Чӑваш кӗнеке кӑларӑшӗнчен пӗлтӗр 8-мӗш класӑн, паян 9-мӗш класӑн ҫӗнӗ кӗнекисене (тӗрӗссипе — улттӑмӗш ҫӗнетсе улӑштарнӑ кӑларӑма) илсе килчӗҫ. Савӑнмалла. Тӑрӑшса ӗҫленӗ, Евгений Майковпа Ольга Вишнева вӗрентекенсем пултарнине тунӑ. Тепӗр тӗлӗнтермӗш, ҫӗнӗ кӗнекешӗн 3 пин ытларах гонорар парса янӑ. Унчченхисемшӗн пачах ним тӳлеменни те пулнӑ-ҫке! Ҫавӑнпа укҫа пирки калаҫмӑпӑр, ахаллӗн мана хирӗҫ Родионов-Яковлев-Ендеров тата тахӑшӗн пӗрлӗхӗ каллех кӑшласа ларать. Ку ушкӑн хам чӗрӗ чухнех курнӑҫланса синкер сарать те, вилсе выртсан мӗнле сиксе ташлӗ-ши? Ирӗксӗрех пуҫа Даниил Эльмень шӑпи килет — пӗр ҫын пӑтратнипе кӗрӗс-мерӗс шав тӑваҫҫӗ те пултаруллӑ этемех таптаса хураҫҫӗ.
Кайма пуҫтарӑнсан шикленесси ҫук. Пурнӑҫа хакласа шутланӑ чухне капланнине каласа хӑварни вырӑнлӑрах. Хӑй пирки хӑлаҫланать, критикӑна юратмасть, йӑлтах хӑйшӗн тейӗҫ. Ку яланах ҫапла пулнӑ — Эльменсен вӑхӑтӗнче те. Тинкерӗр, ҫаплах ҫав. Тӑван сӑмахлӑх пирки каланӑ чухне манӑн хам ҫинчен сас тумасӑр пулмастех. Ан тив, лешсем кӗвӗҫсе, сӑхланса е урӑх тӗллевпе элеклеччӗр — эпӗ хамӑн ӗмӗре, чылай тӑпӑлтарчӗҫ пулсан та, литература вӗрентӗвӗнчен уйӑраймарӑм.
Вӗрентӗкре, йӗркене пӑсса, авторӗсене палӑртмасӑр хӑварнӑ. Халӗ шыратӑп та — тупаймастӑп. Ахӑртнех, балладӑсем ҫинчен тӗлсӗр-палсӑр тӗрлӗ шухӑшсенчен пухса ҫыркаланине унӑн темелле-ши? (Кам пулсан та — асӑрхани тӗрӗсех). Балладӑна (уйланӑша) пӗр ҫынсен сӑмахӗсемпех темиҫе хут ӑнлантарнӑ. Тӗшши пирки кунта каласа пӗтерес ҫук. «Баллада. Литературӑри халӑх сӑмахлӑхӗ» сыпӑк ачасене юрӑхсӑр пуҫланать: «Ӑслӑлӑх сюжетлӑ юрӑсене те халӑх эпосӗ шутне кӗртет. Чӑваш тӗпчевҫисем ку ыйтӑва ятарласах тишкерни курӑнсах каймасть». Уйланӑшсемпе пейӗтсем, сюжетлӑ юрӑсем эпос маррине тӗнче тӗпчевҫисем тахҫанах палӑртнӑ. Мӑннисем те ҫакна чухласах каймаҫҫӗ пулсан, шкул ачисен пуҫне тӑрӑлман ӑҫтиҫукпа минретмесен те юратчӗ. Фольклорӑн литература никӗсӗнче выртакан жанрӗсем пайтах, вӗсене малтанхи классенчех вӗренеҫҫӗ. Эппин, ҫынна усал тӑвам тесе ӑслӑрах, Чӑваш наци конгресне тивӗҫлӗрех шайра (авторӗ Никифоров-тӑк, вӑл унта вӗрентӳ пайне сарӑпласа пурӑнать) тивӗҫлӗрех тапаҫланмалла пулнӑ.
Хуплашка хыҫӗнчи ятсӑр таблицӑна (литература аталанӑвӗн историйӗ тейӗпӗр) шухӑшласа ҫитереймен. Ҫыравҫӑсене мӗне кура, мӗнле критерипе суйласа илнӗ? Пӗрремӗшӗнчен, вӑл тулли мар: Василий Краснов-Асли, Микихвер Мранькка, Леонид Родионов, Кузьма Пайраш, Александра Лазарева, Владимир Садай, Емельян Маден-Захаров, Моис Федоров, Евстафий Владимиров, Геннадий Хлебников, Хветӗр Агивер ячӗсене курмарӑм, вӑрҫӑра вилнӗ Владимир Бараев, Федот Ситта, Кӑтра Мишша ҫамрӑксене тата ытти тивӗҫлисене асӑрхаймарӑм. Иккӗмӗшӗнчен, ҫак ҫӑтӑ хушамата ачасен пуҫне мӗнле кӗртсе хӑвармалла? Вӗренӳ кӗнекисенче пуррисене пусӑмласа пани, ман шутпа, ҫителӗклӗччӗ. Тулли таблица 11-мӗш класра пулсан лайӑх е тата лайӑхрах — шкул валли ятарласа энциклопедилле кӑларӑм туса парсан. Матур ачасем чӑваш лицейӗнче вӗренес, аслӑ шкулӑн чӑваш уйрӑмне каяс тесен, вӗсем валли ӳкерчӗклӗ те тулли кӑларӑм хатӗр. Вӑл пулмасть, мӗншӗн тесен юлашки ҫулсенче пултаруллисен тӑван лицейӗ хупӑнчӗ, чӑваш уйрӑмӗсем куҫ умӗнчех катӑлса, йӑшса пычӗҫ.
Виҫҫӗмӗшӗнчен, хыҫалти тата «Хайлав тишкерӗвӗн тӗслӗхӗсем» сыпӑк тивӗҫтерӳсӗр. Халӗ лицейсемпе гимназисенче, лайӑх шкулсенче те, тишкермелли майсене 6–7-мӗш классенчех тулин параҫҫӗ. Сӑмахран, чӑвашсен лирика тишкерӗвӗ 10 пунктран тӑрать, техника лицейӗн 6-мӗш класри схеми — 20 пунктран. Тулли схема тӑрӑх ачасем кирек мӗнле сӑвва та йӗркеллех пӑхса тухайраҫҫӗ. Чӑваш кӗнекинче вырӑс литературине вӗренес умӗн малта пуянлатса пама тӑрӑшнӑччӗ, халӗ вара апла калама йывӑр.
Кӗнекене ҫӗнӗрен кӗртнӗ Владимир Степанов, Анатолий Хмыт, Валери Тургай, Марина Карягина ҫинчен тирпейлӗ ҫырнӑ. Новеллӑпа фантастикӑлла калава, сӑвӑсемпе палиндромсене вулавӑш валли кӗскетме-адаптацилеме юранӑ, монопалиндромсене (малтан вӗҫне ҫити, вӗҫӗнчен пуҫламӑшӗ таран пӗр пекех вуланакан сӑвӑсене) ӑнлантарса хӑвармалаччӗ. Хутламсене (повторсене) пӗтерсен те, тӗслӗхрен, 266, 300 енсем) айӑп пулмастчӗ.
Мӗншӗн ют ҫыравҫӑсенчен Лафонтина, Шатобриана, Токомбаева кӗртнӗ, Тукая икӗ классӗнче те панӑ тесен, кӗнекеҫӗсем программа ҫине йӑвантарма пултараҫҫӗ. Интернет вӑхӑтӗнче шкул ҫиҫӗм пек улшӑнса пырать, программӑна тӳрлетӳсем кӗртмелли каламасӑрах паллӑ. Анчах ҫакӑ «хальхи вӑхӑтри чӑваш лирикин пӗлтерӗшӗ» ҫинчен пая ют ҫыравҫӑсем хушшине чикмеллине пӗлтермест, Вак-тӗвек йӑнӑшсенчен, тем тесен те, алҫырӑва пӗр-пӗрне кӑтартнӑ пулсан пӑрӑнма пултарӑттӑмӑр. Мӗншӗн ҫапла вӑрттӑн хӑтлантарни каламасӑрах паллӑ.
2011 ҫулта Вӗрентӳ министрӗ Владимир Иванов ячӗпе ҫыру янӑччӗ. Унта ҫӗнӗ ӑрури вӗренӳ кӗнекисене ҫырма ҫӗнӗ ӗҫ ушкӑнӗсем йӗркелеме ыйтнӑччӗ. 8–11 классенчи вӗренӳ кӗнекисене пӗр тытӑмра, пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарса, программӑна малтанхи пек пӑсса тӑкмасӑр хатӗрлеме сӗннӗччӗ. Малашнехи кӗнекесене истори йӗрӗпе мар, поэтикӑна мала хурса тӑвасси пирки тӳресене калаҫнӑччӗ. Курӑсӑн, унчченхи Эльтепер тытӑмӗн тата Вӗрентӳ институчӗн мӑнттайӗсем, хам пуҫа хам хуҫа тесе, чӑваш вӗрентӗвне аркатса хучӗҫ. Ҫӗнӗ Эльтепер Олег Николаев чӑваш класӗсене пӗтерсе хурас тет пулсан, министрӗсем чӑвашла пӗлмеҫҫӗ-тӗк, малашне чӗлхепе те, литературӑпа та ятне тукалӑпӑр та, майӗпен сӳнсе ларӑпӑр.
Шутлатăп-шутлатап та - тĕлĕнетĕп.Кашни чăваш хăйне патша тесе шутлать тени ĕлĕкех çÿретчĕ.Çав чир паян сĕвĕрĕлме мар, тата ытларах аталанса кайрĕ. Хăйсене тĕнче кăвапи вырăнне лартакансем чĕлхе пирки сăмах хускалсан, чи малтан чĕлхен çулсем хушши якалса çирĕпленнĕ никĕсĕсене тепĕр май çавăрса хурса ăнлантарма пăхаççĕ. Юлашки çулсенчи меслетлĕх аталанăвне тишкерсе пăхсан, унан пĕртен-пĕр çитĕнĕвне асăрхатан - уйăх ячĕсене чăвашла калама вĕрентме хăтланни.Ну, .ситĕнÿ-тĕк çитĕнÿ.Вырăссен те, ытти халăхсен те унашкал çитĕнÿ çук!(Эпĕ хам январь вырăнне кăрлач сăмахпа усă курнине пĕр чăвашран та илтмен).
Станьял терминĕсем вара шеп. пуç тавра апла-капла çавăрса пăхса шутласа пăхатăн та - унан терминĕсем вырăнлăрах пулнине асăрхатăн (кÿлмек (залив вырăнне) т.ыт.те). Статьяра Станьял юлташ таçта пăрахса кайма хатĕрленни сисĕнет. Ан васка-ха, Станьял юлташ. Сывлăхпа çÿре.Тур пулăштăр!
Уйăх ячĕсене Авалхи Римри пек мар, урăхла калассине Станьял мар шутласа кăларнă.
Кÿлмек текеннине те Станьял мар шутласа кăларнă. Вăл япала Ашмарин словарĕнче те пурччĕ пулас.
Кĕртме хăтланакан терминсем хушшинче аваннисем çук мар пуль. Анчах пурпĕрех çынсем каланине та хăлхана чиксен татах та шеп пулмалла.
"Пĕр чăвашран та илтмен" тени кунта аргумент пулма пултараймасть. Пит пултарсах каймасть. Илтменнипе шутласа кăлараççĕ те ĕнтĕ. Илтнĕ пулсан — унашкал нуши те çук.
Сăмах май каласан, Станьял хăй те пирĕн пек чăвашах. Вăл та кулленхи калаçура çурма чăвашла, çурма вырасла çăрса калаçать. Хам хăлхапа хам илтнĕрен калатăп.
Анчах та апла калаçнишĕн те тавтапуç. Пач чăвашла калаçманни мар вĕт çапах та!
Ну çырура скобкăсем ăшне е тулашне лартса темтепĕр шутласа кăларма хăтланни пур ĕнтĕ. Яланах ăнăçлă теместĕп.
Евразиец // 1977.69.9930
2021.01.27 10:50
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни
Чăвашсем чăваш чĕлхине пурнăçа кĕртесси пирки мар ăнтăлаççĕ пулас, çĕнĕ сăмахсем шутласа кăлараççĕ. Пуррине те кашни чăваш пĕлсе çитермест. Эх, айвансем.
Нелли Пальмова, ĕç-пуç хушаматра мар, хăвăн тăван чĕлхÿне пĕлнинче. Ку енчен вара, кунта сăмах-юмах сутса ларнипе мар, кил-йышра тăван чĕлхепе калаçнинче. Шкул, саккун, нимĕнле те уйрăм çынна чăвашла вăйпа калаçтарма çук. Ятарласа сирĕншĕн: эпĕ чăвашла калаçатăп çеç мар, çыратăп та.
Акапасар, кун пирки мана хама хăвар пуç ватма, кăлăхах пуçна ан çĕмĕр
Малай // 3827.87.0515
2021.02.02 07:58
Акапасар, эс. ачам, Станьяла такампа пāтраштаратāн пулмалла, Станьял пāтратса, çāрса калаçнине сансāр пуçне халиччен пēр чāваш илтмен, ун пек таса калаçакан пēр чāваш çук.
Станьял терминĕсем вара шеп. пуç тавра апла-капла çавăрса пăхса шутласа пăхатăн та - унан терминĕсем вырăнлăрах пулнине асăрхатăн (кÿлмек (залив вырăнне) т.ыт.те). Статьяра Станьял юлташ таçта пăрахса кайма хатĕрленни сисĕнет. Ан васка-ха, Станьял юлташ. Сывлăхпа çÿре.Тур пулăштăр!