MySQL_Error: возникла ошибка

Сообщите нам об ошибке!Content-Type:text/html;charset='utf8' Геннадий Ахмане: Вӑл та кайрӗ…
 Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Геннадий Ахмане: Вӑл та кайрӗ…

Геннадий Ахмане25.10.2022 11:443894 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тӑван чӗлхе пӗлӗвӗ, чӑваш наци культури тата тепӗр ҫухату тӳсрӗ: чӑваш чӗлхин чи сумлӑ тӗпчевҫи, чылай словарьпе вӗренӳ хатӗрӗн авторӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентӳ ӗҫченӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Елизавета Федоровна Васильева пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ. Вӑл вӑтӑр ҫула яхӑн университет яш-кӗрӗмне пӗлӳ панӑ, вунӑ ҫул педуниверситет студенчӗсене чӑваш чӗлхин историне, тӗрӗк чӗлхисен танлаштаруллӑ грамматикине, авалхи тӗрӗк тата турккӑ чӗлхисене вӗрентнӗ.

Пулас чӗлхеҫӗ 1934 ҫулхи ҫуркуннен пӗрремӗш кунӗнче Элӗк районӗнчи Ярхуньушкӑнь ялӗнче чӗм илнӗ. Вӑрҫӑ кӗрленӗ вӑхӑтра ҫурма тӑлӑха юлнӑ хӗр пӗрчин ачалӑхран часах хӑпма тивнӗ. 1950 ҫулта Елизавета Васильева педагогика институчӗн чӑваш чӗлхипе литературин уйрӑмне вӗренме кӗнӗ.

Институт пӗтерсен Елизавета Фёдоровнӑна шкула вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентме янӑ. Кун пирки вӗрентекенӗмӗр хӑй ҫапла аса илетчӗ: «Ман Нарспипе Сетнер ҫӗршывне – Пушкӑрт тӑрӑхне каяс килетчӗ, Самар енӗ те чуна туртатчӗ... Унта ямарӗҫ. Елчӗк районӗнчен килнӗ ҫутӗҫ инспекторӗ, хӑйсем патне илсе каяс тесе, тем тӗрлӗ те илӗртсе пӗтерчӗ: “Пирӗн патра – ешӗл вӑрман, ҫутӑ кӳлӗ. Пурӑнма условисем лайӑх“. Кайрӑм та: ни вӑрманӗ, ни кӳлли. Ял кулли: крахмал завочӗн лапра пӗви те ҫул хӗрринчи вӗтлӗх. Тепӗр ҫамрӑк учительницӑпа хваттере вырнаҫрӑмӑр, малтанласа тырӑ ларӗ ҫине вырӑн сарса ҫывӑрса пурӑнтӑмӑр. Эпӗ лутра та ҫинҫешке пулнӑ. Ял ҫамрӑкӗсем те: “Миҫемӗш класа каятӑн?” – тесе чӑнласах ыйтатчӗҫ. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланчӗ те, 8-мӗш класс ертӳҫи пулса тӑтӑм: 27 ача, хӑшӗ-пӗри хамран та пысӑкрах...»

1959 ҫулта Елизавета Васильева – А.С. Канюкова доцент сӗннипе – пединститутри чӑваш чӗлхипе литература кафедринче аслӑ лаборантра ӗҫлеме пуҫлать. Кун пирки вӑл хӑй ҫапла каласа паратчӗ: «Питӗ пултаруллӑ та килӗшӳллӗ ҫынсемччӗ йӗри-тавра: М.Я. Сироткин, В.Г. Егоров, С.П. Горский профессорсем, И.П. Павлов, А.С. Канюкова тата И.И. Одюков доцентсем... Чӗлхе пӗлӗвӗ еннелле И.П. Павлов пӑрса ячӗ. Мана курсанах: “А-а, ҫӗнӗ вӑй килнӗ, кунтан ученӑй тӑватпӑр,” – терӗ. Кайран вара чӗлхе ыйтӑвӗсемпе кӑсӑклантарма тӑрӑшрӗ. Иван Павлович мана омонимсене тӗпчеме сӗнетчӗ. Эпӗ вара синонимсене суйласа илтӗм».

1967 ҫулта чӑваш чӗлхипе литература кафедри тин ҫеҫ уҫӑлнӑ университета куҫать. Кунта Елизавета Фёдоровнӑна лаборантра нумаях тытмаҫҫӗ: вӑл студентсене чӗлхе пӗлӗвӗ вӗрентме пуҫлать.

Ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫланать: чӗлхеҫӗ пӗтӗм хастарлӑхпа тӗпчев ӗҫне кӳлӗнет, урӑх хуласенче иртекен ӑслӑлӑх конференцийӗсене хутшӑнма тытӑнать, Алма-Атари Чӗлхе пӗлӗвӗн институтӗнче кандидат диссертацине хӳтӗлет.

Елчӗк шкулӗнче ӗҫленӗ ҫулсенче Елизавета Фёдоровнӑпа тутарсемпе туслӑ пулнӑ, ҫавна май тутар чӗлхипе кӑсӑкланса кайнӑ, тутарла вӗренсе юлнӑ. Чылай ҫул иртсен Габдулла Тукайпа Муса Джалиль чӗлхине Елизавета Фёдоровна студентсене вӗрентрӗ, вӗсене пулӑшмашкӑн «Тутар чӗлхи» (1988) тата «Сравнительная грамматика чувашского и татарского языков» (2009) ятлӑ вӗренӳ хатӗрӗсем кӑларса пачӗ. Ун хыҫҫӑн Хусанта «Сравнительная грамматика татарского и чувашского языков» (2010), «Тутарла-вырӑсла-чӑвашла калаҫу кӗнеки» (2012) кун ҫути курчӗҫ, вӗсен ҫум авторӗ каллех – Е.Ф. Васильева.

Акӑлчан чӗлхине вара Елизавета Фёдоровна пединститутра ӗҫленӗ тапхӑрта, «Леди Гамильтон» фильма пӑхнӑ чухне килӗштерсе пӑрахнӑ: геройсен калаҫӑвӗ хӑлхара ачашшӑн янӑранӑ. Вара вӑл тӳсеймен, каҫсерен ют чӗлхе вӗренекен студентсем патне икшер сехет кая-кая ларма пуҫланӑ. Кайран вара ӑна каҫхи уйрӑма приказпах вӗренме илнӗ, диплом та панӑ.

Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче Елизавета Фёдоровна Турцирен килнӗ Метин Йылмаз тӗпчевҫе чӑвашла вӗренме пулӑшрӗ, хӑй вара унтан турккӑ чӗлхине вӗренсе юлчӗ. Пӗлни ҫӑкӑр ыйтмасть тенешкел ку мул та харама каймарӗ. Е.Ф. Васильева пулӑшнипе педуниверситет студенчӗсем Назым Хикметпа Ататюрк чӗлхине ӑса хывма пултарчӗҫ, вӗренӳре унӑн «Самоучитель турецкого языка» (2001) кӗнекипе тата турккӑлла-чӑвашла ӳкерчӗклӗ словарӗпе (2002) усӑ курчӗҫ.

Сирӗн, тен, хамӑрӑн чӗлхене лайӑхрах пӗлес тата ыттисене вӗрентес килет? Сире пулӑшма Елизавета Фёдоровнӑн «Самоучитель чувашского языка» (2003), «Пуҫламӑш классенче ачасен чӗлхине аталантарасси» (1981) кӗнекесем тата Л.П. Сергеевпа пӗрле хайланӑ вырӑсла-чӑвашла словарьсем (1998, 1999), «Омонимсен словарӗ» (1996) пур. Тен, эсир урӑх чӗлхесемпе кӑсӑкланатӑр, хамӑрӑннипе танлаштаратӑр? Апла сире Елизавета Фёдоровнӑн казахла‑чӑвашла (2007), удмуртла-чӑвашла (2003) тата ытти словарӗсем усӑллӑ пулӗҫ. Юлашки ҫулсенче вӑл чӑвашпа пушкӑрт чӗлхисен шайлаштаруллӑ грамматикине хатӗрлесе пӗтерчӗ. Пичетлесе кӑлармалла кӑна...

Вӑл ырӑ ҫынччӗ. Ӑна аса илсен те чунра ырӑ-ырӑ. Эпир телейлӗ: вӑл пирӗнпе пурӑннӑ. Малашне те пурӑнӗ-ха: пирӗн асра, ывӑлӗпе мӑнукӗсенче, тӗпчевӗсенче. Чуну канлӗ пултӑр, вӗренткенӗмӗр!

Елизавета Фёдоровнӑпа юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Синер ялӗнче (Лесная урам, 16 ҫурт) сывпуллашатпӑр. Ӑна ҫывӑхри Янкурас ҫӑви ҫине пытараҫҫӗ.

 

Пирӗнтен уйрӑлса каяс умӗн Елизавета Фёдоровна ҫакӑн пек халал хӑварчӗ.

 

Юлашки сӑмахӑм

Эп вилсен мана пытарӑр

Янкурас ҫӑви ҫине.

Чечексем лартса хӑварӑр

Виткӗчӗ тӑпрам ҫине.

 

Ретӗн-ретӗн лартса тухӑр

Шур ҫеҫкеллӗ чечекне.

Ҫуллен-ҫул ҫеҫке вӑл ҫуртӑр,

Хӑтлӑх кӳтӗр тӗнчене.

 

Ҫӑкӑр-тӑварне хумашкӑн

Лартӑр пӗчӗк турилкке.

Тӑрӑ шыв кӑшт астивмешкӗн

Хатӗр пултӑр пӗр черкке.

 

Вара канлӗх эпӗ тупӑп

Пӳрнӗ ҫӗнӗ вырӑнта.

Сире урӑх чӑрмантармӑп,

Выртӑп тӑвӑр ҫуртӑмра.

 

Тус-юлташӑм ман чылайччӗ

Ҫутӑ аслӑ тӗнчере,

Вӗсемпе мана аванччӗ

Вичкӗн ҫиллӗ тӳпере.

 

Сӑрт ҫинче вырнаҫнӑ килӗм

Илӗртетчӗ туссене.

Хаваспа кӗтсе илеттӗм,

Хапӑллаттӑм кашнине.

 

Курнӑҫаттӑм, калаҫаттӑм,

Пусараттӑм чунӑма.

Савӑнаттӑм, хӗпӗртеттӗм

Пуррӑннишӗн ҫак куна.

 

Урапа кусмасть пӗр тикӗс

Ҫутӑ пурнӑҫ ҫулӗпе.

Пӗлтерме халь эпӗ тивӗҫ:

Тек пулаймӑп сирӗнпе.

 

Пӗр ҫул иртӗ, ҫулсем шӑвӗҫ

(Ҫут тӗнчен йӑли ҫапла).

Пӗр-пӗр чух хисеп те тӑвӗҫ

Юлташсем кӑмӑлпала.

 

Тем те пӗр илсе ан пырӑр:

Ним те кирлӗ мар кунта.

Куҫҫуле те ан тумлатӑр:

Пултӑр лӑпкӑлӑх чунта.

 

Тӑпрама кӑшт илем кӳрӗр,

Тӑпӑлтарӑр ҫум-ҫама –

Купана кайса пӑрахӑр,

Ан варалӑр таврана.

 

Вырӑнӑм тек таса пултӑр,

Ан хунатӑр хыт-хура.

Чӗрӗ чечекпе хуплантӑр

Ман ҫири хура тӑпра.

 

«Тавтапуҫ», – тесе калаймӑп

(Калаҫмаҫҫӗ вилнисем).

Каҫарсамӑр, ҫук ман айӑп:

Халь ман урӑх йӗркесем.

 

Вӑрӑм ӗмӗр эп сунатӑп

Ҫӗр ҫинчи кашни ҫынна.

Сӑмахпа ҫеҫ калаймастӑп:

Сассӑм ҫуккӑ ман кунта…

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Студент пулнăскер // 1496.48.4075
2022.10.25 12:56
Йывăр тăпри çăмăл пултăр!
Сăвви чуна тивет, епле ансат та тарăн каланă.
Agabazar // 4280.30.6855
2022.10.25 13:44
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.5-мӗш пункт)
ермакова надежда васильевна // 2538.9.2907
2022.10.25 17:44
Ĕçÿ-хĕлÿ умĕнче пуçа таятăп! Пĕлсе е пĕлмесĕр тунă çылăхусене Турă каçартăр. Чуну çÿлти патшалăха кайма юрăхлă пултăр. Канлĕ çывăр, ВĔРЕНТЕКЕНĔМ! Эпĕ САНА каçаратăп.
Cтаньял // 3014.08.7320
2022.10.25 22:14

Эпир пединститутра вёреннё чухне М.Я. Сироткин проф. кафедринче Елизавета Фелдоровна лаборанткӑра ёҫле пуҫлрё КИРЛЁ КЁНЕКЕСЕНЕ.ыйтичченрх тупса паратчё, хӑнӑху .ёҫёсене хӑш-хӑш статьяран вуласа пёлсен аванрах ирттерессе систеретчё. Вара Иван Павловичпа пёлсе тупӑшаттӑмӑр
Е.Ф. сисиччен кафедра машинкипе "Вутчуль" хаҫат пичетлеттёмёр. Тепёр кӑларӑм калӑпланӑ чухне Лисук аппа пире тытрӗ. Юрать пире Мих.Яковлевич хӳтёлерё. "Манран Денис Гордепе студент литкружок валли ыйтнӑччё,- терё...
Ҫӑтмахра пул, хаклӑ ҫыннӗм
Agabazar // 2363.44.6716
2022.10.28 19:55
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.5-мӗш пункт)
Agabazar // 2363.44.6716
2022.10.28 20:00
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.5-мӗш пункт)
Agabazar // 2615.59.5216
2022.10.29 21:51
Agabazar
Акапасар çĕре кĕнĕ Елизавета Федоровна Васильева пирки пĕр усал сăмах та каламан.

Калас та çук.

Вулакан вара, Акапасар çырнисене админ хуратса пынине кура, урăхла шутлама пултарать.

Ман таса ята варалама пăхнине тÿсме шутламастăп.
2022.10.30 12:20
Аçтахар Плотников
2.5-мӗш пункт — темӑпа ҫыхӑнман комментарий. Ӑҫта унта Елизавета Федоровна Васильева пирки усал сăмах калани пирки?
1.9 пункт — тӗрӗслевҫӗ ӗҫне хаклани. Ку пункта та пӑсатӑн.
Ют темӑналла пӑрнӑшӑн сан комментарийӳсене хуратнӑ! «Комментари ҫырмалли йӗркене» тепӗр хут вуласа тухма сӗнетӗп! //хӑвӑн пата ҫыру ятӑм ӑнлантарса парса. Ку ҫитмест иккен, пурин умӗнче ӑнлантарса пама тивет…
Agabazar // 2649.11.9744
2022.11.21 08:17
Agabazar
Эп тĕрăслевçĕ ĕçне мар, хам ĕçе (комментарие) хаклатăп. Ятарлă терминпа çавна автокритика теççĕ. Пурте «Вăл та кайрĕ...» тавра пулса пырать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем