Виталий Родионов тата ыттисем Çемен Элкер ячĕпе ун тăван яленче кенотаф лартнă. Савăнмалла пек çеç ĕнтĕ. Тав тумалла тĕрмешнĕ çынсене. Çук вĕт, Станьял тиркешме хăтланать.
Мĕн килĕшмест? Çырни пĕтĕмпех чăвашла. Тен, Станьял шучĕпе, вырăсла çырмалла? Тен, чăвашла çырни ăна пăшăрхантарать?
Шупашкарти вилтăприе йĕркене кĕртмелле. Камăн? Каллех Виталий Родионовăн-и? Мĕн шутпа пурне те ун çине тиесшĕн вара? Унсăр пуçне тĕнчере çын пĕтнĕ-им?
Шупашкарти вилтăприе йĕркене кĕртме пулать. Анчах палăк çинчи çырăва чăвашлах майлаштарма ирĕк парĕç-ши? Темĕн.
Хула влаçĕсем ирĕк парсан та, пурпĕрех çыравçăн пĕр-пĕр тăхăмĕ таçтан сиксе тухма пултарать. Çапла калама пултарĕ: "Эпир, Эльгер тăхăмĕсем, чăвашла пĕлместпĕр, палăк çине çавăнпа та чăвашла ан çырăр, вырăсла çырма ыйтатпăр". Мĕн тăвăр çапла пулса тухсан?
Шупашкарта «Ильбеков урамĕ» пур. Ма «Илпек урамĕ» мар тесен, çапла каланине илтнĕ. Тăлăха юлнă арăмĕ, Вера Фёдоровна, ирĕк паман имĕш Илпек урамĕ теме. Те чăн ку, те суя, калама пултараймастăп. Анчах сас-хура пур.
Çынни Çĕпĕрте вилнĕ. Пысăк шывра путнă. Те Ангара, те Енисей. Виллине тупайман. Вилтăпри çук. Кенотафĕ вара пур.
Кенотафия мар. Кенотаф.