Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Долгов Василий Архипович

Василий ДолговДолгов Василий Архипович — литература критикӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи. 1906 ҫулхи кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче Кӑрмӑш уесӗнчи (халӗ Ҫӗмӗрле районӗ) Хутар ялӗнче ҫуралнӑ. 1990 ҫулхи утӑн 19-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ.

1948 ҫултанпа — СССР ҪП пайташӗ. 1975 ҫулта Чӑваш АССРӗн, 1984 ҫулта РСФСРӗн тава тивӗҫлӗ култура ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ.

Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1-мӗш тата 2-мӗш степеньлӗ орденсене, «Хисеп палли» орденне, медальсене тивӗҫлӗ пулнӑ.

Кун-ҫулӗ

Чӑваш рабфакра (1924—1927), Мускав патшалӑх университечӗн историпе философи факультетӗнче (1930 ҫулта вӗренсе тухнӑ) вӗреннӗ.

Чӑваш рабфакра истори преподавателӗ, кайран директор пулса ӗҫленӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче малтан редактор пулса ӗҫленӗ, каярахпа тӗп редактор вырӑнӗнче вӑй хунӑ.

Ӗҫӗсем

Пӗрремӗш сӑвви 1925 ҫулхи «Ҫамрӑк хресчен» хаҫатӑн 1-мӗш кӑларӑмӗнче пичетленнӗ. Ун хыҫҫӑн унӑн сӑввисем «Канаш» хаҫатра, «Сунтал» журналта, «Трактор» альманахра тӑтӑшах тухса пынӑ.

В.И. Ленин ӗҫӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Критикла статьясем, калавсем, сӑвӑсем ҫырнӑ. Ытларах енӗпе литература критикӗ пек паллӑ. Хӑйӗн ӗҫӗсенче вӑл Константин Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши, Николай Шелепи, Тайӑр Тимкки пултарулӑхне тӗпченӗ.

Паллӑ ӗҫӗсем:

  • «Насущные вопросы художественной литературы» (1934),
  • «О критике» (1946),
  • «Образ Ленина в чувашской литературе» (1949),
  • «Литературӑн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсене пӑтраштарнине хирӗҫ»‚
  • «Тӑван литературӑн малтанхи утӑмӗсем».

Пурӗ 17 кӗнеке пичетленсе тухнӑ.
Пичетленсе тухнӑ кӗнекисем:

  • «Хура тар» (1930);
  • «Ҫурхи калавсем» (1943);
  • «Тӗлӗнмелле винтовка» (1947);
  • «Юмах ярӑп, юптарӑп» (1950);
  • «Ҫуралнӑ ҫӗршывра» (1962);
  • «Ырӑ сӑнар илемӗ» (1978);
  • тата ыттисем.

Вуламалли

  • Григорьев Н. Паллӑ критик, литература тӗпчевҫи // Ялав. — 1981. — 1№. — 23 с.
  • Калавҫӑ, сӑвӑҫ, тишкерӳҫӗ // Дедушкин Н. Пурнӑҫ илемӗпе хавхаланса — Шупашкар, 1988. — 138–140 с.
  • Кузнецов И. Кӗнеке авторӗ ҫинчен // Долгов В. Чӑваш литературин сӑн–сӑпачӗ — Шупашкар, 1963. — 405-407 с.
  • Николаев А. Вутра шӑраннӑ йӗркесем // Тӑван Атӑл. — 1986. — 5№. — 48–53 с.
  • Талантлӑ тишкерӳҫӗ // Кузнецов И. Саманапа литература — Шупашкар, 1977. — 157–159 с.
  • Ялкир П. Манӑҫми ятсем // Хыпар. — 2001, ҫӗртме, 21.
  • Иванов М. Товарищ критик // Советская Чувашия. — 1966, кӑрлач, 15.
  • Канюков В. В.А. Долгов-Хутарсем // Вопросы чувашской литературы и языка. — Чебоксары, 1966. — 32-мӗш кӑл. — 177–183 с.
  • Ялгир П. Известный критик // Молодой коммунист. — 1986, нарӑс, 4.

Каҫӑсем



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2013-07-19 02:00:54 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8045 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем