Ҫырав тени , паян эс чӑваш, ыран вырӑс ,тепрехинче татах та урӑх наци ҫынни тесе шутлама пултаран. Графа национальность пӗр документра та ҫук пулсан пӗтӗмлетӳ те ячӗшӗн кӑна пулӗ. Тӗрӗс шутласси иккеленӳллӗ. Хулари чӑвашсем мӗншӗн чӑвашла калаҫманнин тӗп сӑлтавӗ вӑл хулари ШКУЛ. Паян кӑна ҫырав пирки чӑвашла пӗлмен хула чӑвашӗпе калаҫнӑ. Совет Союзӗ вӑхӑтӗнчех ялтан хулана куҫнӑ . Шкула ильнӗ чухнех ашшӗ-амӑшне ачисемпе вырӑсла кӑна калаҫма сӗннӗ пулнӑ ? Чӑваш чӗлхине чӑрмав вырӑнне хунӑ вӗрентекеннисем. Хӑйсен ирӗкӗпе мар ,хушнипе сӗннипе. Ҫавӑнпа та "хӑйсем айӑплӑ","килте вӗренӗр" текенне нимле майпа та ыр ҫын теме ҫук.
Тӗрлӗрен ҫынсенчен илтнӗ,хулара вырӑсла кӑна калаҫмалла тенине. Ача чух ,ялти шкул директорӗ тӑхтавсенче те вӗрентекенсемпе вӗренекенсен вырӑсла кӑна калҫмалла теччӗ. Ялтан куҫса кильнӗ чӑваш ачасемпе садиксенче вырӑсла кӑна калаҫма хушнӑ тесе те сас хура ҫӳретчӗ. Тӗрӗссипе каласан, вырӑсла ачасем ытларах килте мар ача сачӗсемпе шкулсенче вӗренеҫҫӗ. Мӗне кура чӑвашсен кӑна "килте " вӗренмелле ? Мӗнле калама пулать "ашшӗ-амӑшӗ" малтан тесе ? Паян ачасем садиксене икӗ ҫулчченех кайма пултараҫ пулсан. Калаҫма анчах пуҫлаҫҫӗ . Шупашкарта чӑвашла ӳстермелли ача сачӗ пӗрре те ҫук пулсан камра айӗпӗ. Паллах ашшӗ-амӑшӗнче мар.
Глава Чувашии Олег Николаев сообщил, что к нему приходит "много обращений" о том, что учителя заставляют выбирать русский, а не чувашский для изучения в качестве родного. Руководитель региона сказал, что это недопустимо, так как дискредитирует саму добровольность изучения родного языка, предусмотренную положениями Федерального закона "Об образовании".https://www.idelreal.org/a/31533613.html
Ҫав сӑмаха манса ан кайӑр, ЗАСТАВЛЯЮТ тенине. Ун пек пулмасан чӑваш ачисемпе чӑвашлах калаҫмалла. Заставлять тума пулать КОСВЕННО,систермесӗр,ун пирки те манмалла мар. Факультатив шайне антарни "заставляют" пулать,тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем ҫукки те ҫавах. Косвенно ытларах Совет Союзӗ вӑхӑтӗнче пулнӑ пулсан паян ытларх маларах калани пулас ? Васкаҫҫӗ ?
Варык // 1144.2.4005
2021.11.04 19:57
Ачупа çуралсанах тăван чĕлхепе калаçмарăн пулсан нимле садик- шкул та чăвашла вĕрентейменнине ухмах та пĕлет.Камăн хулара ачисем чăвашла калаççаççĕ паянхи кун никам та садикре вĕренмен.Вĕрентни ытлашши пулмĕ та ха , нумай çухатрăмăр садике шанса.
Ҫӗр тимӗрсемпе пин туркайсем каласан та "килте" тесе наукӑна хирӗҫ кайма ҫук. Пӗтӗм тӗнчипех ача сачӗсем тӑван чӗлхепе пулсан мӗншӗн чӑваш ачисем валли Шупашкарта ун пеккки пулмалла мар ?
25 ноября 2020года в Государственном Совете состоялось подведение итогов республиканских конкурсов «Лучшая практика обучения на родном (татарском, чувашском, удмуртском, марийском, мордовском) языке в муниципальных бюджетных общеобразовательных организациях Республики Татарстан» и «Лучший детский сад по организации обучения и воспитания детей на родном (татарском, чувашском, удмуртском, марийском, мордовском) языке». Награды победителям вручили заместитель Председателя Госcовета РТ, председатель Комиссии при Президенте РТ по вопросам сохранения и развития татарского языка Марат Ахметов и министр образования РТ Ильсур Хадиуллин.https://mon.tatarstan.ru/index.htm/news/1873975.htm
Килте текеннисене "дошкольная педагогика" курсӗпӗ паллашма ямалла. Малтан зачет илчӗр. Икӗ ҫулта ача калаҫма анчах хӑтланать,чӗлхе аталанма "килте кӑна" калаҫни питӗ сахал уншӑн, тантӑшсем тата вӗрентекеннисем чӑвашла калаҫсан анчах чӗлхе ҫирӗп кӗрсе юлӗ. Ку вӑл Тимӗр пек каласан "элементарно". Килте кӑна мар садикре те чӑваш чӗлхинчен уйрӑм тумалла мар ачасене. Ҫавӑн пек пулсан анчах чӑваш чӗлхине хуласенче ҫирӗплетме пулать. Музейсемпе пӳрт ҫамкисем ҫинче чӑвашла ҫырса ,ҫулталӑкне пӗрре чӗлхе кунӗ туса ирттерни тумлам кӑна, чӗлхен ҫӑлкуҫӗ пулмалла.
Варык // 1144.2.4005
2021.11.06 09:35
Микула темле наука çине йăвантарать.Практика вара Шупашкарта кăтартать; камăн ачисем тăван чĕлхипе калаçаççĕ- пурте ашшĕ-амăшĕ хăй тăрăшние тата хăйĕн тивĕçне садик çине йăвантарманнипе кăна.