Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Аçтахар Плотников: Ҫармӑскасси сӑвӑҫин пултарулӑхӗ паянхи куҫпа

Аçтахар Плотников22.07.2020 11:505364 хут пӑхнӑ

Чӑваш литературинче тарӑн йӗр хӑварнӑ ҫынсене чи аван пӗлекенни Петӗр Ялкир пулнӑ тесен йӑнӑшмӑпӑр пулӗ. «Литературный мир Чувашии» кӗнекене хатӗрленӗ май вӑл нумай-нумай манӑҫнӑ сӑвӑҫсемпе ҫыравҫӑсен биографийӗсене шыраса тупнӑ. Паллах, пурне те мар (вӗсем пирки тепрехинче каласа парӑпӑр), анчах пӗчӗк йӗр хӑваракансене те ҫак кӗнекене кӗртме пултарнӑ. Вӑл шутра — Эхмин сӑвӑҫа та.

Эхмин кун-ҫулӗ

«Ҫӗнтерӳ ялавӗн» 1988 ҫулхи юпан 22-мӗшӗнчи номерӗнче Эхмин сӑвӑҫӑн ҫакнашкал биографийӗ пичетленнӗ (ӑна П. Ялкир хатӗрленӗ):

Никанур Спиридонович Эхмин 1908 ҫулта Муркаш районӗнчи Ҫармӑҫкасси ялӗнче чухӑн хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. (Хӑш числора паллӑ мар. Апла пулсан вӑл ҫак ҫул 80 ҫул тултарать). Комсомолец ялта та, рабфакра та общество ӗҫне хастар хутшӑннӑ.

Шупашкарти рабфакра вӗренекенсенчен Никанур Эхмин чи хастаррисенчен пӗри пулнӑ. Вӑл 1926–1928 ҫулсенче литература кружокӗн членӗсем хушшинче сӑвӑсем ҫырас пултарулӑхӗпе палӑрнӑ. Унӑн хайлавӗсем «Ҫамрӑк хресченпе» «Канаш» хаҫатсенче тата «Сунтал» журналта час-часах курӑннӑ. Поэтӑн сӑввине хрестоматине, поэзи антологийӗсене кӗртнӗ. 1928 ҫулта вӑл сарӑмсӑр вилнӗ.

Шел те, кӑшӑлвируслӑ лару-тӑрӑва пула наци вулавӑшне ҫитсе Эхмин пултарулӑхне тӗплӗн тӗпчеме йывӑртарах. Ялкир ҫырнӑ тӑрӑх унӑн хайлавӗсем час-часах пичетленнӗ, анчах пурӗ те тӑватӑ сӑввине ҫеҫ тупма май килчӗ. Ку вӑл: «Юлашки сӑмах», «Ӗҫ уявӗ», «Вунӑ ҫул», «Хуткупӑспа».

Сӑвӑҫ пирки информаци чӑн та питӗ сахал. Муркаш район энциклопедине вӑл, сӑмахран, лекеймен. Ни киввине, ни нумай пулмасть тухнине.

Петӗр Ялкир ӑна Никанур Спиридонович тет, Чӑваш литературин антологийӗн «Поэзи» пуххине вара вӑл Николай Сидорович пек лекнӗ (ҫак сӑлтава пулах эп унӑн ятне статьяра асӑнмастӑп). Сӑмах май унта питӗ кӑсӑклӑ пуплевӗш пур: «1928 ҫулта вӗренӳри хирӗҫӳсене тӳсеймесӗр Атӑл хӗрринчи Юрату сӑмсахӗнче ҫакӑнса вилнӗ». Ҫакӑн пек сас-хура ҫӳренине те илтме май килчӗ — имӗш Эхмин хыҫҫӑн (унӑн хӑтланӑвне тӗслӗхе хурса) ытти ҫамрӑксем те ҫак юрату сӑмсахӗнче ҫакӑнса вилме пуҫланӑ. Те чӑн ку, те суя — кӑна ҫирӗплетекен информаци ҫук.

Эхмин пултарулӑхӗ

Кӗскен Эхмин сӑвӑҫӑн пултарулӑхӗ ҫинче чарӑнса илер. Ӑна ҫӗнӗ пурнӑҫӑн ачи темелле, ҫавна май вӑл ытларах хӑйӗн сӑввисенче коммунизм йӗркине мухтать. «Ӗҫ уявӗ» сӑввинче ҫакнашкал йӗркесем пур: «Ват йӑмран кун-ҫулӗ иртнӗ, — / Пирӗнпе пымарӗ. / Ватӑ вӑл, ватти ун ҫитнӗ: / Ҫӗрнӗ ун тымарӗ.» Кунта вӑл, паллах, кивӗ йӗркене питлет.

Эхминшӑн ҫутӑ малашлӑх вӑл — колхозсем йӗркелени, капитализмлӑ йӗркене пӗтересси тата ытти те. «Колхоза сивленине, / Ӑслӑ тесе калас ҫук. / Кайран хыҫӗҫ ӗнсине / Эпӗр савнӑҫ курнӑ чух», — ҫырать вӑл хӑйӗн «Хуткупӑспа» сӑввинче. Ун чухне вӑл 19-ти каччӑ кӑна ӗнтӗ, ҫавна пулах ӗнтӗ патшалӑх политикине сарас ӗҫӗн малти ретӗнче тӑрать те. Анчах эпир, ӗмӗр иртнӗ хыҫҫӑн пӗлетпӗр ӗнтӗ: ӗнсе хыҫакансем юлашкинчен ҫавах та колхоз йӗркелекенсем пулчӗҫ — самана вӗсене чӑл-пар кӑна аркатрӗ. Паянхи кун вара «Юрма» йышши хуҫалӑхсем хуҫаланаҫҫӗ.

НЭП тапхӑрне те сӑвӑҫ сивлет. Усламҫӑсем ун шухӑшӗпе сӑвӑс пек элементсем кӑна, ӗҫлекенсен юнне ӗмекенсем. Ҫавна май вӑл НЭП-а пӗтернишӗн савӑнать те. «Юлашки сӑмах» сӑвва вуланӑ хыҫҫӑн автора хуҫи тарҫӑ пек мар чура евӗр тытнӑ тейӗн...

Эхмин сӑввисене пӗтӗмӗшле илсен пропагандистла теме пулать. Ҫавна пулах вӗсем паянхи куҫпа пӑхсан ытла та айванла курӑнаҫҫӗ. Вӗсен пахалӑхӗ ҫук теме те пулать. Ҫавах та Эхмин тӑван чӗлхене лайӑх туйни сисӗнет: «Мул тӗнчин никӗсси мӑртшӑнланчӗ», «Чӗрене хыт касрӗ чул, / Ҫамрӑк халӑм хухрӗ», «Пит те уҫӑ ҫурхи кунӗ, / Тӗнче тумӗ симӗс. / Урам тӑрӑх халӑх хумӗ... / Тинӗс тейӗн, тинӗс!» Ку енчен пӑхсан ӑна чӑн та ытти сӑвӑҫсемпе юнашар ним мар лартма пулать.

Сӑввисем

Вунӑ ҫул

Ах, чӗрем! Ах, кала! мӗншӗн эсӗ

Хыт тапатӑн паян ҫав таран?

Мӗн пирки хускатса ҫак кун эсӗ

Ман вӗри юнӑма ҫавӑран?

Астӑвап: чурара пурӑнсаттӑм,

Хӑйрасаттӑм шӑла асапра...

Ирӗке тахҫанах эп савсаттӑм,

Ирӗке эп кӗтсе ӑшӑмра.

Пиҫенпе вӗлтӗрен ман ҫул пулнӑ!

Чӗр юна кӑкӑртан тумлатса,

Юнӑмпа пиҫене эп шӑварнӑ —

Ҫавӑнпа эп ун чух ахлатса!

Вунӑ ҫул ӗлӗкрех Раҫҫей ҫӗрӗ

Вутпала ҫунчӗ хыт ҫуталса...

Хӗпӗртӳ юррипе мӑн уй хирӗ

Унтанпах ак выртать янраса.

Ӗҫҫынни ҫавӑ кун вӑя хучӗ...

Вӗресех юхрӗ юн урамра.

Вӑл кунне ман чӗрем савнӑҫ курчӗ,

Йӑвӑр чул пулчӗ ҫук ҫийӑмра.

Ман чӗрем ун чухне хыттӑн тапрӗ,

Тапрӗ вӑл ирӗкпе савӑнса.

Анчах, ӗҫ васкаса килсе ҫапрӗ,

Ҫавӑнпа эп ӗҫлеп авӑнсах!

Паян кун кӑшт канса вӑй пухатӑп,

Вӑй пухатӑп мула тулама;

Пӑшала алӑра хыт тытатӑп,

Хатӗр хам ҫӗршыва сыхлама!

Вунӑ ҫул туласса чӗрем кӗтрӗ,

Ак, паян, вӑл тулсан эп хавас...

Ирӗк ӗҫ юррӑма илем кӗртрӗ,

Ирӗкри ӗҫе ман чун савать.

Мул тӗнчин никӗсси мӑртшӑнланчӗ

Хӗрелет каҫала ак каллех!

Амстердам, мул тӗкки, йӑлт путланчӗ...

Кил халех, ҫӗн Октябрь, халех!!!

Ӗҫ уявӗ

Пит те уҫӑ ҫурхи кунӗ,

Тӗнче тумӗ симӗс.

Урам тӑрӑх халӑх хумӗ...

Тинӗс тейӗн, тинӗс!

 

Ӗмӗрте кун пек пулманччӗ,

Лӑпкӑ пулнӑ ялӗ.

Вӑл паян ҫилпе хумханчӗ,

Ҫиҫрӗ ун вӑй-халӗ.

 

Параппан сасси ян кайрӗ,

Ун сасси пит уҫӑ.

Ват йӑмра савса пуҫ тайрӗ,

— Атя, — терӗ, — тусӑм!

 

Ват йӑмран кун-ҫулӗ иртнӗ, —

Пирӗнпе пымарӗ.

Ватӑ вӑл, ватти ун ҫитнӗ:

Ҫӗрнӗ ун тымарӗ.

 

Хум шавлать, шавлатӑп эпӗ,

Хумӑн шавӗ — юрӑ.

— Ҫӗнӗ ял сыв пултӑр тетпӗр —

Пурнӑҫ пултӑр ырӑ.

 

Ӗмӗрте кун пек пулманччӗ,

Лӑпкӑ пулнӑ ялӗ.

Вӑл паян ҫилпе хумханчӗ,

Ҫиҫрӗ ун вӑй-халӗ.

 

Хӑш енчен килет ку ҫилӗ,

Ма килмен вӑл ӗлӗк?

Е паян эпир ҫӗн пиллӗ,

Е ку савӑк тӗлӗк?

 

Тӗлӗк мар, куҫпах куратпӑр:

Харӑс, харӑс утӑм.

Юрӑпа яла ҫуратпӑр;

Сас янрать пит хытӑ.

 

Вӗлкӗшет ҫилпе ялавӗ

Ҫӳлте йӗпхӗм хӗрлӗн:

Паян ирӗк ӗҫ уявӗ,

Уяв пултӑр вирлӗ!

 

Сар хӗвел кулать пит ӑшшӑн,

Кулли унӑн савӑк;

Чӗремре паян ман — яшӑн

Кӗвӗленчӗ сӑвӑ.

 

Кунта савнӑҫ, кунта ирӗк,

Пирӗн ирӗк ҫирӗп.

Ирӗке сыхлатпӑр хытӑ, —

Ан ҫыхлантӑр йытӑ!

 

Ҫӗр ҫинче пӗтмен чуралӑх,

Кӗрешӳ пӗтмен вӗт!

— Пулӑшу! — тет пирӗн халӑх, —

Хӗҫ тытма та тивӗ.

 

Часах тивӗ хӗҫ тытмашкӑн,

Унччен хатӗр кирлӗ.

Ирӗк куншӑн юн тӑкмашкӑн

Пурте эпӗр вирлӗ!

1928

Юлашки сӑмах

НЭПмана

Ма пуҫ усрӑн эс паян?

Ма апла? Мӗн пулчӗ?

Е манах та пуҫ таян?

Туту йӳҫҫӗн кулчӗ.

 

Мана пуҫ нихҫан ан тай,

Вӑл ытла та уссӑр.

Эс мана манса ан кай:

Усрарӑн пӗр пуссӑр.

 

Пилӗк ҫул вӗт, пилӗк ҫул

Сан патра тар юхрӗ.

Чӗрене хыт касрӗ чул,

Ҫамрӑк халӑм хухрӗ.

 

Ултава эп курнӑ-ҫке

Пӗрре мар, тен, пин те,

Ман ӗҫпе эс пуйнӑ-ҫке.

Халь мана мӗн тивӗ?

 

Пӑх, хӗр пек ҫӳлте кулать

Сар хӗвел йӑвашшӑн.

Ун ҫути пӳрте тулать,

Вӑл мана лӑпкасшӑн.

 

Путеней пек пултӑр-ха

Паянхи кунра вӑл.

Хуҫаран кӑшт култӑр-ха:

«Кирлӗ, тетӗр ҫавӑ».

 

Пилӗк ҫулшӑн ӗҫ укҫи

Эп санран ыйтатӑп.

Халь пӗрлешнӗ пур ҫук ҫын,

Эп унта каятӑп.

 

Ушкӑнтан эс пит хӑран,

Хӑрама та кирлӗ.

Ну, кала-ха, мӗн тӑран?

Е сӑмах ман вирлӗ?

 

Чӑн сӑмах хаяр чӑнах,

Кӑмӑла хуҫтарӗ.

Мана тивӗҫ укҫана

Пилӗк ҫулшӑн пар эс.

 

Ма пуҫ усрӑн-ха, хуҫа?

Ма хӑюсӑр пултӑн?

Е пит шеллӗ халь укҫа?

Ҫарамас-им юлтӑн?

1928

Хуткупӑспа

Тӑсса ятӑм купӑса,

Янратас килет такмак.

Тӑрӑшар сукмак туса

Аслӑ ҫул ҫине тухма.

 

Лар, савниҫӗм, ҫумма лар.

Сассу уҫӑ — юрра яр.

Юрри кайтӑр инҫенех

Хамӑр пурнӑҫ ҫинченех.

 

Итлӗр халӗ, яшшисем,

Тӑна кӗрӗр, ваттисем:

Парӑр ал ҫӗн пурнӑҫа,

Иртсе кайӗ пур нуша.

 

Ӗлӗк илӗртнӗ эрех,

Куллен ӗмнӗ укҫана,

Вӑл кӳрет инкек пире,

Хӑвалар-и ҫӑвана.

 

Халь телейлӗ эпир те,

Ӳсӗм пур ял-хулара.

Савнӑ тусӑм хӗпӗрте:

Трактор чупӗ уй тавра.

 

Краҫҫын ҫути тӗп пулӗ,

Электрицӑ ҫуталӗ.

Хресченсен те кунҫулӗ

Малтан мала утӑмлӗ.

 

Йӑран ҫинчи купӑсти

Ӳсет лайӑх шӑварсан

Пурнӑҫ пирӗн, ҫӗр ӑстин,

Ӑнӗ ҫӗн ҫулпа кайсан.

 

Колхоза сивленине,

Ӑслӑ тесе калас ҫук.

Кайран хыҫӗҫ ӗнсине

Эпӗр савнӑҫ курнӑ чух.

1927

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 1051.21.0409
2020.07.22 15:58
Agabazar
Чӑваш литературинче тарӑн йӗр хӑварнӑ ҫынсене чи аван пӗлекенни халĕ çĕре кĕнĕ Геннадий Фёдорович Юмарт пулнă (çÿлти патшалахра пултăр!).

Ну, Петĕр Ялкир те пĕлкеленĕ ĕнтĕ, вĕсем пирки çырса кăтартас енĕпе хастарлăх кăтартнă.
Анонимла // 2029.36.7606
2020.07.26 08:05
"Эхмин сӑввисене пӗтӗмӗшле илсен пропагандистла теме пулать. Ҫавна пулах вӗсем паянхи куҫпа пӑхсан ытла та айванла курӑнаҫҫӗ".
Ытлашши айванлӑх курмастӑп эпӗ. Сӑвӑсем хӑйне евӗрлӗ. Пурӑннӑ пулсан паллӑ поэт пулма пултаратчӗ те пуль.
Петӗр Ялкир пурӑннӑ чухне яланах халӑх хушшинчеччӗ,юлашки вӑхӑтра ӑна сахалрах асӑнаҫҫӗ.
Agabazar // 3037.37.7759
2020.07.28 00:51
Agabazar
Эхмин чăн хушамат е пĕçемтоним?
2020.07.28 10:51
Аçтахар Плотников
Таҫта та чӑн хушамат тесе палӑртнӑ. //информаци ытларах Ялкиртан пырать ӗнтӗ..
Хамыръял // 2440.14.5966
2020.10.31 12:47
Эхмина пЕТеКР хУСАНКАЙ Хӑйӗн сӑввинче мухтаса асӑнать

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем