MySQL_Error: возникла ошибка

Сообщите нам об ошибке!Content-Type:text/html;charset='utf8' Вячеслав Шорников: Исланди патӗнчи чул сӑрт ҫинчи маяк
 Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вячеслав Шорников: Исланди патӗнчи чул сӑрт ҫинчи маяк

Вячеслав Шорников14.08.2023 19:272081 хут пӑхнӑ

Исланди ҫыранӗсенчен инҫе мар вырнаҫнӑ Тридрангар маяк Атлантика океанӗн хумхануллӑ шывӗ ҫийӗнче хӗрӗх метра яхӑн ҫӳллӗшре ларать. Ҫак тӗнче хӗрринчи цивилизацин тӗпренчӗкӗ пек улах вырӑна шутласа кӑларма та йывӑр пулӗ, вӑл чӑнкӑ чул сӑрт ҫинче вырнаҫнӑ, ун тӑрринчен тӗлӗнмелле тавралӑха сӑнама май пур.

Маяк пӗр-пӗринпе юнашар тӑракан виҫӗ чӑнкӑ чул сӑртсен чи ҫӳлли ҫинче вырнаҫнӑ. Пӗр енчен пӑхсан ҫак Háidrangur ятлӑ хысак питӗ шӗвӗр пек туйӑнать, анчах чӑннипе унӑн тӑрри самай лаптак та сарлака. Унта вертолетпа ҫеҫ ҫитме май пур. Утрав ҫине вӗҫме чи малтанах уяр та пӗлӗтсӗр ҫанталӑк кирлӗ. Исландире вара ку сайра хутра кӑна пулать.

Исланди ҫыранӗсем патӗнче вырнаҫнӑ Вестман утравӗ ҫинче Тридрангар маяка 1939 ҫулта туса лартнӑ. Вӑл вӑхӑтра вертолетсемпе усӑ курма тытӑнайман-ха, ҫавӑнпа та океан варринче тӑракан чӑнкӑ чул сӑрт ҫинче ӑна тӑвасси ҫав тери йывӑр ӗҫ шутланнӑ.

«Чи малтанах пирӗн чул ту тӑррине ҫул хывмаллаччӗ. Ку тӗлӗшпе пире Вестманнаэйяр утравӗсенчи ӑста скалолазсем пулӑшрӗҫ. Эпир вӗсем валли пӑра, мӑлатук, сӑнчӑр тата вӗсене пӗр-пӗринпе хӗстерме пулӑшакан хӗскӗчсем илсе килтӗмӗр. Тӑрринче нимӗнрен те ҫакланма май ҫукччӗ, ҫавна май пӗр альпинисчӗ чӗркуҫҫийӗ ҫине тӑчӗ, иккӗмӗшӗ ун ҫине хӑпарса тӑчӗ, виҫҫӗмӗшӗ вара иккӗшин ҫине те хӑпарса тин ту тӑррине лекме пултарчӗ. Ҫак калама ҫук хӑрушӑ ӗҫе сӑнанӑ май ман чун мӗнлерех ҫӳҫенсе тӑни пирки каласа пама пит йывӑр», — аса илнӗ 30-мӗш ҫулсенче маяк тума хутшӑннӑ рабочисенчен пӗри.

Ӗлӗк ҫак чул татӑкӗ евӗр утрав ҫинче техникӑна пӑхса тӑракансем пурӑннӑ, вӗсем пӗр-пӗрне ылмаштарса улшӑнса тӑнӑ. Темиҫе теҫетке ҫул хушши кунта ӗҫлекенсем кимӗпе ишсе килнӗ, кайран вара ҫӑмӑл мар ҫулпа чӑнкӑ чул сӑрт ҫине хӑрушла ҫӳллӗш ҫине хӑпарнӑ.

Паянхи куна илсен маяк йӑлт автоматизациленӗскер. Хӑш-пӗр чухне кунта рабочисем маяка тӗрӗслеме, кӑлтӑксене тӳрлетме вӗҫсе килеҫҫӗ. Кунти тавралӑх вара чӑн та питӗ чаплӑ.

Гисли Гисласон пилот командӑпа пӗрле утрав патне ҫывхарнӑ чухне вертолетран тӗлӗнмелле видео ӳкернӗ те ӑна пурин валли вырнаҫтарнӑ.

Рабочисен команди утрав ҫинче ҫӗр каҫнӑ, каярах утрав ҫинчен уҫӑлакан тавралӑха сӑнаса киленнӗ. Арҫынсем кунти хатӗр-хӗтӗрӗ, ҫавӑн пекех маяк мӗнле ӗҫленине тӗрӗсленӗ, хӗвелтен ӗҫлекен батарейӑсемпе электросистема валли профилактика ирттернӗ.

Ҫак тӗлӗнмелле вырӑн исландсен саспенс майрине, Ирса Сигурдардоттир ҫыравҫӑна «Why Did You Lie» детектив-бестселлер ҫырма хавхалантарнӑ. Кунта интернет ҫыхӑнӑвӗ чаплах мар пулин те маякӑн ҫавах та Фейсбукра хӑйӗн страници пур.

 

Текста кунтан илнӗ: https://bigpicture.ru/mayak-tridrangar-luchshee-mesto-chtoby-perezhit-zombi-apokalipsis/

Редакцирен: Асӑрхӑр — Фейсбук Meta организацин шутланать. Раҫҫейре ӑна эктремистлисен йышне кӗртнӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Евразиец // 3447.04.5759
2023.08.15 14:31
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.11-мӗш пункт)
Agabazar // 5593.0.3361
2023.08.15 16:03
Agabazar
Кунашкал япалана «сăрт» темеççĕ. Чакăл темелле.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем