Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Владимир Тимофеев: Вячеслав Оринова — Чӑваш академи драма театрӗн тӗп режиссёрне

Владимир Тимофеев26.11.2020 20:244091 хут пӑхнӑ

Редакцирен: Тимофеев Владимир Николаевич пирӗн пата хӑйӗн черетлӗ чӗнӗвне ярса пачӗ. Эпир сире унпа паллаштаратпӑр.

М.В. Игнатьев саманинче, К.Г. Яковлев культура министрӗ пулнӑ чухне, Вячеслав Николаевич Оринов культура министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшса ӗҫлерӗ. Хальхинче, Р.М. Лизакова вырӑнне, В.Н. Оринов, нимӗн те мар, культура министрӗ пулса тӑма пултарӗччӗ!

В.Н. Оринов Чӑваш академи театрӗн тӗп режиссерӗ тата илемлӗх ертӳҫи пулса ӗҫлес илӗртӳллӗ ӗмӗтпе пурӑнать!

Пирӗн ҫамрӑксен театрӗ чӑваш чӗлхинчен ютшӑнас ҫул ҫине тӑчӗ-ҫке! Мӗн тумалла-ха?!

Пӗртен-пӗр тӗрӗс ҫул: Валерий Николаевич Яковлева Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театрне куҫарасси! Хӑй лартнӑ «Нарспи», «Кушар», «Кай, кай, Ивана» тата нумай-нумай чаплӑ спектакльсене выляттарас Ҫ. Мишши ячӗллӗ театрӗн артисчӗсене!

Пархатарлӑ шухӑш! Валерий Николаевич халӑхӑмӑрӑн шӑпипе пурӑннӑ ӗмӗр-ӗмӗр! К.В. Иванов ячӗллӗ театртан тухса кайма питӗ йывӑр! Анчах каймалла! В.Н. Яковлевӑн (100) ҫӗр ҫулхи паллӑ кунне Ҫ. Мишши ячӗллӗ театрта ирттермелле пултӑр!

 

Тимофеев В.Н.

Чӑваш аталану партийӗ

 

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Малай // 4204.96.3617
2020.11.27 09:15
Ку ачи Оринов Худ.рук. пулсан директора ларасшāн пуль-ха. Аван шухāшлать пуçē.
Пĕри // 1091.40.4804
2020.11.27 10:41
Лайăх сĕнÿ. Яланхилле тĕрĕс шухăш калать Тимофеев юлташ. Анчах та Яковлева унашкалах муритлемелле мар ĕнтĕ Çамрăксен театрне ярса. Ăна пенсие ярсан лайăхрах пулмалла. Кантăр кăштах, ывăнчĕ пуль, атту вĕт 1979 çултанпа - 40 çул ытла! - пĕр канми ертсе пырать академи театрне.
Микула // 9259.3.8429
2020.11.27 19:44
Толшноҫ,толшноҫ кирлӗ ҫав ? Ыйтас килет ,спектакельсене кам валли хатӗрлесшӗн ? Кун пекех татах самани пырсан ӳлӗмрен Шупашкарта миҫе ҫын чӑвашла ӑнланма пултарӗ ? Заслуженныйсенчен хӑшӗ те пуллин,хӑҫан та пуллин каласса кӗтсе илӗ халӑх е ҫук? Ачасам пирки шутламалла тенине . Хӑвӑр кӑна мар халӑх ачисем пирки шутлакан ҫук пулас . Намӑс пире пурне те, Шупашкарта чӑвашла,тӑван чӗлхепе ӳстермелли пӗр ача сачӗ ҫук вӗт. Пурне те толшноҫ анчах кирлӗ ? Чӑваш аталану парти тесе ал пуснӑран анчах калатӑп. Ҫавӑн пек АНЧАХ пулать сирӗн "аталану" ? Толшноҫ пире тавай ?
Agabazar // 3555.90.0234
2020.11.28 13:08
Agabazar
Юрĕ, толшнăçа хапсăнмăпăр. Чăваша витере пăх хырса тăрсан та мăй таран çителĕклĕ.
Тимер // 4183.99.1214
2020.11.28 18:57
Тархасшăн халăх ачисем пирки шутличчен малтан хăвăр ачусем пирки те пулин шутлăр.Кашни хăйĕн ачи пирки шутлатăр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем