Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Атӑл

Аçтахар Плотников25.02.2022 18:283581 хут пӑхнӑ

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Тӑван чӑваш ҫӗрне хӑйӗн ытарайми шывӗпе чӑпӑл туса юхса выртакан аслӑ юханшыва Атӑл тетпӗр. Тутарсем Идел теҫҫӗ. Ӗлӗкрех ӑна Итил тени те пулнӑ. Пирӗн мӑн асаттесем, пӑлхар-чӑвашсем, ӗлӗк-авал мӗнле каланӑ-ши ҫак мӑнаҫла юханшыва? Ӑна эпир Харьков хулинче пурӑннӑ тӗпчевҫӗ-арабист А.П. Ковалевский хатӗрлесе кӑларнӑ «Книга Ахмеда Ибн-Фадлана» кӗнекере вулама пултаратпӑр. Ҫак кӗнекен 152 страницинче ҫапла ҫырни пур:

«Мы (царь) отправились, пока не увидели на реке Атыл некоего человека — рост его был двенадцать локтей, он имел большую голову и руки, а длина его ноги была размером в две четверти...»

Атыл — урӑхла, чӑваш саспаллисемпе ҫырсан, шӑп та лӑп Атӑл пулса тӑрать.

Ҫак пӗчӗк ҫеҫ тӗслӗх те пирӗн чӑваш чӗлхи авалхи пӑлхар чӗлхине малалла тӑсаканӗ пулнине хӑйне май кӑтартса парать, мӗншӗн тесен, вырӑн, тавралӑх ячӗ (топонимика) хӑвӑрт улшӑнакан япала мар, пин-пин ҫул хушши халӑх чӗлхинче ним улшӑнмасӑр пурӑнать. Атӑл та пирӗн чӗлхере ҫапла пин ҫула яхӑн ним улшӑнмасӑр упранать иккен.

 

Хушса калани. Кунта мӗн те пулин хушса пама йывӑртарах. Википедин вырӑс пайӗнче уҫӑмлӑрах ҫырса панӑ. Атӑл ят ӑҫтан тухса кайни пирки уҫӑмлӑ никам та калаймасть. Финн-угорсенчен лекнине те асӑнаҫҫӗ. Венгрсем те Атӑла Атель/Этель теҫҫӗ, ку вара чӑвашсен вариантне ҫывӑхрах.

Тепӗр самант — хунсен патши ячӗпе мӗнле ҫыхӑнни пирки. Кунта ман шутпа ҫавах та Атӑла Аттила ячӗпе панӑ тесен тӗрӗс мар, пач урӑхла — Аттилӑна ҫак мӑнаҫлӑ ята панӑ тесен тӗрӗсрех. Халӑх сӑмахлӑхӗнче тӗл пулакан Атӑл паттӑр та Аттилах ӗнтӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 1693.65.2013
2022.02.25 21:47
Agabazar
Оригиналта, арабицăпа епле?

Ибн Фадлан кĕнекинче ку сăмах мĕнпурĕ пилĕк хут тĕл пулать.

Çав пилĕк хутран кашнийĕнче мĕнле — çавна пăхмалла. Пĕрерĕн-пĕрерĕн.

Пĕрремĕш хутĕнче мĕнле, иккĕмĕшĕнче, виççĕмĕшĕнче, тваттăмĕшĕнче, пиллĕкмĕшĕнче.

Пĕр пек-и вĕсем е расна?

Расна пулсан мĕншĕн апла?
Agabazar // 1693.65.2013
2022.02.25 22:44
Agabazar
Ибн Фадлан çырнисенче виçĕ хут Атл, икĕ хут Этл.

Мĕнпе уйрăлса тăраççĕ-ха çав икĕ вариант араб çырулăхĕн куçĕпе пăхсан?

Пăнчăпа уйрăлса тăраççĕ.

Атл тенинче малтанхи саспаллин пăнчă пур, Этл текеннин — пăнчă çук. Ытти енĕпе уйрăмлăх çук.

Çав çитеймен пăнчăна çырса илекенĕ сиктерсе хăварма пултарнă. Астумасăр, асăрхамасăр.
Agabazar // 1693.65.2013
2022.02.26 13:22
Agabazar
Эп араб çырулăхне пĕлместĕп (чăннипе вара ăна кашниех хай тĕллĕн, Интернет пулашнипе, вĕренме пултарать).

Çапла вара, çÿлти шухăшларăшсем, тĕпрен илсен, манăн мар темелле.

Тутар тĕпчевçи Мирфатых Закиев каланисемпе усă курнă. Енчен те вăл суйнă пулсан, нимĕн те тăваймастăп.

Анчах та Ибн Фадлан çырăвĕнче «А(Э)ТЛ» тени пилĕк хут (3+2) тĕл пулни тĕлĕшпе суйманах ĕнтĕ вăл. Тĕрĕснех каланă пулмалла.

3+2 тени пирки йăнăш ăнлантарма пултарнă Закиев юлташ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем