Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: Чӑваш телевиденийӗ пирки

26.12.2008 18:4843474 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах
Паян ӗҫрен иртерех ҫитрӗм, яланхи йӑлапа телевизор ятӑм та - чӑвашла передачӑсем курса лартӑм. Ҫур сехет пычӗ пӗтӗмпе. Хыпарсен кӑларӑмӗ тата "Шевле". Рекламӑна кӑларса пӑрахсан пӗр 25 пулать. Пуринчен ытла мана чӑваш телевиденийӗ питӗ мелсӗр вӑхӑтра тухни тарӑхтарать. 5 сехет иртсен пуҫланать те 6 сехет ҫитиччен пӗтрӗ. Шӑпах ку вӑхӑтра ҫынсем ӗҫрен тухаҫҫӗ, лавкка таврашне кӗреҫҫӗ, кил-хуҫалӑхпа аппаланаҫҫӗ - телеэкран кмне ларма никамӑн та вӑхӑт ҫук. Чӑваш телевиденийӗн передчисене ӑнсӑртран, тахҫанта пӗрре кӑна курма пултаратӑн. Мӗншӗн ҫапла хӑтланаҫҫӗ?! Таса чӑваш чӗлхине унӑн илемне ӑста кӑтартма пултаракан телевидени пулмасан хальхи вӑхӑтра чӑваш чӗлхи ниепле те аталанма пултараймӗ.
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

tittagrishi // 6798.8.2957
2012.04.03 16:58
Чăваш республикинчен пĕчĕкрех регионсем наци ТВ-не тăваççĕ, эпир-çук. Чăваш сайчĕсем çине кĕмете питĕ кансĕр: малтан акăлчанра çырса кăтартаççĕ. .
tittagrishi // 6798.8.2957
2012.04.03 16:59
Мĕншĕн-ха чăвашла е вырăсла ăнлантарма юрамасть. Акăлчансене кирлĕ тек вĕсем пускай куçарччĕр. Çак кансĕрлĕх пирки нумайăшĕ, уйрăмах çамрăк маррисем, сайта кĕреймеççĕ.
Комментари валли те питĕ кĕске хушмалли çеç тунă. Кансĕр вĕть. Юри çавăн пек тунă пек шухăшлантарать
tittagrishi // 6798.8.2957
2012.04.03 17:11
Прав, Володя! Если нет культуры в душе у руководителей, культуры. Сколько денег (народных)отдал Министр культуры РФ на искажение результатов ВОВ. Есть закон РФ, запрещающий искажать результаты ВОВ. Министру не касается? Так и вниз по лесенке ползет безкультурье. Соответственно- отношение к национальной чувашской культуре.
tittagrishi // 6798.8.2957
2012.04.03 17:21
ruzanova21 тĕрĕс калать.Каллех калатăп: сайта кĕме питĕ кансĕр.
aleftina, кун пек темпсемпе чăваш ТВ туса пĕтериччен, чăвашла калаçма пĕлекеннисем (айакрисем, вĕсем çур миллион ытла)вилсе пĕтеççĕ. Ачисене чăвашла ăнлантаракансемте юлмаççĕ. Вара, чăнахта, чăваш ТВ кирлĕ те мар пулать. Çавна кĕтетпĕр-и?
Ача // 2067.60.2448
2012.04.11 00:30
Паян Чăваш наци каналне пăхса лартăм. Чăвашла передачăсем сахалтарах, анчах малтанлăха япăх мар. Малаш ĕмĕчĕсене илтсен - кăштах шанчăк çуралать.
Акулина // 6365.7.5115
2012.04.13 16:44
Пирĕн мĕнле пăхмалла-ши çак канала, пирĕн республикăри пур района та хăçан çитĕ-ши ку ырлăх?
Пуян // 3474.03.8901
2012.04.24 14:27
В городах Чувашии где есть кабельное телевидение передачи можно показывать в записи.Для этого много ума и средств не надо.Нужно только желание властей, а такого желания у них нет.
Владислав // 3100.29.4830
2012.05.04 18:29
Надо создать настоящее Национальное спутниковое телевидение, как канал БСТ в Башкортостане, ТНВ - в Татарстане.
Андрей // 1712.89.0868
2012.05.26 14:06
Мĕншĕн наци телевидени шупашкарта кăна кăтартать ытти район ти чăвашсем мĕн çынсем марим?
Андрей // 3640.29.7310
2012.05.27 12:40
Мана чăваш наци радивĕ редакторĕ Олег Прокопев çапла пĕлтерчĕ,2013 çултан чăваш наци телевидени пур районсенчете кăтартма тытăнмалла терĕ. Халлĕхе Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкаота кăна кăтартать терĕ сире тата тепĕр çĕнĕлĕх пĕлтерес интернет телевидени пур хале ЮТВ унта тĕрлĕ чăваш передаччисем параççĕ унăн çулĕ utv21.ru/

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, ... 10

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем