Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Вячеслав Шорников: Сахара пушхирте чукун ҫул пур: мӗнле пуйӑссем унта ҫӳреҫҫӗ

Вячеслав Шорников06.04.2022 16:022325 хут пӑхнӑ

Паллӑ Сахара пушхир урлӑ Мавритани чукун ҫулӗ иртет. Вӑл ӗнтӗ 60 ҫула яхӑн ӗҫлет, тата та нумай ҫул хушши усӑ кӳрӗ. Анчах та ун тӑрӑх пассажирсене турттармаҫҫӗ. Мӗн тума ӑна хывнӑ-ха — кун пирки эпир сире каласа парӑпӑр.

Ун тӑрӑх мӗн ҫӳрет

Паллах ӗнтӗ, ку чукун ҫул тӑрӑх ҫӳрекен пуйӑссем пассажирсене турттараканскерсем мар. Ҫак ҫула Зуэрат хулинчи шахтӑсенчен тимӗр тӑпрана тинӗс хӗрринчи Нуадибу порта турттарма тунӑ. 3 ҫухрӑм тӑршшӗ пуйӑссем хӑйӑр тӑрӑх хӗртсе пӑхакан хӗвел айӗнче вӗҫтерсе ҫӳреҫҫӗ. Кунта ӗҫлекенсемшӗн ҫакӑ самай экстремаллӑ ҫулҫӳрев шутланать.

Пуйӑспа тимӗр тӑпра турттарнӑ ҫӗрте ӗҫлекенсем ҫеҫ мар, ахаль сутӑҫӑсем те ярӑнма пултараҫҫӗ — вӗсен ҫитмелли ҫӗре ҫитмелле, килти выльӑх-чӗрлӗхе, апат-ҫимӗҫе кирлӗ вырӑна илсе ҫитермелле. Ҫавӑн пекех ку пуйӑссем ҫинче хӑйсен вӑйне, нервисене тӗрӗслеме юратакан ахаль туристсем те ярӑнаҫҫӗ.

Талӑк хушшинче Нуадибуран 4–5 состав ҫула тухать, вӗсенчен пӗри ҫумне пассажирсем ларма пултаракан вакуна ҫаклатаҫҫӗ. Ҫакӑ та кӑсӑклӑ — пуйӑссен расписанийӗ ҫук. Ҫула чуххӑмла тухаҫҫӗ, хӑш вӑхӑтра ҫула тухассине унта ӗҫлекенсем хӑйсем те тӗплӗн пӗлмеҫҫӗ.

Асра юлакан ҫулҫӳрев

Ытларах чухне пассажир вакунӗллӗ пуйӑс каҫ еннелле ҫула тухать, ҫитмелли вырӑна вара ир тӗлнелле килет. Вӑхӑтне ятарласа суйланӑ: каҫхине пушхирте ытлашши хӗртмест. Апла пулин те пассажирсем темиҫе сехет хушши хӗртекен хӗвел ҫинче пиҫӗхсе илеҫҫех.

Ҫул ҫинче 20 сехет ытла ирттерме тивет. Кӑнтӑрласенче 50 градуслӑ шӑрӑх тӑрать. Пытанма ниӑҫта та май ҫук — ҫынсем вакунсем ҫинчех ларса пыраҫҫӗ-ҫке! Тепӗр енчен ҫакӑ пачах тӳлевсӗр, сирӗнтен никам та укҫа ыйтмасть.

Вырӑнти халӑх кунашкал йӗркене хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ, ҫулҫӳревҫӗсене вара ҫӑмӑлах мар. Кунашкал приключени, паллӑ ӗнтӗ, манӑҫа тухмасть, асӑнмалӑх асаилӳсем хӑварать.

Пуйӑс канса илме чарӑнусем тума та пултарать. Ҫак вӑхӑтра мавритансем кӗлтума пуҫласан тӗлӗнме кирлӗ мар. Ку ҫӗршывра ытларах енӗпе мӑсӑльмансем пурӑнаҫҫӗ, вӗсем вара хӑйсен тӗнне ҫирӗп тытса пыраҫҫӗ. Атеистсем кунта ҫук, мӗншӗн тесен кунта тӗне кӗменнисен пуҫӗсене тӳрех касаҫҫӗ.

Мавританинче тӗлӗнтермӗш вырӑнсем нумаях тупаймӑн, ҫапах та ҫак пуйӑс унӑн чӑн-чӑн эткерлӗхӗ шутланать. Тӗнчере вӑл — чи вӑрӑмми. Ӑна вырӑнти 5000-лӗ хут укҫа ҫине те сӑнласа хунӑ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем