Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: 1755 ҫулта Кӑнтӑр Уралта чӑвашсене мӗншӗн персе вӗлернӗ?

Аçтахар Плотников09.02.2023 19:333482 хут пӑхнӑ

1755 ҫулта Кӑнтӑр Уралта чӑваш хресченӗсене персе вӗлернӗ. Ку пулӑм пирки эсир те, ман пекех пӗлмен пулӗ? Вӗсем пурте Максим, Иван тата Кӗҫӗн Иван Мосоловсен тимӗр шӑрантаракан савутра вӑй хунӑ пулнӑ.

Ку пулӑм пирки эп хам «Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем» статьяпа паллашнӑ чухне асӑрхарӑм. Лена юханшывӗ ҫинчи пӑлхав пирки чӑваш энциклопедийӗнче мӗн те пулин ҫук-ши тесе шыраса кӗтӗм те хайхи ҫак пулӑм пирки пӗлтӗм.

Ӗҫ-пуҫ 1752 ҫулта пуҫланнӑ. Мосоловсен савутӗнче тимӗр шӑрантарас ӗҫпе аппаланма Ҫӗрпӳпе Сӗве уесӗнчи 166 чӑваш тара кӗнӗ. Вӗсене тӳрех 7 тенкӗ аванс тыттарнӑ, ҫулталӑкра 18 тенкӗ тӳлеме пулнӑ (авансӗ те унта кӗнӗ). Ӗҫленӗ-ӗҫленӗ пирӗн асаттесем... Ҫулталӑк ҫапла иртнӗ. Хайхи киле таврӑнас тенӗ те — савут хуҫисем ямаҫҫӗ иккен. Укҫине те тӳлемеҫҫӗ. Тепӗр май каласан вӗсене чура шайӗнчех тытнӑ пулас. Ҫапла май 1755 ҫулталӑк пуҫламӑшӗ тӗлне савут хуҫисем чӑвашсене 1749 тенкӗ парӑма кӗнӗ. Парӑма парса татма ыйтсан та лешӗсем килӗшмен пулас.

Вара, 1755 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, 80 патнелле чӑваш, тӗрӗслӗх шыраса, Красноуфимскалла (карттӑна пӑхрӑм та инҫе мар Чувашково ял пуррине куртӑм…) уттарнӑ. Масловсене ҫакӑ кӑмӑла кайман, вӗсем чӑвашсем хыҫҫӑн хӗҫпӑшаллӑ отряд янӑ, ӑна приказчиксем ертсе пынӑ. Поташкино хирӗнче вӗсем чӑвашсене хуса ҫитнӗ те каялла тавӑрма хӑтланнӑ. Анчах ӗҫ тухман пулас вӗсен, ҫапла май хӗҫ-пӑшалсӑр ҫынсене пеме пуҫланӑ. Пурӗ 9 ҫынна вӗлернӗ, 27 ҫынна амантнӑ.

Чи кӑсӑкли, ҫак ӗҫе тӳре-шара тишкернӗ пулать. Тӗпченӗ хыҫҫӑн чӑвашсем тарма шутламанни ҫиеле тухнӑ, Красноуфимска вӗсем шалӑп пама кӑна утнӑ. Хӗҫпӑшаллӑ ушкӑн пӗрре те аманман пулнӑ. Берг-коллеги (Раҫҫей империйӗнчи тимӗр шӑратакан промышленноҫа тытса тӑракан яваплӑ орган) те, Сенат та ҫынсене персе пӑрахнӑ отряда айӑпсӑр тесе йышӑннӑ, ҫавах чӑвашсем умӗнче пуҫтарӑннӑ 1749 тенкӗ парӑма парса татма хушнӑ. Апла пулин те ҫак укҫана чӑвашсем курман, хуҫасем вӗсене пурпӗрех тӳлемен.

Вӑт ҫавнашкалтарах ӗҫ-пуҫ пулса иртнӗ те ӗнтӗ 268 ҫул каялла. Куратӑр ӗнтӗ, вӑл вӑхӑтра та пирӗн асаттесен пурнӑҫӗ ҫӑмӑл пулман, укҫаллӑрах ӗҫ шыраса вӗсем Урал тӑрӑхне ҫеҫ мар, инҫетри Ҫӗпӗре те ҫитнӗ. Хӑш чухне чурара кӑна ӗҫлесе пурӑннӑ.

Пӗтӗмлетӳ

Паянхи чӑвашсем пысӑк укҫа ӗҫлесе илессишӗн Мускава, Хусана тата ытти инҫетри вырӑнсене кайни ҫӗнӗлӗх мар, ку малтан та пулнӑ. Юрать-ха халь вӑл шайрах мар, чура пек тытмаҫҫӗ. Паллах, паян та улталанӑ тӗслӗхсем сахал мар. Ӗҫлеҫҫӗ-ӗҫлеҫҫӗ те кайран ӗҫ укҫисӗр хӑвараҫҫӗ. Хӑш-чухне киле таврӑнма та ҫук шереметсен укҫийӗ. Юрать-ха, юлашки вӑхӑтра унашкал тӗслӗхсем сахалланчӗҫ. Ҫавах чӑвашӗсем те вӗренеҫҫӗ, тӳрех пурне те шанма пӑрахрӗҫ пулас.

Хамӑр тӑрӑхрах ӗҫлесе пысӑк ӗҫ укҫи илсен, паллах, пит аван пулӗччӗ. Ку тӗлӗшпе республика ертӳҫисен вӑй хумалла. Вӑтам ӗҫ укҫи пирӗн республикӑра 42 пинрен иртнӗ теҫҫӗ пулин те ку темле ӗненмеллех мар пек. Чылай ҫын вӑл виҫерен сахалрах ӗҫлесе илет ӗнтӗ. Тем тесен те пирӗн республикӑн тӗп пуянлӑхӗсенчен пӗри вӑл — ҫынсем. Республика ертӳҫисен халӑх йышӗ пӗчӗк маррипе усӑ курмаллах.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 1269.40.9945
2023.02.09 23:38
Agabazar
Слапух Турра, чура пекех тытмаççĕ.
Agabazar // 4712.9.6417
2023.02.10 09:04
Agabazar
Кăнтăр Урал мар. Вăта Урал темелле.
Алексин // 5265.8.3408
2023.02.10 09:19
Кун пекки татах пулнă. ЧНК пĕрремĕш ларăвне Д.Н. Михлеев кинорежиссер килнĕччĕ. Вăл Белоруссири чăвашсем пирки документлă фильм ÿкернĕччĕ. Минскри ентешлĕхĕн ун чухнехи пайташĕ, предприниматель, ăна фильмшăн тÿлеме шантарнă пулнă. Режиссерăн каялла çитме те укçи юлманччĕ, Ульяновска çитсе ÿксе аппăшĕнчен кивçен илсе каялла таврăннăччĕ. Вăл мĕнле кăмăлпа кунтан тухса кайнă пирки каламастăп та. Ку пăтăрмахлă историе Порфирий Афанасьев лайăх пĕлет. Ман пата Михлеев кун пирки çыркаланăччĕ.
Agabazar // 4712.9.6417
2023.02.10 12:13
Agabazar
Çапла вара, Дмитрий Михлеев кинорежиссёр Минскран Шупашкара, Никитин усламçă патне, гастарбайтер пулса килнĕ пулать? ))

Лешĕ вара ăна шăхăртса хăварнă (кинул теççĕ вырăсла).

Юрать-ха персе пăрахман! )) Эппин, тав тăвас пулать усламçăна! )))

Ĕлĕк унашкал çÿрекен гастарбайтерсене отходниксем тенĕ. Мĕнле те пулин чăвашларах сăмахпа калама пулать-ши тесе шутларăм та, нимĕн те пуçа килмерĕ.
Agabazar // 4712.9.6417
2023.02.10 12:23
Agabazar
Гастарбайтер пулса çÿресе курнă Мускавра. Мĕн тути каланине пĕлетĕп. Паллах, хăшне пĕрне, кирлĕ çыхăнусем пур пулсан, ăнма та пултарать.

Ав пирĕн унчченхи министăр, Лизакова, Мускаври пĕр библиотекăн пуçлăхĕнче ĕçлеме вырнаçнă пулнă. Начарах тÿлемен пуль ентĕ. Анчах та пурпĕрех каялла тарса килнĕ.

Тепĕр унчченхи министăр, Енилина, Питĕрте питĕ аван вырăнах вырнаçнă пулас. Кăна та эпĕ гастарбайтерлăх вырăннех хуратăп.
Базиль Кириллов // 5265.8.3408
2023.02.10 13:45
"Гастарбайтер" тени хальхи пуклак сăмах. Ун пек историсем тахçанах пуçланнă, хальчченех тăсăлаççĕ, ултавçăсен аллине такам та лекме пултарать - çакăн пирки сăмах. Хайхи-майхи "геройăн" ятне эп асăнман.

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем