Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫӗртме уйӑхӗ (ҪЯ)

Ҫулталӑк ярӑмӗн пайӗ.

Ҫӗртме уйӑхне тата ҫу, хӗр, ҫум, канлӗ, уяв, ҫӗнӗ вут, вут-хӑват, хытӑ/ӑ/ суха /и/ ҫум, ӳпре, выльӑх апат ҫисе тӑраннӑ уйӑх тесе каланӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче чи вӑрӑм кунсемпе кӗске каҫсем тӑраҫҫӗ. Хӗвеллӗ, шӑрӑх кунсем пуҫланаҫҫӗ.
Авал ватӑсем хӗвел тӳпене улӑхса ҫитнӗ /21.06/ вӑхӑтра пӗтӗленнӗ ҫӗршыври ӳсен-тӑран хӑйӗн вӑрлӑхне, выльӑх-чӗрлӗх хӑй ҫинче юлнӑ ырлӑхпа хӑмри ҫурисене ӳстерсе йывӑрланать тенӗ. Ҫавӑнпа ҫак эрнесенче ҫӗр ӗҫне тума чарӑннӑ. Кану вӑхӑчӗ пуҫланнӑ, икӗ эрне хушшинче пӗтӗленнӗ ҫӗрпе шывӑн уявне, Ҫинҫе уявне ирттернӗ.
Ҫинҫе уявӗ... Ҫӗр таврӑниччен икӗ эрне маларах пуҫланнӑ, ҫӗр таврӑнсан тепӗр эрнерен пӗтнӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫинҫе уявӗнчи нумай йӑла-йӗрке Ҫимӗкпе Питрав уявӗсем ҫине куҫнӑ. Ҫимӗк вӑхӑчӗ, чиркӳ календарӗ тӑрӑх, Мӑнкуна пӑхӑнса ҫултан-ҫул улшӑнса, пӗр вӑхӑта пӑхӑнмасӑр ҫӳрет. Ҫимӗкре — ваттисене, троицӑра — пӗтӗленнӗ йывӑҫ-курӑка, Питравра самӑрланакан выльӑх-чӗрлӗх ырлӑхне асӑнса така пусса чӳклетпӗр.
1983-1911 ҫулсенче /Н.И. Ашмарин. 3 том тата ытти ҫӑл куҫ/ ҫырса хӑварнисем тӑрӑх Ҫинҫе уявӗ ҫапларах иртнӗ:
Вӑхӑчӗ. Тулли уйӑх хыҫҫӑн, ҫӗр таврӑнас вӑхӑт умӗнхи /21.06/ икӗ эрне умӗн, эрне кун ваттисем: "Канлӗ вӑхӑт пуҫланчӗ", — тесе пӗлтернӗ. Ваттисем те, ҫамрӑксем те уява хатӗрленнӗ.
Вырӑнӗ. Ватӑсем чӳк вырӑнӗнче, киремет умӗнче кӑлӗ вуланӑ. Ҫамрӑксем пуху лаппине
Уявне пуху, тапӑ, вӑйӑ, акатуй вырӑнӗнче ирттернӗ.
Йӑли-йӗрки. Ватӑсем выльӑх пусса, пӑтӑ пӗҫерсе, учукра, киреметре кӗлӗ вуланӑ, чӳк чӳкленӗ.
Кӗлӗ, чӳк тунӑ хыҫҫӑн, кӗҫнерни кун, ҫамрӑксем вӑйӑ вырӑнне пуҫтарнӑ, уяв пуҫланӑ. Вӑл темиҫе куна тӑсӑлнӑ.
Ҫак вӑхӑтра туйсем ирттерме тӑрӑшнӑ.
Вут чӳкӗ. Ялти ватӑсем тата хӗвел чи ҫӳлте /21.06/ тӑнӑ эрнере ытлари кун е эрне кун ҫӗнӗ вут чӳкне ирттернӗ: "Пӗлтӗрхи вут, вут-йышӗ ватӑлать, вучахран сиксе тухса кайма, пушар кӑларма пултарать", — тенӗ.
Ирхине ял халӑхӗ килти вучаха сӳнтернӗ. Хӗвел ларнӑ вӑхӑтра ял тӑваткалӗнче е йӑла вырӑнӗнче вут йӗкине ҫавӑрса, вӑчӑм кӑмпипе тивертсе вут тупса, чӗртсе кӑларнӑ.
Лаҫри хатӗр вучаха, вӑчӑм кӑмпи хӗлхемӗпе вӗрсе чӗртнӗ.
Каярах пӑтӑ пӗҫернӗ. Вучах умӗнче, ҫӗнӗ вут амӑшне кӗлӗ туса пӑтӑ лартса парса чӳкленӗ. Йӗркеллӗ ҫунса тӑма, кил-йыша пӑхӑнма, ӑшӑтма ыйтнӑ. Ача-пӑчана пӗлмесӗр, уямасӑр вут ҫине, вучаха шӑма-сурма хушман. Вутӑ-вучаха таса тытма хушнӑ, кӗлӗ хыҫҫӑн пӑттине ҫинӗ.
Шыв чӳкӗ. Ҫӑл куҫ чӳкӗ. Ҫӗнӗ вут тупса чӗртнӗ хыҫҫӑн тепӗр эрнере ҫӑл куҫне, тарасана тасатса шыв чӳкне ирттернӗ. Шыва кӑмрӑк, кӗмӗл укҫа пӑрахнӑ.
Шыв ыррине /вутӑша/ асӑнса валашка ҫине кӗсел, чӗрӗ ҫӑмарта, ҫӳхе икерчӗ хунӑ.
Вутӑшран таса чӗрӗ шыва парса тӑма ыйтнӑ, чир-чӗр ан яр тесе ӳкӗтленӗ.
Вутпа шыва чӳкленӗ кунсенче аслатиллӗ Ҫумар ҫусан — вутпа шыв кӗрешни, тавлашни тесе каланӑ.
Вут хапхи. Ҫуллахи шӑрӑх кунсенче выльӑх мурӗ, выльӑх чирӗ хӑвӑрт саланать. Выльӑха ҫӑлас тесе, ӑна ҫырмара икӗ енчен ҫунса тӗтӗмленсе тӑракан вут вучаххисенчен кӗперлесе хунӑ вут хапхи витӗр хӑваласа кӑларнӑ. Вутӑ тӗтӗмӗ чир-чӗре хӑратать тесе шутланӑ.
"Хӗр аки". "Мур аки". Ял тавра хӗр аки /мур аки/ сухаласа ҫавӑрнӑ. Хӗр акине хӗр-упраҫсем ҫаппа-ҫарамас е ҫара уран, ярханах тӑхӑнса, хӑлатласа /ҫивӗте салтса/ суха пуҫне пӳлӗнсе туртса тунӑ. Вӗҫне пуҫӗпе ҫыхӑнтаракан тӗлте, ҫунакан вут урлӑ сиксе выльӑх мурӗнчен тасалнӑ, мунчара ҫӑвӑнса ӳт-пӗве тасатнӑ.
Уйӑх вӗҫӗнче ҫӗртме тунӑ. Пусман ҫӗре сухаласа, ыраш акма ӑна хатӗрленӗ.

Паллӑ кунӗсем, уявсем

1-11. Уйӑх тулнӑ вӑхӑт. Пахча ҫимӗҫе акса, лартса пӗттернӗ вӑхӑт.
Типӗ вӑхӑтра, типӗ ҫулта ҫумӑр ҫумасан ҫӗрҫи чӳкӗ, уй чӳкӗ туса ирттернӗ, шывпа вылянӑ.
1. Ыраш пучаха ларнӑ вӑхӑт. Чиркӳ календарӗпе ҫак уйӑхра — ҫимӗк, троица, утӑ-курӑк уявне асӑнаҫҫӗ.
2. Хӑяр акмалли кун.
4. Им-ҫам курӑкӗсене пуҫтармалли вӑхӑт.
7. Ял урамӗсене, килти хуҫалӑхри картишсене тасатса пӗтернӗ вӑхӑт. Чир килсен выльӑх мурне хӑваланӑ. Выльӑха вут витӗр, "вут хапхинчен" кӑларнӑ.
Вырӑссем мур килсен выльӑх ҫӳрекен ҫаран ҫине виҫӗ каҫ сунӑ сӗте витрере лартса хӑварнӑ, "мура кӳпӗнтернӗ".
11. Усалсем вылянӑ каҫ. Уйрисем, вӑрмантисем, ҫырмарисем, шыврисем, шуйттансем тӗпсӗр Ахрат тӗлне пӗрле пуҫтарӑнса алхаснӑ каҫ. Тухатмӑшсем, юмӑҫсем кивӗ масар ҫине, хаяр, усал вырӑна пуҫтарӑнса иртӗхнӗ, усал тунӑ каҫ.
Вырӑссем ҫак куна ҫулталӑкри чи ӑнӑҫсӑр кун тесе шутлаҫҫӗ. Чӑваш Ен тӑрӑхӗнче ҫак вӑхӑт тӗлӗнче иртекен Ҫимӗк каҫӗнче, ҫурма ҫӗр тӗлӗнче ҫамрӑксем усалсен "вӑййине" выляҫҫӗ. Хапхасене пӑсаҫҫӗ, мунчасене сӳнтереҫҫӗ, вут-шанкӑна салатаҫҫӗ, урапасене ҫырмана тӗртсе яраҫҫӗ, тӗрлӗ тӳнтерле ӗҫ тӑваҫҫӗ, усалсене хӑратаҫҫӗ.
12-13. Ҫӗлен-калта "туя" пуҫтарӑннӑ вӑхӑт. Шапасем шывра пӗр-пӗринпе йӑраланнӑ вӑхӑт. Хурӑн пуҫлӑ ҫӗленсем вӑрман уҫланкинчи тункатасем тӗлне пуҫтарӑнаҫҫӗ. Ҫыхланса, купаланса пӗтӗленеҫҫӗ. Кашни ами 8-12 ҫӑмарта туса хӑварать, ҫӗлен чӗпписем кӗр еннелле тухаҫҫӗ. Тунката айне тепӗр ҫулччен кӗрсе выртаҫҫӗ.
Хура ҫӗленсем уҫланкӑна, ҫӗлен сӑртне е ҫаран ҫинчи кивӗ выльӑх картине пуҫтарӑнаҫҫӗ. Ҫӑмхаланса пӗтӗҫленеҫҫӗ, саланаҫҫӗ. Кӗр енне ҫӗлен чӗпписене ҫуратаҫҫӗ.
12-18. Авалхи йӑлапа Ҫинҫе умӗнхи Сӗрен, Вирӗм уявӗсене ирттермелли эрне.
1-14. Ыраш шӑркана ларнӑ вӑхӑт. Ваттисем ыраш шӑркана ҫичӗ хут ларать тенӗ.
15. Ҫӗнӗ уйӑх тулнӑ кун.
16. Выльӑх самӑрланнӑ, апат ҫисе тӑраннӑ вӑхӑт.
18-25. Ҫуллахи аслати кунӗсем. Вутпа шыв тавлашнӑ вӑхӑт. Ҫырла пиҫнӗ вӑхӑт.
21. Хӗвел чи ҫӳлти тӳпере ларнӑ кун. Ҫӗнӗ вут кунӗ. Чи кӗске каҫ, чи вӑрӑм кун. Ҫӑл куҫсене, тарасасене тасатса пӗтерсе ҫӑл чӳкне, шыв чӳкне ирттернӗ вӑхӑт. Шывпа вылянӑ вӑхӑт. Ҫак кун лашасене шыва кӗртнӗ.
22. Хӗвел тайӑлнӑ, ҫӗр таврӑннӑ кун. Чӑваш патшалӑх кунӗ.
25. Ҫӗнӗ ҫу пуҫланнӑ кун. Кун пӗр минут катӑлать.
28. Ҫӗнӗ уйӑх тулнӑ кун.
25-30. Ҫӗртме сухине тухнӑ вӑхӑт. Шӑна-пӑван вӑхӑчӗ. Выльӑха шӑна-пӑван ҫиет. Шӑрӑх тӑрать. Кайӑксем юрлама пӑрахнӑ вӑхӑт.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-02-22 18:33:52 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4520 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем