Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Шывпа юхса аннӑ турпас

Аçтахар Плотников07.07.2020 14:376532 хут пӑхнӑ

Чӑвашсен ӑс-тӑнӗнче ҫапларах шухӑш ҫирӗпленнӗ: ӗлӗк, имӗш, чӑвашсем пытанса пурӑннӑ, тӗттӗм пулнӑ, тӗнче курса ҫӳремен. Ҫакна ҫирӗплетес тесе вӗсем чӑваш ялӗсем ҫырмасенче вырнаҫнипе ҫирӗплетме пӑхаҫҫӗ. Мӗншӗн «ҫирӗплетме пӑхаҫҫӗ»? Ара, тимлӗн тишкернӗ хыҫҫӑн ҫак теори чӑл-пар кӑна саланать-ҫке.

Паллах, ҫак шухӑшӑн тымарӗ ытларах пайӗпе совет саманинче ҫуралнӑ пулмалла. Ун чухне совет влаҫӗ, хӑйӗн пахалӑхне тата уссине ҫӗклес тесе патша вӑхӑтӗнчи саманана май ҫитнӗ таран хурлама тӑрӑшнӑ. Вӗсенчен пӗр ҫитӗнӗвӗ вӗсен шучӗпе вара — чӑваша тӗттӗмлӗхрен кӑларни. Имӗш, совет влаҫӗччен пирӗн халӑх хӑраса та пытанса, айван пурнӑҫпа пурӑннӑ.

Халӑх чӑн та тухса ҫӳремен-ши?

Ак Хӗветӗр Уярӑн «Таната» романӗнчи «Паллӑ мар инкек» сыпӑкӗнчи пӗр абзацах илес:

«Ҫырма хӗррине кӗтӳ пырайман пулас-ха, шыв тӑп-тӑрӑх. Вӑрмансем хушшинче тура ялсем пуррине Шуркасси ҫыннисем ӗлӗк ҫак шыв тӑрӑх турпас юхса аннипе пӗлнӗ, тет. [Хӗветӗр Уяр. Таната. Паллӑ мар инкек]»

Ҫакна вуланӑ хыҫҫӑн вулаканӑн пуҫӗнче мӗнле шухӑш ҫуралмалла? Ара ял халӑхӗ ниҫта та тухса ҫӳремен, хӑйӗн килӗнчен ҫухрӑм инҫете те уйрӑлма хӑранӑ. Ку чӑн та апла пулнӑ пулсан чӑваш ялӗсем пӗтӗм республика ҫӗрӗ тӑрӑх саланнине мӗнле ӑнлантарса пама пулать-ши? Ниҫта та тухса ҫӳремен пулсан — ара пурте пӗр вырӑнта тӗпленнӗ пулӗччӗҫ те пысӑк ял ҫӗкленнӗ пулӗччӗ. Ҫук ҫав, ҫӳренӗ. Уяв вырӑнӗсем (сӑмахран, Сухати тӑвайкки*), пухӑсем, пасарсем (сӑмахран, Ишек пасарӗ) пурриех чӑвашсем пӗр вырӑнта ларманнине, пӗр-пӗринпе тӑтӑш хутшӑннине ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Калӑпӑр, Ишек пасарӗ пирӗнтен инҫерех-ха, анчах та Ишлей пасарне (унта та Лапсартан урапасӑр ҫитеймӗн…) пирӗн ял халӑхӗ ҫӳренӗ.

Унсӑр пуҫне пирӗн, чӑвашсен, диалектсен йышӗ сахал пулни, вӗсен хушшинче уйрӑмлӑхсем пысӑках мар пулни те ҫакна пӗр енчен лайӑх ҫирӗплетет теме май пур. Ҫармӑссенех, ав, Атӑл шывӗ пайланӑран, икӗ диалекчӗ пӗр-пӗринчен самай уйрӑлса тӑраҫҫӗ.

Ҫырмари ялсем

Чӑваш ялӗсем ҫырмасенче вырнаҫнине те аванах ӑнлантарса пама пулать. Анчах та ҫырмасене суйласа илнин тӗп сӑлтавӗ пытанассинче мар, пач урӑххинче пулнӑ. Пӳрт вырӑнне суйланӑ чухне ҫынна чи малтанах мӗн кирлӗ пулнӑ-ха? Хӳтлӗх? Вӑл та кирлӗ пулнӑ пулӗ, анчах та чи малтанах шыв кирлӗ. Шывсӑр ҫын пурӑнаймасть. Шывӗ вара ӑҫта? Паллах, ҫырмари ҫӑлкуҫра.

Пирӗн таврара ялсем хушшинче питӗ илемлӗ вырӑн пур. Мана яланах тӗлӗнтеретчӗ — ӑҫта пӑхан, пур вырӑнта та ялсем ҫӑттӑн вырнаҫнӑ (пурте вӗсем ҫырма пуҫӗсенче — тепӗр май каласан, ҫӑлкуҫсем патӗнче) пулин те ку вырӑнта ял ҫук. Каярах тин вара пӗлтӗм — пулнӑ иккен унта ял вырӑне, анчах пӗр сӑлтава пула ҫынсем унтан куҫса ларнӑ. Сӑлтавӗ вара — ҫӑлкуҫсем ҫуккинче. Шыв ҫукран куҫса тепӗр вырӑнта яла никӗсленӗ. Вӑл вырӑн пач шывсӑр мар-ха — унта юнашарах Йӑршу шывӗ сарлакан юхать… Халь пӑтранчӑк вӑл, таса мар… Ӗлӗк «Юрма» пек варалакан предприятисем пулман пулин те вӑл вӑхӑтра, паллах, шыва пӑтратакан ытти сӑлтавсем те пулнӑ — калӑпӑр ҫурхи ейӳ вӑхӑчӗ. Ейӳ ик-виҫ кун тӑсӑлнӑ пулсанах, тен, ӗлӗкхи ҫынсем шыв ыйтӑвӗпе нушаланмӗччӗҫ, анчах апла мар-ҫке... Ҫурхи ҫак тапхӑр, хӑвӑрах пӗлетӗр, чылая тӑсӑлать. Ҫак сӑлтава пулах ял халӑхӗн куҫса ларма тивнӗ. Вырӑнӗ питӗ илемлӗ пулсан та.

Сӑмах май, эп Ункӑ тӑрӑх утса тухнӑ хыҫҫӑн (Ҫӗрпӳрен Ишеке ҫити) ҫакна асӑрхарӑм: Ункӑ хӗрринчи ялсем те ҫак пысӑк юханшыв хӗрринче ҫӑлкуҫсем пур вырӑнсенче лараҫҫӗ.

Ҫакна та асӑрхаса хӑварас килет: енчен те ҫырма таврашне пытанас тӗллевпе ҫеҫ суйланӑ пулсан чӑваш ялӗсем ҫырма тӗпӗсенче ларнӑ пулӗччӗҫ, анчах та ҫуртсене пирӗн халӑх ҫавах та ҫӳллӗ вырӑнта лартать, айлӑмсене ытлашшиех суйламасть.

Паллах, ҫырман та хӑйӗн пӗлтерӗшӗ пулнӑ — ӗлӗкхи ҫынсем ҫӗнӗ вырӑна куҫнӑ хыҫҫӑн чи малтанах ҫӗрпӳртсем алтнӑ (тӳрех пысӑккине тума вӑхӑт кирлӗ-ҫке), ҫырма хӗрринче вара ҫакна тума самай ҫӑмӑлрах.

Халӑх сӑмахлӑхӗ мӗне вӗрентет?

Чӑваш инҫете тухса ҫӳренине халӑх пултарулӑхӗнче те тӗл пулма пулать — юмахсенче. Калӑпӑр, «Сарӑ кун ҫӗршывӗнче» юмахах ҫапла пуҫланать:

«…Пӗрре ашшӗ ачисене пухать те ҫапла калать:

— Ну, ачамсем, пурӑнатӑр-пурӑнатӑр эсир, ниҫта та тухса ҫӳреместӗр. Эпӗ вӑт таҫта та ҫитсе курнӑ. Эпӗ ҫитнӗ ҫӗре эсир нихӑшӗ те нихӑҫан та ҫитеес ҫук, — тет…»

Ача-пӑчашӑн, паллах, ҫак юмах питӗ илӗртӳллӗ, приключениллӗ. Анчах та ку юмаха халӑх ҫапларах ӑс пама хайланӑ: пӗр вырӑнта ан ларӑр, тӗнче курӑр. «Ҫӳрен каска якалнӑ, выртан каска мӑкланнӑ», «Ҫӳресен ҫул уҫӑлать», «Ҫӳрен йытӑ шӑмӑ тупнӑ», «Нумай ҫӳрекен — нумай пӗлекен» тата ытти ҫав йышши ваттисен сӑмахӗсем те ҫак ӑсах вӗрентеҫҫӗ: тӗнчене тухса курмаллах, унти ӑспа паллашмаллах.

Юмахра Йӑван тӑван килне таврӑннинче те (юмахӗ ҫапла вӗҫленет) пысӑк шухӑш пытаннӑ. Халӑх юмахӗ ачасене тӗнче касса ҫӳреме ҫеҫ мар, унта пухнӑ ӑспа тӑван халӑха усӑ кӳмеллине вӗрентет. Сӑмах май ашшӗ те, тӗнче курса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, ҫавах каялла таврӑннӑ-ҫке. Ваттисен сӑмахӗсенче те тӑван халӑха пӑрахса кайса ютра тӗпленме вӗрентекеннисем ҫук.

Пӗтӗмлетни

Паянхи кун чӑвашсем чӑн та пӗр вырӑнта «мӑкланса» ларасшӑн мар. Ӑҫта кӑна ҫитмен пуль чӑваш. Ӑҫта кӑна тупаймӑн пуль чӑваша. Шел те, «Сарӑ кун ҫӗршывӗнчи» юмах вӗрентӗвӗн пӗрремӗш пайне ҫеҫ ӑса хываҫҫӗ — тӑван тӑрӑхран «телей» шыраса тухса каяҫҫӗ те пач ҫухалаҫҫӗ. Пирӗн вара, ваттисем вӗрентнине ӑса хывса, ҫавах та, инҫетре пухнӑ ӑса тӑван халӑхшӑн усӑ курасчӗ, юттисене мар ырӑ кӳресчӗ.

__ __ __

* Сухати тӑвайкки — ӗлӗкрех Попой (хальхи Шупашкар районӗнчи Хурӑнлӑх ялӗ) иртнӗ уяв вырӑнӗ. «Сухати» тени «Суха ту туйӗ» е «Суха туй» (танл. Акатуй) тенине пӗлтерет. Сухати уявӗ малтан Попой ҫывӑхӗнче, ҫывӑхри вӑрман (Сухати вӑрманӗ) ҫумӗнчи тӑвайккинче иртнӗ, унта таврари мӗнпур ял халӑхӗ пухӑннӑ. Каярах, тет, вӑл уява Иккассине (Николай Шупуҫҫынни ҫуралнӑ яла) сутса янӑ. Апла-тӑк, уяв вырӑнӗн хуҫи пулнӑ, ӑна патшалӑх ирттермен. Совет самани ҫитнӗ хыҫҫӑн ку уява пӗтернӗ пулас. Сӑмах май, 1980-мӗш ҫулсенче «Дружба» совхоз (халь «Юрмӑн» пӗр пайӗ) ку вырӑнтан инҫе мар, вӑрманӑн тепӗр енче, айлӑмра, Акатуй ирттернӗ (хам унта пулман, ку эп шкулта вӗреннӗ чухне пулнӑ пулас); каярах вӑл айлӑмра торф кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫак вырӑнта халь кӳлӗ вырнаҫнӑ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 4035.77.1936
2020.07.07 15:24
Agabazar
ЙăршШу.
Тимӗр Акташ // 5005.8.5858
2020.07.08 12:13
Аҫтахарпа килӗшмеллех.
Геннадий // 4061.57.7891
2020.07.24 13:16
Аван каласа кăтартнă !

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем