Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӳркенмен ӑста пулнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: Тинех йӗркеллӗ Adobe InDesign алла лекрӗ

18.04.2008 13:185990 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах
Adobe indesign программӑна тинех тупрӑм. Тӗрӗсрех каласан ҫак программа манӑн алара пур, анчах та тем пӑсӑкрахчӗ. Хале вара шыраса тупнӑ Adobe indesign лицензипе, аван ӗҫлет. Чӑвашла раскладкӑна ӑнланать. Page Maker мар ӗнтӗ. Манӑн нумаях пулмасть Windows ҫӗнӗрен лартма тиврӗ. Page Maker вали вара postscript файл тупаймарӑм. Верстка тунӑ материалсене PDF тӑваймастӑп. Adobe indesign программа вара ку ҫитменлӗхрен хӑтӑлнӑ.
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2008.04.18 16:50
Аçтахар Плотников
postscript тума ятарлă модуль кирлĕ те мар. Эпир, сăмахран, postscript принтера лартатпăр. ".ps" файл тăватпăр та (çав принтер çине пичетлесе, пичетне файла кăларатпăр) кайран Adobe Distiller программăна усă курса *.pdf хатĕрлетпĕр.
akram // 2407.60.8991
2008.04.18 18:54
Ку тĕрĕсех. Виртуалла принтерсем тăвакн программăсем пур, ун урлă "PS" тума пулать. Анчах та вăл япалана ал айĕнче тытса тăмастăн-çке. InDesign-ра (мĕншĕнни паллă ĕнтĕ) пĕтĕмпех программи ăшĕнче вырнаçнă. Çитменнине чăваш раскладкипе пĕр кăлтăксăр ĕçлет
2008.04.19 00:14
тусăмсем пĕлеççĕ
OpenOffice усă курса çыр, кайран pdf'лат. унта веç пур.. OpenOffice'ра чăвашла орфографи тĕрĕслемелли хатĕр те пур... (Николай хатĕрленни)
2008.04.19 01:17
Аçтахар Плотников
OpenOffice вăл калăплав (верстка) программи мар-çке... :)
2008.04.19 06:27
тусăмсем пĕлеççĕ
çук. анчах унпа та верстать тума пырать... :)

сăмах май, ps pdf-латас тесен ps2pdf программа пур.. çапах вăл комманда йĕркипе çеç ĕçлет... графика тирĕ çук унăн.
2008.04.19 15:09
Аçтахар Плотников
Графикăллă тир мĕн тума кирлĕ вара? Команда йĕрĕпе ĕçлеймест пулсан — вăт ку çитменлĕх. Ун пек программăсене усă курса час-часах тумалли ĕçе туса пыма йывăр. 100 файл пулсан та кашнине уçса хуп-ха... алă ывăнса çитĕ. Хушу йĕрки урлă вара батник çырнă та пулчĕ те. //пĕр-ик файл валли паллах графикăллă тир пулсан лайăхрах.
2008.04.19 16:04
тусăмсем пĕлеççĕ
тĕрĕс. Linuxra:
ps2pdf <сан ps файлу>.ps <pdf пулас файл ячĕ>.pdf
2008.04.23 00:49
тусăмсем пĕлеççĕ
ак çакна пăхăр мана питĕ килĕшрĕ:

http://ru.wikipedia.org/wiki/Scribus
2008.04.23 12:36
Аçтахар Плотников
Тĕп йывăрлăхĕ — мĕнле пакетпа ĕçлеме хăнăхнинче. Ак пирĕн Corel Ventura усă кураççĕ. Ку пакета çĕнетме пăрахнă ĕнтĕ (нумай çул 8-мĕш верси сутатчĕç, кайран 10-мĕшне кăларчĕç, анчах та малалла тăсас теме шутламаççĕ), анчах та пирĕн редакци ăна усă курма хăнăхнă та çавăнпа малалла та усă курать. Çĕнни çине куçма вăхăт та вăй та кирлĕ. Пирĕн пĕтĕм скрипта ун валли çырнă. InDesign (вăл пирĕн лицензилли пур пулсан та) çине куçас умĕн малтан унти йывăрлăхсемпе паллашса çитмелле.

Çавна май хăш-пĕр чухне пакечĕ темле лайăх пулсан та ун çине куçма май килмест :)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем