каялла вырăсла куçарса пăхмалла — Список государств, образованных по принципу площади. Мĕн ку! Абсурд!
Юлашкинчен Валери Туркая чăваш чĕлхи хутлăхне тунтикун, ытларикун, январь, февраль, март сăмахсене каялла тавăрма хăтланнăшăн тепĕр хут тав тăвас килет.
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2024.12.26 06:32
АГАБАЗАРА: Тавах сана - тав тунăшăн Туркая!
Туркая халь тав туса пит чăрманмаççĕ, халь ăна ытларах патак параççĕ.
Тав!
Валери ТУРКАЙ. 27.12.24
Хальхи вăхăтра «Хыпар» хаçат (тĕрĕсрех Кăларав Çурчĕ) çав тунтикунсене, ытларикунсене каллех таткалама тытăннă пулмалла. Çавăн пекех, каллех пире январь, февраль тенисене катертнипе тĕлĕнтересшĕн.
Тĕрĕслесе пăхрăм. Аплах мар иккен. Кун ячĕсене халĕ те пĕрле çырасçĕ. Уйах ячĕсене вара ак çапла: декабрь/раштав. Соломонла йышăну, тейĕпĕр.
«Эппин, шăтрех, сая каймарĕ, Эсир акса хăварнă вăрлăх». Çапла çырнă Петĕр Хусанкай Н. В. Никольские халалланă сонетра.
Ну, кунта пирĕн Туркай акса хăварнă вăрлăх пирки сăмах пырать-ха.
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.01.05 07:35
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче чăваш чĕлхин пур тĕлĕшпе те йĕркеллĕ те ăнăçлă орфографине сĕмсĕррĕн, вăрă-хурахла аркатни пирĕн халăхшăн калама çÿк пысăк инкек пулса тăчĕ!.. Калăр мана: "çĕршыв", "каюра", "хĕрача", "юнкун", "тунтикун" йышши сăмахсене ма УЙРĂМ çырмалла?! МА?!
Çак "реформăна" туни, мĕн, Иван Андреева, Юрий Виноградова тата Алексей Леонтьева телейлĕрех те пуянрах турĕ-и?! Çук!
Ку нимпе те тÿрре кăларма çук "акци" пин-пин чăваша тăван чĕлхемĕртен пистерчĕ! Çавă çеç! Намăс!!!
Валери ТУРКАЙ. 05.01.2025
Ну, кунта Элекçей Петровичăн «тÿпи» пысăках мар ĕнтĕ. Унăн пĕлтерĕшне питех пысăклатса кăтартмалла мар.
Хĕр ача ашшĕне шырать (с)
Хĕрача ашшĕне шырать (с)
Валери ТУРКАЙ // 1099.05.4843
2025.01.08 03:31
Элекçей Петрович ЛЕОНТЬЕВ вăл чăваш орфографийĕн никама та кирлĕ мар тискер реформине ЧР парламенчĕ çирĕплетнĕ хыççăн хăйне ун чух пăхăнса тăнă "Хыпара" тÿрех, вулакансемпе канашламасăр, "çĕнĕ орфографи" çине куçарчĕ. "Хыпарпа" ытти хаçатсем Элекçей Леонтьевăн частнăй сопçтвеннăçĕ тейĕн.
Вара пуçларĕ мăнтарăн чăваш чĕлхи ним айăпсăр нуша курма!.. Никам каланине те шута шумарĕç ун чухне Андреев, Виноградов тата Леонтьев "аслă реформаторсем"!
Унтан çак инкек, çак нуша чăваш шкулĕсене капланса-кĕрлесе çитрĕ... Вара пуçларĕç тахçан питех те ăслă-тăнлă чăвашсем шутласа кăларнă, халăхпа влаç ырласа çирĕплетнĕ чăваш чĕлхин орфографийĕ çине "бомбăсемпе" "минăсем" тăкăнма!..
Çак тискер ĕçе пĕрисем халĕ те питĕ юратса тăваççĕ!..
...Салам сана, ентешĕм Элекçей Петрович! Нумай пурăн, ыр курса, такăр сукмакпа утса!..
Валери ТУРКАЙ. 08.01.2025
Каллималлин // 1304.21.3781
2025.01.08 14:45
Пит тĕрĕс калать Туркай. Çĕнĕ правилосем кĕртен пек туса орфографине асар-писер таптани ни Иван Андреевича, ни Виноградова, ни вĕсен хÿрешкисене (Егорова, Родионова, Леонтьева тата ыттисене) чыс тумарĕ, халăха çырулăхран самай пистерчĕ. Виноградов "хам" орфографине кĕртсе историре юлтăм тесе кăкăр çапса çÿрерĕ. Анчах ун пек пулмарĕ.
Агарынок // 2630.61.3617
2025.01.14 00:36
ТУРКАЙ:90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче чăваш чĕлхин пур тĕлĕшпе те йĕркеллĕ те ăнăçлă орфографине сĕмсĕррĕн, вăрă-хурахла аркатни, мĕн, Иван Андреева, Юрий Виноградова тата Алексей Леонтьева телейлĕрех те пуянрах турĕ-и?! Çук!