Адёр хăта,
ну, килĕшес пулать, эпир санпа иксĕмĕр, çавăн пекех тата ытти нумай-нумай çын, чĕлхе пĕлĕвĕн корифейĕсем мар.
Корифейсемпе тан спецификăлла япаласем пирки чылай чухне калаçма пултараймастпăр.
Тем тесен те, чĕлхе тĕпчесе çав ĕçпе çăкăр çиекен çын пиртен кăшт ытларах пĕлет ĕнтĕ.
Ку енĕпе питех тавлашмăпăр.
Акă, сан статйуна илсен те, унта чĕлхеçĕ куçĕпе пăхсан вырăнсăр япаласем пайтах.
Анчах чĕлхеçĕсен хăйсен те сăмсисене ытлашши каçăртмалла мар.
Пĕрремĕш хут каламастăп. Ку шухăша калаканни эп çеç мар. Çырулăха ăна тата çырмалли йĕкесене, юлашки тĕллевсене асра тытсан, лингвистика валли мар, чĕлхеçĕсем валли те мар, — мĕнпур çынсем валли тăваççĕ.
Эппин, çав мĕнпур çынсене асра тытмалла та. Çырулăх меллĕ пулмалла. Шăл çемми, теççĕ чăвашла. "Теоришĕн мар," — тетчĕ Андреев прахвиссар. Теессе тетчĕ те, анчах хăй çакна асра тытасшăнах марччĕ.
Ман шутпа, хальхи йĕркевсенче ним хăрушши те çук. Хăрушши урăххинче — йĕркевсене ăнлантарса парассине, интепретацилессине Виноградовсем хайсен аллине илесшĕн.
Хальхи орфографи сăмахсене пĕрле е дефиспа çырма чармасть.
Николай Адерӑн чун ыратнипе çырнӑ статйисене вуласан ЧĂВАШ ЧĚЛХИ ГАВРОШĚСЕМ паян кунчченех юлнине туятӑп. Тӑван чӗлхене хирӗçле ӗçленӗ сӑтӑрçӑсен генералӗ çук ӗнтӗ. Виноградов - Санчо Панса çеç. Анчах та вӑл Сервантес романӗнчи сӑнар пек ашак çинче мар, слон çинчех ларать тӑр, ахӑр. Никама та итлемест, никама та пӑхӑнмасть. Чӑваш кӗнеке издательствинчи пӗлӗш каланӑ тӑрӑх Юрий Михайлович орфографи словарне "Ман асанне çакӑн пек каланӑ" принциппа тунӑ мӗн. паянхи орфографи революционерӗ 75 çулта пулнине шута илсен Пушкӑртри асламӑшӗ ХХ ӗмӗрӗн пуçламӑшӗнче пурӑннӑ пулать.
Пӗр комментарире эпӗ чӑваш чӗлхинчи АСАР-ПИСЕР Н.В.Федоров тапхӑрӗнче Шупашкара "Кӗрен революцисен" ертӱçи тата финансисчӗ СОРОС килнипе çыхӑнтарнӑччӗ. Шел, никам та тӗпчесшӗн мар çак шухӑша. "17 марта в Чувашии побывали всемирно известный финансист из США Джордж Сорос и делегация фонда 'Культурная инициатива",- çырнӑччӗ "Советская Чувашия" хаçат 1994 çулта. "Хыпар" савӑнса Сорос гратне илнисен хушамачӗсене пичетленӗччӗ. А
Акапасар, Микула, Евразийец тата К - Сире валли пӗлтерӗшлӗ тема. Диван çинче шӑрпӑклсанса выртиччен, сухалӑр ЧĂВАШ ОРФОГРАФИЙĚН анипе çыхӑннӑ пулӑмсене.
Ҫапла Акапасар,ҫапла. Кашнинчех,кала "унсӑр пуҫне,эп шутлатӑп, хальхи орфографи сăмахсене пĕрле е дефиспа çырма чармасть". Чи кирли ӳркенмелле мар тата ҫуркунне те ҫитессе шанмалла.
Сана кам чарать? Сана та никам та чармасть. Анчах эс каламастăн. Мĕншĕн тесен сана вăл ним тума та кирлĕ мар. Сан пĕртен-пĕр тĕллевÿ — ура айĕнче чăлханса çÿресси.
Хальхи орфографи сăмахсене пĕрле е дефиспа çырма чармасть.
Евразиец // 3753.90.6577
2021.12.30 14:57
Интересно, интересно... с топором на грамматику... и с чувашским языком на рок-музыку...
Санькка матки // 4102.29.2665
2022.01.02 22:47
Анатолий, тӗрӗс аса илтернӗн пулас эс Сороса.Тата аса илмелле мар-и тӗп генералӗн хӗрӗ финанс е экономразвити министерствинче пысӑк ҫын пулнине. Унтан та орфографи реформи валли укҫа уйӑрма пултарнӑ. Темле ведомостьсенче алӑ пуснисем упранса выртмаҫҫӗ-ши архивсенче?
Хампур // 4102.29.2665
2022.01.03 22:24
Капмар, ӑнлантарса пар-ха чӗлхе наукинче питех тӗшмӗртен пулсан: мӗн тени вӑл пӗрле е дефиспа та ҫырма юрать тени?
Хампур // 4102.29.2665
2022.01.03 23:00
А. П. Хусанкай мӗнле татса пама пултарать сӑмахсене пӗрле е уйрӑм ҫырассине, чӑваш чӗлхине пӗлменскер?